Пултаруллӑ, чӗлхепе кӑсӑкланакан ачасене пулӑшас, вӗсен пӗлӳ шайне тӗрӗслес тӗллевпе нарӑсан 11-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе тата литературипе регион шайӗнчи олимпиада иртнӗ. Унта Элӗк районӗнчи ачасем те хастар хутшӑннӑ.
Олипиадӑра район чысне районти тапхӑр ҫӗнтерӳҫи, Юнтапари шкулта вӗренекен Марина Дуткина, Тавӑт шкулӗнче ӑс пухакан Анастасия Куликова хутшӑннӑ.
Олипиадӑра 10 ыйтӑва хуравламалла пулнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ — чӑваш чӗлхипе, 5-шӗ — литературӑпа. Ыйтусем ачасен тавракурӑмне тӗрӗслеме май панӑ.
Жюри ӗҫсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Марина Дуткина чӑваш чӗлхипе тата литературипе пысӑк балсем пухнӑ. Вӑл 50 балран 40-шне пухнӑ, абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Юнтапа шкулӗнчи Зоя Леонтьева ҫулсерен олипиадӑна ачасене хатӗрлет. Унӑн вӗренекенӗсем икӗ хут ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта нарӑсӑн 11-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе литературипе олимпиада иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьел районӗнчи ачасем те унта хастар хутшӑннӑ. 9–11-мӗш классенче вӗренекен пурӗ 10 ача хӑй пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.
Вырӑс шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Данил Гаврилов тата Ольга Туктанова (вӗрентекенӗ — Н.А. Путякова) 48 вӗренекен хушшинче призерсен йышне кӗме пултарнӑ.
Чӑваш шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Ыхра Ҫырминчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 11–мӗш класри Анжелика Портнова — 2-мӗш вырӑнта (вӗрентекенӗ — Светлана Пантелеймоновна Кулакова); Нӑрваш Шӑхальти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Ольга Митрофанова — 3-мӗш (вӗрентекенӗ — Нина Ивановна Павлова).
Ӗнер, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, республикӑн Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе литературин регионти олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Чӑваш Республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенчи 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗн чысне 11-мӗш класра вӗренекен Мария Корнилова хӳтӗленӗ.
Сӑмах май каласан, регионсем шайӗнчи олимпиадӑсенче Мария 4 ҫул ӗнтӗ лайӑх пӗлӳ кӑтартать иккен. Тӑван ен культурипе вӑл 2 ҫул, чӑваш чӗлхипе тата литературипе 2 ҫул малтисен ретӗнче пулнӑ. Кӑҫалхи ҫивӗч ӑмӑртура та Мария Корнилова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Паллах, ҫитӗнӳ хӑй тӗллӗн килмест, пӗлӗве вӗреннӗ чухне куллен туптамалла теҫҫӗ унӑн вӗрентекенӗсем.
Мария Корниловǎна олимпиадǎна Н.Н. Круглова тата В.Н. Воронова вӗрентекенсем хатӗрленӗ.
Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин регион шайӗнчи тапхӑрӗ старт илет.
Олимпиада 21 предметпа иртет: вырӑс чӗлхи, ют чӗлхе, вырӑс литератури, математика, физика, астрономи, информатика тата ИКТ, хими, биологи, экологи, географи, истори, обществознани, экономика, право, ӳнер, технологи, вӑй-хал культури, ОБЖ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, регион шайӗнчи олимпиадӑна 9–11-мӗш классенче вӗренекен 2 пин ытла ача хутшӑнать. Пирӗн республикӑри 110 яш-хӗр пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ витӗр тухнӑ. Вӗсенчен 22-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ тата призер пулса тӑнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн муниципалитет шайӗнчи тапхӑрӗ 2014 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти гимназисемпе лицейсенче вӗренекенсем кӑна мар, республикӑри шкулсенчи ачасем те кӗнӗ.
Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникмуӗнче 1-мӗш курсра вӗренекен Юрий Гаврилов филосфие алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлет. Вӑл асӑннӑ предметпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Дистанцилле майпа иртнӗ конкурса пӗтӗмпе 202-ӗн хутшӑннӑ иккен. Философипе ҫӗнтерес тесе яш нумай кӗнеке шӗкӗлченӗ иккен, тӗнче тетелӗнчи материалсене те вӑл пӑхса тухнӑ.
Хӑйӗн шухӑшне каламалли ыйтусем каччӑшӑн уйрӑмах кӑсӑклӑн туйӑннӑ-мӗн. Эссе те ҫырма тивнӗ.
103 балл пухма май пуринчен Юрий 91-шне пухнӑ. Маларах вӑл районти тата республикӑри тӗрлӗ олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. «Вырӑсла ҫырнӑ автор прози тата поэзийӗ» секцире вӑл район олимпиадинче тӑватӑ хутчен те мала тухнӑ.
Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин юлашки тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал унта Чӑваш Енрне регион шайӗнче нумай балл пухнӑ 110 ача хутшӑннӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть хӑш-пӗр предметпа (нимӗҫ чӗлхи, ӳнер, хрантсус чӗлхи, истори, экологи) олимпиада вӗҫленнӗ. Чӑваш ачисем лайӑххисен йышне кӗме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗренекен Ульяна Василькова, Шупашкарти 59-мӗш шкулти Анна Маскина, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Олеся Моложина ӳнер предмечӗпе маттур пулнӑ. Шупашкарти 4-мӗш гимназири Анастасия Смирнова хрантсус чӗлхипе палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӑс пухакан Софья Окилова экологи предмечӗпе маттур пулнӑ. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекен Елена Нефитова вара экологи предмечӗпе ҫӗнтернӗ.
Пушӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 9-11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата студентсем валли тӗнчери ӳнер културипе II республика олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Комсомольски, Канаш, Муркаш районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи 11-мӗш училищӗн студенчӗсем хутшӑннӑ.
«Професси пӗлӗвӗ паракан шкулсен студенчӗсем» номинацире Анастасия Павлова (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Антон Романов (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 2-мӗш вырӑн илнӗ. Анна Ивановӑпа Екатерина Николаева (иккӗшӗ те Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен) 3-мӗш пулнӑ. «Шкулта вӗренекенсем» номинацире Ульяна Василькова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази) чи маттурри пулнӑ. Ҫав хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Виктория Анисимова та 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Татьяна Трофимова (Шупашкарти 28-мӗш шкул) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче — Саранскра — мордва чӗлхипе (мӑкшӑ тата ирҫе) тата литературипе регионсен хушшинчи XVI олимпиада иртнӗ. Унта Мӑкшӑ Республикинчи вӗренекенсем, Пушкӑртри, Тутарстанри, Пенза тата Ӑренпур облаҫӗсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енрен Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем олипиадӑна хутшӑннӑ. Екатерина Кулясова тата Дарья Солдайкина (иккӗшӗ те Пӑрачкав районӗнчи Напольное шкулӗнчен) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Республика ачисем мордва литературинче те маттур пулнӑ. Екатерина Кулясова — иккӗмӗш вырӑна, Дарья Солдайкина виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Дарья «Пултарулӑх секцинче» те 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Мария Кузнецова (Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗ) 2-мӗш пулнӑ, Екатерина Кулясова — 3-мӗш. Олипиада ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе, кубоксемпе чысланӑ.
Олимпиада М.Е.Евсевьев ячӗллӗ Мордва патшалӑх педагогика институчӗ ҫумӗнче иртнӗ. Ачасем ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра верентекенсем валли «Наци учебникӗ: истори, хальхи вӑхӑт, малашлӑх» семинар тата «ҫавра сӗтел» иртнӗ.
СССР халӑх артисчӗ Максим Дормидонтович Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа унӑн ячӗпе хисепленекен Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнче республикӑри олимпиада ирттернӗ. Ҫав инҫет конкурс кӑҫал иккӗмӗш хут иртнӗ, хальхинче ӑна кама халалланине каларӑмӑр.
Гран-прие Тӑвайри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑнта Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекенсем: Наталья Гаранина (5-мӗш музыка шкулӗ), Елена Полутова (2-мӗш ӳнер шкулӗ), Софья Падиарова (1-мӗш ӳнер шкулӗ), Ирина Ухтиярова Ирина (2-мӗш ӳнер шкулӗ) тата Татьяна Каратаева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази).
Кунсӑр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене те дипломсемпе чысланӑ.
И.Я.Яковлев ячӗлле Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗн-и?» ятпа регионсен хушшинче куҫӑн мар майпа олимпиада ирттернӗ.
Олимпиадӑна 5–7-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Унта Комсомольски районӗнчи Явӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ те палӑрнӑ. Арина Галкина 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Лариса Ивановна Никифорована хӗрачана олимпиадӑна хатӗрленӗшӗн Хисеп хутне панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |