Чӑваш Енӗн тӗп хули ҫеҫ мар, ун ҫывӑхӗнчи ялсем те сарӑлса пыраҫҫӗ. Шупашкар районӗн центрӗ те ҫавах. Кӳкеҫре юлашки темиҫе ҫулта 9-шар хутлӑ 7 ҫурт хӑпартса та лартрӗҫ. Вӗсенче ытларах чухне ҫамрӑк ҫемьесем тӗпленеҫҫӗ. Республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи ҫемьесем Шупашкар ҫывӑхне туртӑнаҫҫӗ, хулари общежитисенче пурӑннисем те Кӳкеҫре хваттерлӗ пулчӗҫ.
Ҫамрӑк ҫемьесенче ачасем ҫуралаҫҫӗ. Вӗсене шкул кирлӗ. Паянхи куна Кӳкеҫре икӗ шкул. Ҫакӑ сахал, паллах. Кӳкеҫсем тепӗр шкул пирки тахҫанах ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ертӳҫи Олег Николаев Кӳкеҫри шкул строительствипе (ӑна проектлассипе, тӑвассипе, эксплуатацилессипе) ҫыхӑннӑ концесси килӗшӗвне «ПроШкола» тулли мар яваплӑ обществӑпа тӑвасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Килӗшӗве пурнӑҫлассишӗн Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Алексей Ладыков яваплӑ тесе палӑртнӑ.
Шкул 825 вырӑнлӑх пулмалла.
Чӑваш Енӗн Общество палатин федераци шайӗнчи пайташӗ Елена Кузьмина пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн Общество палатин ларӑвӗнче. Уншӑн альтернативлӑ майпа вӑрттӑн сасӑлав ирттернӗ. Маларах ҫав тивӗҫе Николай Паштаев пурнӑҫланӑ, халӗ вӑл ку енӗпе ӗҫлемест.
Елена Кузьмина Чӑваш Енӗн Адвокат палатине нумай ҫул ертсе пырать. Пуҫиле тата граждан ӗҫӗсемпе хӗрарӑм 20 ҫул ытла тӑрӑшать.
«Маншӑн ку вӑл — ҫӗнӗ ӗҫ. Ҫавӑ маншӑн кӑсӑклӑ пуласса ҫеҫ мар, республикӑшӑн та усӑллӑ пуласса шанатӑп», — тенӗ Чӑваш Енӗн Адвокат палатин президенчӗ Елена Кузьмина.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министр ҫумӗнче шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ Георгий Богуславский министерствӑри пукансӑр юлнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Георгий Леонидович — Ставрополь крайӗнчи Кисловодск хулинче 1978 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Мускаври М.А. Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Культура министерствине куҫиччен вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне (2007 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе) ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ҫынсене вӑхӑтлӑха йышӑнма пӑрахӗҫ. Кун пирки Ҫынсен ыйтӑвӗсемпе тата общество тӗрӗслевӗн субъекчӗсемпе ҫыхӑну тытакан управлени ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Граждансене йышӑнма пӑрахни эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кӑткӑссипе ҫыхӑннӑ. Унсӑр пуҫне кӑшӑлвирус инфекцийӗ те алхасать.
Чӑваш Енри тӳре-шара патне ҫырусене ҫак адреспа ярса пама пулать: 428004, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт. Унсӑр пуҫне интерактивлӑ йышӑну пӳлӗмӗ те ӗҫлет. Ҫырусене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Обращения граждан» ярӑмра йышӑнаҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне, 65 ҫулхи Петр Краснова, ӗҫрен кӑларнӑ. 27-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Пётр Степанович 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Философи наукисен кандидачӗ. 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, 2 кӗнеке авторӗ.
Пётр Краснов хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацине ертсе пынӑ, социаллӑ политика министрӗ, культура министрӗ пулнӑ. Чӑвашстатра ертӳҫӗн заместителӗнче те ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитета та ертсе пынӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумне Сергей Чепурнова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ прталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Паянхи куна илсен, Эмир Бедертдинов министрӑн ҫумӗсем иккӗн: Елена Хомченко (пӗрремӗш ҫум) тата Елена Дымза. Кунсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи пур. Вӑл — Марина Запасова.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Денис Спирина ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ӗҫрен кӑларнӑ. Официаллӑ документра палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫапла туни Денис Вадимович урӑх ӗҫе куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫапла, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. Денис Спирин маларах Шупашкар хула администрацийӗн сити-менеджерӗн пуканне йышӑннӑ.
Денис Спирин Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. 41 ҫулти арҫын 3 хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн заместителӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ.
Чӑваш Енри хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен тата ытти техникӑн техника тӑрӑмне тӗрӗслесе тӑракан патшалӑх инспекцийӗнче (кӗскетсе каласан, Гостехнадзор инспекцийӗнче) кадрпа ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Валерий Михайлова шаннӑ.
41 ҫулти Валерий Вениаминович тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче консультантра, Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Раҫҫей Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ҫавӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва РФ Пенси фончӗн правленийӗ паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗ пулса Валерий Николаев тӑрӑшӗ.
Валерий Петрович Шупашкар районӗнчи Ишлейре 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Икӗ аслӑ пӗлӳллӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Промышленность электроники» тата «Финанс тата кредит» специальноҫсене алла илнӗ. Ӗҫ биографине вӑл Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинчи специалистран пуҫӑннӑ. 1997 ҫултанпа Пенси фончӗн тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫултанпа РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗн ҫумӗ пулса тимленӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Ун патне пынисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. «ЛизаАлерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗ Анастасия Филиппова республикӑри 112 службӑпа килӗштерсе ӗҫлеме ӗмӗтленет. Асӑннӑ организаци ҫухалнӑ ҫынсене шырассипе тимлет. Кӑҫал ҫеҫ 305 ҫынна тупнӑ.
Етӗрне районӗнчи Хурамалӑхри Галина Кольцова та хӑйӗншӗн пӑшӑрханмасть, унӑн чунӗ тӑван тӑрӑхӗшӗн ыратать. Хӗрарӑм Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта шыв башнине вырнаҫтарнӑ, анчах скважинӑна тасатман. Унсӑр пуҫне вӑл ялти клуба газпа ӑшӑтса тӑмалла туманнине пӗлтернӗ.
Республика ертӳҫи яваплисене ыйтусене пӗр уйӑхра татса пама хушнӑ. «Скважинӑна тасатассине проектпа пӑхса хӑвармалла пулнӑ. Ӗҫе епле пурнӑҫланине тишкерӗпӗр», — шантарнӑ Элтепер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |