Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери XIX балет фестивалӗ кӗҫех уҫӑлӗ. Унччен нумаях вӑхӑт юлмарӗ — фестиваль ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пуҫланать.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, балет фестивалӗ премьерӑпа — «Баядерка» спектакльпе — уҫӑлӗ. Ӑна 2002 ҫулта куракансем хапӑлласах йышӑннӑ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна ҫӗнӗрен «чӗртнӗ».
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче куракансем Мари патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппипе киленӗҫ. Вӗсем кӑҫал Чӑваша «Лебединое озеро» постановкӑпа килӗҫ.
Акан 24-мӗшӗнче сцена ҫине Питӗрти тата Мускаври солистсем «Дон Кихот» спектакле кӑларӗҫ. Тепӗр кунхине премьера пулӗ. Чулхулари А.С.Пушкин ячӗллӗ патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗ «Бахчисарайский фонтан» балет лартӗ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче фестиваль гала-концертпа вӗҫленӗ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑсен кунӗ ҫывхарнӑ май хулара, республикӑри районсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттерме пуҫлаҫҫӗ.
Арҫынсемпе каччӑсене Чӑваш наци музейӗ хӑйне евӗр тӗлпулу йӗркелеме сӗнет. Ӑҫта? Паллах, музейра.
Чӑваш наци музейӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе акци ирттерет. Вӑл «Савнине музее илсе кай!» ятлӑ.
Арҫынсен ҫак меллӗ самантпа усӑ курса ҫуркуннехи акцие хутшӑнмаллах ӗнтӗ. Пуш уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче, уяв кунӗсенче, Чӑваш наци музейне савнине ҫавӑтса килнӗ арҫын е каччӑ пӗр билет ҫеҫ туянать. Пӗр сӑмахпа, пӗр билетпа иккӗн музей кӗрсе курӗҫ.
Палӑртмалла: Чӑваш наци музейӗ «Савнине музее илсе кай!» акцие пӗр ҫул ҫеҫ ирттермен.
«Спектр» пултарулӑх студийӗ, унччен «Куратор» фильма ӳкернӗскер, ҫӗнӗ проект пунӑҫлама палӑртать. Хальлӗхе ӑна «Ветки» ят панӑ.
Владимир Синяев режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Куратор» фильм экран ҫине тухсан унта ӳкерӗннӗ артистем хавхаланса кайнӑ. Кӑштах каннӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫӗнӗ фильмра ӳкерӗнме хатӗр-мӗн.
Сӑмах май, халӗ туй кӗрекинче ларнине, ЧР Прокуратуринчи офисра ӗҫленине ӳкернӗ ӗнтӗ. Наркотиксемпе хирӗҫ кӗрешекен фильма пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех ӳкерме тытӑннӑ-мӗн.
Владимир Синяев каланӑ тӑрӑх, фильм валли ҫынсем суйланӑ, халӗ вӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Унта Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем те хутшӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта общество деятелӗ Олег Никифоров, Таиланд боксӗн федерацийӗн президенчӗ Игорь Ильин, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем, студентсем тата ыттисем те ӳкерӗнӗҫ.
Проекта ЧР Прокуратури пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ӑна та пысӑк экран ҫине кӑларӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, фильм экран ҫине кӑҫал раштав уйӑхӗнче тухмалла. Унта наркотике пула арканнӑ шӑпасене ҫутатӗҫ.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Красноармейскинче район пулса кайнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Трак ен каччисем» конкурс иртнӗ. Ӑна районта пӗрремӗш хут ирттернӗ.
Унта каччӑсен пултарулӑхне, вӗсем историпе культурӑна пӗлнине тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсем ӑсталанӑ япласене те кӑтартнӑ. Ытларахӑшӗ ӑна йывӑҫран касса хатӗрленӗ. Юлашкинчен ҫамрӑксем апат мӗнле пӗҫӗрессине тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен кашниех чӑвашсен наци ҫимӗҫне — хуран кукӑльне — пӗҫернӗ.
Конкурса хутшӑнакансене тата хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Ҫичӗ каччӑ хӑйсем пирки электронлӑ хӑтлавпа усӑ курса паллаштарнӑ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ. Куракансен тунсӑхлама вӑхӑт пулман.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, «Трак ен каччисем» конкурсра Николай Артемьев ҫӗнтернӗ. Вӑл «Чавашсетьгазӑн» Красноармейскинчи газ участокӗнче ӗҫлет.
Сӑнсем (33)
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан Любовь Петрушкина чӑвашсен тумне хӑй хатӗрлет: хушпу, тухья, масмак… Вӑл вырӑнти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи, ҫав вӑхӑтрах вокал кружокне ертсе пырать.
Любовь Петрушкина алӗҫӗпе ӗмӗрӗпех кӑсӑкланнӑ. Малтан чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли тумне вӑл пӗлӗшӗсем ыйтнипе тунӑ. Темиҫе ҫул каялла вара ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вокал ансамблӗн сцена ҫине тухмалла, ӑна валли вара тумсем кирлӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Любовь Петрушкинӑн пултарулӑхӗ кирлӗ пулнӑ та.
Вӑл хатӗрленӗ хушпупа масмаксене ытти ансамбльсем те асӑханӑ. Анчах Любовь Пантелеевна чун киленӗҫне услама ҫавӑрасшӑн мар-ха. Паллах, алӗҫ япали хаклӑ. Анчах вӑл хӑйсем валли ҫеҫ хатӗрлет. Хушпӑва вӑл сутлӑх тумасть. Чӑваш эстрада артисчӗсем килсен ҫеҫ унӑн ӗҫне куҫ хываҫҫӗ те илсе каяҫҫӗ, кӑштах укҫа парса хӑвараҫҫӗ.
Ялта хӗрарӑмсем «Кил ӑшши» кружока эрнере икӗ хут пухӑнаҫҫӗ. Кашниех унта алӗҫӗпе аппаланать.
Чӑвашсен паллӑ композиторӗн Анисим Асламасӑн тӑванӗсем Прагӑран Чӑваш Ене кӗвӗ-юрӑ программипе килнӗ. Унта Равель, Барток, Энеску хайлавӗсемсӗр пуҫне Анисим Асламасӑн сӗрмекупӑспа форепьяно концертне те кӑтартӗҫ.
Композиторӑн кинӗпе мӑнукӗ тӑрӑшнипе ку программӑпа ҫур Европа паллашнӑ. Ҫак хайлавсемех пӗлтӗр кӗркунне Прагӑра янӑранӑ. Мусӑкҫӑн тӑванӗсем чылай ҫул Чехире пурӑнаҫҫӗ, Европӑра чӑваш кӗввине пропагандӑлаҫҫӗ. Инна Асламас каланӑ тӑрӑх, ку хайлавсем Европа ҫыннисемшӗн экзотика пекех.
Ют ҫӗршыв ҫыннисене чӑваш кӗвви питӗ килӗшет-мӗн. Чылайӑшӗшӗн вӑл ҫывӑх, концерт хыҫҫӑн тав тӑвакансем те пулнӑ. Асламассем вара вӗсене Чӑваш Ен пирки, вӑл Атӑл хӗрринче пулнине, унта Етӗрне районӗ, Анисим Асламас ҫуралнӑ тӑрӑх, вырнаҫнине каласа кӑтартнӑ.
Концерт программинче — тӗрлӗ ҫӗршыв композиторӗсен кӗввисем: Раҫҫей, Венгри, Румыни, Франци.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул залне районти вӗрентӳ учрежденийӗсен коллективӗсем — ача пахчисенче ӗҫлекенсем, пӗлӳ паракан шкулсенче ӗҫлекенсем — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма «Салют, Ҫӗнтерӳ!» фестивале пухӑннӑ.
Пухӑннисене райадминистраци ертӳҫи Александр Башкиров, вӗрентӳ пайне вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Татьяна Шереметьева тата вӗрентекенсен районти профком ертӳҫи Татьяна Улянды саламларӗҫ.
Кашни шкул ушкӑнӗ фестивале тӗплӗн хатӗрленни палӑрнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче халӑх юрланӑ юрӑсем, халӑхра анлӑ сарӑлнӑ чуна тивекен юрӑсем, вӑрҫӑ темине сӑнланӑ тӗрлӗ композици, вӑрҫа хирӗҫ хайланӑ сӑвӑсем чуна пырса тивеҫҫӗ, вӑрҫа хирӗҫ кӗрешме чӗнеҫҫӗ.
Концерта хастар хутшӑннӑ кашни коллектив Хисеп Хучӗ тата укҫан преми илме тивӗҫлӗ пулчӗ.
Сӑнсем (98)
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ куракансем валли тепӗр ҫӗнӗлӗх хатӗрленӗ. Вӑл «Нимӗҫ юррисен страницисемпе» ятлӑ.
Программӑпа килӗшӳллӗн театрта хӑйне евӗр концерт иртнӗ. Сцена ҫине юрӑҫ тата рояль ҫеҫ тухнӑ.
Ҫак пуҫарӑва Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Мария Еланова шухӑшласа кӑларнӑ. Икӗ пайран тӑракан концертра вӑл тата Константин Мокалёв Брамс, Лист, Лёве, Франц Шуберт романсӗсене юрланӑ.
Хайлавсене пурне те оригинал чӗлхипе шӑрантарнӑ. Мария Еланова каланӑ тӑрӑх, ку шухӑш унӑн тахҫанах ҫуралнӑ. Ун чухне вӑл Венӑра нимӗҫ чӗлхине вӗреннӗ. Ку камера кӗвви пулсан та ӑна пысӑк сцена ҫинче шӑрантармалла тесе шухӑшлать вӑл.
Мария Еланова кунашкал юрӑсене филармонире юрланӑ. Вӗсем халӗ чи лайӑххисене суйласа илнӗ-мӗн.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Мускавра «Алмаз» кинотеатрта документаллӑ проектӑн хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл — Алексей Пантелеевӑн «Москва – Питер. В поисках счастья!» фильмӗ. Унта тӗрлӗ ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗ, ӑнӑҫӑвӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, телейлӗ пулмалли вӑрттӑнлӑхпа пайланаҫҫӗ.
Владимир Жириновский, Никас Сафронов, Дмитрий Спирин, Сергей Жуков, Радислав Гандапас, Николай Козлов, Сергей Белоголовцев, Андрей Парабеллум, Александр Красовицкий, Владимир Довгань тата ытти усламҫӑсем, артистсем хӑйсен шӑписем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Вӗсемшӗн Мускавпа Питӗр мӗнле вырӑн йышӑннине пӗлтернӗ.
Фильмра Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ Денис Эпп та хутшӑннӑ. Вӑл — «Вокруг Страны» проект пуҫаруҫи.
Фильм хӑтлавне Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков та пынӑ. Вӑл Алексей Пантелеева тата Денис Эпа малашне те ӑнӑҫу суннӑ.
Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗн эмблемине суйламашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫак кунсенче, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, унӑн ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ.
Конкурс раштав уйахӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 4-мӗшӗччен иртнӗ. Унта вӗренекенсем, культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен ӳнер ӗҫченӗсем, аслӑ шкулсен студенчӗсем 24 ӗҫ ярса панӑ.
Конкурса ярса панӑ ӗҫсенчен нихӑшне те конкурс ыйтнине тивӗҫтерменни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫавах та комисси ярса панӑ ӗҫсенчен пӗрине сӗннӗ. Ку вӑл — Чӑваш наци музейӗн дизайнерӗ А.А.Поляков ӑсталанӑ ӗҫ. Вӑл проекта ЧР халӑх ӳнерҫин Элли Юрьевӑн эскизӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |