Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Пирӗн республика Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫырӗҫ. Вӑл 11 сехетре ҫӗршыври мӗнпур регионта пуҫланӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамраксем тата аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарӗҫ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр хулисенче те иртӗ.
Кунсӑр пуҫне онлайн мелпе тестировани ирттерӗҫ, вӑл вара 13 сехетре пуҫланӗ. Унта 30 ыйту пулӗ. Пурне те пӗр пек йывӑр ӗҫ парӗҫ. Пӗтӗмпе 100 балл пухма май пур.
Диктант федераци тата регион пайӗнчен пулӗ. Пӗтӗмлетӗве чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пӗлме пулать. Диктанта мӗнле ҫырнине тишкерсе вӗренӳ программине еплерех улшӑнусем кӗртесси пирки шухӑшлӗҫ.
«Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ — ҪҪХПИе шӑнкӑравла» — ҫак ятпа Шупашкарта пӗрремӗш хут акци иртнӗ. Ӑна ҫул ҫинче аварисен йышне пӗчӗклетессишӗн йӗркелеҫҫӗ.
Общество транспорчӗ ҫине стикерсем ҫыпӑҫтарнӑ. Унта дежурнӑй чаҫӗн номерне палӑртнӑ. Ҫул-йӗр правилисене пӑснине курсан 24-07-70 номерпе шӑнкӑравламалла.
Стикерсене маршруткӑсем ҫине ҫыпӑҫтарнӑ. Ӑна ахальтен суйламан. Ҫынсем ку транспортпа тӑтӑшрах усӑ кураҫҫӗ. Водительсем вара правилӑсене нумай пӑсаҫҫӗ.
Вӗсен айӑпӗпе кӑҫалхи 8 уйӑхра 26 авари пулнӑ. Вӗсенче 34 ҫын суранланнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫынсем йӗркене пӑсни пирки вӑхӑтра пӗлтерессе шанать.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхине республикӑра «Кино каҫӗ» акци иртнӗ. Ӑна пӗтӗмпе 116 лапамра йӗркеленӗ.
«Кино каҫӗ» Пӑрачкав районӗнче те иртмелле пулнӑ. Анчах Африка мурне пула унта мероприятисем, уявсем йӗркелеме чарнӑ.
Ҫав каҫ район-хулари кинотеатрсенче, культура керменӗсемпе ҫурчӗсенче, вулавӑшсенче, музейсенче тӗрлӗ фильм кӑтартнӑ.
Унччен маларах республикӑра 116 лапамра кино кӑтартасси пирки хыпарланӑ, анчах 116-шӗнче ҫес акци иртнӗ.
Акцие 17 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫав каҫ ҫынсем «Легенда №17», «Батальон», «Смешарики: Легенда о золотом драконе» фильмсем курнӑ. Кунсӑр пуҫне эксклюзив та пулнӑ: ҫынсем «Дети против волшебников» фильм пӑхнӑ.
«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн организацийӗ черетлӗ хутчен чӑвашла инфостикерсем пичетлесе кӑларнӑ. Хальхинче вӑл «Чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗ», «Хупӑ», «Пушар тухасран асӑрхаканӗ», «Туртса уҫ», «Тӗксе уҫ», «Чӗлӗм ан турт», «Пушар тухсан 01 шӑнкӑравла. Моб. 112», «Ют ҫынсен кӗме юрамасть», «Уҫӑ», «Ҫутта сӳнтерсе хӑвар», «Кӗме», «Тухма», «Кайри алӑк» йышшисене хатӗрленӗ. «Кунта видеосӑнав пырать» текеннине унччен хӑш-пӗр ҫӗрте асӑрхама тивнӗччӗ-ха, хальхинче те ӑна илме пулать.
«Ирӗклӗх» Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, кирлӗ пулсан — ушкӑн ертӳҫисем патне ҫырмалла е irekleh@gmail.com адреспа шӑрҫаламалла «Пурне те парнелетпӗр :)», — тесе хыпарланӑ.
Ҫу уйӑхӗнче ҫак организаци хастарӗсем чӑвашла хӑю салатма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш ялавӗнчи тӗссене сӑнлакан хӑю сарас акцие ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпех ирттерме планланине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» ыркӑмӑллӑх марафонӗ вӗҫленнӗ. Хальхинче ӑна Пӑрачкав районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. Ҫак района ахальтен мар суйланӑ. Унта пурӑнакансем укҫа ыттисенчен нумайрах пухнӑ.
Кӑҫал марафонра 7 миллион та 800 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 600 пин тенкӗ ытларах.
Марафона 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи нумай укҫа хывакансене медальпе тата тав хучӗпе чысланӑ. Марафона хупнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Марафонра пухнӑ укҫа йывӑр чирпе нушаланакан ачасене сиплеме, пултаруллӑ ачасене пулӑшма, пульницӑсем валли хатӗр-хӗтӗр туянма кайӗ. Укҫа-тенке ӑҫта пухнӑ — вӑл ҫав тӑрӑхрах юлӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Ен — нимелле укҫа пухакан пӗртен-пӗр регион. Ытти регионта пӗр-икӗ спонсор тупаҫҫӗ, вӗсем 5-7 миллион тенкӗ укҫа параҫҫӗ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре «Аборт тӑвассине хирӗҫ!» акци иртнӗ. Ӑна Православи тӗнне ӗненекен, ҫемьеленнӗ, ывӑлне воспитани паракан Константин Павлов йӗркеленӗ.
Ку акци Пӗтӗм Раҫҫейри «Аборта хирӗҫ!» программӑпа килӗшӳллӗн пулнӑ. Ӑна кашни ачана, варта тӗвӗленнине те, хӳтӗлес тӗллевпе йӗркеленӗ. Ҫапла вӗсем ку тӗлӗшпе общество шухӑшне улӑштарасшӑн, РФ Конституцине ку енӗпе тӳрлетӳсем кӗртесшӗн.
Хӗрлӗ футболка тӑхӑннӑ ҫынсем иртен-ҫӳрене ятарлӑ брошюрӑсем валеҫнӗ. Константин Павлов шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем ытларах чухне кӑкӑрти усал шыҫҫӑ пула вилеҫҫӗ. Ку вара аборт тусан аталанать.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра мӗн сутассине палӑртнӑ. Приватизацин прогноз планне патшалӑхӑн унитарлӑ икӗ предприятийӗ лекнӗ. Вӗсене иккӗшне те 2017 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталта «ярӑнтарма» палӑртаҫҫӗ. Республика сутма палӑртнӑ патшалӑх предприятийӗсен списокӗнче — Строительство министерствин «Чӑвашгазӗ» тата Вӗренӳ министерствин «Чӑваш республикин вӗренӳпе курӑмлӑх хатӗрӗсен коллекторӗ». Малтан каланин тӗп хатӗрӗсене 238,66 миллион тенкӗпе хакланӑ. Предприятире 17 ҫын ӗҫлет. Вӗренӳ коллекторӗн хакӗ — 3,8 миллион тенкӗ. Унта 35-ӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Республика «Чӑвашкредитпромбанкӑн» 38,13 процент акцине тата «Газпром межрегионгаз Шупашкар» обществӑри хӑйӗн 22,73 процент акцине сутма шухӑшлать. Акцисене маларах та сутма хӑтланнӑ-мӗн-ха, анчах илекен тупӑнман.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ акци пуҫланӑ — чӑвашла хӑю салатассине. Чӑвашла хӑю сарӑ тӗслӗ, хӗрлӗ йӑрӑмлӑ. Сарлакӑшӗ 2,5 см. Ҫапла май вӑл чӑваш ялавӗнчи тӗссене сӑнлать. Акцин срокӗ ҫук, ӑна хастарсем ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпех ирттерме планлаҫҫӗ.
Чӑвашла хӑю валеҫнӗ май «Ирӗклӗх» ятарлӑ конкурс та пуҫланӑ, ӑна «Хӑюллӑ пул, пурне те хӑюллантар!» ят панӑ. Чӑвашла хӑйӑва тум ҫине ҫаклатнӑ хыҫҫӑн сирӗн сӑн тумалла та «Ирӗклӗх» хастарӗсене ярса памалла (вӗсене «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра тупма пулать). Чи хӑюллисен йышӗнчен пӗрне суйласа мӗнле те пулин парнепе чыслама та палӑртнӑ.
Чӑвашла хӑю илес тесен «Ирӗклӗх» пӗрлӗх пайташӗсемпе ҫыхӑнӑр. Инҫетрисем ҫак хӑйӑва «СУМ» лавкка урлӑ туянма пултараҫҫӗ — хакӗ 15 тенкӗ.
Республикӑри онкологи диспансерӗнче меланомӑна тупса палӑртас тӗллевпе акци ирттернӗ. Шупашкар ҫыннисем тур паллине ӳкернӗ сӑнсене ярса панӑ, специалистсем патне приёма килнӗ.
Ҫав кун специалистсенчен 138 ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 4-шӗн усал шыҫӑ пулма пултарать. 9-шӗ тӗлӗшпе иккӗленнӗ. Специалистсем электронлӑ почтӑпа ярса панӑ тур паллин ӳкерчӗкӗсене те тишкернӗ. Вӗсем 164 анкета пӑхса тухнӑ. 40 ҫыннӑн меланома пулма пултарассине пӗлтернӗ. Вӗсене приема килме йыхрав янӑ.
Ку ыйту питӗ ҫивӗч пулнӑран акцие тӑсма палӑртнӑ. Онкологсем хӗвел ҫинче сахалрах пулма, унран хӳтӗлекен кремпа усӑ курма, соляри пирки манма сӗнеҫҫӗ.
Кӑҫал Шупашкарти шкул ачисемпе ҫамрӑкӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Астӑвӑм вахти» акцие хутшӑнса Севастопольте тата Тверь облаҫӗнче пулнӑ.
Ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем салтак ӳчӗсене юлашкине тупнӑ. Кунта стрелоксен 35-мӗш дивизийӗнче пирӗн ентешсем пуҫ хунӑ. Ҫамрӑксем хӑйсем тупнӑ япаласем пирки Шупашкар хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова каласа кӑтартнӑ.
Вӗсем, тӗслӗхрен, «Сталинец-2» тягачӑн урапине тупнӑ. Вӑл халӑх хуҫалӑхӗ валли пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна Хӗрлӗ ҫара илсе кайнӑ. Ачасем ытларах флягӑсем, гильзӑсем, патронсем тупнӑ. Вӗсене кӗҫех шкул музейне парӗҫ.
Севастопольте ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи патронсӑр пуҫне Крым вӑрҫинчи пульӑсене те тупнӑ. Шупашкарта шырав юхӑмӗ аталансах пырать. Шкулсене ашшӗ-амӑшӗ укҫан пулӑшать. Темиҫе ҫул каялла шырав ӗҫне пӗр шкул кӑна хутшӑннӑ тӑк халӗ ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсене хулари тӑватӑ шкул ачисем каяҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |