Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ватӑсем

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Республикӑра пурӑнакан тепӗр ҫын пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ. Шупашкар хулинче пурӑнакан Татьяна Сычева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ

Татьяна Александровна кунта ҫуралман, вӑл Волгоград облаҫӗнчи Соленое Займище ялӗнче кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 14 ҫулти хӗрача пулнӑ.

Ун чухне хӗр шкула каяс вырӑнне Аҫтӑрхан облаҫне ҫул тытнӑ. Унта пулӑ тытнӑ, кайран ӑна фронта ӑсатнӑ.

1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. Кунта парти обкомӗнче, Министрсен Канашӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Татьяна Александровна хыҫа пӗр ӗмӗр хӑварнӑ пулсан та аптӑрамасть: хӑйех утса ҫӳрет, анчах хӑлхи япӑхрах илтет. Халӗ ӑна юратнӑ мӑнукӗ пӑхса пурӑнать.

Чун-чӗререн саламлатпӑр Татьяна Александровнӑна!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19671
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Анна Тарзанова Ленинград облаҫӗнче ҫуралнӑ. Анчах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1942 ҫулта, вӑл эвакуаципе Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Унтанпа вӑл кунтах, ҫавӑнтанпа унӑн пурнӑҫӗ Канаш хулипе тачӑ ҫыхӑннӑ.

1943 ҫулта Анна Михайловна районти финанс уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вакунсем юсакан заводра вӑй хунӑ, кайран — аптекӑра. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та канман вӑл: 75 ҫулччен пӗр организацире тӗп бухгалтерта тӑрӑшнӑ.

Анна Михайловна мӑшӑрӗпе 30 ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ. Вӗсем виҫӗ ачана пурнӑҫ парнелесе ура ҫине тӑратнӑ, тивӗҫлӗ воспитани панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19631
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш хулинче пурӑнакан Наталия Ильина пӗр ӗмӗртен каҫнӑ: 101 ҫул тултарнӑ!

Наталия Борисовна тӑхӑр ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, вӑл чи асли пулнӑ. Унӑн ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑлах иртмен, шӑпах вӑрҫӑ ҫулӗсем тӗлне лекнӗ. Наталия Борисовна 17 ҫулта чухнех торф кӑларма кайнӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен, 1946 ҫулта, вӑл Канашри элеваторта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта 45 ҫул тӑрӑшнӑ, ҫавӑнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Наталия Борисовна мӑшӑрӗпе Василий Ильичпа 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ кинемей 8 мӑнукӗпе тата 10 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Кинемее чунран саламлатпӑр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19564
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Вера Седойкина 100 ҫул тултарнӑ.

Вера Петровнӑн пурнӑҫӗ медицинӑпа ҫыхӑннӑ, вӑл Чкаловскри (халӗ Патӑрьел) пульницӑра ҫур ӗмӗр ытла медсестрара ӗҫленӗ.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне хӗрача колхозра вӑй хунӑ. 1943 ҫулта Пӑвари медицина шкулне вӗренме кайнӑ. Диплом илсен Карел-Финн ССРне ӗҫлеме тухса кайнӑ. Анчах ашшӗ чирлесен каялла киле таврӑнма тивнӗ. Тӑван Чкаловскра вӑл юратӑвне – Виталий Васильевича – тӗл пулнӑ. Вӗсем клубра киносеансра паллашнӑ. Мӑшӑр 70 ҫул пӗрле пурӑннӑ.

Халӗ Вера Петровна – виҫӗ ача амӑшӗ, унӑн пилӗк манук, виҫӗ кӗҫӗн мӑнук пур.

Саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31005
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Республикӑри тепӗр ҫын пӗр ӗмӗре парӑнатрнӑ. Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан Вера Ильина ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ.

Вера Ильинична Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Мӑнтӑр ялӗнче ҫураса ӳснӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ ҫул вӑл 15-ре пулнӑ. Хӗр тӑванӗсемпе пӗрле окоп чавма кайнӑ.

Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн Вера Ильинична тӑван колхозӗнчех ӗҫленӗ. Анчах пурӑна киле ашшӗпе тата пӗртӑванӗпе пӗрле Йӗпреҫ районне куҫса кайнӑ, Красная заря поселокра тӗпленнӗ. Унта вӗсем ҫурт лартнӑ.

Вера Ильина Березовкӑри фермӑра мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ.

Саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19447
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Етӗрне округӗнчи Алексеевка ялӗнче пурӑнакан Елизавета Александрова 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫавра ҫулпа саламлама тӑванӗсем, кӳршисем, тӳре-шара килнӗ. Вырӑнти клуб артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ

Елизавета Александровна Етӗрне районӗнчи Ҫӗнӗ Етӗрне ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, тӑватӑ ачаран асли пулнӑ. 5-мӗш класс пӗтерсен хӗрача колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярахпа Шупашкарти строительство компанийӗнче тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та малалла ӗҫленӗ, 1998 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ.

Паянхи кун Елизавета Александровна сывлӑх енчен аптӑрать, ҫапах вӑл пӗчӗк япаласенчех савӑнӑҫ тупма пӗлет: вӑл пахчари чечексемпе киленме юратать.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Куславккари халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу паракан центр ӗҫченӗсем ватӑ ҫынсене пахчара ӗҫлесе те пулӑшаҫҫӗ. Чылай ватӑ тивӗҫлӗ канура ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлесе чунне кантарать. Анчах ҫулсем иртнӗҫемӗн алла кӗреҫе-матик тытма йывӑртарах.

Кун пек чухне вӗсем патне социаллӑ ӗҫченсем килеҫҫӗ. Вӗсем йӑрансене ҫумлаҫҫӗ, шӑвараҫҫӗ, ҫимӗҫсене пуҫтараҫҫӗ. Капла ватӑсем те питӗ хавхаланаҫҫӗ, вӗсен татах ӗҫлес килсе тӑрать.

«Людмила Валерьевнӑна пахчара ӗҫлесе пулӑшнӑшӑн тав тӑвас килет. Пӗччен туса ҫитерме йывӑр пулӗччӗ», – тенӗ Нина Алексеевна Кадырова.

Хальхи вӑхӑтра Куславккари халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу паракан центрта 14 социаллӑ ӗҫчен тӑрӑшать. Вӗсем муниципалитетри 80 ытла ватӑ ҫынна пӑхса тӑраҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пӑрачкав округӗнче пӗччен пурӑнакан кинемей кӗпе-йӗм ҫумалли машина пирки ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗтне «Операция Бабушка» (чӑв. Асанне операци) ыркӑмӑллӑх фончӗ пурнӑҫланӑ. Вӑл ватӑ ҫынсене пулӑшать.

Вера Андреевнӑна кӗпе-йӗм ҫумалли машина кирли пирки вӗсем Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр урлӑ пӗлнӗ. Нумай та вӑхӑт иртмен – кинемей валли кӗпе-йӗм ҫумалли машина тупӑннӑ та.

«Мечта» ятлӑ машинӑна вӗсем киле пырса лартсах панӑ. Халӗ Вера Андреевнӑн алӑпа кӗпе ҫуса хӑшкӑлма тивмӗ. Вӑл кун пек парнешӗн питӗ савӑннӑ, питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_19329
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Кивӗ Ирчемес ялӗнче пурӑнакан Елизавета Белова 99 ҫул тултарнӑ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл ыттисемпе тан ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве тылра ҫывхартма пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен ҫемье ҫавӑрнӑ. Елизавета Николаевна мӑшӑрӗпе виҫӗ ачана пурнӑҫ парнелесе ура ҫине тӑратнӑ. Вӗсем икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ӳстернӗ.

Кинемей – ялта хисеплӗ ҫын. Вӑл яланах ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ, нихӑҫан та никама та ӑмсанман. Вӑл халӗ те ырӑ туни каялла ырӑпах таврӑннине ӗненсе пурӑнать.

Кинемее 99 ҫулпа юрласа-ташласа саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19322
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Етӗрне округӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Леонтьева 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – тыл ӗҫченӗ, вӑрҫӑ ачи.

Зоя Алексеевна колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ, ҫӑкӑр хакне мӗн ачана пӗлнӗ. Тӑватӑ класс вӗренсен текех шкула каяйман вӑл – кӗҫӗннисене, шӑллӗсене, пӑхма тивнӗ. Ашшӗ фронта кайнӑ, аслӑ хӗрӗн амӑшне пулӑшмалла пулнӑ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех вӑл «Прогресс» колхозра ӗҫленӗ, кайран «Выльский» совхозра та вӑй хунӑ. Ытларах вӑл хӑмла туса илессипе ӗҫленӗ. Ӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_19133
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 14

1994
32
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть