Тутарстанра Ольга Зиятдионовӑпа (хӗр чухнехи хушамачӗ: Гавриленко) тутарсем хушшинчи хирӗҫӳ сарӑлса пырать. Ольга хӑйӗн ачине ирӗксӗрлесе тутарла темиҫе ҫул вӗрентнӗшӗн суда панипе чапа тухнӑ. Анчах суд тавӑҫа тивӗҫтермен. Кун хыҫҫӑн «Контактра» ун ятӗнчен тутарсене кӳренӳллӗ темиҫе сообщени вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ку тутарсене килӗшмен, вӗсем хӗрарӑма явап тыттарма ыйтнӑ.
Нумай пулмасть Ольга Зиятдионова ячӗ каллех халӑх ҫине тухнӑ. Хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак уйӑхӑн 9-мӗшӗсенче унӑн хваттерне полицейскисем килнӗ, япаласене ухтарма пуҫланӑ. Экстремислӑ материалсем шыранӑ, хӗрарӑмӑн ноутбукне, планшетне, флешкӑсемпе ачан смартфонӗ таранах тӗпчев ирттерме илсе кайнӑ. Ку Ольгӑна питӗ килӗшмен, ҫавна май вӑл тӗнче тетелӗнче уҫӑ ҫыру вырнаҫтарнӑ.
Полицейскийсем унӑн патне килсе кайнине Ольга Зиятдионова «Контактра» хӑварнӑ комментарисене пула тесе шутлать. Анчах вӗсене хӑй ҫырнине йышӑнмасть, ку ӗҫе ачи тунӑ тесе калать. Ывӑлӗ амӑшне апла та капла кӳрентернине чӑтайман, ҫавна май тутар халӑхне кӳрентерсе ҫырнӑ та тесе тӳрре тухма пӑхать.
Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районне ертсе пынӑ чӑваша, 41 ҫулти Александр Шадрикова, регионӑн экологипе ҫутҫанталӑк министрне лартнӑ. Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫапла хыпарлать регион ертӳҫин пресс-служби.
Палӑртса хӑварар, чӑвашла та, тутарла та шакӑртаттарса калаҫакан Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Кивӗ Ҫӗпрел салинче ҫуралнӑ. Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче физикӑпа математика учительне вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухса юрист дипломне алла илнӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Ҫӗпрел муниципалитет районӗн пуҫлӑхне лартнӑ, вырӑнти канашӑн председательне суйланӑ. Вӑл — саппасри лейтенант та. Авланнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратать. Ачисем иккӗшӗ те тӑван чӗлхене манман, тутарла та таса калаҫаҫҫӗ.
Киров облаҫӗнчи Чуваши ятлӑ ялта ҫӑкӑр-пӳремеч пӗҫерекен хуҫалӑх аталанса пырать. Нумай пулмасть вӗсем Кирово-Чепецкра ҫӗнӗ суту-илӳ вырӑнна уҫнӑ — Луначарск урамӗнчи вуннӑмӑш шутланать. Унччен маларах тата тепӗр 9 уҫнӑ.
Онуфриенко С.В. усламҫӑ хӑйӗн ӗҫне Арташ ялӗнче арман уҫнипе пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн 1997 ҫулта Ветоши ялта пекарня уҫнӑ. 1998 ҫулта тепӗр пекарня Чуваши ялта хута кайнӑ. Хӑйӗн продукцине вӑл «Чуваши-хлеб» ятлӑ павильонсенче сутать. Ячӗ ял ятӗнчен пулса кайнӑ.
Чуваши ялӗнчи пекарня 20 тӗслӗ ҫӑкӑр, 8 тӗслӗ пӗремӗк, 7 тӗслӗ печени. Кукӑльсем те, рулетсем те, пирожнӑйсем те хатӗрлеҫҫӗ. Кукӑльне 17 тӗрлине пӗҫереҫҫӗ вӗсем.
Сарӑту тӑрӑхӗнче нефть пӑрӑхӗ хыпса илнӗ. Пӑтӑрмах Энгельск районӗнчи Красноармейски ял ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ.
Ҫулӑма пула темиҫе ҫурт хыпса илнӗ, вӗсенчи ҫынсене ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май ялти пур халӑха та техногенлӑ пӑтӑрмах вырӑнӗнчен илсе тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх пурнӑҫран уйрӑлнисем ҫук.
1,200 метр виҫӗллӗ нефть пӑрӑхӗ «Транснефтьӗн» шутланать. Ҫулӑм пурӗ пин тӑваткал метра ярса илнӗ. Пӑтӑрмах вырӑнӗ Атӑлтан инҫе мар пулин те юханшыва лекес хӑрушлӑх ҫук тесе пӗлтереҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑт тӗлне пӑрӑхпа нефть уҫлама пӑрахнӑ, ҫулӑма сӳнтернӗ.
Чӗмпӗрти 64-мӗш шкулта чӑвашсен пӗрлехи йӗркелӳ пухӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем «Ниме» ятлӑ вырӑнти чӑваш культура центрӗ туса хума йышӑннӑ. Пухӑннисем Устав ҫирӗплетнӗ, ҫаплах правлени членӗсене тата ун председательне суйланӑ. Председателӗ — Герман Мадюков. Правление председательсӗр пуҫне ҫаксем кӗнӗ: В.Ярухин, Ф.Улендеева, Е.Уресметова, Д.Кузьмин. Ревизор — Н.Еграшкина. Ҫавӑн пекехвӗсем 2017 ҫул вӗҫне тата 2018 ҫул валли плансем тунӑ. Плана кӗртме ҫӗнӗ сӗнӳсем те йышӑнма хатӗрри пирки вӗсем Чӑваш халӑх сайтне пӗлтерчӗҫ.
«Тӑван халӑхшӑн, чӑваш культуришӗн ырӑ ӗҫсем тума кӑмӑл тӑвакансене, таврана илемлӗрех тӑвасшӑн ҫунакансене хамӑр пата йыхравлатпӑр. Эпир Чӗмпӗр хули территорийӗпе ӗҫлетпӗр. Ӗҫ пурин валли те ҫитет, килӗр. Ырӑ тума васкӑр! Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-909-359-89-52», — пӗлтерчӗҫ вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗнче.
«Волжская коммуна» (чӑв. Атӑл коммуни) хаҫат Самар облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Каньӑкьел шкулӗ пирки статья кӑларнӑ. 11 класс таран вӗрентекен шкулта пурӗ 136 ача пӗлӳ пухать. Ку ялта ытларах енӗпе чӑвашсем пурӑннӑран ачасем факультатив шайӗнче чӑваш чӗлхине те вӗренеҫҫӗ.
Хаҫат журналисчӗсем шкулти музея ырланӑ. Вӑл пуян пулнипе тӗлӗннӗ — мамонт шӑлӗ те пур, ӗлӗкрех усӑ курнӑ савӑт-сапа тата ытти япала. Шкул ҫумӗнче «Асамат» фольклор ушкӑнӗ те йӗркеленнӗ, унта ачасем хӑйсен пултарулӑхне туптаҫҫӗ. Маттурскерсем облаҫре иртекен фестивальсенче те пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.
Материал авторӗ Светлана Решетихина пӗлтернӗ тӑрӑх ҫывӑх вӑхӑтра вӗренӳ учрежденийӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли ушкӑнсем уҫма палӑртнӑ — ача пахчинче вырӑн сахал, ачисем вара нумай тесе пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Каньӑкьел — Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнче вырнаҫнӑ чӑваш ялӗ. Вӑл Сургут шывӗ хӗрринче, район центрӗнчен 28 ҫухрӑмра ларать. Ку яла 1770 ҫулсенче Питтапаль ялӗнчи чӑвашсем никӗсленӗ. 2005 ҫулта кунта пурӗ 972 ҫын пурӑннӑ. Ялти шкул 1895 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ Каньӑкьелте ХХ ӗмӗрте те тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнни паллӑ.
Аксӑва кӗнӗ ҫӗрте. 2014-мӗш ҫул.
Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, йӑхташсем,
Тутарстанра "чӗлхе ыйтӑвне" юлашки вӑхӑтра еплерех "татса панине" пӗлетӗр ӗнтӗ. Мӗнпур чӗлхесене, "вырӑс чӗлхи" тата "ют ҫӗршыв чӗлхи" текеннисене шутламасан, ачасен шкулта ашшӗ-амӑшӗ е вӗсене улӑштаракан ытти ҫынсем ирӗк панипе ҫеҫ вӗренмелле имӗш.
Ҫакӑ Тутарстанра патшалӑх чӗлхи шутланакан тутар чӗлхине те пырса тивет.
Ҫавна май чӑвашсен мӗн тума пулать-ха?
Ман шутпа, такамсем хыҫҫӑн кайса, ниепле те тутар чӗлхине тӗппипех айккинелле сирес ҫул ҫине тӑрас пулмасть.
Тутар чӗлхине вӗреннипе нимле сиен те пулас ҫук.
Сехетсен шучӗ пирки ыйту лартма пултаратӑр, анчах та тутар чӗлхине кӑштах та пулин вӗренесех пулать пуль. Ҫапла туни пирӗн тӑван чӑваш чӗлхишӗн те усӑллӑ.
Апла-и, капла-и, кӑштах тутар чӗлхине вӗреннипех чӑваш тутарланса каяс ҫук. Унашкал хӑрушлӑх пачах та ҫук. Ытти ҫӗрти пекех, Тутарстанра та чӑвашсем чӑннипе тутарланса мар, вырӑсланса пыраҫҫӗ.
Пӗр япаларан ҫеҫ хытӑ сыхланас пулать.
Паян кӳршӗри Тутарстанра чӗлхесене вӗрентессине пӑхса тухнӑ. Унта Тутарстан прокурорӗ Илдус Нафиков та тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хӑйне пӑхӑнакан ведомство республикӑри вӗренӳ системинче тунӑ тӗрӗслевсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Пурӗ 3856 нарушени тупнӑ, йӗркене пӑсман пӗр вӗренӳ учреждени те юлман. Малашне тутар чӗлхине республикӑра хӑйсен ирӗкӗпе ҫеҫ вӗренме май пуррине ҫирӗплетнӗ вӑл.
Тутарстанӑн Патшалӑх канашӗ республикӑра тутар чӗлхине вӗрентмелли постановленине те йышӑннӑ. Уншӑн пур депутат та пӗр саслӑн сасӑланӑ. Йышӑнупа килӗшӳллӗн Тутарстанра патшалӑх чӗлхине вӗрентме ирӗк пур, анчах куншӑн ашшӗ-амӑшӗсен ытларахӑшӗ йышӑнмалла.
Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть Михаил Бабич патшалӑх чӗлхисене вӗрентме ирӗк парасси пирки каланӑччӗ. Анчах пурне те вӗрентесси е хӑйсен ирӗкӗпе-и — паллӑ марччӗ. Чӑннипе вара иккӗмӗш варианчӗ пурнӑҫа кӗни палӑрчӗ.
Сызрань хулинче Халӑхсен туслӑхӗн «Добро пожаловать, соседи!» (чӑв. Кӳршӗсем, ырӑ сунса кӗтетпӗр) фестиваль иртнӗ. Мероприятие нимӗҫсен «Надежда» (чӑв. Шанчӑк) центрне пыракан Расима Салаватова йӗркеленӗ. Унта Сызраньти наципе культура центрӗсемпе автономийӗсем, ҫав шутра чӑвашсем те, хутшӑннӑ.
Чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Надежда Назарова чӑвашсем хӑнасене епле кӗтсе илнипе паллаштарнӑ. Вӑл чӑвашсен «Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантарса яма пар» (ҫӑлкуҫра кӗлӗ сӑмахне «Продрогшего отогрей, голодного накорми» куҫарупа илсе кӑтартнӑ, ӑна ваттисен сӑмахӗ тенӗ — Авт.) кӗлӗ сӑмахӗсем пурри пирки пӗлтернӗ. Тарават тени те чӑвашсен хӑналанине, хисепленине пӗлтерет. Чӑвашсен ҫемье уявӗсем нумай тенӗ Надежда Назарова. Унта ҫемье пуҫӗн, кил хуҫи арӑмӗн, хӗрсемпе ывӑлсен ролӗ пуррине ӑнлантарнӑ вӑл. Чӑвашсен фольклор ансамблӗ те уява хутшӑннӑ.
ЧӲК | 15 |
Пӗтӗм тутарсен обществӑлла центрӗ демократиллӗ ҫӗршывсен парламенчӗсемпе правительствисем патне чӗнӳпе тухнӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думипе РФ Правительствин патшалӑхри кӑк халӑхсене вӑйпа ассимиляцилес политикине хирӗҫлеме, пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен прависене пурнӑҫлантарма ыйтнӑ. Кун пирки «Idel.Реалии» сайт пӗлтерет.
Ҫыру авторӗсен шухӑшӗпе Раҫҫейре наци чӗлхисене вӗренӳ системинчен кӑларас ӗҫ пырать. Тӑван чӗлхесене хӗссе вырӑс чӗлхине ытларах вӗрентес тени чӑннипе халӑхсене вырӑслатас политикӑна пурнӑҫлани тенӗ.
Раҫҫей патшалӑхӗ кӑк халӑхсене вӑйпа ассимиляцилессинчен пӑрӑннине 2007 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ «Кӑк халӑх прависем ҫинчен ПНО декларацине» йышӑнни, РФ Патшалӑх Думи «Вырӑнти чӗлхесемпе, вак чӗлхесен Европа хартине» ратификацилени, патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ экзаменне тӑван чӗлхепе тытма ирӗк ҫукки пирки Хушӑва пӑрахӑҫлани ҫеҫ кӑтартма пултарӗ тенӗ ҫырура.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |