Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Николай Айзман – драматург тата театр ӗҫченӗ» ҫавра сӗтел иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.12.2020 11:27 | 1218 хут пӑхнӑ
Культура

Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Николай Айзман – драматург тата театр ӗҫченӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна чӑваш драматургӗ, режиссерӗ, актерӗ Николай Айзман ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие вулавӑшӑн Ютубри страницинче пӑхма май килӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.

Ҫавра сӗтеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем, Ирина Кириллова тата Вера Никифорова литературоведсем, хутшӑнӗҫ. Николай Айзман пьесисемпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ спектакльти сыпӑксене те кӑтартса илӗҫ. Асӑннӑ театрта, сӑмах май, Николай Айзман 100 ытла роль калӑпланӑ, 30 ытла спектакль лартнӑ. Унӑн пьесисемпе халӑх театрсем те спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ.

Николай Айзманӑн пичетленнӗ пӗрремӗш пьеси — «Йӑмраллӑ ялта». Пӗтӗмпе вӑл 60-а яхӑн драма произведенийӗ ҫырнӑ.

#ҫыравҫӑсем, #драматургсем, #вулавӑшсем, #театрсем, #ҫавра сӗтелсем, #юбилейсем, #ЧПГӐИ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 7518.5.3329
2020.12.12 12:53
Agabazar
Мĕншĕн-ха чăвашăн карттусĕ çумне ялан темле «эдельвейс» çыпăçтарасшăн?
Agabazar // 7518.5.3329
2020.12.12 12:55
Agabazar
Ĕçчен мар, ĕçлевçĕ темелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем