Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне асӑнар.
Шупашкарти «Инженер» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗн гендиректорне Людмила Токмолаевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӗр йӗркелӳҫи» ят панӑ; Шупашкар районӗнчи «Чебомилк» обществӑн водительне Николай Иванова, Елчӗк районӗнчи «Эмметево» обществӑн директорне Юрий Лапшина, Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» обществӑн уй-хир бригадин тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакан рабочине Надежда Паймуковӑна — «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкарти «Теплосеть» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумне Виталий Кадыкова — «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ»; Шупашкар районӗн сучӗн председательне Сергей Елёхина — «Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ».
Чӑваш Енре экологи аталанӑвӗ тата климат улшӑнӑвӗ енӗпе ӑслӑлӑхпа техника программи пурнӑҫа кӗрӗ. Ку енӗпе республикӑра яваплӑ ҫынсене палӑртнӑ. Программӑна 2021-2030 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле.
Ӗҫлӗ ушкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе республикӑн виҫӗ вице-премьерне: экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Д.И. Краснова, ял хуҫалӑх министрне С.Г. Артамонова, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне А.Л. Салаевӑна; ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Э.Н. Бедертдинова, промышленность тата энергетика министрне Е.Р. Герасимова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорне А.Ю. Александрова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ректорне В.Н. Иванова тата Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорне А.Е. Макушева; Экологипе ҫутҫанталӑкӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорне О.С. Александрова кӗртнӗ.
Павел Порфирьева строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнчен кӑларнӑ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Строймин ертӳҫин ҫумӗн пуканне Павел Порфирьев хӑй вӑхӑтӗнче конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх тивӗҫнӗ. Ӑна министерствӑри яваплӑ вырӑна 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче шанса панӑ. Маларах Порфирьев Шупашкар хула администрацийӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен строительство министрӗн Павел Даниловӑн икӗ ҫум: Владимир Максимов (пӗрремӗш ҫум) тата Михаил Коледа.
Паян Чӑваш Республикин «Тӗп бухгалтерийӗ» хысна учрежденийӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ку яваплӑха прунӑҫлама Любовь Алексеевӑна шаннӑ. Маларах Любовь Валериановна директор тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев Любовь Алексеевӑна директор тилхепине тыттарни ҫинчен калакан йышӑнӑва паян алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
«Чекко» контрагентсене тӗрӗслекен сайтри хыпара шансан, Любовь Алексеева директор тивӗҫне кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ.
Республикӑри пилӗк района ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерӗҫ. Кунта сӑмах Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Асӑннӑ тӑрӑхри ялсенче 33 километр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хурса тухӗҫ. Маларах ҫав ялсенче шыва ҫӑлран ӑсса пурӑннӑ.
«Чувашинформ.рф» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пхушнипе шыв пӑрӑхӗсем хума тӑхӑр проектпа смета документацийӗ хатӗрленӗ. Ӑна хатӗрлеме укҫан пӗр пайне ҫынсем хӑйсем уйӑрнӑ. Шыв пӑрӑхсене хурассин пӗтӗмӗшле хакӗ 173 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Чӑваш Енре тата тепӗр спорт шкулӗ уҫӑлӗ. «11-мӗш спорт шкулӗ» бюджет учрежденийӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин спорт енӗпе пӗрлештернӗ командисем валли спорт резервӗ хатӗрлессишӗн яваплӑ пулӗ.
Ҫӗнӗ шкула уҫассишӗн республикӑн Спорт министерствипе Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви яваплӑ. Вӗсен йӗркелӳпе право ыйтӑвӗсене татса памалла.
11-мӗш спорт шкулне уҫасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ учреждени туса хунӑ. Ку йышӑнӑва ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин закупкӑсен регионти центрӗ» хысна учрежденийӗн штачӗ 48 единицӑран тӑрӗ. Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ предприятин тӗллевӗ — патшалӑх тата муниципалитет валли тавар туянма пулӑшасси, пулӑшу кӳрекенсемпе ӗҫ пурнӑҫлакансене шыраса тупасси. Тепӗр майлӑ каласан, контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлесе пырасси.
Улатӑр районӗнчи Атратьри психоневрологи интерначӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Хысна учрежденийӗ шутланакан психоневрологи интерначӗ ӳлӗмрен интернат-ҫурт пулӗ. Ҫапла вара «психоневрологи» сӑмаха кӑларса пӑрахнӑ.
Интернат-ҫуртра 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе 60 ҫултан аслӑрах арҫынсем тата 18 ҫултан аслӑрах I тата II ушкӑнри инвалидсем пурӑнӗҫ.
«Атратьри интернат-ҫурт» хысна учрежденийӗн учредителӗ — Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви.
Паянтанпа, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе, Шупашкарта вӗри шыв сӳнтерме тытӑнӗҫ.
Паян вӗри шывсӑр хулан тӗп пайӗнче, Богдан Хмельницкий урамӗнче, Йӑлӑмри Ҫурҫӗр поселокӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын тӑрса юлӗ. Ырантанпа вӗри шыв хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче, Лапсарта, Кӑнтӑр посёлокӗнче пулмӗ.
Вӗри шыва пуҫласа сӳнтернӗ чухне ҫынсем ҫак ырлӑхсӑр виҫшер кунтан ытла тӑрса юлмӗҫ, хӑш-пӗр ҫӗрте вара — пӗр талӑкран ытла та мар.
Вӗри шыва вӑхӑтлӑха 1789 ҫуртра сӳнтерӗҫ. Профилактика мероприятийӗ авӑн уйӑхччен тӑсӑлӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал ҫулла «Шупашкар-Хусан» юханшыв маршручӗ уҫма палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Олег Николаев Элтепер республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫа кӗртессипе Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗсем хутшӑннипе ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттернӗ канашлура каланӑ.
Халӗ «Валдай 45Р» катерсемпе усӑ курса турист маршручӗсене йӗркелессишӗн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ туса хунӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян вырнаҫтарнӑ. Ӗҫе республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви йӗркелесе пырӗ. Ушкӑна Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене те кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |