«Чӑваш Ен» телерадиокомпанийӗ юбилей ячӗпе акци ирттерни пирки, кивӗ телевизорсем пухса вӗсенчен палӑк туни ҫинчен тахҫанах пӗлтернӗччӗ.
Пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ПТРКна 350 яхӑн ҫын кивӗ, усӑ курман телевизор йӑтса пынӑ. Пукравра, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Вӑл малашне ПТРК кӑларӑмӗсене ҫӗнӗ телевизорпа пӑхӗ.
Акцире телей кам енче пулнӑ-ха? Юрий Васильев телевизор йӑтса пынӑ чухнех ҫӗнтерессе туйнӑ. Телевизор выляттарнӑ кун арӑмӗ те ӑна ӑнасса шантарнӑ. Чӑнах та, лотерейӑра Юрий Васильевӑн ячӗ тухнӑ.
Хӑшӗ-пӗрне пӗчӗкрех парне лекнӗ. Сӑмах май, ПТРК юбилей ячӗпе чылай акци ирттернӗ. Телевизор выляттарни – финиш. Анчах ку малашне парнесем пулмассине пӗлтермест.
Красноармейски ялӗнче пурӑнакан Рена Осипова «Тӗлӗнтермӗш уя» хутшӑннӑ. Вӑл Леонид Якубовича тухья парнеленӗ.
Рена Михайловна 54 ҫулта. Вӑл телеертӳҫӗ валли парне нумай илсе килнӗ. Тӑванӗпе пӗрле пурин умӗнче те чӑвашла «Ҫумӑр ҫӑвать» юрӑ шӑрантарнӑ.
Рена Михайловна кӑларӑма чӑваш наци тумне тӑхӑнса пынӑ. Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Михаил Прохоров парса янӑ парнесене те тыттарнӑ. Вӑл тӳрех темиҫе саспаллине уҫнӑ. Анчах, шел те, сӑмаха пӗлеймен, финала тухайман.
Рена Михайловна виҫӗ саспаллине тӗрӗс каласа шкатулка уҫнӑ. Телей ун енче пулнӑ: вӑл 5 пин тенкӗ илнӗ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор Ӗпхӳри чӑваш шкулне Павел Мироновӑн барельефне парнеленӗ.
Паллӑ скульптор Ӗпхӗве Николай Кирюшкин таврапӗлӳҫӗ-ҫулҫӳревҫӗпе ҫитнӗ. Вӗсем Пушкӑртстанри Авӑркас тата Пелепей районӗсенче тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта пулнӑ, паллӑ литераторсен тӑван тӑрӑхӗсене ҫитсе ҫаврӑннӑ.
Ӗпхӳре чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ май вӗсем вырӑссен математикӗ тата дворянинӗ Павел Миронов XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑвашсене ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнине пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Аса илтеретпӗр, Павел Миронов хӑй вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ ҫурта Пушкӑртстанра упраса хӑварнӑ — ҫав ҫурт историпе культура палӑкӗ шутланать.
Скульптор шкула барельефсӑр пуҫне хӑйӗн альбомӗсене тата кӗнекисене те парнеленӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Дмитрий Медведев премьер-министра ӗнер РФ Патшалӑх Канашӗн президиумӗн Керчь хулинче иртнӗ ларура Николай Овчинниковӑн «В цеху» (чӑв. Цехра) ӳкерчӗкне парнеленӗ.
Чӑваш художникӗ 1975 ҫулта пир ҫине ӳкернӗ оригиналлӑ ҫак ӗҫе Президент премьер-министра ҫуралнӑ кун ячӗпе (Дмитрий Медведев 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ленинградра ҫут тӗнчене килнӗ) тыттарнӑ.
Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗ «Цехра» ӳкерчӗкре Шупашкарти трактора сӑнланӑ. «Ку вӑл Дмитрий Анатольевичӑн паянхи ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшсе тӑрать», — тенӗ Владимир Путин.
Ҫӗршыв ертӳҫи парнесене пӗлтерӗшне кура хатӗрленине кура «Цехра» ӳкерчӗкпе мӗн каласшӑн пулнине ҫынсем тӗрлӗрен тӗшмӗртеҫҫӗ, ҫав шутра трактор тӑвакан савутсен концернӗ ҫӑмӑл мар лару-тӑрура пулнине аса илекен те пур.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ Чӑваш Енре иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗршыври вӗрентекенсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑнакан мероприятисенче тӗрлӗ курав йӗркелесси йӑлана кӗнӗ япала та, хальхинче те фойере тӗрлӗ экспозици ӗҫленӗ. Пысӑк тӳре-шарана, сӑмахӑмӑр Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева пирки, ятарласах кӑтартса ҫӳренӗ.
Мероприятире пулнӑ Александр Белов асӑрханӑ тӑрӑх, министр куравпа ҫав териех тӗлӗнсех паллашни сисӗнмен, мӗншӗн тесен вӑл ун пеккине малтанах курни-илтни палӑрнӑ. Чӑваш сувенирӗллӗ сӗтелӗпе ҫапах та вӑл ытларах кӑсӑкланни сисӗннӗ. Министра чӑваш тумӗллӗ пукане парнеленӗ.
Маларах эпир Ольга Васильевӑна ГТРК журналисчӗн Надежда Андреевӑн ыйтӑвӗ тивӗҫтерсех кайманнине пӗлтернӗччӗ.
Мускаври Кремльте Олимп вӑййисенче малти вырӑнсене тухнӑ спортсменсене чысланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин вӗсене патшалӑх награди тата урапа панӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ 100 ытла спортсмен BMW маркӑллӑ урапаллӑ пулнӑ. Вӗсен йышне пирӗн ентеш Дарья Спиридонова та кӗнӗ.
Аса илтерер: 18 ҫулти Дарья Раҫҫейӗн гимнастика енӗпе пӗрлештернӗ командӑра тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илнӗ спортсменсене BMW X6 маркӑллӑ урапа парнеленӗ. Кӗмӗл медале тивӗҫнисене BMW X4 маркӑллӑ урапа лекнӗ. Пӑхӑр медальпе таврӑннисене BMW X3 маркӑллӑ урапапа чысланӑ.
Кунсӑр пуҫне ылтӑн медаль илнӗ спортсменсене 4 миллион тенкӗ парӗҫ. Кӗмӗл медаль илнисене — 2,7 миллион тенкӗ, пӑхӑр медальпе килнисене 1,7 миллион тенкӗ парӗҫ.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхипе чыслама кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.
РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар. Ун пирки Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтерет.
«Тӗлӗнмелле хыпар ҫитрӗ редакцине. Августӑн 23-мӗшӗнче Аслӑ Нагаткинра юбилейне паллӑ тӑвакан Валентина Тарават патне хӑнана Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Морозов тата облаҫри саккун кӑларакан Пухӑвӑн председателӗ Анатолий Бакаев килсе чечек ҫыххисем панӑ. Анатолий Бакаев юбиляра саламланӑ май ӑна ылтӑн сехет парнеленӗ. Пирӗн республикӑри чӑваш ҫыравҫисенчен хӑшӗ ҫакӑн пек хисепе тивӗҫӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ статьяра.
ЧР Наци вулавӑшӗн Г.Айхи залӗ тӗлӗнмелле хаклӑ парнене тивӗҫнӗ. Геннадий Юмарт Айхин ҫуралнӑ кунӗнче вулавӑша тӑм чӳлмек парнеленӗ. Ӑна, Дагестанран илсе килнӗскере, хӑй вӑхӑтӗнче Айхи Юмарта панӑ. Чӳлмек ҫине поэт хӑйӗн аллипе экспромт сӑвӑ, эпиграфика ҫырнӑ.
Ку парне 45 ҫул каяллахи. Халӗ вӑл вулавӑшра вырӑн тупнӑ. Чӳлмек ҫине ҫапла ҫырнӑ:
Эп – пурнӑҫ япали. Эп – вилӗмӗн тупри.
Ман хӗрлӗ тӑмӑмра – аслаҫӑрсен тӑпри!
Чӑвашӑн ҫӗрӗнче юласчӗ, аркансан,
Сас-чӳсӗр салам пек! Эп – хамӑр Пӑлхартан.
Пӑлхар ялӗ, Тутартстан
1972, авӑн.
Чӳлмек 16,5 сантиметр тӑршшӗ. Ӑна йӑла-йӗркепе килӗшӳллӗн илемлетнӗ. Пӗррехинче вӑл ӳксен кӑштах катӑлнӑ. Анчах пайне тупса ҫыпӑҫтарнӑ. Чӳлмеке вулавӑша Геннадий Юмартӑн хӗрӗ Ирина Трофимова илсе килнӗ.
Вулавӑш тата Геннадий Юмарт Айхин ниҫта та пичетленмен хайлавӗсене уйрӑммӑн кӑларасшӑн. Ҫавӑнпа чӳлмек евӗр парнесем пур тӑк вӗсене вулавӑшра хаваспах йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музея «Ҫеҫпӗл» фильма кӗмен кадрсем лекнӗ. Кун пирки аваллӑх управҫин ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши музейне Юрий Данилович Самсоновӑн архивӗнчи чаплӑ сӑнӳкерчӗксем лекнӗ. Пӗтӗмпе сакӑр фото. Сӑнӳкерчӗкре Юрий Данилович Ҫеҫпӗл Мишшин ашшӗн, Кузьма Федоровичӑн, сӑнарӗнче калӑпланнӑ.
Паха фотоматериала музея Чӑвашрадио корреспонденчӗ Галина Вастрюкова ӗнер парнеленӗ.
Антонина Андреева ҫырнӑ тӑрӑх, фильма Ҫеҫпӗле (сӑнара Иосиф Дмитриев калӑпланӑ) тата Рожкова (рольте — Виктор Шульгин) Свяижскра ӳкернӗ лайӑх кадрсем лекмен.
«Ҫеҫпӗлпе Покрышкин тӗрмери камерӑра» эпизодри сӑнӳкерчӗксем те халиччен ниҫта та пичетленмен.
«Чӑваш ҫыравҫисем фильма хатӗрлекенсемпе тӗл пулни те ырӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратать», — тет музей ертӳҫи.
Юрий Самсонов фотоӳкерчӗкӗсем «Здесь снимали фильм «Сеспель» (чӑв. Кунта «Ҫеҫпӗл» фильм ӳкернӗ) куравра вырӑн тупӗҫ. Куравпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗччен музейра паллашма май пур.
Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри, Раҫҫей халӑх артисчӗ Филипп Киркоров ӗнер чӑваш кӗпиллӗ пулса тӑнӑ. Унта чӑваш наци орнаменчӗпе юрӑҫ тата шоу ячӗсене ҫырса хунӑ. Филипп Киркоров портретне те вырнаҫтарнӑ.
Паллӑ юрӑҫа кӗпене республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парнеленӗ.
Раҫҫей эстрадинче поп-патша тесе калакан юрӑҫ ӗнер Шупашкарта концерт лартнӑ. Унта Михаил Игнатьев ҫемйипех кайнӑ: мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа, ывӑлӗпе Иванпа, хӗрӗпе Марийӑпа. Артистпа вӗсем концерт пуҫланас умӗн калаҫнӑ. Элтепер эстрада ҫӑлтӑрне ӑшшӑн йышӑннӑ май Филипп Киркоров пултарулӑхне юратакансем республикӑра йышлӑн пулнине палӑртнӑ. Унтан вӑл ӑна чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнтартнӑ. Парни тата шӑп та лӑп пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |