Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа тӑрӑхӗнче Чӑваш Енӗн чи пысӑк археологи палӑкӗ вырнаҫнӑ. Унта Совет саманинче ҫӗр чавнӑранпа шырав ӗҫӗсене тек пурнӑҫламан. Халӗ унта Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем тата волонтерсем шырав ӗҫне ҫӗнӗрен кӳлӗннӗ.
Вӗсем тӑпран кашни ывӑҫӗнче историн хаклӑ пайӗ упранма пултарать тесе асӑрханса та тимлесе ӗҫлеҫҫӗ. Каярах Хусанти тата Йошкар-Олари ӳркенмен хастарсене те ӗҫе явӑҫтарасшӑн.
Тӗпчев лапамӗ — 25 гектар. Ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, унта 11-13 ӗмӗрсенче хула пулнӑ. ЧПГӐИн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Мясников унта «пура культурин» йӑхӗсем пурӑннӑ тесе шухӑшлать. 11-мӗш ӗмӗрте ҫавӑнта Атӑлҫи пӑлхарсем куҫса пынӑ. Тутар-монголсем тапӑнсан хула крепоҫе ҫаврӑннӑ.
Экспедин малтанхи кунӗнчех тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тупма май килнӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологӗсем каярах вӗсене тӗплӗн тишкерӗҫ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ҫӗнӗ сезона премьерӑпа кӗтсе илме халех хатӗр. Унта ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче премьера умӗнхи ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарнӑ.
Театр хальхинче XIX ӗмӗрти ылтӑн вырӑс классикине суйланӑ — ӳнер учрежденийӗнче Александр Пушкинӑн «Сказка о рыбаке и рыбке» (чӑв. Пулӑҫ тата пулӑ ҫинчен юмах) ӗҫне лартнӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме «Театры — детям» (чӑв. Театрсем — ачасем валли) федераци программи пулӑшнӑ.
Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов режиссер лартнӑ. Художникӗ – Чӗмпӗрти пукане театрӗнче ӗҫлекен Дмитрий Бобрович, композиторӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Галкин. Актерсен йышӗнче: Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисем Светлана Кокшина тата Алевтина Тимофеева. Спектакле актерсен виҫӗ йышӗ лартӗ.
Ҫӗнӗ ӗҫре — унчченхисенчен уйрӑлса тӑракан пуканесем, сценографи тата стимпанк мелӗпе ӑсталанӑ костюмсем.
Спектакле кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗрремӗш хут лартӗҫ.
Ку эрне вӗҫӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче Тихвин ярмӑркки уҫӑлӗ. Ӑна ҫулсеренех ирттереҫҫӗ. Кӑҫал тӗп мероприятисем утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Ярмӑрккӑ утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хӗрарӑмсен мӑнастирӗ умӗнче уҫӑлӗ. Официаллӑ пай 17 сехетре пуҫланӗ. Суту-илӳ палаткисем, ял картишӗсем вара иртенпех ӗҫлӗҫ. Каҫхине сцена ҫине Саранскри «Ентешсем» фольклор ансамблӗ тухӗ.
Утӑн 6-мӗшӗнче Ӑстасен хули ӗҫлӗ, наци кухнисен, алӑстисен фестивалӗсем пулӗҫ. Ҫав кунах Акатуя паллӑ тӑвӗҫ. Тепӗр кунхине «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ мӑшӑрсене чыслӗҫ. Ун хыҫҫӑн – фольклор фестивалӗ, чӑваш дискотеки фейерверк… Кӑҫал мотокросс пӗрремӗш хут йӗркелӗҫ.
Тихвин ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче хупӑнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑвашсен наци уявӗсенчен пӗри — Акатуй — иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансем ҫеҫ мар, тӗрлӗ регионта пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем, ытти наци ҫыннисем те пухӑннӑ.
Уяврисене Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн ҫумӗ Лидия Седойкина, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Леонид Черкесов, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев, Мускав облаҫӗнчи чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Ирина Шоркина, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Станислав Садальский, Василий Чапаев дивизи командирӗн мӑнукӗ Татьяна Чапаева, чӑваш букварьне хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ Лидия Некрасова, Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тарасов, Николай Дупак актёр, театр режиссёрӗ, РСФСР тата Украина тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Дупак, театрпа кино актерӗ Александр Кузнецов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Кӗҫнерникунсерен Шупашкарти Константин Иванов скверӗнче ҫуллахи вулав залӗ ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех унта сӗтелҫи вӑййисене выляма, пазл пуҫтарма, конкурссемпе викторинӑсене хутшӑнма май пур.
Уҫӑ тӳпе айӗнчи вулав залӗ иртнӗ кӗҫнерникун ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта илемлӗ тата ытти литературӑпа паллашма пулать. Чи пӗчӗккисем валли те, аслисем валли те кӗнекесем пур. Вулавӑша вырӑнтах ҫырӑнма пулать.
Аслисем кӗнеке вуланӑ чухне ачасем вӑйӑсем выляма, ӳкерме, пазл пуҫтарма, конкурссемпе викторинӑсене хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ачасем, ҫамрӑксем валли кӗнекесене Шупашкарти паллӑ ҫынсем сасӑпа та вулӗҫ.
Вулав залӗ тӳлевсӗрех ӗҫлет. Унта 17-19 сехетсенче ҫитме май пур.
Нумаях пулмасть Мари Эл республикинчи Медведево поселокӗнче ҫамрӑксен этно-ушкӑнӗсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамблӗсен регионсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ.
Конкурса РФ Культура министерстви, В.Д. Поленов ячӗллӗ Патшалӑхӑн Раҫҫей Ҫурчӗ, Мари Элти Культура, пичет тата наци ӗҫӗсен министерстви, Республикӑн ӑслӑлӑхпа методика центрӗ, Мари Элти Пултарулӑх ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Медведево район алминистрацийӗн культура пайӗпе унти культурӑпа кану центрӗ йӗркеленӗ. Мероприятие этно-ушкӑнсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамбльсен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кӳршӗллӗ регионта иртнӗ фестивале Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Хирлепри культура ҫурчӗн «Аса ил» вокалпа инструментсен ансамблӗ хутшӑннӑ. Ӑна «Наци йӑли-йӗркине тытса пынӑшӑн» дипломпа чысланӑ.
«Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерне Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. 431-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Нухрата «Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлама» уйӑрассине палӑртнӑ. Кирлӗ ҫӗре укҫа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви урлӑ ҫитӗ.
Ӗҫлӗ хута тишкерсен тупра кластерӑн Шупашкар районӗнчи «Ясна» комплексӗн транспорт инфраструктурине аталантарма кайӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине ҫӗнетме. Ҫакӑн валли хыснаран 198,21 пин уйӑрӗҫ.
Куславккара чӑваш драматургне, прозаикне Никифор Мраньккана халалланӑ палӑк лартнӑ. Чӑннипе, палӑка 1977 ҫултах вырнаҫтарнӑ. Анчах вӑл 40 ҫулта кивелнӗ.
Ҫак кунсенче палӑка ҫӗнетсе ҫӗнӗрен уҫнӑ. Никифор Мранькка «Ӗмӗр сакки сарлака» роман-эпопейӑпа палӑрнӑ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман унӑн. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Мускава киносценаристсен курсне кайнӑ. Унтан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш кинохроника студийӗнче ӗҫленӗ, унтан – хаҫатра редакторта. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта тухса кайнӑ. Димобилизациленсен «Ӗмӗр сакки сарлака» роман ҫырма пуҫланӑ. Унпа вӑл темиҫе ҫул ӗҫленӗ.
Ҫыравҫӑн палӑкне ҫӗнетес шухӑш Пушкӑртсан чӑвашӗсен ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӗсем Никифор Мраньккан вилтӑпри ҫинче пулса курнӑ, ҫавӑн чухне ҫӗнӗ палӑк лартмалли пирки калаҫнӑ. Ӗҫне ҫийӗнчех тунӑ – укҫа пухнӑ.
Чӑваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкарти художествӑллӑ музейӗнче ҫак кунсенче Чӑваш художниксен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Артемьевӑн юбилейлӑ выставка уҫӑлнӑ.
Артемьев 1958-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ТАССР Аксу районӗнчи Фёдоровский посёлокӗнче ҫуралнӑ. ТАССР Лениногорск хулари педучилищин художествӑллӑ уйрӑмне пӗтернӗ. Ҫар хыҫҫӑн Мускаври искусствӑсен университетне пӗтернӗ.
Чӑваш Республикин Ҫӗнӗ Шупашкар хулине пурӑнма куҫнӑ. ГЭСстрой предприятийӗнче, ЧПО «Химпромӑн» ОРС, Троллейбус управленийӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Халь шкулта учитель пулса ӗҫлет.
Пушӑ вӑхӑтра, паллах, художник этюдсене, картинӑсене ӳкерет. Уҫӑ вырӑнта пленэрӗнче тӑван ялта, Чӑваш Енче, хулара та, пейзажсене, ытларахӑш хитре ҫутҫанталӑк пейзажсене калӑплать. 2016-мӗш ҫулта ЧР халӑх художникпа Шупашкарта пурӑнакан Николай Енилинпа (вӑл ТР Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнчен) пӗрле Самар облаҫӗн Атӑлӑн сылтӑм енчи Шигон районӗнчи чӑваш ялсенче те пленэрӗнче ӗҫлерӗҫ.
Артемьев Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑна мар Шупашкарти выставкисенче те хастар хутшӑнать.
Ӳнер музейӗ, Симфони капелли тата Вырӑс патшалӑх академи драма театрӗ ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫӗҫ. Кашнине 2,8-шар миллион тенкӗ парӗҫ. Хушӑва Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ «Точка сбора»: ателье современного искусства – стартап Центра современного искусства Чувашского государственного музея» проекта пурнӑҫламашкӑн гранта тивӗҫнӗ.
Чӑваш патшалӑх симфони капелли вара грантпа «Симфоническая музыка Чувашии: вехи истории» проекта пурнӑҫа кӗртӗ. Ку – симфони кӗввин концерчӗсен ярӑмӗ.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 2,8 миллион тенкӗпе Лопе де Веган «Учитель танцев» пьесине сцена ҫине кӑларӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |