Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи «Кӑмӑл-туйӑм» хореографи ушкӑнӗ Испанирен таврӑннӑ. Унта ачасем пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ «Аллегория» фестивале хутшӑннӑ.
Мероприяти кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртет иккен. Унта Грузинчи, Турцинчи, Словакинчи, Нидерландри, Польшӑри, Латвири, Украинри 1 500 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Фестиваль хула урамӗсем тӑрӑх ҫӳренинчен пуҫланнӑ. Шупашкарти ачасен Петр Пашков вӗрентекен ертсе пыракан «Кӑмӑл-туйӑм» ушкӑнӗ гала-концерта хутшӑнма тивӗҫнӗ. Унта вӗсем чӑваш, вырӑс тата тутар ташшисене ташланӑ. Халӗ ачасем Греципе Польшӑра иртекен пӗтӗм тӗнчери фестивальсене хутшӑнас ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ иккен.
Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗ фестивале йӗркелекенсем Чӑвашра ҫамрӑк талантсене чи пысӑк шайра пулӑшнине пӗлсен тӗлӗннӗ тесе ӗнентерет.
Сӑнсем (3)
Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Москакасси культура центрӗнче Ӗренпур облаҫӗнчи Тури Игнашкино культура керменӗнчи «Нарспи» фольклор ушкӑнӗ хӑнара пулнӑ.
Москакассисем 700 ҫухрӑм аякра тӗпленнӗ чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнине хӑйсен куҫӗпе курса ӗненнӗ. «Нарспи» Москакассисем хальччен илтмен чӑваш юррисене илемлӗн шӑрантарнӑ. Ушкӑнра чӑвашла пачах пӗлменнисем те пулнӑ-мӗн, ҫапах вӗсем чӑвашла питӗ хитре юрланӑ.
Концерта Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р.Н.Тимофеев, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Е.Г.Чернова, культура пайӗн спициалисчӗсем, Москакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Н.Матросов килнӗ. «Нарспипе» пӗрле Тури Игнашкино ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Н.А.Грачев та ҫитнӗ. Концерт вӗҫленсен Р.Н.Тимофеев Муркаш районӗпе Ӗренпур облаҫӗнчи чӑвашсен туслӑхӗ малашне те ҫирӗп пуласса шанса каланӑ.
Кун хыҫҫӑн хӑнасене сӗтел хушшине чӗннӗ. Кунта та юрӑ-ташӑ шӑпланман. Аякри хӑнасене «Муркаш» халӑх фольклор ушкӑнӗ тата «Шуҫӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ чыслӑн кӗтсе илнӗ, ӑсатса янӑ.
Сӑнсем (27)
Хисеплӗ ентешӗмсем!
Сире Республика кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!
Чӑваш Ен — тӗлӗнмелле илемлӗ тӑрӑх, кунта ӗҫчен, тарават та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.
Эпир хамӑрӑн халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ культурине, авалхи йӑли-йӗркине тирпейлӗн упраса ӑруран ӑрӑва паратпӑр. Туслӑх, пӗр-пӗрне ӑнланни, ыттисемпе тимлӗ пулни, тӑван ҫӗре юратни, аслисене хисеплени — ҫакӑ пире хамӑрӑн нумай нациллӗ республикӑри тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫӑва упрама пулӑшать.
Чӑваш Ен ҫуллен илемленсе, пуянланса пырать, кунти пурнӑҫ та хӑтлӑланать. Ҫынсем, кашни ҫемье хӑйсене социаллӑ пурнӑҫ енӗпе лайӑхрах туясси вӑй илет. Ку — пирӗн пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗ.
Экономика кал-кал аталанать. Юлашки икӗ ҫулта строительство керамикин ҫулталӑкра 60 млн штук кирпӗч кӑларакан питех те пысӑк «КЕТRА» завочӗ, «Етӗрнесӗт» АУОн тата нимӗҫсен паллӑ Develey компанийӗн ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен завочӗсем хута кайнӑ, «Трактор савучӗсем» концернра ҫӗнӗ йышши «Агромаш 4000» комбайнсен производствине пуҫарнӑ.
Хуласемпе районсенче пурӑнмалли ҫӗнӗ кварталсем ҫӗкленеҫҫӗ. 2013 ҫулта пурӑнмалли 837 пин тӑваткал метр ытла ҫурт-йӗр хута янӑ, 10 пин ытла ҫемье хӑйсен ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарнӑ.
Ыран Шупашкарти музыка училищин концерт пӳлӗмӗнче рояль концерчӗ пулать. Вӑл каҫхи 6 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Роялӗ ахаль мар — «Steinway» маркӑпа кӑларнӑскер.
Ҫӗнӗ рояле Чӑваш Республикин хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа уйӑрнӑ. Музыка инструменчӗ 7 миллион тенкӗ тӑрать. Ун пек рояльсене тӗнчери чи лайӑх концерт залӗсем валли туянаҫҫӗ иккен. Рояле Чӑваш илсе киличчен музыка училищи ыйтнипе ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ Денис Мацуев пианист-виртуоз тӗрӗсленӗ.
Мускаври «Драматургипе режиссура центрӗ» театрта ҫӗртмен 5-мӗшӗнче «Поля входят в дверь» спектаклӗн премьери пулнӑ. Ӑна Геннадий Айхин «Все тоже прощание» хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Паллӑ поэтӑн Геннадий Айхин сӑввисене халӑх юратса вулать. Унӑн хайлавӗсене «Поля входят в дверь» спектаклӗн илемлӗх ертӳҫи Клим асӑрханӑ. Клим — хальхи театрта паллӑ ят.
Ҫак спектакль чылай ҫул хатӗрленӗ проектӑн пӗр пайӗ. Унта виҫӗ моноспектакль кӗрет. Хальлӗхе иккӗшӗ ҫеҫ кун ҫути курнӑ: «Возмездие 12» тата «Поля входят в дверь». Пӗрремӗшӗнче Ксения Орлова 5 сехете яхӑн Блокӑн икӗ поэмине юрлать. Иккӗмӗшӗнче Наталья Гандзюк Геннадий Айхин сӑввисене вулать.
РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков ҫак премьера чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл театр режиссерӗсем чӑваш ҫыравҫисен тата поэчӗсен хайлавӗсене пӗрре мар асӑрхасса шанса каланӑ.
Нумаях пулмасть чӑваш парламенчӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине тишкернӗ. Унта депутатсемсӗр пуҫне тӗрлӗ шайри тӳре-шара та пулнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 объекта шута илнӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 440-шӗ, республика пӗлтерӗшлӗ, федераци пӗлтерӗшлисем — 221. Хальтерех палӑртнисем те пур. Ун йышшисем — 41. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур иккен.
Культура эткерлӗхне Раҫҫей халӑхӗсен историпе культура палӑкӗсен реестрӗнче шута илтерме тытӑннӑ-ха. Ун чух 17 объект пирки документсем тӑратнӑ. Кунсӑр пуҫне миҫе обьект тӗлӗшпе паспорт илни, экспертиза витӗр миҫӗшне кӑларни тата ытти пирки те культура министрӗ чарӑнса тӑнӑ.
Цифрӑсем чӗлхинчен куҫсан, паянхи тӗп тӗллев — истори сӑн-сӑпатне ҫухатнӑ культура эткерлӗхӗн палӑкӗсене ҫӗнетесси. Кунта тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнӑ Илья Ульяновпа Иван Яковлев палӑкӗсем пирки те сӑмах пырать. Историпе культура палӑкӗсем ҫине информацие палӑртса ҫырса хурасси те кӗрет.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Шупашкарти «Renaissance» кану керменӗнче «Aван party — Чӑвашсен чаплӑ каҫӗ «Republic night» дискотека иртӗ, ӑна Республика кунне халалланӑ.
Дискотека йӗркелӳҫисем ҫамрӑксем валли хаклӑ мар билетсем, чӑваш эстрада юрӑҫисен ҫӗнӗ юррисене, професилле фотосесси, ташӑ шоувӗ, «Хӑвӑн юратӑва туп...» паллашу акцийӗ, конкурссем, хаклӑ парнесем хатӗрленӗ. Сӗтеле те маларах саккаслама май пур.
«Aван party» дискотекӑна паллӑ юрӑҫ Леонид Антонов ертсе пырӗ. Юрӑҫсен йышӗнче Сергей Павлов, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Типшӗм Сашук, Алина Выйгетова, Сергей Лекеров тата ыттисем пулӗҫ.
Билет хакӗ: малтан туянсан — 300 тенкӗ, дискотека кунхине — 400 тенкӗ. VIP-сем валли билет хакӗ 1000 тенкӗ. «Renaissance» кану керменӗ Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-967-470-44-46.
Паян 15 сехетре Хальхи ӳнер центрӗнче ЧР ӳнерҫӗсен союзӗн «Ҫуркунне — 2014» куравӗ уҫӑлнӑ.
Экспозицире — графика, живопиҫ. Авторсем хӑйсен тавракурӑмне кӑтартаҫҫӗ. 60 яхӑн живописҫӑпа график ҫуркуннехи экспозицие тӗрлӗ композици урлӑ кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче чылайӑшӗ пӗлекен ятсем нумай: Р.Ф.Федоров, А.М.Федосеев, Н.П.Карачарсков, В.Г.Бритвин, А.П.Анохин, К.А.Долгашев, Г.В.Козлов, М.Г.Григорян, А.В.Данилов, А.Р.Федоров, И.Г.Наумова, С.И.Гайнутдинова, И.Елин тата ыттисем те.
Экспозицире Р.Ф.Федоров живопиҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Ӳнерҫӗ куракансемпе киҫтӗк, сӑрӑ, палитра урлӑ «калаҫать».
Курава ҫамрӑк ӳнерҫӗсем те хутшӑнаҫҫӗ: Александр Федоров, Оксана Кокорина, Мария Фомирякова, Ольга Леонтьева, Валентина Кузина, Лиза Лунц, Константин Кокель. Курава пӗтӗмпе ӳнерҫӗсен 200 ытла ӗҫӗ хутшӑннӑ.
Халӗ ют чӗлхерен илнӗ сӑмахсем анлӑ сарӑлчӗҫ те, чи малтанах квест тенин пӗлтерӗшне уҫса памалла-тӑр. Компьютер вӑййи ӑнлавпа ҫӳрет-ха вӑл. Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Тӑван енӗм — мӑнаҫлӑхӑм манӑн» квест-вӑйӑ ирттерме шут тытнӑ.
Пуҫарӑва вулавӑшра ӗҫлекенсем Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ та уйӑхӑн 19-мӗшӗ таран пырӗ. Ӑна йӗркелекенсем квест-вӑйӑ ачасемпе ҫамрӑксен таврапӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ пӗлӗвне аталантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ку вӑл тӑван тӑрӑха юратма та хавхалантарӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Квест-вӑййа 5–9-мӗш классенче вӗренекен ултӑ ҫынтан тӑракан ушкӑнсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ушкӑнӑн капитан та суйлама тивӗ. Ушкӑнсене йӗркелессишӗн вулавӑшра ӗҫлекенсем, педагогсем, ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Вӑййа хутшӑнма заявка тӑратмалла. Тупӑшӑва хутшӑнакансен хуравлама тивекен ӗҫсемпе маларах асӑннӑ вулавӑшӑн «Тӑван енӗм — мӑнаҫлӑхӑм манӑн» республикӑри квест-вӑйӑ» страницинче паллашма пулать.
«Аксар» студи паян ҫӗнӗ фильм кӑларчӗ — Вячеслав Оринов сценарийӗ тӑрӑх калӑпланӑ «Асамлӑ кӑмака ӑшши» камит.
Чӑваш ялӗсенче кӑмакасене пӑсма пуҫлани ҫутҫанталӑк газӗ пӑрӑхсем тӑрӑх ҫитсен тапранса кайнӑ ахӑр. Паллах, ку тӗлӗшпе ял ҫыннин пурнӑҫӗ ҫӑмӑлланни куҫ кӗрет, анчах ҫакӑнпа пӗрлех пурӑнан пурнӑҫра вӑл кӑмакасӑр чи кирлине те ҫухатса пырать пулмалла... Хӑй вӑхӑтӗнче кама кӑна илӗртмен пулӗ кӑмака ӑшши!.. Шӑрчӑкне те, ачи-пӑчисене те, аслашшӗ-асламӑшӗсене те... Кам пӗлет, тен, чылайӑшӗ пирӗнтен кӑмака ӑшшине пула Ҫут тӗнчене килнӗ... Фильма куракансем сӑнарсен шӑннӑ чӗрисене «кӑмака ӑшши» ирӗлтернине те туйса илӗҫ, вӗсен татса пама май ҫук шӑписене татса панине те курса савӑнӗҫ.
...Татьянӑпа Ҫеруш, пӗр-пӗрне юратакансем, туй туса пӗрлешме хатӗрленеҫҫӗ, анчах Таньӑн амӑшӗ — Анка аппа — Ҫеруш ашшӗ юнашар ялти Микулай кӑмакаҫӑ пулнине пӗлсен ку шухӑшпа килӗшме кӑна мар, яхӑнне те ямасть... Мӗншӗн тетӗр-и? Тупсӑмӗ, каллех кӑмакара мар-ши?.. Курсан — пӗлӗр!
Диска «СУМ» лавккара туянма май пур. Хакӗ 110 тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |