
Чӑваш Енӗн Правительствинче иртнӗ эрнере кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, икӗ министерствӑн ертӳҫисен тивӗҫӗсене пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнӗ.
Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Олеся Игнатьевӑна шаннӑ.
Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Лариса Рафиковӑна ҫирӗплетнӗ.

Волгоградри аэропорт малашне «Сталинград» ятлӑ пулӗ. Кун пек йышӑнӑва Раҫҫӗй Правительствин пуҫлӑхӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Аэропорта хӑйӗн историлле ятне тавӑрма Волгоград облаҫӗнчи ветерансем ыйтнӑ. Вӗсем ыйтнине облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Бочаров Раҫҫӗй Президенчӗ Владимир Путин патне ҫитернӗ.
Волгограда Сталинград ятне тавӑрасси пирки темиҫе ҫул ӗнтӗ сӑмах ҫӳрет. Анчах хӑшӗсем ку шухӑша ырламаҫҫӗ.

Республикӑри пӗрлехи заказчик службин директорӗ пулма Сергей Варлашкина шаннӑ.
Асӑннӑ организаци Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать.
Сергей Варлашкина пуҫлӑх тилхепине тыттарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцена ӑстине, оркестр артистне, Марианна Архиповӑна, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Марианна Германовна – скрипка ӑсти. Вӑл Шупашкарти Ф.П. Павло ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Кайран ӑсталӑхне Хусанти консерваторире туптанӑ. Унта унӑн вӗрентекенӗсем Георгий Ходжаев тата Борис Каплун пулнӑ.

Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.
Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Конституцийӗн 72-мӗш статйипе килӗшӳллӗн алӑ пуснӑ. Сергей Геннадьевич унччен Председателӗн ҫумӗ пулнӑ.
Хушӑва Олег Николаев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Чӑваш Енри ике ҫынна паян «Чӑваш Республиикн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Вӗсенчен пӗри — Мария Васендина. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» учрежденире сектор заведующийӗнче тӑрӑшать. Иккӗмӗшӗ вара — Ольга Фёдорова. Вӑл – Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн йӗркелӳпе право пайӗн пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Енӗн строительство экспертизин тата хаксене йӗркелекен центрӗн директорне Ольга Ахмеевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республикӑн ертӳҫи Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ учреждени республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнса тӑрать.

Чӑваш Енӗн Стройминӗн «Биологилле тасатмалли сооруженийӗ» учрежденийӗпе Чӑваш Республикин «Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сетьсем» унитарлӑ предприятине пӗрлештерӗҫ. Кун пек документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Икӗ предприятие пӗрлештернӗ хыҫҫӑн Биологилле тасатмалли сооружени ҫеҫ тӑрса юлӗ.

Чӑваш Енӗн Культура министерствине пӑхӑнса тӑракан «Культура эткерлӗхне хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ» патшалӑх учрежденийӗн директорне Александр Ипатьева ӗҫрен кӑларнӑ.
Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Икӗ пуҫлӑха тава тивӗҫлӗ ят панӑ Чӑваш Енри икӗ тӳре-шара тава тивӗҫлӗ ят панӑ.
«Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин тивӗҫнӗ. Ку хисепе вӑл «строительствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Ял хуҫалӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн инспекцийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
