Ку шухӑша республикӑн вице-премьерӗ Алла Салаева палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть «ТЭФИ-Регион» Пӗтӗм Раҫҫейри кӑҫалхи конкурса пӗтӗмлетнӗ. Тӗп парнене, «Орфея» статуэткӑна, «Тӑван ҫӗршыв мӗнрен пуҫланать» фондӑн президентӗнчен Виталий Баевран, «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телевиденипе радиокомпанийӗн ятарлӑ корреспондентӗнчен Валентина Поливцеваран тата Наци телерадиокомпанийӗн операторӗнчен Андрей Спиридоновран тӑракан пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен «Отсюда – к родному дому» ӗҫӗ «Телевиденин документлӑ фильмӗ» номинацире чи лайӑххи пулса тӑнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗ-проект авторӗсемпе Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Алла Салаева тата информаци политикин министрӗ Александр Иванов тӗл пулнӑ.
Виталий Баев тӳре-шара «Нарспи» аудиокӗнекепе те паллаштарнӑ. Ӑна «Тӗнче литературин архивӗ» издательствӑпа «Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ» муниципалитет учрежденийӗ пӗрле пулса кӑларнӑ.
Алла Салаева «Нарспие» халӑх патне ҫитерме пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ. Ун пек майсенчен пӗри вӑл — аудиокӗнекен вырӑсла тата чӑвашла варианчӗсене шкулсенче тата ача пахчисенче вӗрентни.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Чи пултаруллӑ асанне-2015» конкурс иртет. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ Сӗнтӗкҫырминче иртнӗ. Унта Хусанушкӑнь, Кивӗ Атикасси, Штанаш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан асанне-кукамайсем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑннӑ асаннесенчен Атикасси Кивьял тӑрӑхӗнчи Алевтина Кушманова «Ылтӑн алӑллӑ асанне» номинацире палӑрнӑ. Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Светлана Соловьева «Куракансен кӑмӑлне кайнӑ асанне» ята тивӗҫнӗ. Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи Елена Кириллова вара — «Чи пултаруллӑ асанне».
Каярах Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче «Чи пултаруллӑ асанне – 2015» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Атнар, Ачкасси, Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗсенчи асанне-кукамайсем хутшӑннӑ.
Атнар тӑрӑхӗнчи Галина Индейкина «Ӳркенмен ӗҫчен асанне» ята тивӗҫнӗ. Ишеккасси ялӗнчи пурӑнакан Галина Тверскова — «Куракансен кӑмӑлне кайнӑ асанне», Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи Галина Ямброськина — «Чи пултаруллӑ асанне».
Паян асаннесем «Чи пултаруллӑ асанне-2015» конкурсӑн районти тапхӑрне хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ЧНКн районти уйрӑмӗ пуҫарса ирттернӗ.
Чӳкӗн 27-28-мӗшӗсенче Беларуҫри Могилев хулинче йӑлана кӗнӗ «Симонов вулавӗсем» иртнӗ. Унта Константин Симонов ҫуралнӑранпа 100 ҫул тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ пӗтӗм тӗнчери литература конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса тӗрлӗ ҫӗршыври 500 ытла автор хутшӑннӑ. Жюри Константин Симоновӑн сӑввисене белорус чӗлхине лайӑх куҫарнине уйрӑммӑн палӑртнӑ.
«Поэзи» номинацире пирӗн ентеш иккӗмӗш вырӑн йышӑннине ҫапларах пӗлтернӗ: «Хӑмӑш ятлӑ чӑваш ялӗнчи вырӑс поэчӗ Валерий Кошкин». Вӑл — Вӑрнар районӗнчен, ФСБн отставкӑри полковникӗ, ЧР Культура министерствин ветеранӗ.
Палӑртса хӑварар: Валерий Кошкинӑн «Родники России» сӑвви кӑҫал «Герои Великой Победы» литература конкурсӗнче дипломант пулнӑ ӗнтӗ.
Валерий Кошкин «Симонов вулавӗсене» хӑйӗн патриотлӑхпа, пӗтӗм тӗнчери терроризмпа ҫыхӑннӑ сӑввисене тӑратнӑ. Вӑл Константин Симоновӑн сӑввисене чӑвашла куҫарнине те палӑртмалла.
Пирӗн ҫӗршывра чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче, тепӗр майлӑ каласан, паян, Амӑшӗн кунне уявлаҫҫӗ. Вӑл йӑла 1998-мӗш ҫулта пуҫланчӗ.
«...Эпир аннесене пур енӗпе те тав тума тивӗҫлӗ. Анне — пирӗн пурнӑҫӑн пуҫламӑшӗ, чи ӑшӑ та ҫепӗҫ пӑхакан, юратакан чӗреллӗ, ӑшӑ алӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнмелле ҫирӗп вӑй-халлӑ. Унӑн чӗринче — вӗҫӗ-хӗррисӗр юрату, канӑҫсӑрлӑх тата каҫару», — тесе шухӑшланӑ май Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче «Лар, аннеҫӗм, юнашар» уяв иртнӗ. Уявра «Шанчӑк» ушкӑн «Утар-и, чупар-и…», «Хӑна юрри» тата ытти чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. О.Васильева хӑй ҫырса кӗвӗленӗ «Анне», «Тӑвансемӗр, пӗрле пурӑнар» юрӑсене юрланӑ. А. Сурков «Аттепе анне пулсассӑн» юрра итленӗ чух залрисен куҫӗсем шывланнӑ. Н. Ильинапа Л. Горшкова «Анне кунӗ» шӳтпе ӑш хытиччен култарнӑ.
Аслӑ Таяпари шкулта вӗренекенсем те хутшӑннӑ унта.
Республикӑра Культура пулӑмӗсен марафонӗ иртнӗ май паян Красноармейскинче "Ай, юрлар-и юррине" ятпа черетлӗ мероприяти иртет. Унччен вӑл Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче пулнӑ.
"Ай, юрлар-и юррине" проект - "Уяв" халӑх фольклор ансамблӗн фолк-шоувӗ. Ку проект Чӑван Ен Элтеперӗн гранчӗшӗн иртнӗ конкурсра ҫӗннӗ.
Пӑрачкаври фолк-шоуна ача ҫуртӗнче пурӑнакансемпе унта ӗҫлекенсем кӑна мар, Пӑрачкавра пурӑнакансем те пухӑннӑ. Шупашкарти Клубсен тӗп тытӑмӗн ("Уяв" ансамбль асӑннӑ тытӑмра шутланать, ӑна РФ тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ерсте пырать) методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта фольклор ансамблӗн 30 ҫулхине халалланӑ.
Куракансене "Уяв" ансамбль тата унӑн "пепки" "Юрай чечекӗ" ансамбль, Л. Шиманская ячӗллӗ классика ташшин халӑх ансамблӗ (ертӳҫи - Мария Антонова) тӑван халӑхӑмӑрӑн наци пуянлӑхӗпе, ҫав шутра ҫипуҫпа татат йла-йӗркепе, паллаштарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Вдохновение Крымом» ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Конкурса 323 ӗҫ килнӗ. Чи хастарри Шупашкарти 2-мӗш пуҫламӑш шкул пулнӑ. Унтан ачасен 114 ӗҫӗ ҫитнӗ.
Ачасем ӳкерчӗкӗсенче Крымри ҫутҫанталӑка сӑнланӑ. Хура тинӗс хӗрри, шыв сиккисем, тусем, Лермонтов тӑвӗ тата ыттисем… Пурне те илемлӗ сӑнланӑ шӑпӑрлансем.
1-мӗш вырӑна Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Торгашинова йышӑннӑ. Унтах ӑс пухакан Ксения Капранова тата Екатерина Климова 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Сусӑрсен хушшинче Ҫӗрпӳри ятарлӑ 2-мӗш интернат шкулта вӗренекен Елена Никифорова ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Эмилия Бугрова, Арсений Собакин, Дарья Ковтун, Анна Дорофеева йышӑннӑ.
3-мӗш вырӑна вара Иван Строкач, Кирилл Харитонов, Кирилл Михайлов, Марина Новикова, Яна Дмитриева, Ксения Петрова, Анна Егорова, Анастасия Васильева, Анастасия Лубашкина тивӗҫнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ тата актерӗ Георгий Васильевич Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлама филологи енӗн ӗҫтешӗсем, Чӑваш патшалӑх университечӗн тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗсемпе студенчӗсем, журналистсем пухӑнчӗҫ.
Ирина Кириллова Г.Тал-Мӑрсан пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен аса илтерчӗ, В.Г. Родионов Георгий Васильевичӑн чӑваш литература историйӗнчи вырӑнӗ пирки калаҫрӗ, В.В. Никифорова ҫыравҫӑн драматургири пултарулӑхне тишкерчӗ, Ирина Софронова Г.Тал-Мӑрса поэзийӗнчи тухӑҫ лирикин традицийӗсене шырарӗ, Е.Р. Якимова ӑна чӑваш историллӗ трагедине пуҫарса яраканӗ пек хакларӗ.
Георгий Тал-Марса Тутарстана кӗрекен Ҫӗпрел районӗнчи Пасарлӑ Упи ялӗнче чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче (1909–1915), Хусанти Ҫурҫӗр Хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен этнографипе археологи институтӗнче (1917–1920) вӗреннӗ. 1918 ҫулта чӑваш театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ, актер тата режиссер пулса вӑй хунӑ, спектакльсем лартма вырӑсларан чӑвашла 40 ытла пьеса куҫарнӑ, хӑй те драмӑсем ҫырнӑ.
«Эксмо» издательство хӑйӗн сайтӗнче Раҫҫей пирки чи лайӑх каласа кӑтартакан кӗнекене палӑртма ыйтӑм йӗркеленӗ. Ыйтӑма Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Издательствӑн ыйтӑмне хутшӑннисен шучӗпе Раҫҫей пирки пуринчен лайӑх каласа кӑтартакан кӑларӑм — Лев Толстойӑн вилӗмсӗр «Война и мир» (чӑв. Вӑрҫӑ тата тӗнче) романӗ.
«Война и мир» роман-эпопейӑна хамӑр ҫершыври авторсен 25 ӗҫӗнчен суйласа илнӗ. Вӗсен хушшинче Николай Лесков, Михаил Салтыков-Щедрин, Лев Толстой, Федор Достоевский, Александр Пушкин, Борис Пастернак, Михаил Булгаков тата ытти классик хайлавӗсем пулнӑ. Сасӑлава 5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Михаил Шолоховӑн «Тихий Дон» (чӑв. Лӑпкӑ Дон) хайлавӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Николай Гоголӗн «Мертвые души» поэми.
Авраам Бурундуков ҫичӗ теҫетке ҫул тултарать. Ун пек ҫынсен хушаматне асӑнсанах палласа илме пулать те хыпар пуҫламӑшӗнче вӑл кам иккенне юриех палӑртмарӑм.
Ҫапла, сӑмахӑм шӑпах ун, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши тата Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ Авраам Бурундуков пирки.
Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ҫак композитор пурнӑҫӗн самай сумлӑ пайне юрра-кӗвве халалланӑ. Культурӑпа ӳнерте татӑ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра унӑн хайлавӗсем Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн, районсемпе хуласен хорӗсенче репертуарӗнче янӑранӑ. Хор тата уйрӑм ҫын валли ҫырнӑ, ҫавӑн пекех инструмент ҫемми Чӑваш радиопа телевидени фондӗнче упранаҫҫӗ.
Раштавӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче унӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Уяв 18 сехет те 30 минутра пуҫланать.
Республикӑри театрсен репертуарӗ ҫӗнӗ спектакльсемпе пуянланать. Мария Романская журналист репертуарсене тишкернине Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчен пуҫланӑ. Унта Денис Фонвизинӑн «Недоросль» камитне Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ эрнекун Николай Терентьев пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ҫӗнӗ спектакле куракан патне ҫитерчӗ. Режиссерӗ — Наталия Сергеева. Куракансем Николай Терентьевӑн ҫак пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле кӑмӑлласа йышӑннине палӑртмалла. Спектакль валли юрӑна асӑннӑ театрта актерта ӗҫлекен Надежда Кузьмина ҫырса хатӗрленӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче нумаях пулмасть «Золотой гребешок» премьери пулнӑ. Ӑна Е. Ганапольская ӗҫӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |