Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Патӑрьелсем те чӑваш чӗлхине аван пӗлеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 14.02.2015 06:35 | 1878 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Шупашкарта нарӑсӑн 11-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе литературипе олимпиада иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Патӑрьел районӗнчи ачасем те унта хастар хутшӑннӑ. 9–11-мӗш классенче вӗренекен пурӗ 10 ача хӑй пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.

Вырӑс шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Данил Гаврилов тата Ольга Туктанова (вӗрентекенӗ — Н.А. Путякова) 48 вӗренекен хушшинче призерсен йышне кӗме пултарнӑ.

Чӑваш шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Ыхра Ҫырминчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 11–мӗш класри Анжелика Портнова — 2-мӗш вырӑнта (вӗрентекенӗ — Светлана Пантелеймоновна Кулакова); Нӑрваш Шӑхальти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Ольга Митрофанова — 3-мӗш (вӗрентекенӗ — Нина Ивановна Павлова).

#олимпиадӑсем, #чӑваш чӗлхи, #Патӑрьел, #Ыхра Ҫырми, #Нӑрваш Шӑхаль, #Патӑрьел районӗ

 

Комментари:

Agabazar // 2391.12.5310
2015.02.14 19:52
Agabazar
Мӗнле сӑмах ку?
Патӑръел ачисен чӑваш чӗлхине ма аван пӗлмелле мар вара?
Патӑръел ачисем чӑваш чӗлхине аван пӗлнинчен мӗн тӗлӗнмелли пур?
Вӑт Хабаровск ачисем чӑвашла аван пӗлес пулсан тӗлӗнме пултарӑпӑр...
Agabazar // 2391.12.5310
2015.02.14 19:52
Agabazar
Кунта та кайран, тен, мӗн те пулин ҫырса хурӑпӑр...
Ку хайхи гимнри пек илтӗнет: Сегодня и чуваш крылат
Шупашкарсем ҫеҫ мар, патӑръелсем те чӑвашла пӗлеҫҫӗ иккен! Ах, мӗнле маттур! :-)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем