Ӗнер, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ (Турци) ирттерекен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери калав ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн жюрийӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ (ҪИП) йӗркеленӗ жюри пайташӗсем Илле ҫыравҫӑ, И. Кириллова, В. Никифорова, Н. Осипов литература тӗпчевҫисем, Н. Ларионов журналист конкурса килнӗ 14 калава 5 баллӑ системӑпа хакланӑ (кам хӑш калава мӗнле хакланине ӳкерчӗкре илсе кӑтартнӑ таблицӑран пӗлме пултаратӑр).
Чи нумай — 23,3 балл — пухса, пӗрремӗш вырӑна Борис Чнндыков ҫырнӑ «Тислӗк купи» калав тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Юрий Санӑн «Нацмэн» калавӗ (23,2 балл), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Владислав Николаевӑн «Телейлӗ» виҫӗ тӗлпулу» калавӗ (22,5 балл).
Унсӑр пуҫне, чӑваш тапхӑрӗн жюрийӗ хавхалантару премине пама йышӑннӑ — ӑна 21,1 балл пухнӑ «Ҫеҫняк» калав тивӗҫнӗ, авторӗ — Виталий Эртиван.
Жюри ертӳҫи Илле палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ӑмӑртӑва килнӗ калавсен вӑтам шайӗ самай пысӑк.
«Ҫыравҫӑсем пӗр-пӗрне те вуламаҫҫӗ халь. Поэзи пирки калас пулсан, унӑн ҫӳллӗшне эстрада юррисен сӑмахӗсемпе виҫекенсем нумайланчӗҫ... Ку пач урӑх жанр. Тата пирӗн хальхи юрӑсем ытларах чухне примитивлӑ. Питӗ шел. Пӗтӗм халӑх ӑнлантӑр, концерта ҫӳретӗр, туянтӑр тесе ҫыраҫҫӗ-ҫке-ха. Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть: унӑн хӑйӗн пулса ҫитнӗ тӗнчи — кӗвви, тӳрех ӑнланса илме йывӑр сӑнарлӑх, илем хатӗрӗсем (метафора-тропсем), философилле тарӑнлӑхӗ т.ыт те. Ӑҫта мӗн иккенне ахаль вулакан-итлекен уйӑрайми, хаклайми пулчӗ: мӗн хӑлхана ытларах кӗрет, ҫавна чӑн-чӑн поэзи тесе шутлать. Ҫавӑнпа сӑвӑҫсем халь ӑмӑртса юрӑ валли ҫырасшӑн: «Манӑн сӑмахсемпе 150 ытла юрӑ ҫырнӑ! Ман вара 223 яхӑн юрӑ, радиопа куллен параҫҫӗ!» — тесе шавлакансем «юрӑ валли мар» ҫыракансен сассине хупласа тӑраҫҫӗ. Юрӑ ӳнерӗ ҫапла халӑха кирлӗ пулни, кашни ӑнӑҫлӑ, илемлӗ юрӑ мана питӗ савӑнтарать, анчах вӑл, калатӑп-ҫке, поэзирен ытларах чухне инҫетре тӑрать.
Чӑн-чӑнни вӑл нихҫан та нумай пулмасть ӗнтӗ. Тата вӑл шавсӑр». Ҫапла шухӑшлать Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл Фейсбукра ҫырса хунӑ.
Александр Артемьевӑн «Салампи» повеҫне туркӑлла куҫарнӑ. Кун пирки хӑйӗн страницинче нумай пулмасть Бюлент Байрам чӗлхеҫӗ пӗлтернӗ.
«Чӑвашсен хальхи литературин классикӑлла хайлавӗ шутланакан «Салампи» повеҫне турккӑлла куҫарса пӗтертӗмӗр. Тӳрлетӳсем ӗҫӗсем хыҫҫӑн, Турӑ пулӑшнипе, вӑл кӗске вӑхӑтрах кун ҫути курмалла», — ҫырнӑ турккӑ куҫаруҫи.
Бюлент Байрам — чӑваш чӗлхине тӗпчекен паллӑ чӗлхеҫӗ. Вӑл «Улӑп» эпоса турккӑлла куҫарнӑ (2013 ҫулта кӗнекен тухнӑ). Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш юмахӗсемпе те турккӑлла паллаштарнӑ, чӑвашла-туркӑлла словарь хатӗрленӗ.
«Салампи» — Алексендр Артемьев хайланӑ повесть. 1954 ҫулта вӑл пӗрремӗш хут кун ҫути курнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак роман темиҫе хут та пичетленсе халӑх патне ҫитнӗ — 1960, 1966, 1983, 2012 ҫулсенче. Бюлент Байрам 2012 ҫулти кӑларӑмпа усӑ курнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ Марина Карягинӑн «Ҫӑкӑрпа сахӑр» ятлӑ кӗнеки пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм пирки Любовь Левацкая пӗлтернӗ тӑрӑх, унта калавсемпе сӑвӑсем кӗнӗ. Кӑларӑм алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2017 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
«Хайлавсенчи тӗп сӑнарсем – ял ачисем. Кичем ларма вӑхӑт пур тетӗр-и вӗсен? Ак, сӑмахран, «Ӑҫтиҫук» хайлавра Шупашкар йытти, Бонита ятлӑскер, тем мыскари те кӑтартать асли вырӑнне юлнӑ пӗчӗк кил хуҫине: «...Пирвайхи кунах пӗтӗм сӗтел-пукан урисене хӑнтӑр пек кӑшласа пӗтерчӗ... Йӑпӑртлӑха кӑна тухрӑм – пӳрт тулли тӗк вӗҫет, маччаран лӑпӑс-лӑпӑс юр ҫӑвать тейӗн.
Тепӗр хайлавра тата ял ачисем вун пӗрӗн пӗрле пуҫтарӑнса яла куҫса килнӗ учитель ҫемйи патне кайса килме шутлаҫҫӗ – тем тесен те хуларан килнӗскерсен кучченеҫӗ тутлӑрах пулмалла. Ҫавна тутанса пӑхасчӗ тесе васкаҫҫӗ шӑпӑрлансем Аялти каса. «Чуччу сикни» тата «Уяв парни» калавсенчи сӑнарсем ку йывӑрлӑха хӑйне евӗр татса параҫҫӗ. Чи кирли вара – аслисем хирӗҫ ан пулччӑр», — хаклать ӗҫсене Л. Левацкая.
2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗ пулать
«Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ» (ҪИП) юридици сӑпачӗ йӗркелемесӗр ӗҫлекен Чӑваш тӑрӑхӗнчи халӑх пӗрлӗхӗ (штаб-хваттерӗ Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта вырнаҫнӑ, ертӳҫи Виталий Родионов профессор, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ) «Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ» юридици сӑпачӗ йӗркелесе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери халӑх пӗрлӗхӗпе пӗрле (штаб-хваттерӗ Турци Республикин тӗп хулинче Анкарара вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ӑслӑхӗсен докторӗ) 2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрне ирттересси ҫинчен пӗлтерет. Чӑваш тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ калава турккӑлла куҫарса пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑмӑртун йӗркелӳ ушкӑнне тӑратаҫҫӗ.
1. Ӑмӑртӑва хутшӑнас текен ҫыравҫӑсен калава чӑн авторне кӑтартмасӑр, ӑмӑртӑва хутшӑнмалли ятарлӑ хушма ятпа (е шифрпа) ҫеҫ палӑртса, 2018 ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ӑмӑртӑвӑн тӳре ушкӑнне ҫитерсе памалла е ҫак адрессенчен пӗрне ярса памалла:
Шупашкар - 428031, Илья Арсентьевич Иванов валли, ыйтса иличчен е электронлӑ ҫырупа: illesuvar@gmail.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шӑматкун каҫхине» спектакле пӗрремӗш хут кӑтартӗҫ. Кӑркӑс драматургӗн Мар Байджиевӑн пьесине тӑван чӗлхене Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев куҫарнӑ. Спектакле театрӑн ҫамрӑк артисчӗ Василий Иванов лартнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, литература хайлавӗнче хускатнӑ ыйтусем чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх-мӗн, пьесӑра кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗ те — тӗп вырӑнта.
Палӑртса хӑвармалла, Мар Байджиев – кӑркӑс прозаикӗ, публицист, драматург, журналист, театрпа кино режиссёрӗ, литературовед, куҫаруҫӑ. Унсӑр пуҫне вӑл — Кӑркӑс ССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Кӑркӑсстан халӑх писателӗ, наци киноакадемийӗн академикӗ.
Ку премие Италири окситан халӑхӗн (пурӗ вӗсем Пьемонт регионӗнче 200 пин ҫынна яхӑн) чи сумлӑ организацийӗ сахал йышлӑ тӗп нацисен чӗлхисене упраса хӑварас ӗҫри пултаруллӑ та сумлӑ деятельсене параҫҫӗ. Иртнӗ 10 ҫул хушшинче мӗн пур континетри 30 чӗлхе (этнос) ҫыннисене ҫак енсемпе хавхалантарнӑ: куҫару, музыка, кино, ҫамрӑксем, окситан чӗлхи, Италири сахал йышлӑ тӗп чӗлхе, «халӑхсен хушшинчи преми», ҫавӑн пекех черетсӗр премисем.
Алексей Леонтьевсӑр пуҫне, кӑҫалхи лауреатсем Мексикӑран (масатекс чӗлхи), Косовӑран (албан), Ирландирен (ирланд), Францирен (окситан), Испанирен (каталан тата баск), Италирен (словен). Тӗнчери чӗлхесене популяризациленӗшӗн Боб Хольмена (АПШ) черетсӗр премипе хавхалантарнӑ.
Алексей Леонтьев, «Хыпар» Издательство ҫуртне 23 ҫул ытла ертсе пынӑскер, «КИЛ» литература альманахӗн издателӗ тата тӗп редакторӗ, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн историйӗпе унӑн никӗслевҫин Николай Никольский профессорӑн биографине тӗпчесе ҫырнӑ монографисен авторӗ, Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, — асӑннӑ премие (куҫару пултарулӑхӗшӗн) Раҫҫейре тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫыравҫӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫак кунсенче тепӗр ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути парнеленӗ. Хальхинче унта чӑваш халӑх юмахӗсен кӗнеки «Тилӗ тусӗ. Лисья пляска» ятпа чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ. Унта ултӑ юмах кӗнӗ.
Чӑваш Енӗн информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юмахсен пуххине кӗнӗ хайлавсем кӗҫӗн вулакансене ӑса вӗрентеҫҫӗ, йӑнӑшасран асӑрхаттараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне юмахсем халӑх ӑс-хакӑлне кӑтартаҫҫӗ, паянхи куншӑн та ҫивӗч ыйтусене хускатаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ: ӑнланма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе Сергейпе Наталья Орловсем юмахсене ансат та илӗртӳллӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Хайлавсене чӑвашларан вырӑсла вара С. Шуртаковпа А. Димитриев куҫарса хатӗрленӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сар хӗвел хӗрелсен» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова ӳнер тата таса юрату гимнӗ тесе хаклать.
«Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ ребус пекех кӑткӑс тата хӑйне евӗр. Пӗр пек шӑпа та, пӗр пек шухӑшлавлӑ ҫын та ҫук. Тӗн, ҫавӑнпах пуян, тӗрлӗ енлӗ пулӗ те тӗнче», — тесе шухӑшлать кӗнекене хакланӑ май Ольга Иванова.
«Сар хӗвел хӗрелсен» повеҫ шухӑшласа кӑларман историпе, Прасковья Петрова чӑваш хӗрӗпе паллаштрать. Пушкӑртстанра ҫуралнӑскер ача чухне тӑлӑха юлнӑ, тӑванӗсемпе ӳснӗ. Ӑна тӑван ашшӗпе Тихон Павловпа тӗл пултарман. Документлӑ хайлав авторӗ — Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата журналист. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Дмитрий Литаврин.
Римма Прокопьеван ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗнекене 500 тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ.
Вулаканӑн кӗскен ҫырса пыни
«Сувар» хаҫатра 2018-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 11-мӗш номерӗнче Ренат Харис паллӑ тутар сӑвӑҫӑн «Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пичетленӗ.
Ҫак илемлӗ литература произведенине тулли кӑмӑлпа вуласа тухрӑм. Поэмӑри содержани, пӗлтерӗшпе форма кирлӗ вырӑнтах. Литература илемлӗхӗ, гармони та чуна савӑнтарать.
Публицистика, актуаллӑх, ҫивӗчлӗх — паянхи куншӑн паха пулни — питӗ паха.
Хальхи вӑрҫӑлла ҫулсенче, 2014-мӗш ҫулта пуҫланӗ Украинӑри Донбассра, Сири ҫӗршывӗнче, эпир пурте пӑшӑрханатпӑр, кулянатпӑр. Сӑлтавӗ — Тӗнчере ҫӗнӗ Сивӗ вӑрҫӑ пырать. Часах Виҫҫӗмӗш Тӗнче Вӑрҫи тухма пултарать. Ҫакӑ ан пултӑр тесе автор питӗ тӗрӗс, ҫивӗч ҫырать.
СССР вӑхӑтӗнче, тен, 1970-1980-мӗш ҫулсенче, ҫак ҫинчен чаплӑ совет, вырӑс сӑвӑҫ Андрей Вознесенский сӑвӑсем ҫырнӑ. Унӑн йӗркисем халь те асра: «Девять, восемь, семь, один, Йоко Оно, Грэхэм Грин». Тата ядерлӑ ракетӑсем ҫинчен: «... И вырву кнопку с проводами!»
… Ренат Харисӑн ҫӗнӗ поэмине пирӗн чаплӑ чӑваш сӑвӑҫ Валери Туркай питӗ ӑста куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |