Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗчӗккисем валли «Путешествие по Чувашии. Чӑваш ҫӗршывӗпе паллашар-и?» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна Ольга Васильева пухса хатӗрленӗ, проект ертӳҫи – издательство директорӗ Светлана Каликова, художникӗ – Юлия Лутошкина.
Кӗнекен тӗп сӑнарӗсем: Тилӗ, Атнер тата Эльпи – Шупашкар хулинчен республика тӑрӑх тухса каяҫҫӗ. Вӗсем хамӑр тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Кашни вырӑна ҫитнӗ хыҫҫӑн ачасен тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама тивет. Ачасемшӗн ҫӗнӗ, вӗсем пӗлнӗ хӑш-пӗр сӑмахпа ятарлӑ словарь паллаштарать.
Кӗнекере чӑваш матрешкисемпе наклейкӑсемлӗ сӗтел ҫинчи вӑйӑ та пур.
«Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ кӑтартакан «Вести. Интервью» (чӑв. Хыпарсем. Интервью) кӑларӑмра, Алексей Енейкин тележурналист калашле, «чӑваш халӑх пуласлӑхӗшӗн чун-чӗререн ҫунакан чӑн-чӑн чӑваш» Тимӗр Тяпкин пулнӑ.
Журналистпа чӑваш хастарӗ «тӗлӗнсе пымалла хӑвӑрт аталанса пыракан тӗнчере чӑвашлӑха упраса хӑварасси» пирки калаҫнӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру япӑх мар», — тесе хакланӑ Тимӗр Тяпкин.
Тимӗр Тяпкин ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе чӑвашла калаҫманни пирки пӑшӑрханать. Общество организацийӗсен ҫирӗпрех ыйтмалла тесе те шухӑшлать вӑл. «Чӗлхене упраса хӑварасси пирӗн тивӗҫ. Чи малтан вӑл килтен пуҫланать», — тенӗ хайӗн ачисене чӑвашла калаҫма вӗрентекен Тимӗр Тяпкин.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 16 сехет те 20 минутра Кӳкеҫ поселокӗнчи Совет урамӗнче 4 ҫулти ача аварие лекнӗ. Печӗкскер ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ та кустӑрма айне пулнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
«Киа Рио» иномарка ҫулпа пынӑ. Тӑрук ача сиксе тухнӑ. Водитель чарӑнса ӗлкӗреймен. Ачана ҫийӗнчех пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл суранланнӑ, халӗ пульницӑра выртать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Вӑл — «Телей». Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине 220 вырӑнлӑх тунӑ.
Ҫӗнӗ ача пахчинче шӑпӑрлансене кирли йӑлтах пур. Музыка тата физкультура залӗсем, методика, логопед, тухтӑр, психолог пӳлӗмӗсем, LEGO-студи пӑхса хӑварнӑ. Столовӑя та хальхи вӑхӑт ыйтнине шута илсе тунӑ. Картишӗнче ачасене вылямалли тата уҫӑлса ҫуремелли вырӑнсем пур. Вӗсене тӗрлӗ кӳлепепе илемлетнӗ.
«Телей» ача пахчи Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӑххӑрмӗш микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна тума тӗрлӗ бюджетран 126 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ.
Чӑваш Ен Аслӑ судӗнче Красноармейски районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ.
27 ҫулти амӑшне ачисене алимент тӳлеменшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Алимент парӑмӗллӗ виҫӗ ачаллӑ хӗрарӑма Красноармейски районӗн сучӗ ӗҫлесе юсантарас тенӗ.
Анчах вырӑнти прокуратура айӑплава ытла та ҫемҫе тесе аппеляци мелӗпе республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ.
Алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма унччен явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 461 пин тенке ҫитнӗ. Амӑш прависӗр юлнӑскер тӗпренчӗкӗсем пирки пачах та шухӑшламан тейӗн. Унсӑр пуҫне вӑл ют пурлӑха вӑрласа судпа айӑпланнӑ.
Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
⠀
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене (5 е ытларах ача ӳстерекеннисене) апат-ҫимӗҫ парса пулӑшнӑ. Ыр кӑмӑллӑх акцине «Русь» апат-ҫимӗҫ фончӗ» ыр кӑмӑллӑх фончӗ тата республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви йӗркеленӗ.
Республикӑна 1000 апат-ҫимӗҫ пуххи килнӗ. Унта куллен кирлӗ таварсем: консерва, ҫӑнӑх, кӗрпе, сахӑр песукӗ, пахча ҫимӗҫ — пулнӑ.
Ҫак эрнере министерствӑн ҫемьепе ачасене пулӑшу кӳрекен центрӗн ӗҫченӗсем нумай ачаллисем патне ҫитсе 754 апат-ҫимӗҫ пуххине ҫемьесене панӑ. Вӗсене кӑмӑлтан йышӑннӑ, чунтан тав тунӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра пулӑшу ыттисем патне те ҫитӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уроксене шӑнкӑрав сассипе лармӗҫ. Урок вӗҫленнине те шӑнкӑрав систермӗ. Ҫӗнӗлӗх кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Уроксенче шӑнкӑрав памассине пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те йышӑннӑ.
Шкулти хӑрушсӑрлӑх пирки кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев урок пуҫланса вӗҫленнине учитель сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Ачасем унчченхи пек кашни предмета тӗрлӗ класра вӗренмӗҫ. Физика, хими, физкультура, технологи урокӗсем чухне ҫеҫ вӗсен ятарлӑ кабинета кайма тивӗ.
Ирпе шкула пынӑ чух кашни ачан ӳт температруине виҫӗҫ. Ун валли кирлӗ хатӗрсене пурӗ 2400 штук туяннӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара унчен пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта кӗҫӗн классенче ирхи апат тӳлевсӗр пулать. Анчах ку ашшӗ-амашне питех килӗшмен. Ара, ачасем килте те ирхине апат ҫиме пултараҫҫӗ.
Ҫавна май ку тӗлӗшпе сасӑлав иртнӗ: ачасене ирхине е кӑнтӑрла тӳлевсӗр апат ҫитермелле? Сасӑлава паян пӗтӗмлетнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ, чылайӑшӗ ӗнтӗ, кӑнтӑрлахи апата суйланӑ. Сасӑлава хутшӑннисен 95,7 проценчӗ ку варианта суйланӑ. Ҫапла майпа Шупашкарта вӗренекен 30 пин ача шкулта тӳлевсӗр апатланӗ. Вӑтамран пӗр порци валли хыснаран 52-53 тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енре 8 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑванӗсем вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.
Злобин Дмитрий Владимирович ҫухални пирки амӑшӗ пӗлтернӗ. Ача 2012 ҫулта ҫуралнӑскер. Ӗнер вӑл 15 сехетре килтен, Йӗпреҫ поселокӗнчен, тухса кайнӑ та таврӑнман. Амӑшӗ ӑна хӑй тӗллӗн шыранӑ, анчах тупайман.
Арҫын ача 124 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ кӑвак. Килтен кайнӑ чухне хура-хӗрлӗ олимпийка, кӑвак футболка, спорт шӑлаварӗ, кӑвак тапочка тӑхӑннӑ.
Паян амӑшӗ полицейскисене лайӑх хыпар пӗлтернӗ, вӑл ачана тупнӑ. Ывӑлӗ чиперех, сывах. Ӑна амӑшӗ лавккара тупнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗлӳ кунӗнче, пирӗн республикӑра эрех суттармӗҫ.
Ача-пӑчапа ҫыхӑннӑ уяв кунӗсенче эрех-сӑрана ваккӑн сутма чарасси ҫинчен калакан йвшӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчех кӑларнӑ. Вӑл паян та хӑйӗн вӑйне ҫухатман.
Юлашки шӑнкӑрав, Ҫамрӑксен кунӗ йышши уявсенче лавккасенче эрех сутмаҫҫӗ. Район центрӗсемпе хуласенче ҫеҫ мар, ялтисем ие ҫав кун тытӑнса тӑраҫҫӗ.
Пӗлӳ кунӗ пулин те эрех-сӑрана кафе-ресторанта ирӗклӗнех туянма пулать. Тепӗр майлӑ каласан, общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче эрех-сӑра туянма май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |