
Шупашкарта пурӑнакан Валерия Захарова 90 ҫул тултарнӑ.
Валерия Григорьевна 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сталинградра ҫуралнӑ. 1953 ҫулта вӑл аслисемпе пӗрле Челябинска куҫса кайнӑ. Унти политехника институтӗнчи металлурги факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чылай ҫул Челябинскри трактор заводӗнче тӑрӑшнӑ. 1973 ҫулта ӑна Шупашкара ӗҫлеме куҫарнӑ, кунта вӑл «Промтрактор» заводра тӑрӑшнӑ.
Кинемее халӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Ватӑ ҫын ахаль ларма юратмасть, каҫӑхса кайса кӗнеке вулать. Юбилейпа ӑна социаллӑ центрӑн специалисчӗ Алина Михайлова тата Татьяна Шихранова социаллӑ ӗҫчен саламланӑ.

Канаш хулинче пурӑнакан Татьяна Смагина 101 ҫул тултарнӑ. Вӑл Курган облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче унти предприятире тӑрӑшса Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ.
Уралти политехника институтӗнче инженер-механик дипломне илсен Татьяна Васильевна техникумра ӗҫлеме тытӑннӑ.
Мӑшӑрӗпе вӑл нумай ҫул телейлӗ пурӑннӑ. Вӑл ҫӗре кӗрсен Канаш хулине унӑн тӑванӗсем патне куҫса килме шухӑшланӑ. Кунта вӑл 2002 ҫултанпа пурӑнать.

Муркаш округӗнчи Турай тӑрӑхӗнче пурӑнакан Ольга Краснова ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Ольга Дмитриевна Уйкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклах колхоз ӗҫне кӳлӗннӗ, фронта кайнӑ арҫынсен вырӑнне тӑрӑшнӑ.
Вӑл – тыл ӗҫченӗ. Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑшӑн ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Ҫӗрпӳ округӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Нина Иванова 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл – тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи нушана курнӑ.
Нина Николаевна 1924 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1941 ҫулта унӑн ашшӗне элеклесе тӗрмене хупнӑ, вӑл унта вилнӗ. Ҫемье кил-ҫуртсӑр юлнӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Нина Иванова эвакуаципе килнӗ савутра фрезер станокӗпе ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, пулас упӑшкипе Николай Ивановичпа паллашнӑ. Вӗсем икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.

Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Миникадира Зейдулловна Хамбикова 101 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Ыхраҫырми ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Миникадира Зейдулловна – ӗҫ ветеранӗ, яланах тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ. Ҫак ҫула ҫитсе вӑл тӑваттӑмӗш арӑвне курнӑ.
Кинемей вӑрӑм пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ: ӑмсанмалла мар, ӳркенмелле мар, пурнӑҫ ҫине оптимистла пӑхмалла.
Кинемее 101 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей президенчӗ те саламланӑ, открытка янӑ.

Шупашкарта 88-ти кинемей чутах ултавҫӑсене 170 пин тенкӗ парса яман. Вӑл ӑна чечек савӑчӗ ӑшне хунӑ та Хусана такси урлӑ ӑсатма тӑнӑ.
Кинемей такси чӗннӗ, водителе Хусана хутаҫсем тата чечек савӑчӗ леҫмеллине пӗлтернӗ. Шамиль Катдусов таксист ватӑ хӗрарӑм ҫухалса кайнине, хӑйне урӑхла тытнине сиснӗ. Вӑл ӑна улталама пултарнине ӑнкарса илнӗ. Вӑл сакккаса Хусана мар, полици участокне илсе ҫитернӗ. Полицейскисем чечек савӑтӗнче тӑпра ӑшӗнче 170 пин тенкӗ ытла тупнӑ.
Йӗрке хуралҫисем кинемейпе тепӗр талӑкран кӑна калаҫайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑсем хушнипе алӑка уҫман.
Акӑ мӗн пулса иртнӗ: ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа диспансеризаци тухмалли пирки каласа паспорт даннӑйӗсене ыйтса илнӗ. Кайран вара ҫак даннӑйсемпе «патшалӑха хирӗҫ усӑ кураҫҫӗ» тесе хӑратма пуҫланӑ.
Шамиль Катдусов таксиста ШӖМӗн Шупашкарти пуҫлӑхӗ Александр Темнов ватӑ хӗрарӑм пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

Етӗрне округӗнче ҪҪХПИ экипажӗ ватӑ хӗрарӑма пулӑшнӑ: вӗсем ӑна каҫхине киле ҫитерсе янӑ.
ҪҪХПИ инспекторӗсем каҫхине ҫул хӗррипе пыракан кинемее курсан чарӑннӑ. Ватӑ хӗрарӑмӑн тумӗ ҫинче тӗттӗмре ҫутатакан хатӗр пулман, сӗм каҫхине вӑл утни лайӑх курӑнман та.
Инспекторсем кинемее тӗттӗмре ҫул хӗррипе пыни хӑрушӑ пулнине ӑнлантарнӑ, кайран вӗсем ӑна хӑйсен машинипе киле ҫитиех леҫсе янӑ.

Вӑрнар округӗнчи Уравӑшра пурӑнакан Варвара Гаврилова 104-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Варвара Порфирьевна пурнӑҫ тӑршшӗпе чунне парса ӗҫленӗ, 30 ҫул ытла акушеркӑра вӑй хунӑ, ачасене кун ҫути курма пулӑшнӑ. Халӗ кинемейӗн хӑйӗн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем тата вӗсен ачисем пур. Хальхи вӑхӑтра Варвара Порфирьевнӑна мӑнукӗ Вероника пӑхса пурӑнать.

Канаш округӗнче пурӑнакан Зоя Малышева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ.
Зоя Васильевна Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ. Канаш типографийӗнче 40 ҫул ытла наборщицӑра ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Халӗ вӑл пӗртӑванӗсен ачисен хӳттинче пурӑнать.
Юбиляра Канаш округӗн пуҫлӑхӗ Валерий Чернов саламланӑ, РФ, Президенчӗн Владимир Путинӑн открыткине парнеленӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 88 ҫулти кинемей сӑмси патӗнчи суран пӗр уйӑх ӳт илменнипе пульницӑна пынӑ. Онколог ӑна Республикӑри онкологи диспансерне тӗрӗсленме янӑ. Биопси чӑнах та усал шыҫӑ пулнине ҫирӗплетнӗ.
Чире ҫийӗнчех тупса палӑртнӑран усал шыҫҫа ӑнӑҫлӑ касса кӑларнӑ. Кинемей халӗ килте ӗнтӗ, хӑйне лайӑх туять, ахаль чухнехи пурнӑҫпах пурӑнать.
