Унччен Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗн ҫыннисене пӗр ыйту пӑшӑрхантарнӑ: Йӑрар юханшывӗ урлӑ каҫӑ ҫук, кивви юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула ҫинҫе каҫӑ урлӑ выльӑх-чӗрлӗхе каҫарма хӑрушӑ пулнӑ-мӗн. Пуш уйӑхӗнче халӑх пухура ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ.
«Пӗччен сурсан типсе ларать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тесе ахальтен каламан. Ыйтӑва хускатнӑ та ӑна ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Кӳлхӗрринчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Маргарита Сергеевӑпа Федор Николаев самай пулӑшнӑ.
Ялӑн тӑватӑ урамӗнче пурӑнакан халӑх каҫӑ тӑвас тесе тӑватӑ кун ырми-канми ӗҫленӗ. Маргарита Сергеева стройматериал туянмашкӑн укҫа пухма пулӑшнӑ, хӑй те спонсор пулӑшӑвӗ панӑ, халӑх валли апат пӗҫӗрнӗ. Федор Николаев арҫынсемпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ. Юрий Муравьев тракторпа тӑпра турттарнӑ, Владимир Гордеев машинӑпа стройматериал кӳрсе килнӗ.
Виталий тата Сергей Ефремовсем, Александр Егоров, Валера Игнатьев, Валера Яковлев, Валера Вошняев, Олег Григорьев, Олег Денисов, Михаил Иванов, Венямин Иванов, Андрей Геннадьев тата ыттисем 7 метр тӑршшӗ, 4 метр сарлакӑш кӗпер хывнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пирӗн республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» 18-мӗш ыркӑмӑллӑх марафонӗ уҫӑлнӑччӗ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмне Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн гендиректорӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Кислов ертсе пырать.
Марафона хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтра 2 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Унсӑр пуҫне ача-пӑча ҫи-пуҫне паракансем, ача-пӑча лагерьне кайма путевка уйӑракансем тупӑннӑ.
Кӑҫалхи марафонӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — уҫӑ кӑмӑллисем укҫана смс-хыпарсем янипе те куҫарма пултараҫҫӗ. «НИМЕ» (шӑп ҫапла, чӑвашла!) тесе ҫырмалла та 4647 номер ҫине ямалла. «Тепӗр чухне эпир укҫа куҫарассишӗн почтӑна е банка кайма е ӳркенетпӗр, е вӑхӑт хӗсӗкки пӗтерет», — тет Юрий Кислов. Кун пек вара килте е ӗҫре ларсах укҫа куҫарма май пур. Пӗр смс-хыпаршӑн 55 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ. Хыпара татти-сыпписӗр ярсан та юрать — чару ҫук.
Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче питӗ те хастар халӑх пурӑнать теме юрать. Ҫапла пӗтӗмлетме вырӑнти ял тӑрӑхӗ хыпарлани тӑрӑх май килет.
Нумаях пулмасть ял ҫыннисем пӗр шухӑшлӑ пулса асӑнӑн ялти Культура ҫурчӗпе юнашар вырнаҫнӑ пӗве ҫинчи пӗчӗк кӗпере юсама тухнӑ. Унта тӑрса ял халӑхӗ кӗпе чӳхет иккен. Нимене кам хӑма, кам пӑчӑкӑ, кам пӑта йӑтса пынӑ. Валерий тата Любовь Федоровсем, Ирина Варламовӑпа унӑн ывӑлӗ Александр, Николайпа Ирина Алексеевсем, Лидия Кузнецова, Лидия Михайлова, Антонина Петрова ирех ӗҫе кӳлӗннӗ. Пӗр-ик сехет хушшинче палӑртнине вӗҫлеме те ӗлкӗрнӗ.
Сӑнсем (15)
Тарҫа шанакан хӑрах куҫсӑр, ача-пӑчана шанакан сӗм куҫсӑр юлнӑ теҫҫӗ ваттисем. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Чернышевский тата Шкул урамӗсенче пурӑнакансем те такам пулӑшасса кӗтсе лариччен ӗҫе хӑйсем тытса тума шут тытнӑ.
Ҫакӑн пек шухӑшпа ҫунатланса вӗсем ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче хӑйсем пурӑнакан шӑтӑк-путӑклӑ урамсене йӗркене кӗртнӗ. Хастарсенчен пӗри ӳркенмесӗрех шлак тиесе килнӗ, халӑх вара ӗҫе кӳлӗннӗ — тимӗр шӑратнӑ хыҫҫӑн юлакан ҫав материала сарса тухнӑ. Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе арӗ-арӑмӗ, ватти-вӗтти тухнӑ. Ӗҫе пуҫӑннӑ-пуҫӑннах вӗсем тӑван тӑрӑха та хӑтлӑх кӗртнӗ — таврари ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче, СССР летчик-космонавчӗ, авиацин генерал-майорӗ, Совет Союзӗн Икӗ хут Паттӑрӗ, Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнӑ кун, Шупашкарта унӑн палӑкне уҫма палӑртнӑ.
Ҫак шӗпсут композицийӗ чӑннипех те халӑх палӑкӗ. Ӑна тумашкӑн Чӑваш Республикинче пурӑнакансем ҫеҫ мар, Раҫҫейри ытти регионти ентешӗмӗрсем те укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Чӗмпӗрте пурӑнакан Дмитрий Кузьмин, пӗчӗк предприяти пуҫлӑхӗ, 20 пин тенкӗ куҫарҫа панӑ. Инҫет хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан ветерансем 3 пин ытла пухса панӑ. Ҫак кунсен-че Республикӑри ветерансен канашне Шупашкартан пӗр хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑй патне хваттерне пырса палӑк валли укҫа илсе кайма чӗннӗ. Хӑй утса ҫӳреймест иккен.
Авалхи чӑваш йӑлипе ирттерекен «нимене» хутшӑнма, мухтавлӑ ентешӗмӗре халалланӑ палӑк лартмашкӑн пулӑшма кашниех пултарать.
Укҫа куҫарас тесен расчетлӑ счет ҫине «Добровольное пожертвование на установку памятника А.Г. Николаеву» паллӑпа ҫак реквизитсемпе ямалла:
ИНН 2127327480
КПП 213001001
Некоммерческая организация Фонд поддержки социальных культурных программ Чувашии
Р\с № 40703810600000000081
К\с № 30101810800000000714
БИК 049706714
ОРГН 1032127013071
"Чӑваш Ен” санаторинче Балтаев Николай Михайлович 10-мӗш хут ӗнтӗ ирттерет НИМЕ-симпозиум. Ҫак 10 ҫул хушшинче 120 яхӑн юпа-кӳлепе касса хатерленӗ. Унта чӑваш-сӑвар ӳнерҫисен ушкӑнӗ хутшӑнать. Вӗсене уншӑн ТАВ!
Р. Власова «Хыпар» хаҫат урлӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакансем ҫак кунсенче нимене тухнӑ — ял варринчи ҫавра кӳлӗпе культура ҫурчӗ умне йывӑҫсем лартнӑ. Парка ял пуҫланса кайнӑранпа 145 ҫул ҫитнине тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне халалланӑ. Пӗрремеш йывӑҫа ялти хисеплӗ ватӑ, 80 ҫулти Алексей Дружинин лартнӑ. Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Воробьев хыр-чӑрӑш, ҫӑка хунавӗсемпе тивӗҫтернӗ. Арманкасси урамӗнче пурӑнакансем те асфальт ҫул хӗррипе вун-вун тӗм-йывӑҫ лартнӑ. Хунавӗсене Александр Осипов усламҫӑ Патӑрьелӗнчи питомникрен хӑйӗн укҫи-тенкипе кӳрсе килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |