Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 14 ветеранӑн хваттерне хула хыснинчи укҫапа юсанӑ.
92 ҫулти Леонид Петров хваттерне ҫӗнетнӗшӗн питӗ савӑнать. Обой ҫыпӑҫтарнӑ, линулеум сарнӑ, маччана сӑрланӑ кӑна мар, тӗпелте те юсанӑ. Ветеран ку ӗҫрен хӑй те айккинче юлман – лавккара стройматериал суйланӑ.
Леонид Захарович вӑрҫа кайнӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ. Вӑл Китайӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Максим Андреев каланӑ тӑрӑх, юлашки 3 ҫулта 42 ветеранӑн хваттерне юсанӑ, пӗтӗмпе миллион та 612 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку ӗҫе 2010 ҫултанпах пурнӑҫлаҫҫӗ. Районта халӗ вӑрҫа хутшӑннӑ 91 ветеран пурӑнать.
.
Ултавҫӑсем ветерансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яма именмеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 98 ҫулти ветерана улталанӑ.
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче унӑн хваттерне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе газ службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ӑна хваттере кӗртнӗ. Хайхискер 8800 тенкӗ тӑракан прибор лартасси пирки каланӑ. Хӗрарӑм ветеран пулнӑ май ӑна йӳнӗрехпе тума шантарнӑ. Ҫапла ветеран 5300 тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.
Газ тухсанах прибор ӗҫлесе каять, кун пирки тӳрех Горгаза пӗлтерӳ ҫитет имӗш. Арҫын ҫапла ӑнлантарнӑ. Специалистсем хӑйсемех килсе юсаса парӗҫ-мӗн.
Анчах кунашкал прибор 600 тенке яхӑн ҫеҫ тӑрать. Ҫапла майпа ветерана улталаса хӑварнӑ, укҫине сӑптӑрнӑ. Вӑл 9 хут ытларах тӳленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 15–17-мӗшӗсенче Белгород хулинче ветерансен «Поединки хоров» (чӑв. Хорсен тупӑшӑвӗ) Раҫҫейри II конкурсӗ иртмелле. Унта пирӗн республикӑран кам каяссине ыран палӑртӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехетре, «Ҫирӗп пирӗн ҫунатсем!» республикӑри фестиваль-конкурсӗ пулать. Унта хутшӑнакансен икӗ хайлав шӑрантармалла. Вӗсенчен пӗри чӑвашла пулмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Конкурса хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор пултарулӑхӗ», «Театр жанрӗ», «Инструмент музыки», «Хореографи», «Илемлӗ сӑмах» номинацисемпе хаклӗҫ.
Белгорода кайма тивӗҫ ветерансен хорне палӑртмалли республикӑри фестиваль Шупашкарта, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, иртӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ умӗн «Советская Чувашия» хаҫат ветерансемпе тӗлпулу ирттернӗ. Калем ӑстисем хаҫатра ӗҫленӗ ҫулсене, ӗҫтешӗсене аса илнӗ, унчченхи сӑнӳкерчӗксене пӑхнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал хаҫат 100 тултарчӗ. Ӑна вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ҫутӑ та илемлӗ залне ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнса сумлӑн уявланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Хаҫатӑн паянхи ӗҫне ӗнер редакцире тӑрӑшнисемпе тишкернӗ чухне: «Хаҫата халӗ мӗн ҫитмест?» — тесе те кӑсӑкланнӑ. «Вырӑс чӗлхине юратӑр. Халӗ «озвучить» сӑмаха «пӗлтернӗ, каласа кӑтартнӑ» пӗлтерӗшпе усӑ курма юратаҫҫӗ. Эпӗ ку сӑмахӑн 20 синонимне тупрӑм. Сӑмахсем вырӑнлӑ пулмалла», — кӗскен сӗннӗ Николай Пейков ветеран.
«Тавах паттӑрлӑхшӑн» акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта пурӑнакан 98 ҫулти ветерана Хусана илсе кайса килнӗ. Алексей Яковлев унта 40 ҫул пулсаман, хула мӗнле улшӑннине кур тӗлӗннӗ.
Ҫулҫӳреве «АсАвто» автомобилистсен ассоциацийӗн президенчӗ Максим Забалуев йӗркеленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ветеранпа экскурси ирттернӗ, паллӑ вырӑнсене кайса курнӑ.
Шел те, ытти ветеран сывлӑх хавшанине пула Хусана ҫитсе курайман. Алексей Яковлев вара Хусанта пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑл ветерансене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна мар, ахаль чухне те аса илнӗшӗн хӗпӗртенӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара Хусанта пурӑнакан ветерансем хӑнана килнӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн ветерансене Хусана илсе кайма палӑртнӑччӗ.
Ыран Иван Мефодьевич Храмов 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ, 20 ҫул каялла ачисемпе пӗрле Чӑваш Ене куҫса килнӗ.
Ытти ача пекех вӑл та пионер, комсомолец пулнӑ. Шкул хыҫҫӑн Сарӑтури ҫар вӗҫев училищине вӗренме кӗнӗнӗ. Унтан ҫара кайнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑрҫӑ пуҫланнӑ.
Вӑл вӑрҫӑра авиамеханик пулнӑ. Фашистсем парӑнсан Иван Храмов тӑван килне таврӑннӑ, инженер-энергетикра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл политикӑпа кӑсӑкланать, хаҫат, литература вулать. Пушӑ вӑхӑтра ҫутҫанталӑкпа киленет, сӑвӑ ҫырать, юрлать. 100 ҫул парӑнас тесен мӗн тумалла-ха? Иван Храмов акӑ мӗн сӗнет: сиенлӗ йӑлапа туслӑ пулмалла мар, ытлашши нумай ҫиме юрамасть, ырра ӗненмелле, пурне те юратмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать.
Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ.
Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла.
Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне суйлани пирки унччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ку ята кам тивӗҫнине палӑртнӑ.
Кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни кам пулнӑ-ха? Иван Иванович Долгушин. Вӑл — Трактор савучӗн ветеранӗ, производство йӗркелӳҫи. Ӑна ку хисеплӗ ятпа Хула кунӗ умӗн чыслӗҫ.
Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта мӗн пур кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ку ята илессишӗн 8 ҫын тупӑшнӑ. Канашланӑ хыҫҫӑн кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн ятне Иван Долгушина пама йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ветеран Алексей Яковлев парадра сӑмах паманшӑн кӳреннине сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ун патне Шупашкарти Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем килнӗ, каҫару ыйтнӑ.
Вӗсем унӑн хӗрӗнчен Верӑран та каҫару ыйтнӑ, ку ӑнланманлӑх пулса тухнине каланӑ.
Хӑнасем Алексей Алексеевича тимлӗ итленӗ, унӑн ыйтӑвӗсене хуравлама тӑрӑшнӑ. Мероприяти йӗркелӳҫисем ветеран пӑшӑрханнине пӗлсе тӑрсах мӗншӗн ун патне тухтӑр яман? Ҫакна никам та хуравлайман.
Ветеран каланӑ тӑрӑх, ун патне ҫак пулӑма пачах хутшӑнман ҫынсем каҫару ыйтма килнӗ. Сӑмах паман ҫынсем вара килсе курӑнман.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ 72 ҫул тултарнине анлӑ паллӑ тунӑ. Вӗсен савӑнӑҫӗ чикесӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен ялта асӑну палӑкӗ уҫӑлнӑ.
Ку парне — Решид Санзяпов фермерӑн. Вӑл пулӑшнипе Чӑваш Ишекӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ.
Митинга шкул ачисем, вӗрентекенсем, ял ҫыннисем, хӑнасем пухӑннӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хурса пуҫ тайнӑ.
Шел те, фронтовиксен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Кӑҫал Патӑрьел районӗнче 30 ветеран ҫеҫ Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |