Ыран, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, пӗрремӗш чӑваш киноактрисин Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 113 ҫул каялла ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑваш культуринче пысӑк йӗр хӑварнӑскерне ыран унӑн вилтӑпри ҫине кайса асӑнма шутлаҫҫӗ. «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче 10 сехет ҫурӑ валли пухӑнӗҫ.
Чечек кайса хунӑ хыҫҫӑн 14 сехетре Чӑваш Республикин киноматографистсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Чӑваш наци музейӗн конференц-залӗнче «Кинори ӗҫ ҫыннийӗ» ятлӑ проекта уҫӗҫ. Ӑна Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ.
Проект — Чӑваш Республикин киноматографистсен пӗрлешӗвӗн тата Чӑваш наци музейӗн пӗрлехи ӗҫӗ. Кашни уйӑхрах тӗрлӗ кинематографистсене халалласа тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ. Ыранхи мероприяти Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунне тата Ҫеҫпӗл фильм экран ҫине тухнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалласа иртӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май пирӗн республикӑра та ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Тӗрӗссипе, пирӗн фильмсемпе мухтанмаллиех ҫук-ха. Кун тӗлӗшпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемелле пирӗн. Кинематографистсен пӗрлӗхне йӗркелени, Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне пӗрремӗш хут ирттерни — пӑр вырӑнтан хускалниех. Ҫапах хастарсем тӑрӑшнипе ҫеҫ чӑваш киновӗ малалла каяс ҫук. Голливуд ҫулталӑкне ҫӗр-ҫӗр фильм кӑларать, унта пысӑк укҫа ҫаврӑнать. Ҫапла, укҫа ура хурать чӑваш киновне малалла аталанма. Унсӑр нихӑш ӗҫ те вырӑнтан хускалас ҫук.
Нумаях пулмасть ЧР Наци вулавӑшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнчи Михаил Луков 2013 ҫулта ӳкернӗ «Нарспи» фильма кӑтартнӑ. Ун пирки мана ӗҫтешӗм каласа кӑтартрӗ. Михаил Луков маттур-ха, аякран пулӑшу килессе кӗтмен — тытнӑ та ӳкернӗ фильм. Унӑн шайӗ, паллах, чаплӑ мар. Автор поэмӑна хӑй вулать. Нарспи сасси пӗр хут ҫеҫ илтӗнет. Ӑна та пулин 3–4 сехет ӳкернӗ. Мӗншӗн тесен автор актерсен урамра тупнӑ. Иртен-ҫӳрен килӗшнӗ те вӗсене роль шанса панӑ. Нарспи сӑнарне калӑплакан хӗр вырӑс акценчӗпе калаҫнӑран сценӑна ӳкерес ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ.
Татьянӑсен кунӗнче Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра ҫак районти Калкасси ялӗнче ҫуралнӑ Анатолий Алексеевич Тихоновӑн «Ӗмӗтӗм ман малалла…» кӗнеке хӑтлавӗ пулчӗ. Анатолий Алексеевич хӑй вӑхӑтӗнче бухгалтер пулса районти тӗрлӗ организацисенче ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах 3-мӗш ушкӑн инваличӗ пушӑ вӑхӑтра поэзипе интересленнӗ. 2013 ҫулта унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Ӗмӗтленнӗ, ӗмӗтленетӗп-ха...» сӑвӑсен пуххи — вулавшӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче кун ҫути курнӑ. Зоя Спиридонова поэт-композитор Анатолий Ӗмӗтӗн сӑввипе «Мӑшӑрӑм» ятлӑ юрӑ кӗвӗленӗ. Автор ӑна хӑйӗн мӑшӑрне — Лидия Федоровнӑна — халалланӑ.
Литература ҫулталӑкӗнче, раштав уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ ҫӗнӗ кӗнекере ытларах юрату ҫинчен хайланӑ сӑвӑсем. Кӗнеке хуплашки те, тӳрех вулакана хӑй патне туртать, сӑвӑсем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Хӑтлава Елена Чубайкина библиотекарь ертсе пычӗ. Пухӑннисем малтанах «Мӑшӑрӑм» юрӑ итлесе киленчӗҫ. Анатолий Ӗмӗт районти «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатпа, республикӑра тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫатпа, «Капкӑн» журналпа туслӑ ҫыхӑну тытать.
РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи Раиса Сарпи 65 ҫул тултарнӑ. Раиса Васильевна юбилейне Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче паллӑ тунӑ.
Раиса Сарпи 40 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Унӑн сӑввисемпе 300 ытла юрӑ ҫырнӑ. Унӑн пьесисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Пуканесен театрӗнче пур.
Раиса Сарпин ашшӗ кӑҫал 101 ҫул тултарать. Поэтесса та ҫавӑн чухлӗ пурӑнма сӑмах панӑ. Вӑл тепӗр 40 ытла кӗнеке кӑларма ӗмӗтленет.
Юбиляра саламламашкӑн кӳршӗ регионти тусӗсем те килнӗ. Мари Эл Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Ипполит Лобанов Раиса Сарпипе пӗлтӗр паллашнӑ. Вӑл унӑн сӑввисене куҫарнӑ та хӑйсем патӗнчи хаҫатра пичетленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫамрӑк, пултаруллӑ ҫынсене шырать. Театр труппӑна яш-хӗре йышӑнма хатӗр.
Режиссерсем 16–25 ҫулсенчи ҫамрӑксене шыраҫҫӗ. Кайран вӗсене Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ ҫумӗнче вӗрентӗҫ. 4 ҫул вӗрентме палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫамрӑксем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Суйлав нарӑс уйӑхӗн 2–3-мӗшӗсенче театрта иртӗ. Абитуриентсен чӑвашла пӗлмелле, ташлама ӑста пулмалла. Пулас артистсен прозӑри сыпӑка, сӑвӑ, юптару вуламалла, сценка-импровизаци лартмалла. Суйласа илнисем института вӗренме кайӗҫ. Ҫулла вӗсен вырӑс чӗлхипе, литературипе, историпе тытнӑ ППЭ кӑтартӑвӗсене илсе килмелле.
Ҫамрӑксен театрне ҫитес уйӑхра кайма сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур. Кун пирки Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ май: «Калама ҫук ҫук илемлӗ те кӗтмен пулӑмсем кӗтеҫҫӗ хаклӑ кураканӑмӑрсене!» — тесе ӗнентереҫҫӗ.
Театра ҫитес уйӑхра каймалли сӑлтавсен шутӗнче хушшинче ҫаксене асӑнса кайнӑ:
1. Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш халӑх артистки Лидия Красовӑн юбилей каҫӗнче «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль кӑтартӗҫ, кун пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ.
2. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче — ачасем валли «Ылтӑн чӗпӗ» юмах. Ашшӗсемпе аслашшӗсем тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ.
3. Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — премьера. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма чӗнеҫҫӗ.
Юрист кирлӗ пулсан вулавӑша каймалла.
Ӑслӑ-тӑнлӑ та пултаруллӑ юрист пулӑшӑвне илес тесен кӗсьене самай ҫӳхетмелле. Гражданла тавӑҫ суда шӑрҫалама тӑрсан та специалистсенчен пулӑшу ыйтма тивет, юридици ыйтӑвӗпе уҫӑмлатмалли тупӑнсан та ятарласа вӗреннисен куҫӗнчен пӑхмалла. Тав сӑмахӗшӗн кӑна никам та пулӑшасшӑн мар.
Кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗ черетлӗ хутчен юристсене пухать. Право информацийӗн халӑх центрӗнче уйрӑм ҫынсене юридици пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ.
Раҫҫей юрисчӗсен ассоциацийӗн пайташӗсем Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулура тӳлевсӗрех ӑнлантарӗҫ-пулӑшӗҫ.
Йышӑну вӑхӑчӗ 16 сехетрен 18 сехетчен пырӗ. Юристсем патне вулавӑшри 101-мӗш пӳлӗме пымалла. Малтанласа ҫырӑнмалли телефон номерӗ: 23-02-17 (хушма номер — 128).
Ҫитес уйӑхра, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артистки, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти Лидия Красова 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Уяв каҫне нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫав каҫ театрта «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль кӑтартӗҫ.
Лидия Красова Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗнче ҫуралнӑ. Вунҫиччӗре чухне ӑна Ҫамрӑксен театрӗн труппине илнӗ. Унӑн малтанхи ӗҫӗсен шутӗнче — А. Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗпе лартнӑ «Салампири» Лена, П. Осиповӑн «Сӗрме купӑсӗнчи» Устя, А. Матушкинӑн «Любашинчи» Марийка, А.Тлавирӑн «Пӑва ҫулӗ ҫинчи» Маюк, А. Володинӑн «Юратма пӗлекенсем телейлӗри» Катя.
Паян Лидия Красована театра ҫӳрекенсем пӗлеҫҫӗ, юратаҫҫӗ, вӑл сцена ҫине тухасса кӗтеҫҫӗ.
Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пуҫланнӑ май республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет, тӗрлӗ фильм кӑтартаҫҫӗ. Паян Шупашкарта «Битва за Новоюжку» фильмӑн хатлавӗ иртнӗ. Вӑл «Три пингвина» кинотеатрта пулнӑ.
«Чӑвашфильм» наци киностудийӗ ҫамрӑксен сериалӗн пӗрремӗш серине кӑтартнӑ. Унта 16 ҫултан аслӑраххисем курма пынӑ. Фильма Юрий Спиридонов режиссер ӳкернӗ. Пӗтӗмпе вӑл 15 сери ӳкерме палӑртнӑ.
Фильм — Шупашкарти чи пысӑк микрорайонта пурӑнакан ҫынсем пирки. Ҫамрӑксене урамра «пурӑнма» йывӑррине кӑтартнӑ унта.
Сеанс паян 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл паянах 21 сехетре те пулӗ. Билетсене кассӑра 200 тенкӗпе сутаҫҫӗ.
Шӑмат кун, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Сурхурине пуҫтарӑннӑ.
«Авалхи ҫак йӑларан чӑвашсемшӗн ҫулталӑк пуҫланнӑ», — тесе хыпарлать уяв пирки пӗлтернӗ май Тӗмен облаҫӗнчи наци ӗҫӗсен комитечӗ хӑйӗн официаллӑ порталӗнче.
«Сурхурине уявлама чӑвашсем чи пысӑк пӳрте суйласа илнӗ те унта пуҫтарӑннӑ», — уҫӑмлатнӑ тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн влаҫ органӗсен порталӗнче. Тӗмен облаҫӗнче сурхурине ирттерме унти чӑвашсем «Строитель» наци культурисен ҫуртне пухӑннӑ. Уяврисем валли наци ӗҫми-ҫиминчен апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Пуянлӑхпа ӑнӑҫӑва палӑртакан тӗп символа — пӑрҫана та — сӗтел ҫине лартма манман. Пӑрҫа кукӑлӗ те пулнӑ.
Уявра ача-пӑча та савӑннӑ. «Ҫитрӗ Сурхури» ӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫӗнтернисене парнепе хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |