Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет тӗлӗнче Вӑрнар поселокӗнче 86 ҫулти кинемей машина айне пулнӑ.
Карл Маркс урамӗнчи 49-мӗш ҫурт тӗлӗнче 28 ҫулти водитель «Шевроле-Клан» машинӑпа ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кинемей ятарласа каҫмалли вырӑн ҫук ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Суранланнӑ ватта пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта вилсе кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче водитель урах пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ҫул ҫинче 4 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче иккӗн вилнӗ, виҫҫӗн аманнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче ҫул ҫинчи инкекре пилӗк ҫын аманнӑ.
Инкек 14 сехетре «А-151» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Элпуҫ ялӗ тӗлӗнче «Опель» машина умра пыракан автомобильтен иртсе кайма хӑтланнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл «Чери Тииго» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре икӗ машинӑри водитель те аманнӑ. Унсӑр пуҫне салонти пассажирсем, пурӑ 3 ҫын, ҫав шутра — 6 ҫулти хӗрача, шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кроссовер тӑрринчи пӑр катӑкӗ тепӗр машина кантӑкне ватнӑ.
Видеона раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехет иртсен Кайри Шӗнерпуҫ ялӗ тӗлӗнче ӳкерсе илнӗ.
Видео тӑрӑх пӑхсан, пӑр катӑкӗ «Suzuki SX-4» маркӑллӑ (машина номерӗ — В943ТВ 21) кроссовер ҫинчен йӑтӑнса аннӑ. Вӑл регистраторлӑ машина ҫине пырса лекнӗ те унӑн кантӑкне ватса пӑрахнӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхи ултӑ сехет хыҫҫӑн Шупашкарта пӗр арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫма тытӑннӑ.
«Hyundai Solaris» автомобилӗн 39 ҫулти водителӗ васкамасӑр утакан ҫынна ирттерсе яма чарӑннӑ. «Suzuki Grand Vitara» автомобилӗн 56 ҫулти водителӗ ҫуран ҫӳрекене асӑрхаса ӗлкӗреймен — ҫын ҫинех пырса кӗнӗ. Шар курнӑ арҫын унтан «Хендай» машина ҫине кайса ҫапӑннӑ.
Светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе каҫма тӑнӑ арҫынна больницӑна илсе кайнӑ. Вӑйлӑ аманнӑскере пулӑшас тесе тухтӑрсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Карапай Шӑмӑршӑ ялӗ тӗлӗнче «Опель» ҫӑмӑл автомашина водителӗ урапа айне пулса вилнӗ.
Ҫулпа пыракан «КамАЗ» автомобилӗн прицепӗн сулахай енчи хыҫалти урапи вӗҫерӗнсе тухса ӳкнӗ. Урапа тиев турттармалли «Мерседес» автомобиль ҫине пырса ҫапӑннӑ, унтан — «Опель» автомашина ҫине.
Ҫӑмӑл автомобилӗн айккинчи кантӑкӗ ванса пӗтнӗ, 52 ҫулти водитель инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, 53 ҫулти пассажир-хӗрарӑм аманнӑ.
«КамАЗ» инкек вырӑнӗнчен 2 километр кайса ӗлкӗрнӗ, унтан ӑна тытса чарнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урапа тухса ӳкнине вӑл сисмен.
Муркаш районӗнче метан заправка уҫӑлнӑ. Вӑл — Ситуккасси ялӗ тӗлӗнче.
Заправкӑра икшер колонка вырнаҫтарнӑ. Кашнинче пӗр харӑсах икшер машина заправка витӗр тухайӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ заправка пулӑшӑвӗпе сехетре 10 машинӑран кая мар, талӑкне вара 55 машина таран усӑ курайӗ.
Шупашкарпа Чулхула хушшинче унччен апла заправка пулман иккен. Унтах автомобильсен зарядка станцине те вырнаҫтарнӑ.
Канаш районӗнче те метан заправка уҫӑлӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн ҫурринче ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрутка инкеке лекнӗ. Салонти пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, аманнӑ.
Инкек Терешкова тата Винокуров урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкекшӗн ҫӑмӑл машина айӑплӑ. «Кашкай» автомобиль водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Рено» машинӑна ирттерсе яман. «Рено» автомбиль ҫавна пула маршрутка ҫине пырса ҫапӑннӑ.
Пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, хытах аманса пӗтнӗ. Ӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи ирхине, Шупашкарта пӗр машина ҫул айккинчи ҫырмана кӗрсе ӳкнӗ. «Патриот» маркӑллӑ автомобиль Энгельс урамӗпе пынӑ чухне, «Альфа-центртан» инҫех мар вырӑнта, ҫул айккинчи ҫырмана кӗрсе ӳксе ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле тытса ӗлкӗреймен. Инкек вӑхӑтӗнче ҫул пӑрлак пулнӑ.
Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ.
Машинӑна ятарлӑ техникӑпа ҫырмаран туртса кӑларнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Канаш районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Пӑтӑрмах «А-151» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Лада-Приора» тата «Рено-Логан» пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Приора» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 35 ҫулти водитель Вӑрнар районӗнчен пулнӑ. Йывӑр сурансене пула вӑл вырӑнтах вилсе кайнӑ.
«Рено» машинӑн рульне тытса пынӑ ҫын тата салонти пассажир, ҫавӑн пекех «Приора» пассажирӗ суранланнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче «Атӑл» М–7 автоҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ тӗлӗнче «Хёндай-Туксон» кроссовер тырӑ тиенӗ «КамАЗ» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кроссовер водителӗ дистанцие пӑхӑнман.
Эрех ӗҫмен-и тесе икӗ водителе те тӗрӗсленӗ — вӗсем урах пулнӑ.
Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ, унта ӑна тухтӑрсем малтанхи пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн сипленме килне янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |