Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сталинград

Раҫҫейре
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Полици лейтенанчӗ отпускра канас вырӑнне «Сталинградская весна – 2026» астӑвӑм вахтине хутшӑннӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Волгоград облаҫӗнчи Городище районӗнчи Дмитриевка хуторӗ патӗнче иртнӗ. Унта 1943 ҫулхи хӗлле юнлӑ ҫапӑҫу пынӑ.

Шупашкарти полицин 5-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Александр Генералов совет салтакӗсене пытарнӑ вырӑнсене шырама хутшӑннӑ. Унпа пӗрле Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем те экспедицие хутшӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче лейтенант пулас йӗрке хуралҫисене те вӗрентет.

Чӑваш Енри 62 шыравҫӑ икӗ эрнере 500-е яхӑн гектар тӗпченӗ, унта ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ 36 салтака тата нимӗҫ тата совет салтакӗсен 300 ытла артефактне тупса палӑртнӑ.

 

Культура
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Валерия Захарова 90 ҫул тултарнӑ.

Валерия Григорьевна 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сталинградра ҫуралнӑ. 1953 ҫулта вӑл аслисемпе пӗрле Челябинска куҫса кайнӑ. Унти политехника институтӗнчи металлурги факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чылай ҫул Челябинскри трактор заводӗнче тӑрӑшнӑ. 1973 ҫулта ӑна Шупашкара ӗҫлеме куҫарнӑ, кунта вӑл «Промтрактор» заводра тӑрӑшнӑ.

Кинемее халӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Ватӑ ҫын ахаль ларма юратмасть, каҫӑхса кайса кӗнеке вулать. Юбилейпа ӑна социаллӑ центрӑн специалисчӗ Алина Михайлова тата Татьяна Шихранова социаллӑ ӗҫчен саламланӑ.

 

news.mail.ru сӑнӳкерчӗкӗ
news.mail.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Волгоградри аэропорт малашне «Сталинград» ятлӑ пулӗ. Кун пек йышӑнӑва Раҫҫӗй Правительствин пуҫлӑхӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.

Аэропорта хӑйӗн историлле ятне тавӑрма Волгоград облаҫӗнчи ветерансем ыйтнӑ. Вӗсем ыйтнине облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Бочаров Раҫҫӗй Президенчӗ Владимир Путин патне ҫитернӗ.

Волгограда Сталинград ятне тавӑрасси пирки темиҫе ҫул ӗнтӗ сӑмах ҫӳрет. Анчах хӑшӗсем ку шухӑша ырламаҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗн валли кӑмӑллӑ ҫӗнӗ паллашусем илсе килме пултарӗ. Япала туяннӑ, илем процедурисене тунӑ чухне ӑнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттерме сӗнсен хирӗҫлеме ан васкӑр. Тӗлпулӑва кайма та килӗшӗр.

Юпа, 01

1905
121
Романов Никита Романович, паллӑ чӑваш этнографӗ, историкӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Музыкантов Василий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Вутлан Иван Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Матвеева Зоя Германовна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1945
81
Ковалюк Лидия Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1945
81
Кузнецов Геннадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй