
Чӑваш Енри тӳре-шара Китайра туса кӑларнӑ 9 машина туянасшӑн. Аукцион ирттересси пирки калакан документра Haval F7 е ҫавӑн пек урӑх автомобиль туянасси пирки сӑмах пырать. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 28,7 млн тенкӗ.
Машинӑна патшалӑх влаҫӗн органӗсенче тӑрӑшакансене транспорта тивӗҫтерме уйӑракан ятарлӑ субсиди укҫипе илӗҫ.
Пӗр машинӑншӑн 3,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Анчах унтан ытла мар. Автомобиль хура тӗслӗ пулмалла, Вӑл 2025 ҫулта кӑларни пулмалла.
Аукциона авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Сӑмах май каласан, хамар ҫӗршыври АвтоВАЗ предприяти 4 кунлӑ ӗҫ эрни ҫине куҫассине маларах хыпарланӑччӗ. Предприяти ҫӑмӑл мар лару-тӑрура-мӗн.

Муркаш районӗнчи 75-ри арҫын авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче фура айне пулнӑ.
Фура пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыман-мӗн, хирӗҫ килекен машинӑсенчен пӗри автомобиле хӑрушлӑх пирки систерме хӑтланнӑ. Анчах пысӑк машина ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ ватӑ ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 20 сехетре М-7 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шар курни кам иккенне унӑн арӑмӗ ирхине ҫеҫ палӑртма май килнӗ. Унӑн арӑмӗ упӑшки киле таврӑнманран йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Паян ҫӗрле, 1 сехет те 25 минутра, «Кӳкеҫ – Тутаркасси – Ҫӗнӗ Шупашкар» автоҫул ҫинче инкек пулнӑ. ГАЗель машина ҫын ҫине пырса кӗнӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ арҫын кӗтмен ҫӗртен ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 46-ри арҫын пулнӑ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
ГАЗель водителӗ урах пулнӑ.

Чӑваш Енре Вӑтам Ази арҫыннине суд тунӑ. Ӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Арҫын машининче 1 килограмм героин пулнӑ. Ҫав тавара ӑна Мускав облаҫӗнчи пӗр хулара хурса парса янӑ. Георина багаж уйрӑмӗнче пытарнӑ.
М-12 ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе пынӑ чухне ӑна пакунлисем тытса чарнӑ. Ку вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Георина арҫын Самар облаҫне илсе ҫитересшӗн пулнӑ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти хӗрарӑм светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе чупса каҫма тӑнӑ. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗ.
Васкакан хӗрарӑм ҫине «Тойота Королла» автомобиль пырса кӗнӗ, ҫуран ҫӳрекенпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн шар курнӑ хӗрарӑм малалла темиҫе метра ыткӑнса кайнӑ.
Совет урамӗнчи 15-мӗш ҫурт патӗнче каҫхи сакӑр сехетре пулнӑ инкекре хӗрарӑм вилнӗ.
Ҫӑмӑл машина водителӗ, 1997 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ, урах пулнӑ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Улатӑр хулинче пӗри машинӑпа иккӗри ача ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах Ҫаран урамӗнчи 72-мӗш ҫурт тӗлӗнче 10 сехет те 45 минутра пулса иртнӗ. «Дэо Матиз» автомобиль водителӗ каялла чакса пынӑ чухне ҫул ҫине ӑнсӑртран чупса тухнӑ иккӗри хӗрача ҫине пырса кӗнӗ.
50-ри водитель йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ачана вӑл асӑрхаман. Хӑй урах пулнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче ачапа пӗрле аслисем пулман. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти кинемее «Ларгус» автомашина таптаса кайнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Дачӑран килекен виҫӗ хӗрарӑм «Заря» пахча юлташлӑхӗн киле кайма тухсан Вӑрнар шосси урлӑ каҫма тӑнӑ. «Ларгус» машина 85-ри хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Кинемей инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын урах пулнӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене каланӑ тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекенсене ытти транспорт кансӗрленӗрен курман имӗш.
.

Нумаях пулмасть ирхи 8 сехет ҫитеспе «Сызрань – Сарту –Волгоград» автоҫулӑн 492 ҫухрӑмӗнче чӑваш номерӗсемлӗ «Фольксваген Тикуан» тата «КамАЗ» ҫапӑннӑ.
Иномарка водителӗ васкавлӑ пулӑшу машининче вилнӗ. Салонта пулнӑ унӑн арӑмӗпе ачине больницӑна илсе кайнӑ. Хӗрарӑм халӗ Камышин больницинче выртать, ачине Волгограда вертолётпа илсе ҫитернӗ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче
ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Фольксваген» хирӗҫ ҫулҫине тухса кайнӑ. Чӑваш Енри ҫемье тинӗс хӗрринчен канса килет пулнӑ.

Чӑваш Енре, Раҫҫейӗн чылай регионӗнчи евӗрех, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене ятарласа ирӗк илмесӗр вӗҫтерме юрамасть. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара Ҫӗнӗ Шупашкарти 40 ҫулти арҫын йӗркене пӑсма тӑнӑ.
Ҫулпа пыракан йӗрке хуралҫисем «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче «Шевроле» автомобиле асӑрханӑ. Автомобильтен инҫех мар хирте арҫынпа арҫын ача БПЛА вӗҫтерсе яма хӑтланнӑ.
Арҫын Мускав облаҫӗнче пурӑнать иккен. Унӑн машининче 5 квадрокоптер пулнӑ. Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем ывӑлӗпе иккӗшӗ аэромоделированипе кӑсӑкланаҫҫӗ, квадракоптерсем вӗҫнине ӳкерсе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтараҫҫӗ.
Йӗрке хуралҫисем ку тӗслӗхпе тӗрӗслев ирттререҫҫӗ.

Хусантан Шупашкар курма килнӗ хӗрсем такси хускатса кайнӑ.
Хӑйсем ӳсӗр пулнӑ. Таксиста хула кӑтартса ҫӳреме ыйтнӑ. Машина заправкӑна кӗрсен водитель ҫӑраҫҫие автомобильтех хӑварнӑ.
Хӑнасем ҫавӑнпа усӑ курса машинӑна хускатса кайнӑ. Анчах нумаях та каяйман — карта ҫине пырса кӗнӗ. Хӑйсен водитель прави те пулман иккен.
Ҫын машинине хускатса кайнӑшӑн хӗрсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Таксиста вӗсем 2 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.
