Тутарстан Республикинчи Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майни ялӗн ҫыннисем халӑх вӑйӗпе чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ. Юлашки сакӑр уйӑхра вӗсем пура тунӑ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче чӑваш майнисем уяв евӗр мероприяти йӗркелесе купол хӑпартнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Ҫав кун унта ваттисенчен пуҫласа вӗтти таранах пухӑннӑ.
Тӗрӗссипе, чиркӗве малтанах тума шухӑшланӑ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманни ура хурать-ҫке-ха. Кӑштахран ял халӑхӗ укҫа пухма тытӑннӑ. Кун пирки хаҫатра та пӗлтерӳ панӑ.
Ырӑ ҫак ӗҫрен район администрацийӗ те айккинче юлман. Ялта та укҫа ытларах паракансем тупӑннӑ. Алексеевскинче пурӑнакан Геннадий Иванович Чехонин ӗҫе йӗркелесе пынӑ, пысӑк купол тутармашкӑн кӗсйинчен 200 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Мускав ҫумӗнче пурӑнакан Николай Иванович Чехонин та пулӑшнӑ. Василий Тимофеевич Бикулов ачисемпе пӗрле пӗчӗк купол туяннӑ.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн сайчӗ Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем туслӑ пурӑннине пӗлтерет. Вӗсем уявра савӑнма та, яла тирпей-илем кӗртме те пӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗ эйпеҫсем кивӗ, юхӑннӑ шкул кирпӗчӗсене сӳтсе ҫулсене сарнӑ. Халӗ унта урапасем лачакара кӗрсе лармаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере вӗсем ҫырма урлӑ каҫмашкӑн кӗпер ӑсталанӑ. Ку кӗпер ял хӗрринче вырнаҫнӑ. Ҫитес ҫул выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире хӑваласа тухма ҫӑмӑлрах пулӗ.
Пуҫлӑх мӗнле пулнинчен ӗҫ епле пурнӑҫланасси нумай килет. Ял старости Геннадий Туманов ӗҫе йӗркелеме пӗлет.
Ялта чиркӳ пурри халӑхшӑн паха. Анчах Совет тапхӑрӗнче чылайӑшне ҫӗмӗрнӗ. Ҫав вырӑнсенче халӗ пуш-пушӑ. Хӑшӗ-пӗри чиркӗве ҫӗнӗрен хӑпартма талпӑнать.
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем ялта хӑйсен вӑйӗпе чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта та чиркӳ пулнӑ-ха, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула ӑна 1937 ҫулта ишсе антарнӑ.
Кун хыҫҫӑн ял халӑхӗ 77 ҫул юнашар ялти чиркӳсене ҫӳренӗ. Кӑҫал акӑ вӗсем никӗсе янӑ. Ҫак ӗҫе чылай ҫын хастар хутшӑнать: Николай Матренин, Василий Сергеев, Николай Кузнецов, Юрий тата Анатолий Кузнецовсем. Вӗсем пулӑшнипе строительство ӗҫне пуҫӑнмашкӑн укҫа пухӑннӑ.
Ҫулла ял халӑхӗ пӗренесене хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче строительство бригади стенасене туса пӗтернӗ те тӑрӑ ҫине куҫнӑ. Храма унчченхи вырӑнтах ҫӗклеҫҫӗ.
Чиркӗве ҫӗклемешкӗн Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем кӑна мар, ыттисем те пулӑшаҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи типҫырмасен Мӑн Шетмӗ юханшыв урлӑ каҫасси чӗр нуша пулнӑ. Тахҫанхи кӗпер ҫӗрсе пӗтнӗ, юрӑхсӑра тухнӑ. Пӗр хушӑ ял ҫыннисем шыв-шурта ҫӗтӗк кӗпер урлӑ каҫса ҫӳренӗ.
Тинех вӗсем патне савӑнӑҫ ҫитнӗ. Халӑх тӑрӑшнипе нумаях пулмасть ҫӗнӗ кӗпер хута кайнӑ. Уйрӑмах ҫак ӗҫре Геннадий Сверчков, Влас Дмитриев, Виктор Владимиров, Гаврил Михайлов, Виктор Тимофеев, Виктор Николаев, Владимир Сверчков, Рена Маркова тата ыттисем палӑрнӑ.
Кӗпере юпан 7-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева хутшӑннӑ.
Уявра Типҫырма ҫыннисем кӗпер урлӑ каҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха юрӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (34)
Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пулӑшнипе тата хӑйсем тӑрӑшнипе кӗпер тунӑ. Вӑл тӗп урампа Чапаев урамне ҫыхӑнтарать.
Унччен ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗр урамран теприне ҫитме йывӑр пулнӑ. Кӗпер тумашкӑн пӗренесене харпӑр усламҫӑ кӳрсе килнӗ, хӑмасемпе ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тивӗҫтернӗ. Пӑтасемпе ытти хатӗр-хӗтӗре ҫынсем килӗсенчен илсе тухнӑ.
Халӑх кӗпере 3 кунра туса пӗтернӗ.
Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗн халӑхӗ храм туса пӗтерссишӗн тапаҫланать. Унти ӗҫсем тӑваттӑмӗш ҫул пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Халӑх ӑна хӑйӗн вӑйӗпе хӑпартать.
Ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть-ха, анчах укҫа-тенкӗ ҫитменни ура хурать-мӗн. Халӗ ҫынсем укҫа пуҫтараҫҫӗ. Стройматериалсем хаклӑ, ҫавӑнпа енӗшсене храма хута яма йывӑртарах.
Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем храмра кашни эрнере шӑматкунлӑх ирттереҫҫӗ. Халӗ унта строительсем шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ.
Храма хута ярас тесе енӗшсем кӑна мар, унта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ енне саланнӑ ҫынсем те тӑрӑшаҫҫӗ, ӑна валли укҫа пухаҫҫӗ.
Ҫулла чылай ялта урамсене, картасене, кӗперсене юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫуккине тӑваҫҫӗ, япӑхнине ҫӗнетеҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче вырӑнти ҫул-йӗре тытса тӑрассипе, хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Акӑ, унти Токанашра ял урамне машинӑпа кӗрсе тухма май пултӑр тесе вак чул сарнӑ. Кӗме майӗ пулнӑ-ха. Ҫумӑр ҫуман чух. Пылчӑкра вара кансӗрленнӗ. Ҫула хӑтлӑх кӗртес тесе 600 метр тӑршшӗ вак чул сарнӑ.
Кӑҫал та токанашсем ӗҫсӗр лармӗҫ. Хальхинче вӗсем Тӗп урамри юханшыв урлӑ каҫмӑ тума тытӑннӑ. Ҫул та унта нумаях пулмасть юсама тытӑннӑччӗ.
Сӑнсем (7)
Ялти татса памалли ыйтусем вак-тӗвексенченех пухӑнаҫҫӗ. Кирек мӗнле хуҫалӑхри пекех унта та юсамалли-ҫӗнетмелли тупӑнсах тӑрать. Пӗр ҫӗрте хапха тайӑлать, тепӗр ҫӗрте кӗпер татса каять, виҫҫӗмӗшсене ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать.
Комсомольски районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнакансене Рапаш текен юханшыв урлӑ кӗпер япӑхни кулянтарнӑ. Анчах вӗсем кулянса ларас темен. Ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӑрӑмпуҫ ял старости М.В. Александрова тата Ю.Н. Васильев депутат ертсе пынипе кӗпер юсанӑ. Виҫ кун ӗҫленӗ ял халӑхӗ. Малтан кивӗ кӗпере сӳтнӗ, унтан ҫӗнетнӗ. Халӗ ун урлӑ хӑллӑнах каҫса ҫӳреме май килӗ. Выльӑх кӗтӗвне каҫарма та вӑл питӗ вырӑнлӑ.
Сӑнсем (8)
Вӑрнар районӗнчи Мулакасси Мӑрат халӑхӗ хӑйӗн вӑйне шанать, ыттисем пулӑшасса кӗтсе лармасть. Кунти пӗве пӗлтӗрех татӑлнӑ-мӗн. Касӑва ҫӳрекен ӗнесене шыв ӗҫтермелли вырӑн пулнӑ иккен вӑл. Ахальтен мар халӑхра ӑна «Кӗтӳ пӗви» теҫҫӗ.
Ҫуллахи шӑрӑхра ҫак пӗве типмех пуҫланӑ. Ку ял халӑхне самай шар кӑтартнӑ. Ялта пуҫаруллӑ ҫынсем пурах ҫав. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫак пӗвене кӑҫал картлама шухӑшланӑ. Каланине пурнӑҫланӑ. Халӑх ҫу уйӑхӗнчи кунсенче пахча ӗҫӗсене вӗҫлесен пӗве патне тухнӑ. Никам та ӗҫрен юлман: ачасем те, арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, туя тытнисем те. Ӗҫе ҫӑмӑл алӑллӑ Владислав Петров пуҫӑннӑ. Ӗҫ чӑнах та кал-кал пынӑ. Николай Иванов тракторист ҫырмари пӑрӑха туртса кӑларнӑ. Михаил Иванов тӑм кӳрсе килнӗ. Викентий Павлов та мотоблок хыҫне прицеп кӑкарса тӑм турттарма пикеннӗ. Пӗрисем тӑм тиенӗ, теприсем ӑна пӗве патӗнче йӗркелесе хунӑ. Пурте тӑрӑшса ӗҫленӗ, никам та айккинче пӑхса тӑман.
Халӑх пӗрле ӗҫлесен ӗҫӗ те часах пулать ҫав. Мулакасси Мӑратсем пӗвене тӑватӑ сехет хушшинче пӗвеленӗ те.
Ӗҫе техника та ҫӑмӑллатать ҫав.
Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗпе 5 асӑну палӑкӗ вырнаҫтарнӑ. Ял варринче вырнаҫнӑ палӑка ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ Фагиль Шарафутдинов пулӑшнипе нумаях пулмасть тӗпрен юсанӑ. Ун йӗри-тавра унччен тытнӑ йывӑҫ картана тимӗррипе улӑштарнӑ. Ҫак ӗҫсене ирттерме ял ҫыннисем — Айдар Купиров сварщик, ӑна пулӑшаканӗсем Шамиль Бахтияров, Фидаил Купиров, Радиф Шарафутдинов, Минильфат Галиуллин, Минсагит Сулейманов, Федаил Шарафутдинов тӑрӑшнӑ. Ял ҫыннисем вӗсене чӗререн тав тӑваҫҫӗ тесе хыпарлать вырӑнти ял тӑрӑхӗ.
Фагиль Шарафутдинов пирки каласан, ял ҫыннисемшӗн вӑл паха ӗҫ нумай тунине палӑртаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ашшӗ чавтарнӑ кӳлле — ялта ӑна Фазыл кӳлли теҫҫӗ иккен — тасаттарса илемлӗ кану вырӑнӗ тунӑ. Ҫавӑн пекех ялти мечете ӑшӑ пӑрӑхӗсем вырнаҫтарнӑ, чӳречесене ылмаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |