Ыран, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «По обе стороны кулис» (чӑв. Чаршав ик енче) савӑнӑҫлӑ программӑна йыхравлаҫҫӗ. Унта Шупашкарти тӗрлӗ театрсем хутшӑнмалла. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Театр ҫулталӑкне халалланӑ мероприятире И.С. Тургенев, Н.А. Островский, Н.В. Гоголь пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем «Элегия», «Без вины виноватые», «Женитьба» спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Маргарита Финогентова тата Татьяна Бахтина та пулӗҫ. Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ Н.В. Гоголь хайлавӗпе лартнӑ «Ночь перед Рождеством» пӗр актлӑ спектакле кӑтартӗ.
Чӑваш Енӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе пичет отраслӗнче ӗҫлекенсене тинех уява пухма палӑртнӑ. Ҫак енӗпе тар тӑкакансен уявӗсем иртнӗ уйӑхрах пулнӑччӗ: маларах Раҫҫей Пичет кунӗ ҫитсе иртсе кайрӗ, унтан — Чӑваш пичечӗн.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене уява нарӑс уйӑхӗнче чӗнӗҫ. Паян Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви журналистсемпе пичетҫӗсен професси уявне нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ирттерессине хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Уяв Вырӑс драма театрӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Унта журналистсене, телекуравпа радиора, электрон МИХӗсенче, информаци агентствисенче, карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенче, ҫыхӑну отраслӗнче тӑрӑшакансемпе асӑннӑ отрасль ветеранӗсене пухӗҫ.
Германире «Чӑваш чӗлхи» фильм ӳкереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Фейсбукра Виктор Чугаров режиссер хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Эпир Виктор Чугаровпа ҫыхӑнса фильм тӗллевӗпе кӑсӑклантӑмӑр. Акӑ епле хуравларӗ вӑл пире: «Фильм ӳкересси — маншӑн ӗҫ мар. Вӑл — манӑн чун киленӗҫӗ. Ӑна ӳкернӗ май эпӗ чунтан киленетӗп, пултарулӑха аталантаратӑп».
Виктор Чугаров фильмӗнчи сӑнарсем — чӑвашла пӗлекен ҫынсем. Нимӗҫсем-и вӗсем е урӑх наци ҫыннисем-и — пӗрех.
Кайран ҫав фильма пӑхни пӗр ачан чунӗнче те пулин чӑваш чӗлхи вӗренес кӑмӑл ҫуратасса тем пекех шанать Виктор Чугаров.
Ҫитес уйӑхра Виктор Парижра пурӑнакан, чӑвашла калаҫакан ҫынсене шырама пуҫласшӑн. Вӗсене те вӑл фильмра сӑнарласшӑн. Пуш уйӑхӗнче Шупашкарта ӳкерме ӗмӗтленет.
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Берлинта чӑвашсен тӗлпулӑвӗ иртӗ.
«Пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Чӑваш парни» программӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленет. Унӑн премьери нарӑсӑн 2-мӗшӗнче пулӗ, ун чухне Владислав Николев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Токолоро» спектакле те кӑтартӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн культура министерстви хыпарлать.
Театр туризмне аталантарма тивӗҫ «Чӑваш парни» театрализациленӗ программӑна пӗлтӗрех пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ӑна иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Пхукет хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен фестивалӗнче те кӑтартнӑ. «Токолоро» спектакль вара — асӑннӑ программӑн иккӗмӗш пайӗ. Унта хаваслӑ кӗвӗ, чуна тыткӑнлакан ташӑ нумай, ҫавӑн пекех спектакльте тӗнчери тӗрлӗ халӑх чӗлхине илтме пулать.
Палӑртса хӑвармалла, спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов лартнӑ. Художникне Любовь Борисовскаяна Самартан чӗнсе илнӗ.
Раҫейри хуласемпе музейсем Шупашкар хулине 550 ҫулхи юбилейпе саламласса шанаҫҫӗ. Кун пек пуҫарӑва Чӑваш наци музейӗпе Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗ пуҫарнӑ. Шурӑ Шупашкарӑн сумлӑ ҫуралнӑ кунӗ ҫитессине систерсе музей ӗҫченӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи 48 музея ҫак эрнере открыткӑсем ӑсатнӑ та ӗнтӗ. Ҫак ӗҫре вӗсене Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем пулӑшнӑ.
«С любовью из города на Волге» (чӑв. Атӑл ҫинчи хуларан юратса) проекта пуҫарнисем «Я знаю, что в Чебоксарах…» сӑмах ҫаврӑнӑшне малалла тӑсса открытка ҫырма сӗнеҫҫӗ. Ӑна 428000, Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 2, Шупашкар почтамчӗ адреспа ӑсатмалла.
Акци кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.
Открыткӑна тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи страницӑсене вырнаҫтарӗҫ. Шупашкар ҫуралнӑ кун тӗлне музей курав та йӗркелӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, депутатсен пухӑвӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Атӑл» кинотеатра ЧР Культура министерствине парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кинотеатр халӗ пушах ларать, вӑл нумаях пулмасть ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Пушӑ ҫурта министерство хӑй пама ыйтнӑ. Тӳре-шара унта Чӑваш сӑнав драма театрне вырнаҫтарасшӑн. Татӑклӑ йышӑну тумашкӑн халӑх хушшинче ыйтӑм та ирттернӗ. Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: унта хутшӑннисенчен чылайӑшӗ пӗрлештернӗ культура центрне тӑвас шухӑша ырланӑ. Пӗр ҫуртра театр, кинотеатр, кафе, ача-пӑчан канмалли вырӑн ӗҫлемелле.
Аса илтерер: Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр та халӗ ҫаплах ӗҫлет. Ӑна та Культура министерствине панӑ, унта Ҫамрӑксен театрӗ вырнаҫнӑ.
Ман арӑм амӑшне телефонпа Фарида юррин сӑмахӗсене вуласа ҫыртарнине курсан — тӗлӗнтӗм. (Ялта ватӑсен интернет ҫук.). Хуняҫапа хуняма, Вениамин Ефимовичпа Римма Ивановна, — вӗреннӗ ҫынсем, интеллигентсем темелле. Пурнӑҫ курнӑ. Пули-пулми япалапа вӗсене астараймӑн. Шалтипе тулаш мӗнне вӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Тиркевлӗ куҫпа пӑхаҫҫӗ вӗсем чӑваш культури ҫине. Фарида вӗсен кӑмӑлне кайни мана юрӑҫ вӑрттӑнӗ пирки шухӑшлаттарчӗ.
Юрланипе мар – юрӑра хӑйне епле тытнипе илӗртет, ман шутпа, Фарида. Вокал палитри ун пуян мар – вӑл халӑхла, чуна тивмелле, юрлать. Шалтине, чӗре ҫумӗнчине ҫитересшӗн итлекен патне. Вылямасть, «артист» мар – чӑнтан/чӑнласа/чӑннипе юрлать. Чунтан юрлать. Сассине те, юррине те хуҫкаламасть – хӑй те хуҫкаланмасть. Шалти мӑнаҫлӑх, аристократизм сисӗнет юрӑҫ хӑйне епле тытнинче (сассинче, кӗлетки-сӑн-питӗнче…). «Тутар хӗрарӑмӗ хӑйне тутарла тытать, мӗнех тӗлӗнмелли пур кунта», – тейӗҫ мана. Сцена ҫинчи чавашӑн (хӑть театрта, хӑть эстрада ҫинче, хӑть политика сцени ҫинче…) темле шапӑлккалӑх, арҫурилӗх, ирттерсе хуҫкаланни… пур.
Тольятти хулинчи «Центр поддержки общественных инициатив» (чӑв. Халӑх пӗрлешӗвӗсене пулӑшакан центр) муниципалитетӑн хысна учрежденийӗ наци кухнин «Новогодний хоровод» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул вӑйӑ карти) конкурс ирттерет.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, унта вӑл тарӑхри хастар чӑвашсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, Наталия Панфиленко, акӑ, конкурса виҫӗ тӗрлӗ апат: хуплу, салма яшки, ҫӑмарта хӑпартни — тӑратнӑ.
Конкурса хутшӑнакансемшӗн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа https://vk.com/album-68654581_260074289. Ӗҫсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе пӗрлех вӑл е ку апата епле хатӗрлемеллине те вӗрентсе ҫырнӑ. Онлайн-сасӑлав кӑрлачӑн 28-мӗшӗччен пырӗ. Пӗр-пӗр апата суйласа уншӑн сасӑланӑ хыҫҫӑн теприншӗн сасӑлама май ҫук.
Ҫитес уйӑхра Шупашкарта Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелеме палӑртса хунӑ.
Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче гала-концертпа уҫӑлӗ. Унта чӑваш композиторӗсен хайлавӗсемпе киленме май пулӗ. Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче «Аттила» балет кӑтартӗҫ. Программӑра ҫавӑн пекех — Григорий Хирбюн «Нарспи», Федор Васильевӑн «Шыварманӗ» оперисем тата унӑн «Сарпике» балечӗ.
Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертӳҫисем паянхи пресс-конференцире наци кадрӗсем енӗпе йывӑррине палӑртнӑ. Анатолий Ильин режиссер чӑвашла пӗлекен солистсем сахал тесе каланӑ. Аслӑ ҫулти сӑнарсене калӑплама артистсем ҫителӗклӗ-мӗн, анчах ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук тенӗ вӑл.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ял уявӗнче Раҫҫей чемпионки те пулнӑ. Асӑннӑ республикӑри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ корреспонденчӗ Ирина Трифонова пӗлтернӗ тӑрӑх, Рио де Жанейрори Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, ирӗклӗ кӗрешессипе Раҫҫей чемпионки Инна Тражукова ял уявне килни хӑйне пӗр сенсаци пулнӑ. Унта вӑл кукашшӗпе кукамӑшне Викторпа Зинаида Салифановсене 50 ҫул пӗрле пурӑннипе чысланӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Хулаҫырми ял кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Богоявлени чиркӗвӗнче ирхи литургипе пуҫланнӑ. Пуҫтарӑннӑ халӑха престол праҫникӗпе – Турра шыва кӗртнӗ ятпа, Кӑшарнипе, тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ.
Мероприятин официаллӑ пайӗ Культура ҫуртӗнче иртнӗ. Уунта пултарулӑх ушкӑнӗн концертне курса савӑнма, ал ӑстисен куравӗпе паллашма, ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнма май пулнӑ.
Ял пурнӑҫне активлӑ хутшӑнакансене, культура, социаллӑ сфера ӗҫӗнче палӑрнисене, ыркӑмӑллӑхҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |