Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне хӑтлӑх театрне кӗртме 13,27 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Сертификата ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери XXI балет фестивалӗн гала-концерчӗ пуҫланас умӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев панӑ. Хута вӑл театрӑн директорне Вячеслав Фошина тыттарнӑ.
Михаил Игнатьев хӑйӗн сӑмахӗн балет фестивалӗн пӗлтерӗшне пысӑка хурса палӑртнӑ. Вӑл унта хутшӑнакансемпе ӑна йӗркелекенсене балет ӳнерне чунпа парӑннӑшӑн тата куракансене ҫутӑ туйӑм парнеленӗшӗн тав тунӑ.
Театрти балет репетиторне, Чӑваш Республикин халӑх артисткине Галина Васильевана, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисткине Ольга Серегинӑна, Раҫҫейӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Галина Никифорова балетмейстера, Чӑваш Енӗн халӑх артистне, балет артистне Юрий Свинцова, балетмейстер ассистентне Михаил Яковлева Элтепер Тав хучӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑ.
Театра Борис Марковӑн портретне (авторӗ — Чӑваш Енӗн халӑх художникӗ Николай Карачарсков) парнеленӗ.
Сирӗн халӑх костюмӗ, унӑн пайӗсем килте ахалех выртаҫҫӗ-и? Вӗсене Чӑваш наци музейне е Чӑваш тӗррин музейне кайса пама пултаратӑр. Ҫапла майпа «Серебряная кладовая» экспозицие пуянлатма шухӑшланӑ.
Экспозицире чӑваш хӗрарӑмӗсен эрешӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем упранаҫҫӗ. Вӗсене кӗмӗлтен тата вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ. Ҫакнашкал япаласене музейра ӗмӗрлӗхе упрама йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене патшалӑх учетне тӑратӗҫ, музейри илсе килнӗ япаласен кӗнекине ҫырӗҫ, Раҫҫейри Музей фончӗн электронлӑ базине кӗртӗҫ. Инвентаризаци тунӑ хыҫҫӑн япаласем коллекцире, экспозицире тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.
Музея япала парнелекенсене сертификат парӗҫ. Вӗсене япала парнелекенсен хисеп кӗнекине те кӗртӗҫ.
Чӑваш наци музейне нумаях пулмасть ӗлӗкхи укҫа парнеленӗ. Дирхим авалхи араб укҫи шутланать. Владимир Алмантайпа Сергей Семенов илсе пынӑскерсене Х ӗмӗрте тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сасанид укҫи вара V–VI ӗмӗрсенчен паянхи кунччен упраннӑ. Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи (XIII-XIV ӗмӗрсем) укҫа та музейра тивӗҫлӗ вырӑн тупӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑхшӑн музей ӗҫченӗсем Владимир Николаевичпа Сергей Григорьевича тав тунине пӗлтереҫҫӗ. «Музея парнеле» акци, сӑмах май, малалла тӑсӑлать. Ӑна музея йӗркеленӗренпе 96 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл нарӑсӑн 10-мӗшӗччен пырӗ. Капла акцие музейҫӗсем 95 ҫулхи юбилей умӗн те йӗркеленӗччӗ. Аса илтеретпӗр, музейҫӑсем ҫынсенчен культура тата истори пӗлтерӗшлӗ япаласемпе коллекцисене кӗтеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче пурӑнакан уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнеленӗ. Парнене ял ҫыннисем вырӑнти культура ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ ҫулпа ирттернӗ аукцион вӑхӑтӗнче тыттарнӑ.
Аукциона Хӗл Мучи ертсе пынӑ, ӑна Юр Пике пулӑшнӑ. Аукцион лочӗ — тӗлӗнтермӗш япаласем пулнӑ. Теприсем питӗ хаклӑ-чаплӑ япаласемех пулман та, анчах ертсе пыракансем ӑна ырланине-мухтанине кура туяннӑ. Аукционӗ, сӑмах май, япалине кӑтартмасӑр, ӑна хаклани тӑрӑх иртнӗ. Мӗн сутнине тавҫӑракан япалине тӳлевсӗрех тыттарнӑ.
Аукциона пуҫтарӑннӑ ял ҫыннисем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнелени Хӗл Мучипе Юр Пикене те тӗлӗнтернӗ. Ара, вӗсен парни мар-ҫке: ял халӑхӗ пухнӑ укҫапа туяннӑскер.
Валерий Самойлов-Раштавӑн «Телей кайӑкӗ» юрӑсен кӗнеки Тӑвай районӗнчи виҫӗ вулавӑша ҫитнӗ. Сарӑмсӑрлӑха пула ҫамрӑклах ҫурӑм шӑммине амантнӑ хыҫҫӑн вырӑнпах выртакан ҫак поэт чун киленӗҫне сӑвӑ ҫырнинче тупнӑ. Хӑй вӑл Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче пурӑнать. Унӑн сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ юрӑсене паян Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Полина Борисова, Сергей Павлов тата ыттисем шӑрантараҫҫӗ.
Юрра хывӑннӑ сӑвӑсен пуххине пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Валерий Раштавӑн кӗнекине Тӑвай тӑрӑхӗнчи вулавӑша кам парнеленине е туянса панине райадминистраци сайтӗнчи кӗске хыпарта асӑнман.
Сӑмах май, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ ноутбук парнеленӗччӗ.
В. Кочков ячӗллӗ республикӑри Олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн кӗрешӳ залӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекен ачасемпе ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнине чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн генеральнӑй директорӗ Елена Бадаева хатӗрленӗ.
Парламентари парнисене тивӗҫессишӗн ринга 10—14 ҫулсенчи 200 ытла кӗрешӳҫӗ тухнӑ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ, спортпа туслӑ пулма, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма ачасене Хӗл Мучи суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата турнира хутшӑннисене депутат парнисене те Хӗл Мучиех тыттарнӑ.
Асӑрханӑ тӑрӑх, Елена Бадаева тӗрлӗ мероприяти тӑтӑшах ирттерет. Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутне вӑл 1985 ҫултанпа ертсе пырать. Унӑн юбилейӗ тӗлне Татьяна Ильина журналист пӗлтӗр кӗнеке те кӑларнӑччӗ.
Ача-пӑча юмаха, тӗлӗнтермӗш пулӑмсене, асамлӑ патака ӗненет те, республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ачасене савӑнтарас тенӗ. Ведомствӑра ӗҫлекенсен тӗпренчӗкӗсене киле ҫитсех Хӗл Мучипе Юр Пике саламланӑ, парне тыттарнӑ, елка тавра тӑрса ҫаврӑннӑ.
Тӗлӗнтермӗш хӑнасем килессине маларах аслисем систернӗрен ачасем капӑрлансах кӗтсе илнӗ. Хӑшӗсем Хӗл Мучипе Юр Пикене шикленерех йышӑннӑ-ха, парнине те хӑрасарах тытнӑ. Нумайӑшӗ вара вӗсемпе пӗрле елка тавра ҫаврӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ, сӑвӑ каланӑ. Уҫӑ кӑмӑллӑ юмахри паттӑрсем ачасене парне панипе пӗрлех аслисене — ашшӗ-амӑшне — итлеме, шкулта тӑрӑшса та лайӑх вӗренме, маттур ача пулма ырӑ суннӑ, таса та ҫирӗп сывлӑх пиллесе сывпуллашнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Курчаткинӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейболла вылянӑ.
Депутат ачасем умӗнче тухса каланӑ чухне спортӑн ҫак енӗ кӑсӑклӑ та нумай енлӗ вӑйӑ пулнине палӑртнӑ. Унти кӑтарту ушкӑнри кашни ҫын епле вылянинчен килет.
Николай Курчаткин парламентари парнине ҫӗнсе илессишӗн ултӑ ушкӑн ӑмӑртнӑ. Вӗсем пурте вӑййа лайӑх хатӗрленнӗ. Ҫапах та Кӑнарти вӑтам шкулти ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкул команди тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Опытный поселокри волейболистсем.
Муниципалитетри ӑмӑртура ҫӗнтернӗ Кӑнар шкулӗнч волейболистсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикин шкулти волейбол лигинче ӑсталӑха кӑтартӗ.
Чӑваш Енри МЧС ӗҫченӗсем Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурӑнакан ачасем валли пылак ҫимӗҫ пухнӑ. Ку – Ҫӗнӗ ҫул парни. Вӗсем те ытти ача пекех асамлӑ уявра савӑнччӑр тенӗ. Пылак ҫимӗҫе Мускав ҫывӑхне ӑсатнӑ ӗнтӗ.
Унти ачасем вӑрҫӑ мӗнне пӗлеҫҫӗ, анчах Ҫӗнӗ ҫул умӗн парнесем кӗтеҫҫӗ. Пӗлтӗр те Раҫҫейрен вӗсем патне пылак ҫимӗҫ ӑсатнӑ. Акци шӑпах ун чухне пуҫланнӑ. Пирӗн республикӑра та вӗсем валли парне туянас тесе укҫа пухнӑ.
Парнесене Мускав ҫывӑхӗнчи Ногинскра хатӗрлӗҫ, унтан Донецк тата Луганск облаҫӗсене ӑсатӗҫ.
Чӑваш Республикин физкультурӑн тата спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне А.П. Убасева (вӑл районти Спорт ҫуртӗнче чылай ҫул тренерта ӗҫленӗ вӑхӑтра сумлӑ нумай спортсмен хатӗрленӗ) ӗнер спорт куртки парнеленӗ. Ӑна тыттараканӗсем — Елчӗк районӗнче ӗнер иртнӗ йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвне ирттерме пулӑшнӑ спонсорсем.
Турнира спортӑн ҫак енне вӑл тӑрӑхра пуҫарса янӑ Николай Малькова асӑнса йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тупӑшӑва алла яхӑн спортсмен пырса ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Елчӗк ҫӗрӗ ҫинчи йывӑр атлетика спорчӗн федерацийӗн ертӳҫи П.А. Скворцов, ӑмӑртӑвӑн ертӳҫи Р.Н. Григорьев, СССР спорт маҫтӑрӗ Б.Д. Клементьев хутшӑннӑ.
Спортсмен-каччӑсем 34, 38, 42, 46, 50, 56, 62, 69 килогамчченхи тата 69 килограмран йывӑртарах, хӗрсем 48 килограмчченхи тата унран йывӑртарах виҫесенче ӑмӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |