Ҫулсем иртсе пынӑ май, шел те, ветерансем сахалланса пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри вара ватлӑха, сывлӑх хавшанине пула Ҫӗнтерӳ кунӗнче парад тухса кураймасть, уявпа киленеймест.
Самар хулинче кун пек ветеренсене уявпа саламламалли мел тупнӑ. Унти ҫар ҫыннисем 92 ҫулти Зиновий Хайкина балкон айӗнче оркестрпа саламланӑ.
Ҫакна кура Чӑваш Енри ветерансене те, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче килтен тухайманнисене, савӑнтарӗҫ: вӗсен чӳречи айӗнче ятарласа вӗсем валли Ҫӗнтерӳ парачӗ йӗркелӗҫ. Ҫакна ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тума хушнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫӳл ҫитет. Ҫавна май вӑрҫӑ ветеранӗсене федераци бюджечӗ шучӗпе 75-шер пин тенкӗ парӗҫ. Кунсӑр пуҫне республика хыснинчен те укҫа уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Правительствинче паян ирпе ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вӑрҫа хутшӑннисене 25-шер пин тенкӗ хушма укҫа уйӑрассине ырланӑ. Ун валли хыснара укҫа тупма май пур иккен. Ҫапла вара Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсем 100-шер пин тенкӗ илӗҫ.
Олег Николаев Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗхӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизаровӑна тивӗҫлӗ саккун проектне вӑраха хӑвармасӑр хатӗрлеме хушнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Раҫҫей чукунҫулӗ акци пуҫарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ.
Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ.
Сӑмах май, хулаҫум пуйӑсӗсенче те ку акципе усӑ курма пулать.
Нумаях пулмасть, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РФ президенчӗ Владимир Путин Питӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата патриотлӑх пӗрлешӗвӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Владимир Владимирович унта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май ветерансене 75 пин тенкӗ парассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, ытти ҫул уяв умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ, тыл ӗҫченӗсене – 5 пин тенкӗ.
«Пӗлетӗр-и: паян кунта килнӗ чухне кун пирки шутларӑм, пуҫа ансат шухӑш килчӗ. Мӗн пирки вӑл? Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа эпир ку хисеппе ҫыхӑннӑ пулӑшу парӑпӑр: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата ҫак категорипе танлаштарнисене 75-шер пин тенкӗ парӑпӑр, тыл ӗҫченӗсене – 50 пин тенкӗ», - тенӗ Владимир Путин.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ветеранӗн Владислав Хоменкӑн тӑлӑх арӑмӗ Нина Федоровна мӑшӑрӗн медалӗсене Шупашкарти Пушар хуралӗн музейне парнеленӗ.
«Ку наградӑсене ҫамрӑксене воспитани пама парнелетпӗр, пулас ӑру Тӑван ҫӗршыва мӗн тери юратма май пуррине пӗлтӗр», - тенӗ Нина Федоровна. Унӑн мӑшӑрӗ Владислав Арсентьевич пӗлтӗр 89 ҫул тултарнӑ, вӑл Украинӑри Киев облаҫӗнчи Умань хулинче ҫуралнӑ.
1941 ҫулта ашшӗне вӑрҫа ӑсатнӑ хыҫҫӑн Владислав Хоменкӑн ҫемйине эвакуациленӗ. Харьков облаҫӗнче вӗсем ҫине бомбӑсем ӳкме пуҫланӑ, унта арҫын ача ҫемйине ҫухатнӑ. Владислав кун хыҫҫӑн партизансен отрядне лекнӗ.
Шел те, Владислав Арсеньтевич нумаях пулмасть, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, вилнӗ. Унӑн медалӗсене халӗ музейре пурте курма пултарӗҫ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Владимир Шуряков спортсмен Кире пуканӗ йӑтассипе Сербинче ирттернӗ тӗнче чемпионатӗнче пилӗк ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Шӑмӑршӑ район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортӑн маларах асӑннӑ енӗпе тӗнчен юбилейлӑ, вуннӑмӗш, чемпионачӗ Серби Республикинчи Нови Сад хулинче чӳк уйӑхӗн 6-10-мӗшӗсенче иртнӗ. Наградӑсемшӗн 38 ҫӗршыври 600 ытла спортсмен тупӑшнӑ. 70 ҫултан аслӑраххисен ушкӑнӗнче Владимир Шуряков 5 ылтӑн медале тата кубока тивӗҫнӗ.
Владимир Шуряков – кире пуканӗ йӑтассипе ветерансем хушшинче темиҫе хут тӗнче, Европа, Раҫҫей, Чӑваш Ен чемпионӗ. Вӑл Гиннес рекорчӗсен кӗнекин рекордсменӗ. Кире пуканӗ йӑтассипе спорт мастерӗ, йывӑр атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 91 ҫулти Никитин Михаил Никитич ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна халӗ те тупаймаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн ӑс-тӑнӗ арпашӑнать, хӑй ӑҫта пулнине пӗлмест.
Ватӑ ҫынна полицейскисем те шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем вӑл ҫухалнӑ кунах заявлени ҫырнӑ. «Унччен те вӑл ҫухалкаланӑ, анчах ӑна 1-2 кунран тупаттӑмӑрччӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ ветеранӑн мӑнукӗ Наталья.
Михаил Никитич 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫухалнӑ кунхине вӑл фуражка, хура пальто, шурӑ ҫӑмран ҫыхнӑ кофта, кӑвак шӑлавар, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ветеран пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 02 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Чӑваш Ене 41,3 миллион тенкӗ килнӗ. Ку укҫа-тенкӗпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем валли ҫурт-йӗр туянӗҫ. Нухрата РФ Президенчӗ ҫу уйӑхӗнчи хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ.
Ку укҫа-тенкӗпе республикӑри 20 ветеран валли ҫурт-йӗр туянма кайӗ. Кун пирки ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтерет. Кашнине ҫурт хӑпартма е туянма 1,2 миллион тенкӗ парӗҫ.
Каласа хӑвармалла: 9 ҫулта Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 6026 ветеранне пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтернӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Михаил Григорьевич Сорокин Шупашкарти «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексне автомобиль парнеленӗ. 120 пин ҫухрӑм чупнӑ машина - 1974 ҫулта кӑларнӑскер.
Ҫак ретро-машинӑпа Сорокинсен виҫӗ йӑхӗ ҫӳренӗ. «Тимӗр урхамах» халӗ те чупать. Халӗ вӑл ав музейре вырӑн тупнӑ.
«Москвич 412» автомобиль музейре Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсен канашӗ пулӑшнипе тупӑннӑ. Вӗсем кунта килсе курчӗҫ, вӗсене килӗшрӗ. Анчах музей умне пысӑках мар палӑк лартма сӗнчӗҫ. Тӗслӗхрен, Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ автомобиле. Эпир шырарӑмӑр та хӑвӑрт тупрӑмӑр», - ҫапла каласа кӑтартнӑ «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексӗн ертӳҫи Николай Адёр «Чӑваш Ен» ПТРК корреспондентне.
Машинӑна пӗр кунра Муркаш районӗнчен илсе килнӗ, сӑрланӑ. Михаил Сорокин вара музейпе паллашнӑ. Унта Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ 5 пин ытла япала вырӑн тупнӑ. Ретро-автомобиль вара – чи пысӑккисенчен пӗри.
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен Италири Турине хулинче Ветерансен Европӑри IV вӑййисем иртнӗ. Унта «Мастерс» категорири 6 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енри ҫын та пулнӑ.
Спортсменсене ӑмӑртма 20-е яхӑн спорт объектне хатӗрленӗ. Ветерансем вӗсенче спортӑн 29 енӗпе наградӑсемшӗн ӑмӑртнӑ.
Европӑри тата ытти континентри вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсен йышӗнче пирӗн тӑрӑхри Николай Иванов пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын 47 ҫӗршыври 1084 спортсмен хушшинче ӑмӑртнӑ. 60 ҫултан аслӑрах спортсменсем хушшинче вӑл 10 тата 21 километра чупса кӗмӗл медальсене, 5 километра тупӑшса «бронзӑна» тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |