Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш литературин XX ӗмӗрӗнчи историйӗ» кӗнекен пӗрремӗш пайӗ кун ҫути курнӑ. Унта 1900–1955 ҫулсем кӗнӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ ӑслӑлӑх кӗнекинче чӑваш литератури XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче епле аталанни пирки ҫырса кӑтартнӑ. Ӑна икӗ тапхӑрпа ӑнлантарнӑ: наци шухӑшне шыранӑ тапхӑр (1900–1929 ҫулсем) тата канонизациленӗ соцреализм тапхӑрӗ (1930-1955 ҫулсем).
Кӑларӑма статьясем, ҫав тапхӑрти ҫыравҫӑсене пултарулӑх портречӗсем кӗнӗ. Монографире этноцентрика енӗпе ӗҫленӗ ҫыравҫӑсен пултарулӑхне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Тишкерӳ статйисене В.Г.Родионов, Г.И.Федоров, А.Ф.Мышкина профессорсем ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех Н.Г.Ефремова-Ильина, И.Ю.Кириллова, В.В.Никифоров, И.В.Софронова хутшӑннӑ.
Эпир кӑҫал «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурс йӗркелерӗмӗр. Унӑн тӗллевӗ — ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарасси, литература пултарулӑхне аталантарасси, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарасси. Литӑмӑртӑва пӗтӗмлетме те вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ.
Ушкӑнсем кӑҫал нумаях пулмарӗҫ — хайлавсем сахалтарах килчӗҫ ҫав. Апла-и, капла-и, пурӗ 39 сӑвӑ-калав йышӑнтӑмӑр. Хаклав ӗҫне ЧПГӐИ ӗҫченӗ, чӑваш ҫыравҫи Альбина Мышкина тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Аҫтахар Плотников хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗмлетнӗ май ҫак хутшӑнакансене саламлама пулать:
6–7 классем:
1 вырӑн: Анастасия Киршевӑн «Мӑнуксем патне янӑ салам» сӑвви (Муркаш районӗ);
2 вырӑн: Юлия Вазюковӑн «Чӑваш ҫӗрӗ, пурӑн ӗмӗр» сӑвви (Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Ӗсмел шкулӗ);
3 вырӑн: Наталия Париковӑн «Рейхстаг умӗнче» сӑвви (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш).
8-мӗшрисем (сӑвӑ хайлас енӗпе):
1-мӗш вырӑн: Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Никита Леонтьев («Ҫеҫпӗл патне ҫырнӑ ҫыру»);
2-мӗш вырӑн: Красноармейски шкулӗнче вӗренекен Анастасия Алексеева («Амӑшсем кӗтеҫҫӗ макӑрса.
Кӑҫал эпир Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа литература конкурсӗ пуҫарнӑччӗ. Ӑна «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтоки (1905–1942) ячӗпе ирттерте шут тытрӑмӑр.
Литӑмӑртун пӗрремӗш тапхӑрӗ — хайлавсене йышӑнасси вӗҫленчӗ. Конкурса тӑратнӑ хайлавсемпе эсир пирӗн электронлӑ вулавашра паллашма пултаратӑр. Тӗрлӗ тӑрӑхран пурӗ 39 хайлав ҫитрӗ — те литература конкурсӗсем кӑҫал унсӑр та йышлӑ пулнӑран, те ачасене хавхалантаракан сӑлтав ҫукран нумаях хутшӑнмарӗҫ.
Ушкӑнсене вара ҫапла пайлас терӗмӗр: 6–7 классем (сӑвӑ-калав, 5 ӗҫ); 8 классем (сӑвӑ, 8 ӗҫ; проза, 5 ӗҫ); 9–11 классем (сӑвӑ-калав, 5 ӗҫ); аслисем (сӑвӑ, 5 ӗҫ; проза, 9 ӗҫ). Пурӗ ҫапла 6 ушкӑн йӗркеленчӗ. Пысӑкрах ушкӑнсене темиҫе 2-мӗш, темиҫе 3-мӗш вырӑн уйӑрӑпӑр.
Хальхи вӑхӑтра вара — ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗччен — хутшӑнакан хайлавсен сасӑлав тапхӑрӗ пырать. Сирӗн кӑмӑла каяканннишӗн сасӑлас тесен хӑвӑрӑн шухӑша кӗртмелле (хайлав айӗнче). Камӑн ытларах пухӑнӗ — ҫав «Вулакансен кӑмӑлне каякан хайлав» номинацире ҫӗнтерӗ.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Ровесник» культура ҫуртӗнче пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан поэтсен «Астӑвӑм — ӗмӗрлӗх» хула конкурсӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта 15-24 ҫулсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 8 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — Шупашкарти 29, 7-мӗш шкулсенчен, Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗнчен, Шупашкарти Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнчен. Кашни хӑй шӑрҫаланӑ пӗр сӑвӑпа паллаштарнӑ. Вӑл ҫар патриотлӑхӗпе ҫыхӑнмалла пулнӑ. Жюри сӑвӑсене хакласа пӗтӗмлетӳ тунӑ.
7-мӗш шкулти Виталий Дмитриев пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. 44-мӗш лицейри Татьяна Семёнова тата Юлия Цой 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. Жюри Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗнче вӗренекен Анжела Чайниковӑпа Шупашкарти Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ӑс пухакан Анастасия Куртминана та палӑртнӑ. Вӗсем сӑвӑсене чӑвашла вуланӑ.
Конкурсҫӑсене Алиса Чайниковӑпа Константин Рязанов ҫамрӑк юрӑҫсем юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Кашни ҫамрӑк сӑвӑҫа парнесемпе хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (5)
Чӑваш халӑх сайтне уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитсе пынӑ май эпир чӑвашла сайтсен конкурсне ирттересси пирки сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ пулин те хутшӑнакансем ытлашшиех тупӑнмарӗҫ-ха. Паллах, сайтсем йышӑнса ҫитерессиччен тата вӑхӑт чылай — ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кӗтетпӗр. Ҫавах та сире кӑштах та пулин хавхалантарас тесе ӑмӑрту валли ятарлӑ сайт хатӗрлерӗмӗр. Унпа эсир shursana.chuvash.org адреспа паллашма пултаратӑр.
«Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Сайтсен тематики тӗрлӗрен пулма пултарать. Конкурса тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ сайтсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне 2015 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтерӗпӗр. Мала тухнӑ сайтсене премисемпе чыслас шухӑшлӑ.
Ҫавӑн пекех хамӑрӑн тепӗр конкурс пирки те аса илтерес килет. «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурсӑн малтанхи тапхӑрӗ вӗҫленессе нумай юлмарӗ теме пулать. Хайлавсене йышӑнасси акан 27-мӗшӗнче вӗҫленет. Вӑхӑт нумай мар — пӗр уйӑхран та сахалрах.
Георгий Федорович Орлов — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. Пурӑннӑ пулсан паян 90 ҫул тултарӗччӗ. Ӑна асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ.
Ялти клуба чылаййӑн пухӑнчӗҫ: ӑна пӗлекенсем, кӳршисем, ҫамрӑксем. Чӑрӑшкасси ялӗнчи вулав ҫурчӗн ертӳҫи Е.Г. Иванова поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хатӗрленӗ хӑтлавпа паллаштарчӗ, шкул ачисем Георгий Орлов ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ. Ялти фольклор ушкӑнӗ Г.Орловӑн сӑввипе кӗвӗленӗ «Ҫӗмӗрт» тата ытти юррисемпе савӑнтарчӗ.
Сӑвӑҫа манманни, унӑн ячӗ малашне те асрах юлассине шанаҫҫӗ ял ҫыннисем.
Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш Енӗн литература палитри: 100 кӗнеке — вуласа тухма» акци ирттереҫҫӗ.
Ӑна наци литературинчи чи лайӑх тӗслӗхсене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Акци пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен пулӗ.
Эксперт ушкӑнӗ сасӑлав валли кӗнекесене ака уйӑхӗн вӗҫӗччен суйлӗ. Ушкӑн йышне культура, ӑслӑлӑх, вӗренӳ ӗҫченӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе общество организацийӗсен элчисем кӗрӗҫ.
Унтан ҫав списока ҫынсем сӳтсе явма, тӗнче тетелӗнче, ЧР Наци вулавӑш сайтӗнче, сасӑлама пултарӗҫ.
Сасӑлава кура ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне 100 кӗнеке списокне хатӗрлӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вара «Чӑваш Енӗн литература палитри: 100 кӗнеке — вуласа тухма» электрон коллекци хатӗрлеҫ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗн сайтне вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа унпа кирек кам та паллашма пултарӗ.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутайри ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи вулавӑшӗнче районта ҫуралса ӳснӗ тата ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Ӑна хатӗрленсе вулавӑш ӗҫченӗсем Литература ҫулталӑкне тата Константин Иванова халалласа ку тӑрӑхран тухнӑ ҫыравҫӑсен тата Константин Ивановӑн кӗнекисен куравне йӗркеленӗ, «Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем» хӑтлав (презентаци) хатӗрленӗ. Ҫыравҫӑсенчен ытларахӑшӗ районти тӗрлӗ ялтах пурӑнать, теприсем Шупашкарта тӗпленнӗ.
Ҫавра сӗтел хушшинче хӑнасем тӗрлӗ ыйту сӳтсе яврӗҫ: ҫырма пултаракансене тупса палӑртасси, вӗсене малалла аталанма пулӑшасси; Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем ҫинчен кӗнеке кӑларасси; таврапӗлӳҫӗсемпе ытларах ҫыхӑну тытасси; Хӗрлӗ Чутай район энциклопедине кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнса пулӑшасси.
Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулма ялсенчи библиотекарьсемпе Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва Елена Чубайкина йӗркелесе ертсе пычӗ.
Ҫыравҫӑсене администрацин вӗренӳ пайне ертсе пыракан Татьяна Шереметьева, культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов саламларӗҫ, Литература ҫулталӑкӗнче пултарулӑхра татах та ытларах ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.
Кӑҫал «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурс пур районта та ирттереҫҫӗ. Халӗ 2013 ҫулта кун ҫути курнӑ кӗнекесен хушшинче чи лайӑххине суйлаҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнчи вулавӑшра Ангелина Павловскаян «Вӗренӳ шывӗ те пылак» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Унта аслӑ класра вӗренекенсем, хастар вулакансем хутшӑннӑ.
Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Павлова пухӑннисене кӗнеке авторӗпе паллаштарнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Тамара Михайловна Зайцева «Вӗрене шывӗ те пылак» кӗнеке пирки каласа кӑтартнӑ, унӑн шухӑш тӗшшине уҫнӑ. Ӑна сӳтсе явас ӗҫе аслӑ класра вӗренекенсем хастар хутшӑннӑ.
Вулавӑша ҫӳрекенсем Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» романа 2013 ҫулта пичетленнӗ чӑваш кӗнекисен хушшинче чи вуланаканни тесе йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Пӑвари вулавӑшра «Халӑх юратса вулакан кӗнекесем» кӗнеке куравӗ те йӗркеленӗ.
Чӑваш Республикинчи Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра «Чӑваш ҫыравҫисем — куҫ курманнисем валли» проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн ача-пӑча писателӗпе, фантастпа Дмитрий Суслинпа тӗлпулу иртнӗ.
Дмитрий Суслин хӑйӗн пултарулӑхне ача-пӑчана халаллать. Ҫамрӑк вулавҫӑсем, Шупашкарти тӳрленмелли интернат шкул вӗренекенӗсем, ҫыравҫа кӑсӑклансах итленӗ. Вӑл хӑйӗн пирки, кӗнекисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сӑнарсем пирки каланӑ чухне ачасен куҫӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫнӗ.
Компьютер аталанать пулин те Дмитрий Суслин ачасене кӗнекесемпе интереслентерме пултарать. Вӑл ачасен ыйтӑвӗсене те хаваспах хуравланӑ.
Ҫыравҫӑ уйрӑмах «Юрӑпи» этнографи юмахӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла та тухнӑ, йӑх тымарӗсен йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартать. Ачасем хайлав сыпӑкне тимлесех итленӗ.
Тӗлпулура ачасем авторӑн хӑтлавӗпе те паллашнӑ. Пӗчӗкскерсем вулавӑша парнеленӗ аудиокӗнекесемшӗн те тем пекех савӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |