Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн хастарӗсем вырӑнти ачасене чушкӑлла выляма вӗрентеҫҫӗ.
Общество организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева ӗнентернӗ тӑрӑх, Иркутскра пурӑнакан шӑпӑрлана чӑвашсен вӑййи питӗ килӗшнӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналтан пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнти хастарсем ку вӑййа ачасем хушшинче сарасшӑн. Ҫывӑх вӑхӑтра ку вӑййа тепӗр урамра выляттарма палӑртса хунӑ.
Паян ирхине Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 34-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта пӗрремӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫав вӑхӑтра 19-ти каччӑ 8 ҫулти тата 13-ри йӑмӑкӗсемпе килте пулнӑ.
Ирхи 7 сехет ҫурӑра асли тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Вӑл йӑмӑкӗсене вӑратса урама тухнӑ. Иртен-ҫӳрен ҫулӑм тухнине курса пушарнӑйсене чӗннӗ.
Хваттерте тӗпел ҫуннӑ. Кӳршӗре пурӑнакан хӗрарӑмпа ачана ҫӑлавҫӑсем урама тухма пулӑшнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электропралука пула тухнӑ.
Куславкка районӗнче хӗрарӑм опекӑна илнӗ хӗрачан укҫипе усӑ курнӑ. Ача ун патӗнче 3 ҫул пурӑннӑ.
Ҫакӑ паллӑ: «опекӑпа попечительлӗх органӗ ирӗк панипе» хӗрарӑм хӗрачан счечӗ ҫинче укҫана хушӑран илкеленӗ. Пӗтӗмпе – 1 миллион ытла тенкӗ. Унпа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ /кайран вӑл ӑна хӑйӗн валлиех хӑварнӑ/.
Халӗ прокуратура суд урлӑ опекун пулнӑ хӗрарӑмран 350 пин тенкӗ шыраса илме, ача укҫипе илнӗ япаласене каялла тавӑрса пама ыйтать.
Чӑваш Енре пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Халӗ ҫавӑншӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ йытӑ хуҫинчен укҫа шыраса илесшӗн.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхнче Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнче пулса иртнӗ. Пӗрисен ачи вырӑнти лавкка умӗнче пулнӑ. Ҫавӑнта ӑна йытӑ тапӑннӑ, ҫыртса илнӗ.
Йытта хуҫисем урама уҫӑлма никамсӑр кӑларса янӑ иккен.
Ача шар курнишӗн йытӑ хуҫисенчен 50 пин тенкӗ укҫа шыраса илесшӗн. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухӗҫ.
Чӑваш Енре тин ҫуралнӑ ачасене чӑваш тӗрриллӗ парне пама тытӑннӑ. Кӑҫал парнесене туянма резерв хыснинчен 19 миллион та 268,4 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: унччен республика 11,9 миллион тенкӗпе 5167 парне туяннӑ. Ҫулталӑкра вара республикӑра 10 пине яхӑн ача кун ҫути курать.
Аса илтерер: тин ҫуралнӑ ачана чӑваш тӗрриллӗ вырӑн таврашӗ, ал шӑлли тата «Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем» кӗнеке параҫҫӗ.
Патӑрьелте ача-пӑча лапамӗнче 9 ҫулти ача шар курнӑ. Унӑн пӳрни хӗсӗнсе ларнӑ. Шел те, пӗр пайӗ татӑлса ӳкнӗ.
Ку ӗнер Киров урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ача тӑвайккинчен ярӑннӑ. Ҫавӑн чухне пӳрни хушӑка хӗсеннӗ. Палӑртмалла: тӑвайкки ҫӗнӗ. Ҫынсем халӑх тетелӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл вырнаҫтарсанах авӑннӑ, хушӑк курӑнма пуҫланӑ.
Шупашкарта паян ачасен Акатуйӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, А.Г. Николаев паркӗнчи уяв кӑсӑклӑ иртнӗ. Ачасем валли этноквест та йӗркеленӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине халалланӑ. Ачасем валли тӗрлӗ 8 лапам ӗҫленӗ.
Вера Иванова мультфильм хатӗрлессипе, Светлана Гордеева прикладной ӳнер енӗпе ӑсталӑх лаҫҫисем йӗркелени те ачасене питех те килӗшнӗ. Шупашкарти 39-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Татьяна Ильина этнокроссворд хатӗрленӗ.
Вӑйӑ картине ушкӑнпа тӑни те ачасен асӗнче юлӗ.
Запорожье облаҫӗнчи Бердянск тӑрӑхӗнчи ачасем пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗнче пулнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри ачасем валли «Чи хастар ҫулҫӳревҫӗ» проекта пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫамрӑк хӑнасем «Бригантина» сывлӑхпа вӗрентӳ лагерӗнче канаҫҫӗ, Чӑваш Енпе, пирӗн регионӑн культурипе тата историйӗпе паллашаҫҫӗ.
«Эткер» центрта ачасем унти тӗрлӗ лабораторипе (хими, биологи, мобильлӗ тата промышленность робот техникин), унти хальхи вӑхӑтри оборудованипе паллашнӑ, центрта ӗҫлекен ӑсталӑх лаҫҫисем ҫинчен пӗлнӗ.
Ачасем астрономи тата космос тытӑмӗсен, гидропоника пӳлӗмӗпе уйрӑмах кӑсӑкланса паллашнӑ.
Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи паркра 3 ҫулти ача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шырас ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ.
Александра Дамиан тата Серафима Иванова ун чухне йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӗсем те ачана шыранӑ, паркра шаппӑн утса сас-чӗве итлесе пынӑ. Кӗҫех вӗсем ача макӑрнине илтнӗ. Ҫырма тӗпӗнчен илтӗнет иккен. Вӗсем унта ансан ачана тупнӑ. Пӗчӗкскер пушмакне ҫухатнӑ, йӗпенсе шӑнса хытнӑ. Питне вӑрӑм туна ҫыртса пӗтернӗ. Ача паркра 2,5 сехет ҫухалса ҫӳренӗ.
Александрӑпа Серафимӑна ШӖМ тав туса парнесем панӑ.
Паян та республикӑри ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта та ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Авари Шупашкар районӗнчи Ишлей патӗнче 9 сехет те 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх "Лада Гранта водителӗ сулахай еннелле ҫаврӑннӑ чухне "Фольксвагена" ҫул паман.
Аварире "Гранта" водителӗ, 63 ҫулти арҫын, вилнӗ. "Фольксваген" водителӗ тата икӗ пассажир аманнӑ. Пӗр пассажирӗ 12 ҫулта кӑна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |