Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ҫӗртме уйӑхӗнче етӗрнесем суйлав ирттерӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 05.03.2018 19:01 | 802 хут пӑхнӑ
Политика

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн улттӑмӗш пухӑмри Патшалӑх Канашне депутат суйлассипе Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗнче сасӑлав иртмелле. Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.

Аса илтерер, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Николай Малов депутат чӑваш парламентӗнче «халӑх тарҫи» пулма пӑрахнӑччӗ. Тӗрӗссипе, вӑл халь те депутатах-ха, анчах РФ Патшалӑх Думин. Шӑпах ҫавӑн хыҫҫӑн Николай Малов ЧР Патшалӑх Канашӗнчи должноҫӗпе те, депутат мандачӗпе те сывпуллашрӗ. Чӑваш парламентне вӑл Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗпе 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче суйланнӑччӗ.

Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче хушма суйлав кунне ҫеҫ мар, ӑна хатӗрленсе ирттермелли ӗҫ планне те ҫирӗплетнӗ.

#депутатсем, #Етӗрне районӗ, #политика, #суйлавсем, #Патшалӑх Думи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Николай Малова депутат мандатне панӑ
2017, 06, 22
Патшалӑх Думинче Николай Малов мӗнрен кулӗ?
2017, 06, 27
Анатолий Аксакова Столыпин медалӗпе наградӑланӑ
2017, 08, 05
Шупашкарӑн ҫӗнӗ мэрӗ хула пуҫлӑхӗн хӑйӑвне Варнава митрополитран илнӗ
2017, 10, 03
Николай Малов вырӑнне Валерий Филимонов йышӑннӑ
2017, 12, 03

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org