Станислав Сатур поэт «Эпӗ» виҫе» тата «Юхӑмра» кӗнекесене Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне тата муниципалитет библиотекисене парнеленӗ. Вулавӑшсем валли автор 200-шер экземпляр уйӑрнӑ.Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатур сӑвӑҫӑн «Эпӗ» виҫе» ятпа кӗнеке пичетленнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2019 ҫулхи кӗркунне пӗлтернӗччӗ.
Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Станислав Сатур пултаруллӑ поэт ҫеҫ мар, драматург та, публицист та. Вӑл «Икӗ тапӑр хушшинче», «Ҫил ҫӑварӗнчи йӑва» пьесӑсем ҫырнӑ. Композиторсем унӑн сӑввисене кӗвӗленӗ. Вырӑс юррисене вӑл 200-е яхӑн ч чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — В. Боковӑн «Оренбург мамӑк тутӑрӗ», Р. Гамзатовӑн «Тӑрнасем», Л. Дербеневӑн «Йӑлт иртет» ата ыттисем. Поэтӑн тп кӗнекисем: «Чӗре хӗлӗхӗсем», «Сӑмах», «Чун вӗҫевӗ» тата ыттисем.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнисене чӑваш тӗрриллӗ кипке парнелесси пирки унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: «Тӗрӗпе ҫуралнисем» акцие чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче ҫут тӗнчене килнӗ «ҫӗнӗ кайӑксене» чӑваш тӗрриллӗ кипке парнеленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене теттесем тата асӑнмалӑх кӗнекесем парнеленӗ. Вӗсене пепкелӗх центрӗн тӗп врачӗ Ольга Рябухина ырӑ сунса тыттарнӑ.
«Тӗрӗ – чӑваш халӑхӗн наци мӑнаҫлӑхӗ», – тенӗ центрӑн тӗп врачӗ Ольга Рябухина.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнисене чӑваш тӗрриллӗ кипке парнелесси пирки унччен хыпарланӑччӗ. «Тӗрӗпе ҫуралнисем» акцие чӑваш тӗррин кунне халаллӗҫ.
Ыран ҫуралнисене тӗрӗллӗ кипке кӑна парнелемеҫҫӗ-мӗн. Кипкесӗр пуҫне ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламлӑ отрыткине, тетте-шанкӑртма тата Евгения Жечевӑн «Чӑваш тӗрри» кӗнеке-альбомне те парӗҫ. Ӗнер парнесене Чӑваш Енри пепкелӗх центрӗсен тӗп тухтӑрӗсене ҫитерсе панӑ ӗнтӗ.
Аса илтерер: кипке ҫине ачалӑха, пултарулӑха, ӑнӑҫӑва, пурнӑҫа тата килӗшӗве палӑртакан тӗрӗ паллисене тӗрленӗ.
Кӑҫал эпир чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне пуҫласа уявлӑпӑр. Аса илтерер: вӑл куна ытахальтен суйласа илмен. Шӑп та лӑп ҫав кун Екатерина Ефремова тӗрӗ ӑсти ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне туса хума республикӑри хастарсем ыйтнӑччӗ.
Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан ачасем валли пирӗн республикӑра парнесем хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Чӑваш сӗмӗллӗ парнене, чӑваш тӗрриллӗ ача кипкине, республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртне парса тухӗҫ. Ҫав парне Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан мӗнпур тӗпренчӗке лекӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсене пӗлтернӗ.
Кировра вырнаҫнӑ Александр Грин музейӗ хӑйне евӗрлӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Ҫыравҫӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсен пуххине музей парне евӗр йышӑннӑ. Ӑна куҫару авторӗ Алексей Леонтьев парнеленӗ.
Парнене «А.С. Грин: взгляд из XXI века» (чӑв. А.С. Грин: XXI ӗмӗр куҫӗпе) ӑслӑлӑх конференцийӗнче панӑ. Унта куҫаруҫӑна та йыхравланӑ. Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗ Шупашкарти хӑна тухса калаҫнине итлекенсем кӑсӑкланса тӑнланине, ҫавна май ҫырнисен 5 томлӑ пуххине парнелеме хистенине пӗлтернӗ.
Алексей Леонтьев асӑнмалӑх ҫырса хӑварнӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Грина юратса — Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейне. Грэй капитан калашле, тӗлӗнтермӗше хӑвӑн аллупа тӑвасси — чее мар чӑнлӑх. Маншӑн Грин чӑвашла калаҫни тӗлӗнтермӗш».
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 80 ҫул тултарать. Ҫавна май юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехетре Парнесен кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерӗҫ. Парнесен кунӗ пирки ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 /8352/ 62-21-43.
Музей директорӗ Ирина Оленкина ҫыравҫӑсемпе ҫыхӑннӑ кирек епле экспоната та хапӑлласа йышӑнассине пӗлтерет. Вӗсем ҫитес ӑрушӑн та хаклӑ.
Ирина Вячеславовна ҫак йӗркесен авторне каланӑ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэчӗн Стихван Шавлин хӗрӗ Ольга Степановна ашшӗн пичетлемелли машинине музея парнелес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
12 ҫулта гроссмейстер ятне тивӗҫнӗ Сергей Карякин чӑвашла вӗренме пулнӑ.
Иртнӗ эрнере Шупашкарта, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Сергей Карякинӑн шахмат шкулӗн филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта шахматист хӑй те килсе ҫитнӗ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, шахмат ӑстине
Владимир Сергиевскин чӑвашла кӗнекине парнеленӗ. Вӑл — чӑвашла. Анчах шахмат чӗлхине куҫарусӑр та ӑнланма пулать. Карякин чӑвашла вӗренме сӑлтав пур тесе каланӑ.
Сӑмах май каласан, Сергей Карякин 1990 ҫулта Симферополь хулинче ҫуралнӑ. Шахмат енӗпе тӗнче вице-чемпионӗ. 12 ҫултах вӑл гроссмейстер пулса тӑнӑ. Унӑн ятне Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине ҫырса хунӑ.
Пирӗн ҫршывра «Килте вӗренме пулӑш» социаллӑ программа пуҫарнӑ. Унӑн тӗллевӗ – шкул ачисене инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе вӗренме май туса парасси. Программӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти, РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Стратеги аталанӑвӗн агентстви йӗркеленӗ.
Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкул вӗренсе пӗтернӗ Викентий Говорова паян РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова ноутбук парнеленӗ. Хӑй килсе ҫитеймен-ха. Алена Аршинова парнине тата вӑл ырӑ суннине Комсомольски районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Абрамов тата Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Мария Илларионова илсе ҫитернӗ. Вӗсем каччӑна депутат ноутбукне тыттарнӑ, пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ.
Асаилтеретпӗр, нумай пулмасть Виктор Аванмарт аван-премин 2020 ҫулхи лауриачӗн ятне пӗлтернӗччӗ. Ҫулталӑк пӗтессе кӗтмесӗрех вӑл ҫак ята Валери Туркай сӑвӑҫа парас тенӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хурав памасӑр тӑрайман. Хуравне вара сӑвӑлласа хатӗрленӗ:
ЧӖМПӖРТЕ ПУРӐНАКАН
ВИКТОР АВАНМАРТ «ХУДОЖНИКЕ»,
«КУПАРЧА» ПРОЕКТ АВТОРНЕ,
ХАЙӖН НӖРСӖР «ПРЕМИЙӖПЕ»
ҪЫНСЕНЕ «ЧЫСЛАС» ӖҪРЕ ӐНӐҪУ СУНСА
Купарчу сан илемлӗ, паллах!..
Ҫук кун пек купарча тек ниҫта та!
Питӗ лайӑх пӗлен эс ҫакна,
Питӗ лайӑх ҫакна ӑнланатӑн.
Купарчу сан илемлӗ, паллах!..
Купарча вӑл — этемлӗхӗн мулӗ!..
Упрасам эс ӑна, упрасам!
Кирлӗ чух вӑл мана кирлӗ пулӗ!
Аванмартӑн кӑҫалхи парни Валери Туркая тивӗҫнӗ. Кун пирки художник Фейсбукра хыпарланӑ.
«Пӗлтӗрхи 2019 ҫул, юлашки вӑтӑр ҫул хушшинчи йӑлана пӑсса, Аван мар премине пӗрремӗш хут никама та памарӑм. Ҫак ҫитменлӗхе тӳрлетсе, ҫулталӑк пӗтессе кӗтмесерех, 2020 ҫулхи Аванмартӑн Аван мар парнине Валери Туркая халаллани ҫинчен пӗлтерес килет. Урӑх чӑтма ҫук. Эс хӑть ҫӗр хут чӑплӑ пул, анчах та киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме сана никам та ирӗк паман!
2020 ҫулхи «хӑлхаллӑ купарча» ятарласа – Валери Туркая. ТУР! ТУР! ТУР! КАЙ, КАЙ, КАЙ...», – тесе ҫырнӑ Чӗмпӗрте пурӑнакан Виктор Аванмарт художник.
Постра художник поэтӑн сӑввисене тишкернӗ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: Виктор Аванмарт лайӑх ӗҫсемшӗн ҫулсерен аван-преми (йывӑҫран хатӗрленӗ скульптура) парать, айванлӑхшӑн — карикатура.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |