«Литературная газета» хаҫатӑн ҫӗнӗ, 49-мӗш, номерӗнче чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене пичетленӗ. Вырӑсла куҫарӑвӗсене. Ырӑ хыпара Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург «Фейсбукри» аккаунтӗнче пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, номерте «Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологине» кӗнӗ чӑваш поэчӗн Петӗр Яккусен сӑввисене пичетленӗ.
Петӗ Яккусен сӑввисене Виктор Куллэ куҫарнӑ. Марина Карягина палӑртнӑ тӑрӑх, сӑвӑҫа унӑн куҫарӑвӗсем питӗ килӗшнӗ, «Манӑн сӑвӑсене ҫак таранччен ӑнланса ӑнӑҫлӑ куҫаракан пулманччӗ-ха!» — тесе вӑл чылай хушӑ хӑпартланса ҫӳренӗ. Иртнӗ кӗркунне тӑлмачӑ Шупашкара килсен сӑвӑҫпа тӗл пулса калаҫнӑ.
«Литературная газета» хаҫатӑн 49-мӗш номерӗнче Любовь Мартьянова пултарулӑхӗ те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Елена Нарпи (Чекушкина) ҫыравҫӑ «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ номерте Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Виктор Овчаров, Валери Туркай, Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер тата Марина Карягина сӑввисен куҫарӑвӗсемпе паллашма пулать.