
Тӑвай округӗнчи Тӗмер ялӗнче пурӑнакан кинемей пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ.
Хальхинче сӑмах – Антонина Манишева пирки. Ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламлама вырӑнти администраци ӗҫченӗсем килнӗ, РФ президентӗнчен Владимир Путинран килнӗ саламлӑ открыткӑна панӑ.
Антонина Антоновна 25 ҫул почтальонра ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах колхозра та тӑрӑшнӑ. Ҫул япӑх пулнӑ-и, ҫанталӑк пӑсӑлнӑ-и – кирек хӑҫан та вӑл тулли сумккине йӑтса хаҫат-журнал валеҫме кайнӑ. Хӑй аса илнӗ тӑрӑх, ун чухне кашни килтех хаҫат-журнал чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.
Антонина Антоновна – ӗҫ ветеранӗ. Халӗ вӑл хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать.
Унӑн –2 мӑнук тата кӗҫӗн мӑнук пур.

Чӑваш Енри тепӗр кинемей 100 ҫул тултарнӑ. Нумаях пулмасть салам сӑмахӗсене Комсомольски округӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Александра Ефремова йышӑннӑ.
Александра Кирилловна – тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Вӑл 1926 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, унтах ӳснӗ. Пӗве кӗрсен торф кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Качча тухсан вара упӑшки патне, Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялне, куҫнӑ. Унта вӑл колхозра ӗҫленӗ, мӑшӑрӗпе пӗрле ачисене ура ҫине тӑратассишӗн тапаҫланнӑ.
Шел те, упӑшкин пурнӑҫӗ ҫамрӑкла татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн Александра Кирилловнӑн ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратма тивнӗ.
Паянхи кун кинемей 13 мӑнукӗпе, 11 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Канаш округӗнчи Уҫырма ялӗнче пурӑнакан Елизавета Иванова ҫак кунсенче 95 кун тултарнӑ.
Елизавета Филипповна пысӑк ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне вӑл 14 ҫулта пулнӑ, колхозра аслисемпе тан ӗҫленӗ.
Вӑл хӑйсен ялӗнчи каччӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем тӑватӑ хӗр ҫуратса кашнине пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ.
Елизавета Ивановӑна ҫавра ҫулпа саламлама Канаш округӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем, «Уҫырма шевлисем» ушкӑн, «Солнышка» ача пахчин музыка ертӳҫи тата Уҫырма шкулӗнче вӗренекенсем килнӗ.

Чӑваш Республикинче тепӗр кинемей пӗр ӗмӗр чиккинчен каҫнӑ. Ҫак кунсенче Елчӗк округӗнче пурӑнакан Антонина Капсулова 101 ҫул тултарнӑ.
Антонина Михайловна Патреккел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шӑпи ҫӑмӑл килмен: вӑл пӗчӗк чухне тӑлӑха юлнӑ, 5 ҫулта чухне ӑна ҫывӑх тӑванӗсем усрава илнӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Антонина 16 ҫулти хӗр пулнӑ. Унӑн ӗҫ биографийӗ колхозри ӗҫпе ҫыхӑннӑ, унта вӑл рабочи пулнӑ.
1943 ҫулта Антонина Михайловна кӳршӗ ялти, Аслӑ Елчӗкри, каччӑпа Василипе ҫемье ҫавӑрнӑ. Анчах пурнӑҫ урапи каллех чӑхӑмланӑ: Антонина 42 ҫулта чухне упӑшки вилнӗ, вӑл пӗчӗк ачасемпе юлнӑ. Ҫапах хуҫӑлса ӳкмен – 8 ывӑлне ура ҫине тӑратнӑ.
Халӗ унӑн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем савӑнтараҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Мария Горланова 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл иртмен, чылай йывӑрлӑха тӳсме тивнӗ. «Ун пекки халӗ ан пултӑрччӗ», — тет кинемей.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл ҫап-ҫамрӑк хӗр пулнӑ. 17 ҫултискере вӑрман хатӗрлеме, Сӑр патне окоп чавма янӑ. Унта вӗсен ҫӗр пӳртсенче пурӑнма тивнӗ.
Вӑрҫӑ пӗтсен Мария Николаевна качча кайнӑ, мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун вӑл 4 мӑнукӗпе, 6 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.
Мария Горланова ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Ҫавӑнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ.
Кинемее ҫуралнӑ кунпа саламлама администрацирен те килнӗ, «Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑпа чысланӑ.

Елчӗк округӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пурӑнакан Анисия Евдокимова ҫак кунсенче 102 ҫул тултарнӑ.
Унӑн ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тапхӑрне лекнӗ. 17 ҫулти хӗр Хусанта ҫул тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, кайран ӑна Улатӑр районне окоп чавма янӑ. Тӑван ялне 1948 ҫулта кӑна таврӑннӑ вӑл. Унтан качча кайнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Анисия Антоновна колхозра ӗҫленӗ.
Паянхи кун кинемей 3 ачипе, 8 мӑнукӗпе тата 12 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. 102 ҫула ҫитсен те Анисия Евдокимова хастарлӑхӗпе, пурнӑҫа юратнипе палӑрать.

Хӗрлӗ Чутай округӗнче пурӑнакан йӗкӗреш Нинӑпа София Охтеркинсем 87 ҫул тултарнӑ.
Нина Ивановнӑпа София Ивановна ҫак районтах Пантьӑк ялӗнче 1939 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те – вӑрҫӑ ачи, вӗсем «Искра» колхозра чылай ӗҫленӗ, иккӗшӗн пӗтӗмӗшле стажӗ 120 ҫулпа танлашать. Иккӗшӗ халӗ 21 мӑнукпа тата кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиелте пурӑнакан Зейтуна Буданова 95 ҫулта, вӑл халӗ те сӑвӑсем ҫырать.
Шӑпи унӑн ҫӑмӑл пулман: ҫулталӑкра чухне вӑл тӑлӑха юлнӑ, ҫавӑнпа асламӑшӗпе ҫитӗннӗ. Зейтуна Феттахутдиновна колхозра 47 ҫул ӗҫленӗ. Качча кайсан мӑшӑрӗпе 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ унӑн — 19 мӑнук, 30 кӗҫӗн мӑнук, 5 кӗҫӗн мӑнук. Вӗсемпе савӑнса пурӑнать.
Кинемей халӗ сӑвӑ ҫырать, юрлама кӑмӑллать. Хальччен вӑл 178 юрӑ ҫырнӑ.

Куславкка округӗнчи Аслӑ Куснарта пурӑнакан Валентина Челышева 101 ҫул тултарнӑ.
Вӑл ача чухне тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ, анчах шӑпа ӑна урӑх ҫулпа илсе кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Валентина Якимовна автофургонсем кӑларакан заводра ӗҫленӗ, унтан Иваново облаҫӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тӑван ялне таврӑнсан колхозра хӑмла ӑсти пулнӑ. Унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Унӑн ҫемйи пысӑк: 6 ача, 13 мӑнук, 23 кӗҫӗн мӑнук. Вӗсемпе савӑнса пурӑнать вӑл.

Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, ирхине Канаш хулинчи Ҫамрӑксен урамӗнче пушар пулнӑ – харпӑр ҫуртра ҫулӑм тухнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче пӳртре 73 ҫулти арҫын тата унпа пӗрле пурӑнакан 56-ри хӗрарӑм пулнӑ. Хӗрарӑм ҫунакан пӳртрен хӑй тӗллӗнех тухса ӗлкӗрнӗ. Пиҫсе кайнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, арҫын урама тухайман – пушарта вилнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 3 сехете яхӑн сӳнтернӗ.
