Шупашкарта ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. «Ҫамрӑк поэтсем — Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ» конкурса чылаййӑн хутшӑннӑ.
Жюри умне Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкартан килнӗ ачасем тухса сӑвӑ вуланӑ.
Конкурса Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне халалласа ирттернӗ. Ҫавна май сӑвӑ темисем те унпа килӗшсе тӑнӑ: туслӑх, пӗрлӗх, Тӑван ҫӗршыва юратни.
Ачасем конкурсра хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене ҫеҫ вуланӑ. Сӑвӑсем чӑвашла та, вырӑсла та янӑранӑ. Чылайӑшӗ поэзи кружокне ҫӳрет-мӗн. Сӑмах май, кунашкал кружоксем халӗ чылай шкулта, пултарулӑх центрӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Жюри паташӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачасен сӑвӑ ҫырас ӑсталӑхӗ ӳснӗ. Альбина Юрату ҫапла палӑртнӑ: поэзи пур пулсан пуласлӑх та пур.
Чӑваш Енре сусӑрсен хушшинче литература конкурсне ирттереҫҫӗ. Ӑна «Пӗтӗм Раҫҫейри сусӑрсен обществи» ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пулӑшнипе йӗркелет.
Конкурса сусӑрсен хушшинче пултаруллисене тупса палӑртас, вӗсене аталанма пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ӑна икӗ номинаципе йӗркелеҫҫӗ: поэзи тата проза (калавсем е повеҫ сыпӑкӗ).
Конкурса ӗҫсене ҫак темӑсемпе яма юрать: «Не дай сломить себя ни людям, ни обстоятельствам» (пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерни пирки), «Нам нужна одна Победа!» (Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, фронтовиксем, тыл ӗҫченӗсем, вӑрҫӑ ачисем пирки ҫырнисем), «В слове МЫ — сто тысяч Я» (ҫемье, юрату, туслӑх пирки).
Конкурса 18 ҫул тултарнӑ сусӑр ҫынсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен литература хайлавне (Times New Roman шрифтпа 14-мӗш калӑпӑшпа вырӑсла ҫырнӑскере), электронлӑ варианта куҫарнӑскере, chuvashia-voi@mail.ru электронлӑ почтӑна ярса памалла.
Пӗтӗмлетӗве 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тӑвӗҫ. Тӗплӗнрех 8(8352) 55-60-57, 55-52-31 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Шан мана, тӗнче!» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслатпӑр! Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.
«Шан мана, тӗнче» литӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ — ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарасси, литература пултарулӑхне аталантарасси, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарасси. Ӑна эпир «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтоки (1905–1942) ячӗпе ирттертӗмӗр, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалларӑмӑр. Конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗпе кунта паллашма пулать.
Гуманитари институчӗ Шупашкар хулинче Мускав проспектӗнчи 29 ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ. Унта 3, 4, 7, 12, 21 троллейбуссемпе, 15, 18, 22, 23, 101с, 101э автобуссемпе, 35, 37, 41, 42, 44, 48, 50, 51, 52, 53, 54, 59, 60, 63 маршруткӑсемпе тата Ҫӗнӗ Шупашкарпа ҫыхӑнтаракан 331, 332, 334 маршруткӑсемпе ҫитме пулать. «Студентсен хули» чарӑнура тухмалла.
Юпан 15-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче таврапӗлӳҫӗ, чылай кӗнеке авторӗ Петр Николаевич Андреев (Сера Пети) 80 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Культура ҫурчӗн залне поэт пултарулӑхне килӗштерекенсем, унӑн юлташӗсем, тӑванӗсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи культура ӗҫченӗсем, хула ҫыннисем пухӑннӑ. Тӗлпулура поэтӑн кун-ҫулӗпе паллашнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗсем мультимедиллӗ хӑтлав хатӗрленӗ.
Тӗлпулӑва тӳре-шара хутшӑннӑ, халӑх умне тухса калаҫнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Е.Борисова авторӑн сӑввине вуланӑ. Ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Е.Андреева Сера Петин юратнӑ юррине шӑрантарнӑ. Петр Николаевич та хӑйӗн сӑввисене вуланӑ.
Палӑртса хӑварар: Петр Андреев ЧНКн Хисеп хутне, Альберт Канаш ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ.
Мероприяти вӗҫленсен Петр Николаевич хӑнасене кӗнекесем, парнесем панӑ.
Сӑнсем (17)
К.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче чӑваш халӑх ҫыравҫине Николай Терентьева халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
Мероприятие Галина Еливанова уҫнӑ. Вӑл Николай Терентьевичӑн кӗске биографийӗпе паллаштарнӑ. Сергей Павлов Николай Терентьев чӑваш драматургине йӗркелесе яраканӗ пулнине палӑртнӑ. Вера Кузьмина пӗрле ӗҫленине аса илсе каласа панӑ.
Полина Константинова юрӑҫ Николай Терентьевпа тӑванлӑ пулнине палӑртнӑ, вӑл чӑваш юррисене юратнине каланӑ.
Терентьевӑн ывӑлӗ Алексей видеосюжетсем кӑтартнӑ. Артистсем унӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ыйӑх ҫухатнисем» спектакль сыпӑкӗсене кӑтартнӑ.
Мероприяти Николай Терентьева халалланӑ экспозиципе паллашнипе вӗҫленнӗ.
Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Куҫма Турхана асӑнса «Ҫутӑ ӗмӗтсем» ятлӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн кӗнекисемпе, усӑ курнӑ япалисемпе тата ҫыравҫӑн тӗрлӗ хучӗсемпе паллашма май пулнӑ.
Асӑну каҫне килнисен умӗнче Шупашкарти 2-мӗш шкул ачасем Куҫма Турханӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановка кӑтартнӑ. Паллӑ юрӑҫ, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров юрӑсем шӑрантарнӑ.
Турхан Кузьма Сергеевич Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровскйи ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑвашглавлит пуҫлӑхӗнче, Ҫыравҫӑсен Пӗрлешӗвӗн консультантӗнче ӗҫленӗ. 1949 ҫултанпа ҫырав ӗҫӗсемпе кӑна пурӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Атакӑра» ятли — 1941 ҫулта пичетленнӗ. Чи паллӑ кӗнеки — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историллӗ роман.
Мускаври Н.А. Некрасов ячӗллӗ хула вулавӑшӗнче ҫитес шӑматкун, юпан 17-мӗшӗнче, 13 сехетре литература каҫӗ иртӗ. «Чӑваш писателӗсем — фронтовиксем» ят панӑскере Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчӗлӗхӗ тата Мускаври чӑваш культурин обществи йӗркеленӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Уяв каҫӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫӗнтерӳшӗн пуҫне хунисене аса илсе тата фронтран таврӑнса пурнӑҫа литературӑна халалланисене хисеплесе аса илме палӑртаҫҫӗ. Вӑрҫӑ вут-хӗмне кӗнӗ ҫыравҫӑсенчен «А» саспаллипе пуҫланаканнисем кӑна темиҫе тесе палӑртнӑ май Леонид Агакова, Александр Алкана, Василий Алентее, Александр Артемьева, Степан Аслана асӑнса хӑварнӑ маларах асӑннӑ элчелӗх хйӑӗн сайтӗнче. Ытти паллӑ ҫыравҫӑ та пур: Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Илпек Микулайӗ, Мӗтри Кипек, Валентин Урташ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ тесе уявларӗҫ. Ҫав кун тӗрлӗ предприяти-организаци унччен ӗҫленисене саламлама тӑрӑшрӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗ вӑл кун пирки манман, хӑйсем калашле, «аслӑ ӑрӑва хисепленине, сума сунине, вӗсене манманнине» кӑтартнӑ.
Уяв ячӗпе институт та хӑйӗн сумлӑ ӗҫтешӗсене — халь ӗҫлекеннисене те, кунта нумай ҫул вӑй хунӑ юлташсене те — саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх, телей, вӑрӑм кун-ҫул суннӑ.
Литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗсем институтра ӗҫленӗ паллӑ чӑваш фольклористне, текстологне, литература тӗпчевҫине, ҫыравҫине Геннадий Юмарта паянхи уявпа саламлама килнех ҫитсе килнӗ.
«Геннадий Федорович ҫулӗсене nӑxмacӑp халӗ те ӗҫлет, республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналсенче хӑйӗн ӗҫӗсене пичетлесех тӑрать», — пӗлтереҫҫӗ ун пирки институт ӗҫченӗсем.
Юмартӑн малашнехи планӗсем пысӑк-мӗн. Вӑл килте упранакан сӑвӑ-поэмӑсен, тӗпчев ӗҫӗсен ал ҫырӑвӗсене тирпейлес ҫитерсе архива парасшӑн.
Куславкка районӗнчи Карачри ял вулавӑшӗнче Яковпа Мария Ухсайсен музейӗ уҫӑлнӑ. Ырӑ ҫак ӗҫе пуҫаракансем — Ольга Яковлевна Ухсайпа Карачри ял тӑрӑхӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем.
Уява хутшӑннисене Ольга Яковлевна ашшӗпе амӑшӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Яков Ухсай — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл 60 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн хӑш-пӗр хайлавӗ тӗнчипех сарӑлнӑ: «Тутимӗр», «Кӗлпук мучи», «Чапаевпа тӗлпулни», «Шурӑ хурӑнпа калаҫни», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм».
Мария Ухсай повеҫӗсемпе пьесисене те халӑх лайӑх пӗлет. Унӑн чылай драмипе камичӗ куракансен умне тухнӑ.
Уява «Енӗш» фольклор ансамблӗ хӑйӗн юрри-ташшипе илемлетнӗ.
Сӑнсем (25)
Кӑҫал Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мероприятисем иртнӗ.
Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков) — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чулҫырма ялӗнче 1910 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта Хусанти педагогика институтне пӗтернӗ. Пирвайхи хайлавӗсем 1931 ҫулта пичетленнӗ.
Вӑл чылай сӑввине Октябрь революцине, Владимир Ленина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. Чӑваш литературинче унӑн «Симӗс палӑк», «Киеври пионер», «Зоя», «Ҫалтӑрлӑ ҫын» поэмисем палӑрнӑ. Стихван Шавли «Пӳрнепе тӗллесе» сартира пуххи кӑларнӑ.
Ҫавӑн пекех поэт М.Горькин, П.Ершовӑн, И.Крыловӑн, М.Лермонтовӑн, Н.Некрасовӑн, Я.Райнисӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче «Халӑх ҫыравҫи» литература минучӗ иртнӗ. Унта «Пурнӑҫ каҫалӑкӗ», «Суйласа илнӗ сӑвӑсем» хайлавсем тӑрӑх сӑвӑсем вуланӑ. Ун чухне «Стихван Шавли» кӗнекесен куравне йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |