Вӑрмарти канупа культура центрӗ «Выля, хуткупӑс,янра, такмак!» район фестивальне 5-мӗш ҫул ирттерет. Кӑҫал 50 ҫын хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Ҫак кун Вӑрмар районӗнчи чи лайӑх ушкӑнсем юрланӑ, такмак каланӑ. Фестиваль вӗҫленсен чи маттуррисене Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн, общество организаийӗн, Раҫҫей пинсионерӗсен союзӗн дипломӗсене панӑ.
«Чи лайӑх хуткупӑсҫӑ» ята Пысӑк Енккассинчи Николай тата Владимир Гавриловсем тивӗҫнӗ. Кӗтеснерти Маргарита Андреева «Чи лайӑх такмакҫӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. «Чи ҫамрӑкки» номинацире «Капельки» ташӑ ушкӑнӗнчи солистка мала тухнӑ. Жюрин ятарлӑ парнине «Сарнар» халӑх фольклор ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (39)
Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ.
Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ.
Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл.
Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ.
Кӳршӗри Хусан хулинче тӗрӗк тӗнчин «Тӗрӗккурав – 2014» (TürkVisyon) телеюрӑ конкурсӗ иртмелле. Кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш хут иртет. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр Турцири Эскишехир хулинче иртнӗ.
Тутарстанри суйлав тапхӑрӗ ӗнер, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, «Пирамида» культурӑпа кану комплекӗнче иртнӗ. Унта Айтар Сулейман ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен юрӑҫисене Пушкӑртстан, Саха Якути, Азербайджан, Турци, Казахстан тата ыттисем ярас шухӑшлӑ.
«Тӗрӗккурав – 2014» финалӗ «Татнефть-Аренӑра» чӳкӗн 19-мӗшӗпе 21-мӗшӗсенче иртмелле. Пӗтӗмӗшле ҫак мероприяти валли 4 миллион укҫа уйӑрнӑ, вӗсенчен 1 миллион та 870 пине — «ТМВ-TV» телеканал панӑ. Финалпа ҫурмафинала тӗнче шайӗнчи 38 телеканал кӑтартмалла. Билет хакӗ 200 тенкӗрен пуҫласа 800 тенкӗ таран тӑрать, сутма пуҫланӑ ӗнтӗ.
Конкурса «Еврокурав» евӗрлӗ хатӗрленӗ пулин те пирӗн чӑвашсем унта пӗрре те хутшӑнман. Пӗлтӗр иртнӗ конкурс хыҫҫӑн хӑш-пӗр хаҫат Турцире «пантюркизм» вӑй илет» тесе, ун валли турккӑсем юрӑ-кӗвӗпе те усӑ кураҫҫӗ тесе ҫырнӑран Чӑвашри культура ҫыннисем унта хутшӑнас темен пулас. Официаллӑ влаҫ сайтӗнче те ку конкурс пирки пӗр сӑмах та тупӑнмарӗ.
Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкерме палӑртнӑ. Режиссерӗ — Марат Никитин. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Фильм мӗн пирки пулӗ-ха?
Марат Никитин каланӑ тӑрӑх, Хорло ятлӑ хӗр аслашшӗпе ҫынсенчен аякра пурӑнать. Вӗсем утар тытаҫҫӗ, пыл сутаҫҫӗ. Вӗсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Анчах пӗррехинче Хорло сарайра аманнӑ арҫынна Соктона тупать. Хорла ӑна юратса пӑрахать, арҫынна сыватас тесе вилнӗ амӑшӗн пулӑшу ыйтать. Лешӗ пулӑшать. Анчах Сокто сывалнӑ хыҫҫӑн ҫухалать. Хорлон вара ҫие юлать. Аслашшӗне каламасӑр полицире ӗҫлекен инкӗшӗ патне каять. Соктона СИЗОра шыраса тупаҫҫӗ. Вӑл темиҫе эрне каялла тарнӑ преступник-мӗн. Халӗ вӑл Хорлона палламасть те тейӗн. Инкӗшӗ Хорлона аборт тума хистет, анчах хӗр ачана хӑварма йышӑнать. Вӑл каллех хӑйӗн тӗнчине, аслашшӗ патне, таврӑнать.
Сценӑсене пӗр вырӑнта кӑна мар ӳкерӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Канаш ҫывӑхӗнче, Йӗпреҫре пулӗ. Тӗп эпицентр чӑваш ялӗ пулӗ.
Чи малтанах фильма Пушкӑрт Республикинче ӳкерме палӑртнӑ. Анчах ку тӑкаклӑ-мӗн. Чӑваш Енре хитре вырӑнсем нумай.
Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ вулавӑшӗнче Раҫҫейӗн художниксен союзӗн пайташӗсемпе Вениамин Мефодьевпа тата Анатолий Петровпа тӗл пулнӑ. Анатолий Петров 34 ҫул Чукоткӑри Анадырь хулинче пурӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫей художниксен союзӗн Чукоткӑри регионти уйрӑмӗн правленине ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхне таврӑннӑ, живопиҫпе аппаланать, чӑваш тумӗпе тата натри чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсемпе кӑсӑкланать.
Вулавӑшра Евдокия Каширина ӑста «Ал ӑсти» кружокӑн куравӗпе паллаштарнӑ, пуҫа тӑхӑнмаллисене хатӗрлеме вӗрентнӗ. Кружок пайташӗпе Зинаида Тихоновӑпа иккӗшӗ наци тумне кӑтартнӑ.
Чӑваш Енре культура объекчӗсен йышӗ сахалланӗ. Кун пирки республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ иккен.
Шупашкар районӗнчи Апашра хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ палӑка 1906 ҫулхи чӑваш хресченӗсен пӑлхавне асӑнса лартнӑ иккен. Патшалӑх хӳтлӗхӗнче вӑл 1974 ҫултанпа пулнӑ. Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, палӑка чӑтӑмлах мар материалтан ӑсталанине пула ҫулсем иртнӗҫем вӑл ишӗлсе пӗтнӗ-мӗн. Ҫавна май ӑна культура эткерлӗхӗ шутӗнчен кӑларас тесе шут тытнӑ.
Асӑннӑ палӑксӑр пуҫне Шупашкар районӗнче регион пӗлтерӗшлӗ тата тепӗр тӑватӑ объект иккен. Ку шутра — 1821 ҫулта Шемшерте хута янӑ Успени чиркӗвӗ, 1917 ҫулта тунӑ Алькешри Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ, 1809 ҫулта Ҫӳлтикассинче уҫнӑ Улатимӗр Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ тата 19-мӗш ӗмӗрхи Мӑнал ялӗнчи Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ.
Ыран Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлать. Халӑха театр репертуарӗнчи ҫӗнӗ спектакльсенчен пӗрне, «Пирӗн атте авланать» ятлине, йыхравлаҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ.
Каҫхине куракана камитпе савӑнтарӗҫ, анчах кӑнтӑрла та театр хӑйӗн асамлӑхӗпе киленме йыхравлать. Кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре унта Чӑваш Республикин тата Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Иосиф Трерӑн пысӑк ӗҫне — «Чӗрӗ сӑмах» музыкӑпа сӑвӑ ревюне — куракан патне ҫитерӗҫ. Ӑна 20 ӗмӗрти хӑватлӑ поэтсен поэзине халалланӑ. Ҫав шутра Геннадий Айхи те пур. Спектакль валли билет сутса пухнӑ «кӗмӗле» Геннадий Айхи ячӗллӗ фонда куҫарӗҫ.
«Аксар» студи нумай пулмасть ҫӗнӗ фильм кӑларчӗ — «Салтака качча каятӑп» романтикӑллӑ камит.
Салтак юратӑвӗ темрен те хаклӑрах та ҫирӗпрех. Ҫавӑнпа та Света, тӗп сӑнар, хӑйӗн савнине, Юрккана, салтакран чыслӑн кӗтсе илет. Анчах та Юркка салтакра пулнӑ чух Света патне тепӗр каччӑ, Якку, сукмак хывнӑ. Ҫакна салтакран таврӑннӑ Юркка мӗнле йышӑнать-ши? Яккуна савса юрату ҫулӑмӗпе хӗмленекен Маруҫ юрлама пуҫлать. Юлашкинчен ӑна Евровиденине чӗнсе яраҫҫӗ. Света хӑш каччине ытларах кӑмӑлласа качча кайма килӗшет-ши? Яккуна-ши е Юркка салтака?
Сценарине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Степанов -Пӑртта ҫырнӑ, вӑлах режиссёрӗ те. Вылякансен йышӗнче: Светлана Дмитриева, Венера Пайгильдина, Виталий Сергеев, Светлана Савельева, Владимир Григорьев, Дмитрий Петров, Валентина Музыкантова, Николай Дмитриев тата ыттисем.
Диска «СУМ» лавккара туянма май пур. Хакӗ 110 тенкӗ.
Авӑнӑн 18-мӗшӗнче Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 92-мӗш сезонне «Орфей тата Эвредика» драмӑпа уҫать. Ӑна Жан Ануйӑн «Эвредика» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ.
Спектакль премьери 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулнӑ. Сергей Юнгас постановщик режиссер каланӑ тӑрӑх, спектакль кӑшт улшӑннӑ. Актерсем хушшинче те улшӑну пулнӑ. Унта Хусанти театр училищине пӗтернӗ Исмаил Махмутов ҫамрӑк актер хутшӑнать.
Ҫавӑн пекех спектакльте ытти ҫамрӑк актерсем те выляҫҫӗ: Сергей Куклин, Оксана Ананьева, Александр Смышляев, Александрпа Татьяна Володинсем, Людмилӑпа Леонид Казимирсем, Диана Яковлева, Чӑваш халӑх артистки Лариса Родик тата Александр Тырлов.
Спектакль каҫхи 6 сехет ҫурӑра пуҫланать.
Чӑваш халӑх ҫыравҫи Александр Спиридонович Артемьев ҫуралнӑранпа авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитрӗ. «Ан авӑн шӗшкӗ!», «Улма йывӑҫ авӑнать», «Алтӑр ҫӑлтӑр», «Ҫунатлӑ ҫуралнисем», «Хунавлах хӑрнисем», «Симӗс ылтӑн», «Тӑвӑл умӗн», «Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ», «Салампи» тата ытти 20 ытла кӗнекесен авторӗ Элӗк районӗнчи Тури Вылӑ ялӗнче кун ҫути курнӑ, вӑтам пӗлӳ илме ялтан 5 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри вӑтам шкула ҫул тытнӑ, 1941-мӗш ҫулта алла аттестат илсе ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлеме тухса кайнӑ.
Писатель 90 ҫул тултарнӑ ятпа вӑл ҫуралса ӳснӗ ялта унӑн тӑванӗсем, Элӗк район администрацийӗн элчисем, Тури Вылӑ ял халӑхӗ тата ыттисем вӑл ҫуралса ӳснӗ кил патне пухӑнчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче Элӗк район архивӗн ӗҫченӗ Л.С.Семенова, профессор В.А. Иванов, С. Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ Б.И. Борисов тата ыттисем паллӑ ҫыравҫа ӑшшӑн аса илчӗҫ.
Ураскилтри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем «Пултаруллӑ ҫыравҫӑ, кӑвар чӗреллӗ салтак» литература композицийӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |