Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ Алексей Шурчанов айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 200 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Палӑртмалла: Алексей Шурчанов – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов-кӗҫӗнни «Благодать» тулли мар яваплӑ общество директорне Игорь Нарышкина ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗнче тӗп списока кӗртме шантарнӑ, куншӑн унран 547 пин тенкӗ илнӗ. Анчах вӑл хӑйӗн сӑмахне тытман.
Малтан коммерци подкупӗ тесе пуҫиле пуҫарнӑ. Анчах судра ӗҫе урӑх статьяпа (улталани) пӑхса тухнӑ, мӗншӗн тесен Шурчанов-кӗҫӗннин чӑннипе Игорь Нарышкина списока кӗртмелле майсем те пулман.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем виҫҫӗмӗш вулавра Раҫҫейре наци роумингне пӑрахӑҫласси пирки саккун йышӑннӑ. Ҫапла майпа 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗршывра сотовӑй операторсен тарифӗсем пур ҫӗрте те пӗр пекех пулӗҫ. Ку килекен шӑнкӑравсене те пырса тивет. Паллах, чикӗ леш енчен килекен шӑнкӑравсем ромингпа пулӗҫ. Ют ҫӗршыва шӑнкӑравланӑ чухне те ҫапла пулӗ.
Ку пуҫару – «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти лидерӗн Сергей Мироновӑн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулта кӑна (ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ӗнтӗ) Раҫҫей ҫыннисем 36 миллиард тенкӗ перекетлӗҫ.
Роуминга пӑрахӑҫласси пирки калакан саккун проектне парламентӑн аялти палатине 2017 ҫулхи ҫулла пӑхса тухма панӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара кӑҫалхи Ҫӗнӗ ҫула хаваслӑ лару-тӑрура кӗтсе илмӗ.
Ҫулталӑкри чи асамлӑ уява ача-пӑча кӗтет кӑна мар, ӑна аслисем сӗтел хушшинче саркаланса палӑртаҫҫӗ. Тӗрлӗ предприяти-организацире, учрежденире ӗҫлекенсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн корпоратив текен уява пухӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗр чаплӑ кафе-ресторантах хавасланаҫҫӗ вӗсем. Сӗтел ури авӑнмалла апат-ҫимӗҫ саккас панипех ҫырлахмаҫҫӗ, пӗри тепринчен шукӑль тумланса сӑрланма, ҫӳҫе хитрелетме ӑнтӑлать.
Чӑваш Енӗн Правительствинче вара кӑҫал саркаланса ларас темен. Кун пирки Александр Белов журналист пӗлтерет.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи сессине пухӑннӑ депутатсем те уявласа ларман — вӗсене корпоратив пулмассине систернӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем республика правительствине шансах каймаҫҫӗ. Анчах пурте мар. Оппозици текен хӑш-пӗр партин хӑш-пӗр депутачӗ.
Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чӑваш парламенчӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин парламентри фракцийӗн пайташӗ Игорь Моляков республика Элтеперне Михаил Игнатьева правительствӑна шаннипе шанманни пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче тухса калаҫма сӗннӗ. Парламентари республика ертӳҫине ыранхи сессире калаҫтарасшӑн пулнӑ. Игорь Моляков ыйтӑвӗ Чӑваш Енӗн вице-премьерне Владимир Аврелькина йӗрке хуралҫисем тытса чарнине кура ҫуралнӑ.
Парламентӑн президиумӗн паянхи ларӑвне хутшӑннӑ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсем Игорь Моляков сӗнӗвне ырламан.
Паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Элӗкри культура ҫуртӗнче кинозал ӗҫлеме пуҫланӑ. Элӗк район администрацийӗн сайтӗнче ӑна паллӑ пулӑм тесе хакланӑ май культура пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ страница тесех палӑртнӑ.
Кинозала ҫӗнетсе медернизациленӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ача-пӑчапа ҫамрӑксем, аслисемпе тӳре-шара пухӑннӑ. Пуҫлӑхсенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа депутатсем те: ЧР Патшалӑх Канашӗн тата РФ Патшалӑх Думин — пырса ҫитнӗ.
Кинозала федераци гранчӗ шучӗпе юсанӑ. Мускавран элӗксене 5 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ.
Кинозала ҫӗнӗ йышши цифра оборудованийӗпе пуянлатнӑ. Пысӑк экран ҫинче хамӑр ҫӗршыври кинофильмсене те кӑтартмалла. Вӗсен хисепӗ ҫурринчен кая пулмалла мар.
Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Нина Шпилеваяпа асӑннӑ муниципалитетри Первомайски ял тӑрӑхӗн администрацийӗн Елена Шумилова хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Тавлаштараканни — машина имӗш.
Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче суйлава хутшӑннисенчен 100 проценчӗпех Владимир Путиншӑн сасӑланӑ. Ҫавӑншӑн ял тӑрӑхне машинӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Транспорта райадминистрацине куҫарма ыйтнӑ. Транспорт налукне, машинӑна тытса тӑма кирлӗ тӑкака ял тӑрӑхӗн хӑйӗн саплаштармалла-мӗн. Ял тӑрӑхӗн депутачӗсем, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне майлӑ пулнӑ. Ӑна хӳтӗлеме ыйтса вӗсем «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков патне ҫитнӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче планерка иртнӗ, унта Федерацин налук службин инспекцийӗн Шупашкарти пуҫлӑхӗ Станислав Федоров ҫитнӗ. Хӑш-пӗр депутат халӗ те пурлӑх налукне тӳлемен-мӗн. Аса илтерер: пурлӑх тата транспорт налукӗсене раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӳлемелле.
Планеркӑра ыйтусене пӑхса тухӑ хыҫҫӑн Станислав Федорова сӑмах панӑ. Вӑл трибуна умне тӑрса налук парса татман депутатсене ятран каласа тухнӑ. «Депутатсен списокӗ пысӑк. Пӗтӗмӗшле парӑм – 400 пин тенке яхӑн. Шӑпах налуксенчен хула хысни йӗркеленет», - палӑртнӑ Станислав Федоров.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков депутатсене часрах налук тӳлеме чӗнсе каланӑ. Хула пуҫлӑхӗ Егений Кадышев та «намӑс» списока лекнисемпе калаҫса илме шантарнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине либерал-демократсен партийӗнчен, РФ коммунистсен партийӗнчен тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партинчен суйланнӑ депутатсем РФ Конституци судне ыйтупа тухнӑ. Вӗсем пенси реформи РФ Конституцийӗпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тишкерттересшӗн. Ку хыпара «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ.
Парламентарисем пенси ҫулне ӳстерни ҫӗршывӑн тӗп саккунӗпе килӗшсе тӑни пирки иккӗленеҫҫӗ. Кунта сӑмах арҫынсен пенси ҫулне 60-та 65-е, хӗрарӑмсенне 55-рен 60-а ҫитерни пирки пырать. Вӑл халӑхрпа нумай шӑв-шав ҫуратрӗ, ҫынсем митингсене те тухса пӑхрӗҫ. Маларах асӑннӑ виҫе партин депутачӗсем Конституци халӑхӑн правипе ирӗклӗхне пӗтерекен е хӗсекен саккунсем йышӑнма ирӗк паманнине палӑртаҫҫӗ иккен.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутатне Антон Ковалев водитель прависӗр хӑварма йышӑннӑ. Вӑл машина рулӗ умне 1,5 ҫул лараймӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Антон Ковалева Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче чарнӑ. Унӑн ҫӑварӗнчен эрех шӑрши кӗнӗ, куҫӗ, ӳчӗ хӗрелнӗ, хӑй утнӑ чухне тайкаланнӑ. Депутат медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Хӑй вара судра ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: документсене ылмаштарасран хӑранӑ имӗш. Ара, вӑл политкӑра, общество ӗҫӗнче ӗҫлет-ҫке-ха та.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑснине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов та хутшӑннӑ. Парламентарипе «Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн» пуҫлӑхӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Елена Бадаева хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки сӑмах хускатнӑ.
Елена Бадаева РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев патне усламҫӑсене пулӑшмалли саккунпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӑсатнӑ иккен. Анчах Мускавран хурава ҫур ҫултан та кӗтсе илеймен. Елена Бадаева суту-илӳ павильонӗсем вырнаҫнӑ ҫӗре аукционсӑр илме ӗмӗтленет-мӗн.
Валентин Шурчановпа Елена Бадаева мӗн ҫинчен сӑмахлани пирки сессие хутшӑннӑ Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |