Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра парад нихӑҫанхинчен вӑйлӑрах иртессе шантараҫҫӗ. Унта пирӗн ентеш Иван Торин ветеран хутшӑнӗ.
Иван Тимофеевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Совет ҫарне илнӗ. Вӑл танк ҫарӗсенче ҫапӑҫнӑ. Курск пӗккинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл. 1943 ҫулхи кӗркунне Кейӳне ирӗке кӑларнӑ чухне йывӑр аманнӑ. 1945 ҫул пуҫламӑшӗнче Иван Торина, III ушкӑн сусӑрне, демобилизациленӗ.
Ветеран халӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑнать, шкул ачисемпе тӗл пулса йывӑр тапхӑра аса илет. Иван Тимофеевича II степень Тӑван ҫӗршыв орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.
Иван Торин Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче сывлӑхне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Вӑл парада хутшӑнма хатӗр. Мускава Раҫҫейри мӗнпур регионти ветерансем ҫитӗҫ.
Сӑмах май, парада 16,5 пин ҫар ҫынни, 201 ҫар техники, 143 вертолетпа самолет хутшӑнӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май ветерансене тӗрлӗ пулӑшу кӳме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫул ҫинче тӳлевсӗр илсе ҫӳреҫҫӗ кӑна мар-мӗн. Канаш хулинчи парикмахерскисем вӑрҫӑ ветеранӗсене ҫӳҫ те тӳлевсӗр касаҫҫӗ иккен. Е хака вӗсемшӗн 30-50 процент чакараҫҫӗ вӗсем.
Ку акцие Канашри 40 ытла парикмахерски хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне пушмак юсакан темиҫе мастерской ветерансене, тыл ӗҫченӗсене тӳлевсӗр йышӑнать-мӗн.
Ҫӳҫе хими тума е сӑрлама ҫур хакпа пулать. Кастармашкӑн — тӳлевсӗр. Пушмака юсаттармашкӑн хака 30-50 процент чакараҫҫӗ. Акци ҫу уйахӗн 1-10-мӗшӗсенче кӑна пулӗ.
Ҫавӑн пекех Канашри 2-мӗш мунчара ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене ҫур хакпа ҫӑвӑнтараҫҫӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗччен «Ростелеком» ветерансене, вӑрҫӑ сусӑрӗсене полкра пӗрле пулнисемпе, аякра пурӑнакан тӑванӗсемпе, юлташӗсемпе тӳлевсӗр ҫыхӑнма май туса парӗ.
Ветерансем телефонпа тӳлевсӗр 70 минут таранах калаҫма пултарӗҫ. Вӗсен Раҫҫейри пӗр-пӗр региона, хулана, ҫывӑхри ют ҫӗршывсене (Украина, Беларуҫ, Молдова, Казахстан, Узбекистан, Таджикистан, Кӑркӑстан, Туркменистан, Азербайджан, Эрмен, Латви, Литва, Эстони, Грузи, Абхази, Кӑнтӑр Осети) шӑнкӑравлама май пур. Килтен те, ятарлӑ учрежденисенчен те (госпиталь, ветерансен ҫурчӗ тата ытти те) шӑнкӑравлама пулать.
Ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта телеграммӑсене те тӳлевсӗр яма пулать.
Ака уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫулсерен иммунизаци эрни иртет. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫал тухтӑрсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене прививка тӑвӗҫ.
Ку вакцина пневмококковлӑ инфекцие хирӗҫ пулӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, микробсем ватӑ ҫынсен ӳпкине шыҫӑнтараҫҫӗ. Кунашкалли ан пултӑр тесе шурӑ халатлӑ специалистсем прививка тума сӗнеҫҫӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина каланӑ тӑрӑх, вакцинопрофилактика халӑха 80 процентран кая мар хӳтӗлет.
Ҫитес вӑхӑтра республика хыснинчен пневмококковлӑ вакцина туянмашкӑн 3 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Республикӑри мӗнпур ветерана прививкӑна тӳлевсӗр тӑвӗҫ.
Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫӗнӗ обелиск тума пуҫланӑ. Унччен пулни кивелнӗ те ун вырӑнне ҫӗннине купалас тенӗ. Ӗҫе районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Святослав Иванов тата «Красное Сормово» тулли мар яваплӑ общество ертсе пырать иккен. Обелиска Вячеслав Семенов, Алексей Данилов тата Юрий Иванов хӑпартаҫҫӗ.
Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса ҫӗнӗрен палӑк лартнине Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче вилнине асра тытас тенипе сӑлтавлаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине вӑл енчи виҫӗ ялтан — Яманакран, Ешкилтрен, Ҫирӗклӗрен 258 ҫын тухса кайнӑ. Каялла 141-шӗ кӑна таврӑннӑ, ыттисем пурте вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме Кӗҫӗн Шетмӗ тӑрӑхӗнче пӗр ветеран та хутшӑнаймӗ — паянхи кун тӗлне вӗсем пурте леш тӗнчене кайма ӗлкӗрнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси вӑтам шкулӗнче историпе акӑлчан чӗлхи эрни пынӑ май Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫул ҫитнине халалланӑ уҫӑ уроксене тыл ветеранӗсене йыхравланӑ. Унта Ангелина Исакова тата Ираида Яковлева пулнӑ.
5, 8, 9, 10 классенче вӗренекенсем литература, истори, акӑлчан чӗлхи урокӗсенче тыл ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ. Тӗл пулӑва килнӗ тыл ветеранӗсем вӑрҫӑ ҫулӗсенче, хӑйсем тӳссе ирттернисене аса илнӗ. Ираида Яковлева вӑрҫа чи малтан Александр Маркиянов тухса кайнине аса илнӗ. Вӑл вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ. «Пирӗн йӑхран вӗреннӗ ҫынсем тухрӗҫ. Сирӗн те, ачасем, вӗренмелле, вӗренни нихҫан та пӑсмасть», — тенӗ кинемей.
«Эсир пирӗншӗн хаклӑ тыл ӗҫченӗсем, ялти чи хисеплӗ ветерансем. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пире тӗслӗх кӑтартатӑр, сирӗн умӑрта пуҫ таятпӑр», — ҫапла тав тунӑ паттӑрлӑх урокӗсене килнӗ тыл ветеранӗсене ачасем.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене (ун пеккисем Чӑваш Республикинче 25 пин ытла ҫын) юбилейлӑ ҫӗнтерӳ ҫулӗпе пӗр хутчен укҫан парса хавхалантарма хушу кӑларнӑ. Кашнине ҫичшер пин тенкӗ параҫҫӗ. Ҫак тӳлеве илекенсем кашни районтах пур. Патӑрьел районӗнче, сӑмахран, 36 вӑрҫӑ ветеранӗпе 17 инвалид. Тӑлӑха юлнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе участниксен мӑшӑрӗсене те хавхалантару кӗтет.
1941 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен (6 уйӑхран кая мар) тылра хастар ӗҫленисене (Патӑрьел районӗнче ун пеккисем 941 ҫын) виҫшер пин тенкӗ параҫҫӗ.
Тӳлеве илес тесен ыйтупа тухма е хушма документсем хатӗрлеме кирлӗ мар. Пенси фончӗн уйрӑмӗ укҫана куҫарма пуҫӑннӑ. Ӑна ака уйӑхӗпе ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫынсем патне ҫитерӗҫ.
Республикӑри тухтӑрсем умне тӗллев лартнӑ: ветерансене Ҫӗнтерӳ кунӗччен тӗрӗслемелле, сывлӑхне ҫирӗплетмелле. Тухтӑрсен бригадисем вӗсем патне киле пыраҫҫӗ. Хӑшне сиплев кирлӗ — пульницӑна илсе каяҫҫӗ. Вӗсене ветерансен госпитальне те вырттараҫҫӗ.
Чылай ветерана тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. Чи малтанах вӑйлӑ чирлекенсем патне кайнӑ. Республикӑра 20 пин яхӑн ветеран пурӑнать. Диспансеризаци кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсенчен 3 проценчӗ кӑна сывлӑхне ӳпкелет.
Госпитальте ҫулсерен 2 пин ытла ҫын сипленет. Унта кашни ветерана сиплес пулсан темиҫе ҫул кирлӗ. Ҫавӑнпа ку ӗҫпе руспубликӑри мӗнпур пульница ӗҫлет.
Госпитальте сипленмелли направленисене районсем тӑрӑх салатаҫҫӗ. Вырӑнти тухтӑр вара стационара кама вырттармаллине йышӑнать.
Нина Люкшинова вӑрҫӑра медсестра пулнӑ. Халӗ вӑл ав хӑй госпитальте сывлӑхне ҫирӗплетет. Вӑл Сталинград ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ. 17-рискер вӑрҫӑ хирӗнче аманнӑ салтаксене сӗтӗрнӗ. Унччен вӑл ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи кашни мероприятие хутшӑнма тӑрӑшнӑ. Халӗ 90-рискер йывӑртарах пулнине пӗлтерет. Тухтӑрсем вара кашни ветерана Ҫӗнтерӳ кунӗнче уява ҫитме пулӑшасшӑн, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансене, сусӑрсене, тыл ӗҫченӗсене «1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарни» медальпе чыслаҫҫӗ. Халӗ республикӑра ҫак йыша кӗрекен 24 пин ытла ҫын пурӑнать.
Ҫак кунсенче республикӑна федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫа ҫитнӗ. РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫак укҫа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен ҫурт-йӗрне лайӑхлатма кайӗ.
Кун тӗлӗшпе, Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци хыснинчен 213 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫапла майпа кӑҫал 190 ветеран пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пултарӗ.
Аса илтермешкӗн: пӗлтӗр ҫак тӗллевпе 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫапа 93 ветеран ҫурт-йӗре лайӑхлатма пултарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ветерансен канашӗ ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчен илнӗ Астӑвӑм альбомне тултарса Муркаш район элчисене парса ячӗ.
«Эстафета памяти поколений» (чӑв. Ӑрусен астӑвӑмӗн эстафети) эстафетӑра республикӑри пур ветеран организацийӗ те хутшӑнать. Кашни район альбомра хӑйӗн геройӗсем ҫинчен хушса ҫырать. 2015 ҫулта кунти материалсене пухса Астӑвӑм кӗнеки пичетлесе кӑларма шутлаҫҫӗ.
Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Анатолия Пукки, конкурс ертӳҫи Анатолий Филиппов, конкурс комисси пайташӗ Галина Персидская, Муркаш районӗпе Шупашкар район элчисем тӗлпулура хастар пулчӗҫ. Районти ветерансен ертӳҫи Галина Тимакова пухӑннисене общество ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Анатолий Пукки эстафета тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, Енкӗлт ялӗнчи Сергей Баринов ертсе пыракан ветерансен организацине республикӑра ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ смотр-конкурс лауреатне чысларӗ.
Районта вырӑс чӗлхипе «Мое село (моя деревня) в годы Великой Отечественной войны» (чӑв. Ман ял Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче) сочиненисен конкурсӗ ирттернӗ, унта пурӗ 29 ӗҫ тӑратнӑ, саккӑрӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.01.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |