2019 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче регионсем шайӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури олимпиади иртнӗ.
Олимпиадӑна Чӑваш республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенче
9-11-мӗш классенче вӗренекен 164 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 85-шӗ чӑваш чӗлхипе литературине вырӑс шкулӗн программипе вӗренеҫҫӗ, 79-шӗ — республикӑри чӑваш шкулӗсенчен.
Республика тулашӗнчен олимпиадӑна пурӗ 10 вӗренекен килнӗ: Тутар Республикинчен – 2-ӗн, Пушкӑрт Республикинчен – 4-ӑн, Чӗмпӗр облаҫӗнчен – 4-ӑн. Вӗсем чӑваш чӗлхипе тата литературипе питӗ кӑсӑкланаҫҫӗ, юратса вӗренеҫҫӗ. Ҫакна олимпиадӑра аван кӑтартнӑ.
Олимпиадӑна килнӗ ачасем Шупашкарти паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ.
Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗнче Тӑван чӗлхе кунне ҫулсеренех уявлаҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна ирттернӗ.
Хальхинче ачасене тӑван чӗлхе ҫынна мӗн тума кирлине хуравлама ыйтнӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсен хуравӗ уйрӑмах тӗлӗнтернӗ те , савӑнтарнӑ та.
Ыйтӑма хутшӑннӑ ултӑ ҫулхи хӗрача, акӑ, ҫапларах хуравланӑ: «Тӑван чӗлхе ҫынна ӑслӑ пулма кирлӗ!». Пилӗк ҫулти хӗрача вара: «Тӑван чӗлхе ҫынна киленӗҫ кӳрет», — тесе шухӑшлать. Тӑххӑрти хӗрача вара амӑшӗпе тата кукамӑшӗпе тӑван чӗлхепе калаҫнине пӗлтернӗ. «Эп вӗсене ӑнланнишӗн вӗсем савӑнаҫҫӗ, хамӑн вӑрттӑнлӑха уҫма май пур», — тенӗ хайхи. «Нумай халӑх чӗлхине пӗлекенӗн пуҫ мими пултаруллӑ, мӗншӗн тесен унӑн нейрон ҫыхӑнӑвӗ ытларах», — ҫавӑрттарса хунӑ 12-ри хӗрача.
РФ строителсьвто тата ЖКХ министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис Чӑваш Енре ӗҫлӗ визитпа икӗ кун пулнӑ. Вӑл ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа пӗрле «Хӑтлӑ хула таврашне йӗркелесси» тата «Ӑслӑ хула» проектсене сӳтсе явнӑ.
Андрей Чибис каланӑ тӑрӑх, Шупашкар «Ӑслӑ хула» проектпа сӑнав хуласенчен пӗри пулӗ. Кунашкал федераци программине Ӗпхӳ тата Ижевск кӗнӗ ӗнтӗ.
РФ Строительство министерстви Раҫҫейри 100 ытла хулара «ӑслӑ технологисем» хута ярасшӑн. Ҫавна май Андрей Чибис Чӑваш Енри пӗр аслӑ шкулта «Смарт-сити» факультет уҫма сӗннӗ. Палӑртмалла: кунашкалли хальлӗхе ниҫта та ҫук. «Ку – пысӑк технологиллӗ вырӑнсем, ҫакӑ пултаруллӑ ҫамрӑксене, ҫав шутра – программистсене, инженерсене, республикӑрах юлмалли майсем туса парӗ», - тенӗ министр ҫумӗ.
Паян Раҫҫей Президенчӗ Федераци Пухӑвне Ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ Владимир Путин каланисенчен педагогсене миллионшар тенкӗ уйӑрса пулӑшас шухӑшлине палӑртасшӑн.
Ҫамрӑксем хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче те, регионсен тӗп хулисенче те вӗренеҫҫӗ. Ҫавсен хушшинче вӗрентекен профессине суйласа илнисем те пур. Анчах вӗсем яла талпӑнниех сисӗнмест. Пысӑкрах хуласене иленнисем яла мар, пӗчӗкрех хуласене те каясшӑнах мар.
Владимир Путин «Земство учителӗ» программа йышӑнасшӑн. Ҫӗршыв ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ӑна 2020 ҫултан хута ярасшӑн. Ҫапла вара яла е пӗчӗк хулана ӗҫлеме куҫса каякан педагогсене хыснаран миллионшар тенкӗ укҫа парса пулӑшасшӑн.
Чӑваш кӗнеке издательствипе Мускаври «ДЕТИЗДАТ» тулли мар яваплӑ общество «Сыпӑкӑн вулатпӑр» ярӑмри кӗнекесене хатӗрленӗ. Вӑл — шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли. Кашни кӑларӑма пиншер экземпляр тиражпа пичетленӗ. Ҫӗнӗ ярӑм ашшӗ-амӑшӗ, ачасене вулама вӗрентекен педагогсем валли вырӑнлӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Елена Ермолован «Дельфин ҫурипе чарлан» юмахӗ хумпа выляма юратакан пӗчӗк дельфинпа паллаштарать. Пӗррехинче ӑна шурӑ чарлан хӗвел ҫутинче шыва кӗме сӗнет, вара ӗмӗт пурнӑҫланасса пӗлтерет. Ку хайлава Ольга Федорова чӑвашла куҫарнӑ, художникӗсем – А. Глебов тата И. Глебова.
Александр Фёдоров-Давыдовӑн «Ал арманӗ» чухӑн карчӑк-старикпа паллаштарать. Ӑна Ольга Иванова чӑвашла куҫарнӑ.
Редьярд Киплингӑн «Слон ҫурин хобочӗ мӗншӗн вӑрӑм» хайлавне те чӑвашла сыпӑкӑн вулама май пур. Константин Ушинскин «Ачасем вӑрмана кайни» — пӗр тӑван ачасемпе ҫинчен.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти артист, вӑлах — доцент, ҫынсене хӑрама пӑрахтарӗ. Сӑмахӑмӑр — сцена ҫине е халӑх умне тухса калаҫакансем пирки.
Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн преподавателӗ, Вырӑс драма театрӗн артистки, Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лариса Родик «Проблемы и мастерство публичного выступления» (чӑв. Халӑх умӗнче калаҫассин ыйтӑвӗсемпе ӑсталӑхӗ) темӑпа 14 сехетре хӑй ӗҫлекен театрта лекци вулӗ тата ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тарӑх, Лариса Родик хӑйӗн пултарулӑхне РФ халӑх артистки, РФ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ М.С. Брусникина профессор (вӑл — Мускавран) патӗнче туптанӑ.
Лариса Родик ирттерекен ӑсталӑх сехечӗпе лекцийӗ Вырӑс драма театрӗ «Театр педагогики» вӗренӳ программине пуҫарнипе ҫыхӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта «Нимеҫӗсен шкулӗ. Сывӑ хула» вӗренӳ проекчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пуҫарнипе пурнӑҫланать.
Ҫак шкулта сывӑ пурнӑҫ йӗркине саракан, шкул ачисемпе студентсене пирус туртнин, алкоголизм, наркомани сиенӗ пирки каласа кӑтартакан нимеҫӗсене хатӗрлӗҫ. Вӗсем усӑ курма юраман рекламӑпа та кӗрешӗҫ. Ҫаксем пирки ӑнлантарса панӑ чухне йӑлтах вӑйӑ евӗр йӗркелӗҫ. Нимеҫӗсем уроксене квест евӗр ирттерӗҫ. Ку ҫӗнӗ форма лайӑхрах усӑ парӗҫ тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫак шкулта вӗренме кӑмӑл тунӑ 100 ҫынран 30-шне суйланӑ ӗнтӗ. Хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулӗ ку вӗренӳ: ҫын умӗнче калаҫма, тӗрлӗ мероприяти йӗркелеме хӑнӑхӗҫ.
Чӑваш Ен 2 миллион тенкӗ тӑракан 27 шкул автобусӗ туянасшӑн. Ку тӗллевпе 54 миллион та 621 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Автобус хакӗсем унта, тен, кӑштах йӳнелӗҫ те.
Документацире палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссен кӑҫал туса кӑларнисем пулмалла. Кусӑр пуҫне унта 20 ача вырнаҫтӑр. Транспортра цифра тахографӗ, ГЛОНАСС, маяк, ЭРА-ГЛОНАСС пулччӑр. Документацире автобус калӑпӑшне, мӗнле двигатель пулмаллине палӑртман.
Аукционра ҫӗнтернӗ организаципе килӗшӳ тӑвӗҫ. Кун хыҫҫӑн унӑн 60 кунра автобуссене Шупашкарти оперӑпа балет театрӗ умне килсе лартмалла.
Шкулти бассейнра ача путса вилнӗшӗн шкул директорӗ пулнӑ ҫынна суд тунӑ. Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнчи бассейна иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑхӑтлӑха ӗҫлеме чарнӑччӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче бассейнра ача путса вилни. 9 ҫулти арҫын ача тӑр кӑнтӑрла, 10 сехет ҫурӑра, куҫ хупнӑ.
Инкек хыҫҫӑн тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче спорт шкулӗнчи ишмелли тӳлевлӗ бассейнра хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Унта тухтӑр та, инструктор та пулман. Ҫӑлав хатӗрӗсене те туянман.
Спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын хай айӑпне тунман. Суд ӑна хупса хумасӑр икӗ ҫуллӑха явап тыттарма тата вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫинче ӗҫлеме ҫулталӑклӑха чарма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Чӑваш Енре пултаруллӑ ачасен центрӗ пулӗ. Вӗсене тупса палӑртса, унтан аталантарма пулӑшма паян, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, йышӑннӑ. Капла утӑма Сочире ҫак кунсенче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумӗ вӑхӑтӗнче тунӑ.
Пултаруллӑ ачасен центрне «Сириус» центр евӗрлӗрех йӗркелесшӗн. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗпе «Пултарулӑх тата ӑнӑҫу» вӗренӳ фончӗ хушшинче ҫирӗплетнӗ килӗшӳре пӑхса хӑварнӑ. Хута Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата асӑннӑ фонд ертӳҫи Елена Шмелева алӑ пуснӑ.
Ҫӗршывӗпе паллӑ «Сириус» вӗренӳ центрне те, сӑмах май, «Пултарулӑх тата ӑнӑҫу» вӗренӳ фончех йӗркеленӗ. Ку вӑл 2015 ҫулта пулса иртнӗ. «Сириус» вӗренӳ центрӗнче паян Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 800 ача пултарулӑха туптать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |