Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алёшкин-Саплӑк ялӗнче иртнӗ Сергей Лекеров тата Адюковпа Павлов концерчӗ иртнӗ-мӗн. Кун пирки «Сувар» хаҫат «Киремет» пӗлтерни тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ.
«Каҫарӑр та, «концерт мар ку, укҫа сӗпӗрсе ҫӳрени кӑна», 100%!!! Ташлас текен ҫамрӑксене нумай кирлӗ мар, паллах, хӑть те мӗнле тринкки-тринкки пулсан та каять», — хурланӑ унта.
Концертра шӑрантарнӑ юрӑсенчен ҫурри ытла хӑйсен юррисем мар иккен. Фонограмма янӑратни те килӗшмен. Нимӗнле программа та пулман-мӗн. Кашни 2 юрӑ юрлать те: «Сирӗн умӑрта...» тесе сцена хыҫне кӗрсе кайнӑ.
Павлов юрлани те килӗшмен. «Ун пек кӑна хам та юрлаятӑп», — тесе ҫырнӑ концертра пулни.
Автор палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсене ҫав тери ухмах вырӑнне хуни тӗлӗнтернӗ те, ҫиллентернӗ те.
Марина Карягина ҫырнӑ «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» ятлӑ кӗҫӗн класри ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсемпе хӑвӑрткаламӑшсен кӗнеки. Чӑваш кӗнеке издательстви. 2017. Редакторӗ Ольга Федорова. 1000 экз. Художникӗ П.Н.Сергеев.
Пӗр ватӑ карчӑк мӑнукӗ валли Марина Карягинан «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» кӗнекине туянчӗ манӑн автовокзалри кӗнеке лавккинчен. Пӗр-ик эрнерен вӑл ман пата каялла пычӗ те сӗтел ҫине ҫатлаттарса хучӗ ҫак кӗнекене: «Мӗн сӗнтӗн эс мана? Пит лайӑх кӗнеке терӗн! Мӑнукна килӗшет терӗн. «Хут татки мар вӗт вӑл тыркас — ӑна лутӑркама», — тесе ман мӑнук, чутах ҫак кӗнекене лутӑркаса пӑрахатчӗ. Аран туртса илсе ӗлкӗртӗм. Укҫа тӳленӗ вӗт уншӑн. Укҫана каялла тавӑрса пар!» — тет хайхискер. Хирӗҫлеме тӑтӑм та, чутах хама лутӑркаса тӑкатчӗ ҫак хастар карчӑк. Аран-аран саплаштарса, майлаштарса, укҫине каялла тыттарса ӑсатса кӑларса ятӑм хайхискере. Хам вара тӗлӗннипе кӗнекене алла тытрӑм та, вуласа тухас, терӗм. Сутмалли кӗнекесем Кӗнеке издательствинчен килӗшӳ тӑрӑх лавӗпех илсе килсе панӑран, эпӗ маттур ентешӗмӗн кӗнекине вуласа ӗлкӗрейменччӗ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулнӑ. Пӗр арҫын кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата шалӑп пама пынӑ.
Концерт «Химик» культура ҫуртӗнче иртнӗ. Сергей Сергеев арӑмне парне тума шутланӑ та концерта каймашкӑн 2 билет туяннӑ. Анчах вӑл артистсен юррисемпе чунран киленеймен – тухса кайнӑ.
«Вӑйлӑ сасса пула залра ларма ҫукчӗ, хӑлхана ҫуратчӗ. Пуҫ ыратма тытӑнчӗ. Эп администратор патне пытӑм та сасса пӗчӗклетме ыйтрӑм, анчах вӑл хирӗҫлерӗ, полици чӗнсе илессипе хӑратрӗ. Ман шутпа, унта децибелсен шайӗ пысӑк пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ арҫын.
Вӑл концерт вӗҫленессе фойере кӗтсе тӑнӑ, арӑмӗ залрах ларнӑ. Культура ҫурчӗн директорӗ каланӑ тӑрӑх, унти сасӑ аппаратури сывлӑха сиен кӳме пултараймасть, ытти ҫынран ӳпкев пулман.
Шупашкартан 114 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ уҫӑ тӳпе айӗнчи музее ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленсе пырать. Сӑмах Йӗпреҫ районӗнчи музей пирки пырать. Вӑл – республикӑри пӗртен-пӗр этнопарк.
Музей уҫӑлнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ, унтанпа ӑна пӗрре те юсаман. Унти ҫуртсем – республика пӗлтерӗшлӗ архитектура палӑкӗсем. Вӗсен хӑмисем ҫӗрсе пӗтнӗ, халӗ ҫӗннипе улӑштарнӑ. Чӑвашсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ытти хуралтӑ та вырӑн тупнӑ унта. Тавралла тытнӑ картана та ҫӗнетнӗ.
Этнопаркра сӗтелсем, саксем лартнӑ, тротуарсем тунӑ. Сцена та пур халӗ. Музейра фольклор уявӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ.
Музея хӑтлӑлатмалли проекта Эдуард Бахмиов хатӗрленӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк мӑшӑрсем туй кунӗнче фотосесси тумалли вырӑн шыраҫҫӗ. Халӗ ав – тархасшӑн.
Музей коолекцийӗнче – 400 ытла экспонат. Йӑлтах алӑпа тытса пӑхма пулать. Унта чикӗ леш енчен те курма килеҫҫӗ. Вӑл уҫӑлнӑранпа (1980 ҫул) пин-пин хӑна ҫитсе илемлӗ вырӑнпа киленнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Хальхинче Ордем Галин «Приметы, подсказки, словно из сказки» ача-пӑча кӗнеки тухнӑ. Автор пӗчӗкскерсене пурнӑҫра тӗл пулакан паллӑсемпе паллаштарать, вӗсене пӗлтерӗшне ӑнлантарать.
Ордем Гали халӑх ӑслӑлӑхӗсене хӑйӗн пурнӑҫӗнчи тӗслӗхсемпе ӑнлантарса парать. Автор хайӗн историйӗсенче тӗп шухӑша пытарнӑ: кирек мӗн патне талпӑнсан та асамлӑха ӗненмелле, ӗмӗтленмелле.
Кӗнеке 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Иван Алексеев.
Чӑваш Енре «Нарспи» поэма акӑлчанла кун ҫути курнӑ. Унччен хайлавӑн уйрӑм пайӗсем кӑна ҫак чӗлхепе пичетленнӗ.
ЧР Цифра аталанӑвӗн тата информаци политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэмине Питер Франс куҫарнӑ. Вӑл – Эдинбург университечӗн профессорӗ. Палӑртмалла: Питер Франс Геннадий Айхин сӑввисене те акӑлчанла куҫарнӑ. «Нарспи» поэмӑна куҫармашкӑн ӑна Атнер Хусанкай пулӑшнӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекере Константин Ивановӑн хайлавне тӳрех виҫӗ чӗлхепе вулама пулать: чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла. Кӑларӑма ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Вӗсен йышӗнче Анатолий Миттовӑн репродукцийӗ те пур.
Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2018 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.
Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.
Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.
Етӗрне тӑрӑхӗнче Алексей Ятрушев ачасене юрӑ-кӗвве юратма вӗрентет. Ун патне тӗрлӗ ялта пурӑнакан шӑпӑрлансем килеҫҫӗ. Вӗсене пурне те кӗвве юратни пӗрлештерет.
Алексей Степанович ҫамрӑк чухне музыка шкулӗнче вӗреннӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех купӑс калать. Хӑй вара пушарнӑйра тӑрӑшнӑ, халӗ – тивӗҫлӗ канура.
Пенсие тухсан та алӑ усса лармасть вӑл – ачасене музыка тӗнчипе тӳлевсӗрех паллаштарать. Хӑйне вӑл нимеҫӗ тет. Алексей Степанович хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ йӗр хӑварасшӑн. Вӑл ачасене тӑваттӑмӗш ҫул вӗрентет. Вӗсем Янӑм шкулӗнче (халӗ унта ачасем вӗренме ҫӳремеҫҫӗ ӗнтӗ, ӑна хупнӑ) пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Алексей Степановичӑн планӗсем пысӑк: вӑл 100 ҫула ҫитиччен пурӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче транспорта кӑвак ҫутӑ киличченех ҫӳретӗҫ. Шупашкар хулинчи Хӗрлӗ лапамра суту-илӳ точкисем ӗҫлӗҫ. Транспорт вара кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ирхи 3 сехетченех ӗҫлӗ.
Хӗрлӗ лапамра Ҫӗнӗ ҫул каҫхине хула ҫыннисемпе хӑнисене каток ҫинче кӗтеҫҫӗ. Коньки йӑтса пыма ӳркенсен унтах прокат ӗҫлӗ, апла пулсан конькине вӑхӑтлӑха илме май пулӗ.
Раштавӑн 31-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра ҫӗрлехи концерт 23 сехетре пуҫланӗ. Ҫурҫӗр ҫитсен Раҫҫейӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн Ҫӗнӗ ҫул саламне пӑхма май туса парӗҫ. Фейерверк та пулӗ. Ӑна 1 сехете палӑртнӑ. Килте Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе йӑлӑхнисене пурне те Хӗрлӗ лапама чӗнеҫҫӗ. Ҫӗршыв ертӳҫин саламне телевизорпа итленӗ хыҫҫӑн та салют курма ҫитме май пур.
«Чӑваш Енри кайӑксем» кӗнекен виҫҫӗмӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Вӑл – юлашки.
Кӗнекене «Ҫыхӑнура» форумра ларакансен сӑнӳкерчӗкӗсене те кӗртнӗ. Ӑна «Книжные новинки» (чӑв. «Ҫӗнӗ кӗнекесем») лавккасенче туянма май пур. Сӑмах май, малтанхи икӗ тома та ҫав лавккасенчех сутаҫҫӗ.
Палӑртмалла: «Чӑваш Енри кайӑксем» кӗнекен пӗрремӗш томӗ 2017 ҫул пуҫламӑшӗнче тухнӑ, иккӗмӗшӗ – кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче. Кӗнекене авторсен коллективӗ хатӗрленӗ: В.Яковлев, А.Яковлев, Е.Осмелкин, Г.Исаков, О.Глушенков.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |