Паян Шупашкар хулин Явӑш ҫӑви ҫинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш тата 5-мӗш созыври депутачӗ пулнӑ Игорь Кушева асӑнса палӑк уҫнӑ.
Аса илтерер, депутат пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче онкологи чирӗпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн вилнӗччӗ. Игорь Кушев 52 ҫулта ҫеҫ пулнӑччӗ.
Ӗҫтешӗсем, тусӗсем тата тӑванӗсем парламентарие асра тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче унӑн пурнӑҫне ҫутатакан курав йӗркеленӗччӗ. Халӗ, ав, палӑк уҫнӑ. Паянхи митинга тӳре-шара ҫеҫ мар, Игорь Кушевӑн арӑмӗ Наталья Николевна, Бориспа Артем ывӑлӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем мӑшӑрне тата ашшӗне асра тытнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Игорь Кушев «ҫутӑ ҫын евӗр» асра юлнине палӑртса: «Пирӗн унран тӗслӗх илмелле», — тенӗ.
Иртнӗ эрнере, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ вун тӑваттӑмӗш сессийӗ ӗҫленине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ун чухне хыснана улшӑну кӗртнипе пӗрлех пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтӑва та пӑхса тухрӗҫ. Ҫавсенчен чи пӗлтерӗшли — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫине, чӑваш парламентӗнчи ҫак партин фракцийӗн ертӳҫине Игорь Молякова тӳлевлӗ должноҫе лартни.
Аса илтерер, парламентри тӳлевлӗ пуканшӑн депутат ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ созывне суйланнӑранпах тапаҫланчӗ. Парламентри кирек епле партин пайташӗсене те ӗҫ укҫиллӗ должноҫ памаллине кура пӑтӑрмахлӑ ыйтупа суда та ҫитнӗччӗ. Иртнӗ эрнере тавлашу тинех татӑлчӗ: Игорь Молякова экономика тата агропромышленность комитечӗн ертӳҫин ҫумне лартма йышӑнчӗҫ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн ӗҫ укҫине 10 процент чакарни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне ытти тӳре-шарана та шалӑвне пӗчӗклетме сӗннӗччӗ.
Депутатсем Элтепер сӗннине ырласа йышӑннӑ. Кун пирки парламент спикерӗ Валерий Филимонов Патшалӑх Канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ку улшӑну парламентра ӗҫлесе шалу илекенсене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсен ӗҫ укҫи хӑҫан тата мӗн чухлӗ пӗчӗкленесси пирки сӑмах пулман.
Аса илтерер: 2018 ҫултанпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ЧР Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ӗҫ укҫине 10 процент сахалрах илӗҫ. Хушӑва кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗнчи наци гвардийӗсен ҫарӗсем пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Унта плӑртнӑ тӑрӑх, малашне Росгвардин ҫыннисем регионти пысӑк должноҫри тӳре-шарана хураллама пултарӗҫ.
Росгвардин ҫыннисем республикӑсен пуҫлӑхӗсене, облаҫсен кӗпӗрнаттӑрӗсене килӗшӳ туса сыхлама пултарӗҫ. Ку тӳлевлӗ пулӗ. Хакне правительство палӑртӗ. Укҫа-тенкӗ вара федераци хыснине кайӗ.
Владимир Путин Президентӑн сӗнӗвне депутатсем пӑхса тухӗҫ. Хальлӗхе саккун вӑйра мар. Ӑна официаллӑ майпа пичетлӗҫ, ун хыҫҫӑн виҫӗ уйӑхран вӑл вӑя кӗрӗ.
Вӑрманта хӑрӑк-харӑк пуҫтарас тесен ятарласа ирӗк илмелле. Хӑш чухне ӑна 4 уйӑх таранах кӗтме тивет.
Раҫҫейри парламентарире ку йӗркене ансатлатасси пирки калаҫаҫҫӗ. Ку ыйтӑва регионсем те тишкереҫҫӗ.
Халӗ вӑрмансенче хӑрӑк-харӑк туллиех пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ӑна вӑрманҫӑсем те тасатмаҫҫӗ, ахаль ҫынсене те ирӗк илмесӗр пуҫтарма памаҫҫӗ. Тепӗр тесен, ҫынсем хӑрӑк-харӑка турттарса вӑрмана тасатаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе ҫак ӗҫе ирӗк илмесӗр тусан ют пурлӑха вӑрланӑ пек хаклаҫҫӗ. Куншӑн штрафлаҫҫӗ. Вӑрмантан хӑрӑк-харӑк пӗрмай турттарсан 2 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма та пултараҫҫӗ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Патшалӑх Думин депутачӗсем ҫӗнӗ саккун проектне хатӗрлеме йышӑннӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем вӑрманти хӑрӑк-харӑка тӳлевсӗрех пуҫтарма пултараҫҫӗ. Халӗ ку проекта регионсене янӑ, унта хӑйсене кирлине кӗртӗҫ.
Елчӗк районӗнчи клубсем машина пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки елчӗксемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ.
«Елчӗк районӗнче ҫынсемпе йышӑну ирттертӗм. Асӑннӑ ыйтусен шутӗнче — ялти культура ҫурчӗсене автотранспортпа тивӗҫтересси, — ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче. — Кашни ялтах культура ҫурчӗ ҫук пирки аякри ялсенчисем концертпа килекен коллективсене курма хавас пулӗҫ. Ҫак ыйтӑва татмалли ҫул-йӗртен пӗри — мобильлӗ культура ҫурчӗсем тӑвасси».
Маларах ку ыйтӑва Омскра культура темипе иртнӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин форумӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫакӑ чылай региона пӑшӑрхантарать-мӗн. Депутат ку енпе РФ Культура министерствипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Паянтанпа Ҫӗмӗрле хулине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Пачах ҫӗнӗ тени те пӗр енчен тӗрӗсех мар-ха. Сити-менеджер тилхепине тыттарнӑ ҫын унччен те район администрацийӗнче тӑрӑшнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма халӗ шаннӑ Алексей Григорьев унчченхи сити-менеджер Александр Зиновьев ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер, хула администрацийӗн сайтӗнче ун чухне А. Зиновьевӑн контракчӗ тухнине хыпарланӑччӗ.
Алексей Григорьев ҫӗнӗ должноҫе паянтанпа йышӑннӑ. Унӑн ӗҫ вӑхӑчӗ хальхи созыври хулари Депутатсен пухӑвӗн вӑхӑчӗ тухиччен пырӗ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнче ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвне республикӑн вице-премьерӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин та хутшӑннӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн улттӑмӗш созыври 13-мӗш сессийӗ иртнӗ. Виҫӗ сехете яхӑн ӗҫленӗ вӑхӑтра 10 ытла ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, партин чӑваш парламентӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Игорь Моляков депутат сессире хӑйне епле тытнине те тишкернӗ.
Тухса калаҫнӑ чухне сессисенчен пӗринче депутат асӑрханусӑртарах каланине кӳренсе йышӑнакансем пулнӑ иккен. Ҫавӑншӑн депутата пӗр сессире сӑмах памасӑр хӑварас тенӗ. Анчах либерал-демократ тата коммунист депутатсем асӑрхаттарнипех ҫырлахма сӗннӗ. Халӑх тарҫи теме хӑнӑхнӑ ытти депутат та ҫапла каланипе килӗшнӗ. Игорь Молякова ҫапла вара сӑмахсӑрах хӑварман, асӑрхаттарнипе ҫырлахнӑ. Депутат хӑй те, сӑмах май, кӳреннӗ пулсан каҫару ыйтнине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Енре Патшалӑх Канашӗн вунвиҫҫӗмӗш черетлӗ сессийӗ иртрӗ. Унта депутатсем яланхиллех чылай ыйту пӑхса тухрӗҫ. Хӑш-пӗр саккуна улшӑну кӗртрӗҫ, хӑшӗсене ҫӗнетрӗҫ. Сессие итленисенчен камӑн асӗнче мӗн юлӗ те, анчах ҫак йӗркесен авторӗ Григорий Данилов депутат тухса калаҫнисенчен пӗринче чӑвашла пуплерӗ. Ӑнланманнисене вӑл куҫарса парассине йӗркелеме ыйтрӗ. Ку ыйтӑва парламент тивӗҫтерчӗ, пурне те куҫармалли аппаратсем йӑпӑр-япӑр валеҫсе пачӗҫ.
Чӑн та, Чӑваш Енре икӗ чӗлхе пулнине шута илсе депутатсем те икӗ чӗлхепе калаҫма пултараҫҫӗ. Коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов Чӑваш Енри пенсионерсене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене палӑртнӑ чух «халӑх тарҫи» хӑй шухӑшне чӑвашла палӑртрӗ.
Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Экономика политики тата агропромышленноҫ политики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ пулнине ӗнентерекен удостоверение тавӑрса панӑ. Ҫапла хӑтланнишӗн парламент ертӳҫисем «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне депутат этикине пӑснишӗн ӳпкеленӗ теҫҫӗ.
Сергей Семенова тӳлевсӗр ҫак должноҫе маларах лартнӑ.
Чӑваш парламентӗнчи укҫаллӑ вырӑнсене епле валеҫнине сӑнаса тӑракансем Семенов депутата должноҫ пани маларах асӑннӑ партин парламентри фракцийӗ ертӳҫине Игорь Молякова тӳлевлӗ вырӑн парас килменнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Аса илтерер, ку истори пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнченпех тӑсӑлать. 2016 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |