Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Олег Мустаев Чӗмпӗр хула думин депутатне суйланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.09.2018 21:33 | 1968 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Чӗмпӗрти суйлав хӑми
Чӗмпӗрти суйлав хӑми

Авӑнан 9-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗрлехи суйлав кунӗ иртмелле. Ҫав шутра Чӗмпӗр хулин Думине те депутатсене суйламалла. 15-мӗш Сӗвехыҫри пӗр мандатлӑ суйлав округӗнчи кандидатсен йышӗнче Олег Мустаев чӑваш пур.

Кандидатсен йышӗ пурӗ тӑватӑ ҫынран тӑрать. Олег Мустаева «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне ЛДПР Алексей Цибаркова, РФКП Яков Панкова, Раҫҫей коммунисчӗсем коммунистла партийӗ Олег Новгородский кандидатурӑсене суйлава кӑларнӑ. Тӑватӑ ҫынран хӑшне суйласси чӗмпӗрсенчен килет.

Аса илтеретпӗр, Олег Мустаев Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Пӗтӗм халӑх фрончӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ. Арӑмӗ, Елена Мустаева, хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗр облаҫӗнче тухса тӑракан «Канаш» хаҫатӑн редакторӗ.

#Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей, #политика, #суйлав, #Чӗмпӗр, #кӳршӗре, #ЧНК

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2414.67.9290
2018.09.07 22:12
Agabazar
Кунта ĕнтĕ те савăнмалла, те хурланмалла?
Agabazar // 2414.67.9290
2018.09.07 23:08
Agabazar
Сĕвене мĕн "хыçмалли" пур? Сĕве Леш Енĕ темелле.
Памук // 9753.1.9328
2018.09.11 21:07
Ӑннӑ чӑваш ҫынни ПР партийӗпе ҫыхӑнса, халӑха ҫаратса, улталаса, нушана кӑларса ҫӳле хӑпарас темест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем