Шупашкар хулинче авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫтах пӗр водитель тепринпе ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Никольский проспектӗнчен Энтузиастсен урамне пӑрӑннӑ чухне Т567ТТ 21 номерлӗ «Ауди» автомобиль сулахай енне ҫул-йӗр правилине пӑсса пӑрӑнма тӑнӑ. «Киа-Рио» водителӗ ӑна ҫул паман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ауди» ҫамӑл машина хӑйне «кӳрентернӗ» машина умне сиксе тухнӑ, унтан водитель патне пырса темиҫе хутчен ҫапнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнме тивнӗ. Усал водитель вӗсемпе те пуҫтахла тытнӑ.
Шупашкар хулинче чӑвашла эрешлетнӗ машина пур. Ӑна асӑрхакансем Телеграмри каналсенчен пӗрне пӗлтернӗ. Хитре автомобиле курнисем транспорта ӳкерсех илнӗ.
«Шупашкар урамӗсемпе кӑсӑклӑ автомобиль ҫӳрет. Вӑт ҫакна эпӗ ырлатӑп — Чӑваш Енпе унӑн культурине пропагандӑлани. Сывӑ пултӑр, Чӑваш Ен!» — хавхалантарса пӗлтернӗ пост авторӗ.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Елчӗк-Курнавӑш» ҫул ҫинче «Лада Гранта» автомобиль «Лада Калина» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «Гранта» рулӗ умӗнче 52 ҫулти сусӑр ҫын пулнӑ. Вӑл машинӑна сехетре 130 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ.
«Калина» машинӑра инкек вӑхӑтӗнче 6 ҫын пулнӑ. Салонта ларса пынӑ 61 ҫулти хӗрарӑм машинӑран тухса ӳксе вилнӗ. Водитель тата тепӗр тӑватӑ пассажир аманнӑ.
Лада Гранта» автомобиль водителӗ те шар курнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Асӑннӑ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫе халӗ Елчӗк районӗнчи суда ярса панӑ.
«ЛизаАлерт» шырав отрячӗн хастарӗсем «Солярис» машинӑпа тухса кайнӑ ҫамрӑк арҫынна шыраҫҫӗ. 31 ҫулти Артем Пантелеймонов уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Hyundai Solaris» маркӑллӑ автомобильпе ҫула тухнӑ. Унӑ машини сӑрӑ тӗслӗ иккен.
Ҫухалнӑ ҫамрӑк арҫын 179 сантиметр ҫуллӗш, начар кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ — тӗксӗм хӑмӑр. Хӑй тӗксӗм кӑвак футболка-поло, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлавар, сӑрӑ кроссовки тӑхӑннӑ. Ҫумӗнче хура тӗслӗ рюкзак пулнӑ.
Виҫӗмкун, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта йӗрке хуралҫисем шурӑ тӗслӗ «Хендай Солярис» автомобиле хӑваланӑ.
Машинӑна ирхи 6 сехетре Октябре 50 ҫул урамра ҫул-йӗр инспекторӗсем чарӑнма ыйтнӑ. Вӑл вара тарма пикеннӗ. Ҫав вӑхӑтра светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те пӑхӑнман, кӗрсе кайма юраман йӗр ӳкерсе хунине те пӑхса тӑман. База проездӗнче инспекторсем машинӑна хӑваласа ҫитсе чарса лартнӑ-лартнах. Машинӑран тухма килӗшменрен йӗрке хуралҫисен чӳрече кантӑкне ватма тивнӗ.
Водителе ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн унччен правасӑр хӑварнӑ иккен. Водитель правине вӑл ҫӗнӗрен илме экзамен тытман.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пуҫтах водитель тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем 17 протокол ҫырнӑ.
Юлашки вӑхӑтра такси хакӗсем ӳссе кайнине асӑннӑ транспортпа усӑ куракансем сисрӗҫ ӗнтӗ. Кун пек лару-тӑру ҫӗршывӗпех. Юлашки вунӑ ҫулта ун пекки пулман.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, таксипе ҫула тухсан пӗр километр кайма ҫул укҫи ҫӗртме уйӑхӗнче 32 тенкӗ те 53 пуса кайса ларнӑ.
Хак хӑпарнин сӑлтавӗ темиҫе. Пӗрремӗшӗнчен Раҫҫее хирӗҫле санкцисем йышӑнсан автомобиль хакӗ ӳснӗ.
Иккӗмӗш сӑлтавӗ — иртнӗ ҫул вӗҫӗнче такси водителӗсене ОСАГОна турттаракансен тарифӗпе илме хистекен саккун йышӑнни.
Экспертсем такси хакӗ ҫывӑх вӑхӑтра 30 процент таран ӳсессине систереҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Лапсар поселокӗ тӗлӗнче, «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче, 4 машина инкеке ҫакланнӑ.
Груз труттаракан автомобиль малта ларакан икӗ ҫӑмӑл машина тата йывӑр тиевлӗ автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫӑмӑл машинӑсен водителӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртассипе ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ пикене машинӑпа ҫапса кайнӑ водителе тытса чарнӑ.
15 ҫулхи икӗ хӗрача электросамокатпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Вӗсем ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли вырӑнта пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине «Хендай» автомобиль пырса кӗнӗ. Пикесенчен пӗри чавсине хуҫса пӑрахнӑ.
Водитель инкек вырӑнӗнчен кайнӑ, анчах кӑштахран ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр машина ҫунса кайнӑ.
«ГАЗ 2217» маркӑллӑ автомобиль Шумилов урамӗнчи 20-мӗш «в» ҫурт тӗлӗнче, «Шупашкар» пасартан инҫех мар вырӑнта ларнӑ.
Инкеклӗӗҫсен министерствин респубикӑри управленийӗн пресс-служби Телеграмра хыпарланӑ тӑрӑх, машинӑна чӗртсе яма путарнӑ. Яваплӑ службӑсем пушар сӑлтавне палӑртӗҫ.
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн республикӑри патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекторӗсем 63 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ.
«Нетрезвый водитель» (чӑв. Ӳсӗр водитель) рейда утӑ уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче ирттернӗ. Мероприятие волонтёрсемпе общественниксем хутшӑннӑ. Республикӑн аякри районӗсене ҫул-йӗр патруль службин уйрӑм ятарлӑ батальонне янӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче хӗрӗнкӗ 63 водителе тытса чарнӑ. Вӗсен транспортне ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Тытса чарнӑ водительсенчен 40 ытларахӑшӗн е водитель прави пулман, е вӗсен правине унчечн туртса илнӗ. Ҫул ҫитмен 7 ҫамрӑк та усӗрле руль умне ларнӑ. Сӑмахран, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет те 30 минутра Йӗпреҫ районӗнче 16 ҫамрӑк мопедпа пынӑ. Хӑйӗн прави те пулман, ҫитменнине тата ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |