Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗ Александр Андреев Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри пӗрремӗш шкулта пулнӑ. Унта вӑл шкул ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.
Вӗрентекенсемпе калаҫнӑ май Александр Андреев ашшӗ-амӑшӗ пилӗк кунлӑ вӗренӳ кунӗ ҫине куҫарма ыйтнине пӗлтернӗ.
Ҫынсен шухӑшне шута илсе 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ыйтӑм ирттерме палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ йышӑну тусан ҫӗнӗлӗх ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.
Пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрни тусан хӑш-пӗр предмета сахалрах вӗрентме тытӑнассине асӑрхаттараҫҫӗ.
Депутат шкул стадионне тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ӑна е тир хыҫӗнче тумалла, е хальхи стадион вырӑнӗнче.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн ларӑвӗ иртет. Унта хваттерсенче вырсарникун юсав ӗҫӗсем ирттерме чарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Кайран ку ыйтӑва Патшалӑх Канашне пӑхса тухма парасшӑн.
Ҫак улшӑнусене пӑхса тухсан, вӗсене ырласан ӗҫ кунӗсенче 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, вырсарникун, уявсенче хваттерте юсав тунӑшӑн (шавланӑшӑн) ҫынсене 500-1000 тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсен – 1000-1500, юридици сӑпачӗсен 2000-5000 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шӑматкун, ӗҫ кунӗсенче 9-13 сехетсенче, 15-19 сехетсенче юсав тума ирӗк пур.
Кунашкал сӗнӗве Антон Ковалев депутат пуҫарӑвӗпе пӑхса тухасшӑн.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫирӗм тӑваттӑмӗш сессийӗ иртет. Кун йӗркинче пӑхса тухнӑ йышлӑ ыйту шутӗнче кадрсемпе ҫыхӑннисем те пулчӗҫ.
Григорий Данилова парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗнчен хӑтарасшӑн тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, паянхи сессире Григорий Данилова ку пукансӑр хӑварчӗҫ. Ӑна ӗҫрен пӑрахтарма ыйтса комитет пайташӗсенчен чылайӑшӗ ҫырнӑ-мӗн.
Пушаннӑ вырӑна Александр Андреев депатат йышӑнма кӑмӑл турӗ. Комитет пайташӗсенчен пӗри ҫеҫ ӑна хирӗҫ сасӑларӗ, пӗри тытӑнса тӑчӗ. Ыттисем майлӑ пулчӗҫ.
Унтан Валерий Филимонов спикер ыйтӑвне пӑхса тухрӗҫ. Вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн комитечӗсен ларӑвӗсем иртнӗ. Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех Григорий Данилов коммунистпа ҫыхӑннине те сӳтсе явнӑ.
Григорий Данилов депутата Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗнчен хӑтарасшӑн. РФКП пайташӗ ҫак тивӗҫе тӳлевлӗ пурнӑҫланӑ. Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Вячеслав Рафинов ӗнентернӗ тӑрӑх, Данилова должноҫрен хӑтарма ыйтса комитет пайташӗсем ҫырнӑ. Ҫавна май ыйтӑва профиль комитечӗн ларӑвӗнче тишкерсе парламент сессийӗн кун йӗркине кӗртме сӗннӗ.
Паян, сӑмах май, ЧР Патшалӑх Канашӗ сессие пухӑнать. Григорий Данилов шӑпине «халӑх тарҫисем» паян татса парӗҫ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, театрпа кинора вылякан Анатолий Гущин актерпа (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ) РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Леонид Черкесов тӗл пулнӑ.
Парламентари Фейсбкура ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш культурине Раҫҫейре сарас енӗпе темиҫе проекта сӳтсе явнӑ, питӗ кӑсӑклӑ сӗнӳсем пур».
Актера Леонид Черкесов пулӑшуҫипе Владимир Михеевпа РФ Патшалӑх Думине кӑтартса ҫӳренӗ. «Экскурси ирттерме, тӗрӗссипе каласан, йывӑр пулчӗ! Анатолий Александровича палласа илеҫҫӗ те автограф илме ӑнтӑлаҫҫӗ», — ҫырнӑ Леонид Черкесов.
Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ (вӑл коммерци организацийӗн ертӳҫи) 11 миллион ытла тенкӗ налук тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна куншӑн айӑпласшӑн.
Арҫын право статусӗн сӑпачӗ пулнӑ май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва управлени ертӳҫи тунӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, депутат 2015 ҫулӑн 1-4-мӗш кварталӗсенче, 2016 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче налук декларацийӗнче суя кӑтарту ҫырнӑ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе налук экспертизи ирттерӗҫ. Депутатӑн пурлӑхне – машинине, пурӑнмалли мар тӑватӑ ҫурта, икӗ ҫӗр лаптӑкне, пурӑнмалли пӳрте – арестленӗ. Пурлӑх хакӗ пӗтӗмпе 7 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Палӑртмалла: айӑпланакан арҫын налукӑн пӗр пайне, пенисене, штрафсене тӳлесе татнӑ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхне кӗрекен Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем сӗт савучӗ хута ярасшӑннине, юпасем лартма пуҫласан кӑна ҫавӑн пирки вырӑнти халӑх пӗлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Китайри пуянсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче хуҫаланнине хирӗҫ тӑракан вырӑнти халӑх ҫӑхав ҫырнӑ, прокуратурӑран тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатӗнчен Игорь Моляковран пулӑшу ыйтнӑ.
Китай ҫыннисене ҫӗр арендӑна парас ыйтупа халӑхпа пуху та ирттермен, ҫӗре те виҫтермен, РФ Градостроительство кодексӗн ытти нормине те пӑхӑнман иккен. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Стройминӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Игорь Молякова хуравлани тӑрӑх ҫиеле тухнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев коммунистсемпе нумаях пулмасть курнӑҫнӑ чух та ҫӗр ыйтӑвне хускатнӑ. Республика ертӳҫи вӑл ҫӗре никам та никама та сутманнине пӗлтернӗ, тара кам парас тенине уҫӑмлатма шантарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче пурӑнакансем те малашне ҫӗнӗ ФАПа ҫӳреме пуҫлӗҫ. Унти 250-а яхӑн ҫынсӑр пуҫне кӳршӗллӗ Ырашпулӑхӗнчи 120 ытла ҫын та пулӑшу ыйтма унта кайӗ. Паян ФАПа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Сывлӑх сыхлав учрежденийӗн хӗрлӗ хӑйӑвне каснӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумӗ —хысна, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Альбина Егорова, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тата ыттисем пулнӑ.
ФАПа, ҫӗнӗ ытти ҫавӑн пек учреждени евӗрех, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма пандус туса хӑварнӑ.
Фельдшерпа акушер пунктӗнче отрасльти пуян опытлӑ Калерия Иванова ӗҫлет. Тухтӑрта вӑл 38 ҫул ытла тӑрӑшать.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче ӗнер пуҫлӑхсем ылмашнӑ. Ҫук-ха, спикер мар. Парламентри партисенчен пӗрин, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин, ертӳҫине улӑштарнӑ. Асӑннӑ партин депутачӗсен лидерӗ пулма Альбина Егоровӑна шаннӑ. Вӑл — парламентӑн ертӳҫин ҫумӗ.
Альбина Егоровна — Шупашкар районӗнчи Апаш ҫынни. Унтах пурӑнать. Шупашкар район администрацийӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче те тӑрӑшнӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцин ертӳҫинче малтан Вячеслав Рафинов пулнӑччӗ. Сӑмах май, вӑл та — Шупашкар район ҫынни.
«Социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулнӑ май унта та ӗҫ ҫитет. Отставкӑна яма хам ыйтрӑм», — пӗлтернӗ Вячеслав Рафинов Александр Белова журналиста.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществине йӗркеленнӗренпех ертсе пынӑ, кайран РФ Федераци Канашне сенатора суйланнӑ Вадим Николаев тӗлӗшпе тӗпчев пуҫарма йышӑннӑ. Кун пирки «Коммесарнтъ» кӑларӑм пӗлтерет. Унта ҫырни тӑрӑх тӗпчев пуҫарма РФ Следстви комитечӗн Тӗп аппарачӗ хистени сисӗнет.
Аса илтерер, Вадим Николаев хыҫҫӑн предприятине Игорь Мяснянкин ертсе пыма тытӑнчӗ. Кайран хапрӑкра шалу вӑхӑтра тӳлейми, чӑх-чӗп валли апат туянайми пулса кайрӗҫ. Энергоресурссемшӗн те парӑм пухӑнма тытӑнни ҫиеле тухрӗ.Ҫӗнӗ пуҫлӑх тӗлӗшпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май Вадим Николаев ячӗ те сиксе тухнӑ иккен. Предприятие вӑл ертсе пынӑ чух та иккӗленӳллӗ пулӑмсем пулса иртнӗ имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |