И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн проректорӗ Марина Кожанова ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Унпа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тӗп корпус умӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ.
Марина Борисовна паян, юпан 2-мӗшӗнче, куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, ЧППУн воспитани тата социаллӑ ыйтусемпе ӗҫленӗ проректор чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ.
2008-2011 ҫулсенче Марина Кожанова шкул умӗнхи вӗрентӗвӗн теори тата методика кафедрине ертсе пынӑ. 2011 ҫултанпа паянхи кунччен проректор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Марина Кожанова 57 ҫул тултарнӑ. Вӑл педуниверситет ректорӗн пуканне йышӑнма пултарнӑ кандидатсенчен пӗри пулнӑ.
Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпах Патӑрьелӗнчи ӳнер шкулӗн Сӑкӑтри уйрӑмӗнче пултаруллӑ ачасене аталанма майсем туса парас, вӗсен ӑсталӑхне уҫса палӑртас тӗллевпе ҫамрӑк художниксен урокӗсем иртеҫҫӗ. Уроксене Владимир Горбунов ертсе пырать. Кун пирки Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ӳнер шкулӗн филиалӗ Сӑкӑт шкулӗнче чылай ҫул ӗҫлет. Ҫак пултарулӑх ҫулӗпех малалла кайнисем те пур иккен. Паян та кунта алла сӑрӑ-кӑранташ тытнисем — ҫирӗм тӑваттӑн. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса час-часах малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса те таврӑнаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ «Асамат кӗперӗ» ачасен уявӗнче Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова, Екатерина Тестова, Лия Чернова арт-площадкӑра пулса хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарнӑ, Тав хучӗ илме тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикинче федерацин «Ты – предприниматель» (чӑв. Эсӗ — усламҫӑ) программине пурнӑҫласа Шкулти усламҫӑ марафонӗ малалла пырать тесе пӗлтерет ЧР Вӗренӳ министерстви.
Аслӑ класра вӗренекенсем валли уҫӑ уроксем, професси ҫулне кӑтартмалли тестсем йӗркелеҫҫӗ. Усламҫӑ ӗҫне пуҫармаллипе ирттерекен вӗренӳ курсӗсене усламҫӑсем, психологсем тата бизнес-тренерсем, Чӑваш Республикинчи усламҫӑсене хӳтӗлекен аппарат специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Усламҫӑ пулма вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасене «Эсӗ — усламҫӑ» программӑна хутшӑннине ӗнентерекен сертификатсем парӗҫ.
Уҫӑ уроксене 14–17 ҫулсенчи 800 ытла шкул ачи хутшӑннӑ, вӗсенчен 100-шне усламҫӑ пулма вӗрентме суйласа илнӗ. Юпа уйӑхӗнче ачасемпе ӗҫлӗ вӑйӑ ирттерӗҫ тата усламҫӑ проекчӗсен конкурсӗ йӗркелӗҫ.
Киле вӑрҫса-ятласа хӑваламан та, анчах ача пахчинче юсав тесе Улатӑрти «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекен шӑпӑрлансене эрнекунсерен 12 сехетре киле ӑсатма тӑрӑшнӑ. Илсе каяйманнисен ачисем дежурство ушкӑнӗнче юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ача пахчине хӗрсе кайсах юсанӑ: сӑрламаллине сӑрланӑ, шуратмаллине шуратнӑ, стенасене йӗркене кӗртнӗ, урай сарнӑ.
Ҫур кунта киле илсе кайсан та ашшӗ-амӑшӗнчен укҫана тулли куншӑн илнӗ.
Кӑлтӑка вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.
Ҫитменлӗхшӗн ача-пӑча пахчин ертӳҫине Роспотребнадзор 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫав вӑхӑтрах прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе те асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Унта кӑлтӑка пӗтермеллине палӑртса ҫырнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем географие мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултарӗҫ. Халӗ акцие ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ.
Ку акци Раҫҫейӗпех иртет. Кӑҫал вӑл виҫҫӗмӗш хут йӗркеленет. Ҫавӑн пекех географи диктантне ют ҫӗршывра та ҫырӗҫ. Вӑл вырӑнти вӑхӑтпа 12 сехетре пуҫланӗ.
Диктантра 30 тест заданийӗ пулӗ. Вӗсене виҫӗ блока уйӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче – терминсемпе географи ӑнланӑвӗсем, иккӗмӗшӗнче – карттӑпа ӗҫлесси, виҫҫӗмӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсене кун кӗнкинче тата илемлӗ хайлавсенче ҫырнӑ объектсене палӑртасси.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта диктанта икӗ лапамра ҫыртарӗҫ: Чӑваш наци музейӗнче тата Республикӑри ача-пӑча вулавӑшӗнче.
Шупашкар хула администрацийӗ шкул хута ямашкӑн ҫӗр харпӑрлӑха илнӗ. Ҫӗнӗ пӗлӳ шкулӗ «Садовый» микрорайонта пулӗ. Унччен ку лаптӑка суд приставӗсем арестленӗ пулнӑ.
Ҫӗнӗ шкулта 1650 ача вӗренӗ. Вӑл 33,9 пин тӑваткал метра йышӑнӗ. Укҫа-тенке ӑҫтан уйӑрассине палӑртсанах ӑна хута яма тытӑнӗҫ.
1650 ачана йышӑнма пултаракан шкулӑн проекчӗ хатӗр ӗнтӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсемпе «тӳрӗ лини» ирттернӗ чухне те пӗлтернӗ.
Малтан «Волжский-3», «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул тӑвӗҫ. Унтан тин «Садовый» микрорайонта тума пуҫлӗҫ.
Ҫапла, вӗренӳ ҫулӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫав ятпа унта республика тата район шайӗнчи тӳре-шарапа депутатсем пухӑннӑ.
Тепӗр икӗ ҫултан 85 ҫул тултаракан шкулта кӑҫал тӗплӗ юсав пуҫласа янӑ. Кун валли «кӗмӗле» республика хыснинчен те, хуларинчен те уйӑрнӑ. Малтан асӑннинчен — 20 миллион тенкӗ, вырӑнти бюджетран — 2 миллион тенкӗ.
Хула администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, юсава пуҫличчен республикӑн Культура министерствипе те хӑш-пӗр хута ҫураҫтарма тивнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унта Донецкри госпитале куҫарса килнӗ иккен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсен варринче шкул ҫуртне республика пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхне кӗртнӗ.
Килес ҫул шкулта юсав ӗҫне малалла тӑсмалла. Ҫурта тунӑранпа тӗплӗ юсав пӗртте пулман иккен.
Шупашкарти 59-мӗш шкулта вӗрентекенсем ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтараҫҫӗ тесе ЧР прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Ведомство ку хыпара ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш классенче йӗркеленнӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ пуҫарнипе шкулти пӳлӗмсенче юсама, чӳречесене улӑштарма, сӗтел-пукан туянма тата хуралҫӑ тытма укҫа пухнӑ. Нухрат шкул счечӗ ҫине куҫман, комитет пайташӗн аллине лекнӗ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенкӗ мӗнле расхутланнине пӗлеймен.
Пӗрремӗш класс ачисен ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенке шкул ӗҫченӗсем вӑйпах пуҫтарма хушнине ҫирӗплетмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Материала следовательсене процессуаллӑ тӗрӗслев йӗркелеме ярса панӑ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енри шурсухалсем республикӑри наци политикине Чӑваш Наци вулавӑшне пухӑнса сӳтсе явӗҫ. Кун пирки Ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял Чӑваш халӑх сайчӗн журналистне Нелли Пальмовӑна ӗнер пӗлтернӗ.
Лару тӗллевӗ — наци чӗлхисене урӑх халӑх ҫыннисене вӗрентнине ирӗксӗрлени вырӑнне хаклакансем тухса кайнине сӳтсе явасси. Пусахлани тенипе Виталий Станьял ӑсчах пӗр енчен килӗшет — ҫынна пусмӑрлани ырӑ япала мар. Анчах шкул программинчи предмета ирӗксӗрлени вырӑнне йышӑна пуҫласан ачамӑрсене вырӑсла та, акӑлчанла та, тутарла та, чӑвашла та, хӑшӗсене вара физикӑпа химие те вӗрентмелле мар, мӗншӗн тесен вӑл предметсем те теприсене кирлӗ пулмӗҫ.
Наци республикинче пурӑнса унти халӑха тата унӑн культурине хурланине Виталий Станьял культурӑсӑрлӑх тесе хаклать.
Шупашкарта 11 ҫулти ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен ҫырнӑччӗ. Кӗскен илсен, ӗҫӗ-пуҫӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ: 37-мӗш шкула вырнаҫтарма кайсан шкул ертӳҫисем ачан прописки пирки тата ахаль шкулта та вӗренме пултарнине ҫирӗплетекен справка ыйтнӑ. Вӗсене хатӗрлесе ҫитерсен шкул директорӗ вырӑн юлман тесе йышӑнман имӗш. Ашшӗ-амӑшӗ ҫитнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнче те вырӑн ҫук тесе хуравланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ачан хӳттине кӗме тӑрӑшнӑ — ӑна 47-мӗш шкула ҫирӗплетнӗ. Анчах вырӑна ҫитсен тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — 11 ҫулхи Сашӑна тӳре-шара хӗрача ячӗпе ҫырса хунӑ иккен.
Ачана авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулари 17-мӗш шкула илнине Шупашкарти вӗренӳ управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Пӑтӑрмах пирки вӗренӳ управленийӗ те, прокуратура та тӗрӗслев ирттерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |