Халӗ ҫамрӑксем кальян туртма юратаҫҫӗ. Анчах вӗсем унӑн сиенӗ пирки лайӑх пӗлмеҫҫӗ.
Яш-хӗре, халӑха унӑн сиенӗ пирки пӗлтермелле. Шӑпах ҫак тӗллевпе пирӗн республикӑра халӑхӑн сывлӑхне кальян сиенӗнчен упрас енӗпе уйӑхлӑх иртет.
Уйӑхлӑх чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Вӑл раштавӑн 10-мӗшӗччен пырӗ. Акци вӑхӑтӗнче информаци материалӗсем салатӗҫ, спорт енӗпе массӑллӑ мероприятисем ирттерӗҫ, «хӗрӳ линисем» йӗркелӗҫ, ҫамрӑксем канакан вырӑнсене тӗрӗслӗҫ.
Палӑртар: кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирус туртасси, сутасси енӗпе саккуна пӑснине 759 тӗслӗхре палӑртнӑ. 114 ҫынна административлӑ явап тыттарнӑ, пӗтӗмпе 950 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ.
Фурӑсене ҫулпа ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хака ӳстерни пирки калаҫма пуҫласан дальнобойщиксем кӑмӑлсӑрланма тытӑннӑ. Нумаях пулмасть вӗсем ҫакна хирӗҫ акци те ирттернӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Хыркасси тӗлӗнче 100 яхӑн фура пухӑннӑ. Пурте 12 тоннӑран ытларах таяканнисем. Дальнобойщиксем ҫапла майпа тӳлеве хирӗҫ пулнине палӑртнӑ.
Фурӑсем колоннӑпа федераци ҫулӗпе кайнӑ. Алексей Осипов, йывӑр тиевлӗ урапа водителӗ, тӳлеве ӳстерсен апат-ҫимӗҫпе топливо хакӗ те хӑпарассине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, юлашки 10 ҫулта дальнобойщиксен шалӑвӗ ӳсмен, конкуренци пысӑк.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, фурӑсене ҫула сиен кӳнӗшӗн чӳкӗн 15-мӗшӗнчен тӳлеттерме пуҫлӗҫ. 1 ҫухрӑмшӑн 3,73 тенкӗ тӳлемелле пулӗ.
Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри географи диктантне ҫырнӑ. Акци ҫӗршывра пӗрремӗш хут иртнӗ.
Пӗрремӗш хут иртнӗ пулсан та унта чылай ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 781 ҫын парта хушшине ларса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.
ЧР влаҫӗсен порталӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, диктанта хутшӑннӑ чи кӗҫӗн ҫын 2-мӗш класс ачи пулнӑ. Чи асли вара — 79 ҫулти ҫын.
Географи диктанчӗ «Манӑн ҫӗршыв — Раҫҫей» темӑпа иртнӗ. Заданире 25 ыйту пулнӑ. Диктанта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ҫырнӑ.
Акци йӗркелӳҫисем географи диктанчӗ ҫынсен пӗлӳ шайне тӗрӗслеме май панине шанаҫҫӗ.
ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвӗҫ. Ку — иккӗмӗш хут.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвас енӗпе канашлу иртнӗ. Ку мероприяти Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна Спорт министерстви тата хула администрацийӗ йӗркелӗ.
Вӑл кӳлмекре 10 сехетре пуҫланӗ. Унта, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пур ӳсӗмри 100 яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче — студентсем, тӳре-шара, предприятисенче ӗҫлекенсем, шкул ачисем…
Ҫав кунах «Тухтӑрпа уҫӑлса ҫӳретпӗр» акци те иртӗ. Дистанцие парӑнтарнӑ вӑхӑтра, финиша ҫитичченех, ҫынсем тухтӑртан пулӑшу ыйтма, унпа калаҫма пултарӗҫ.
Шупашкарта кӗҫех Донор кунӗ иртет. Ҫынсем виҫӗ сехет хушшинче чирлисене пулӑшма пултарӗҫ.
Донор кунӗ авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртет. Юн парас тесен Хулари 1-мӗш клиника пульницине пымалла.
Кунашкал мероприятисене ҫулталӑкне 3-4 хут ирттереҫҫӗ: ҫуркунне, хӗлле тата кӗркунне. Кӑҫал ҫуркунне, тӗслӗхрен, виҫӗ сехет хушшинче акцие 90 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти Калинин районӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑра 9-12 сехетсенче юн пама май пулӗ. Ҫынсен хӑйсемпе пӗрле паспорт илмелле. Донорсене апатланмашкӑн укҫа парӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене ӗҫрен ҫав кун канма тата тепӗр канмалли кун илмешкӗн справка парӗҫ.
Донорсен пӗр кун маларах эрех-сӑра ӗҫме, ҫуллӑ апат ҫиме юрамасть. Пӗр сехет маларах пирус та туртмалла мар. Ирхине кӑшт ҫеҫ апатланмалла.
ЧР Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗнеке чи нумай вулакан регион» конкурса хутшӑнать. Вӑл «Раҫҫейри литература флагманӗ» ята илессишӗн тупӑшӗ.
Конкурсра вулакансен статистикине ҫеҫ шута илмӗҫ. Унта регионти литература йӑли-йӗркине те, Литература ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ конкурссене те хаклӗҫ. Наци вулавӑшӗ конкурса Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа хатӗрленӗ «Нарспи» вулатпӑр» акцие тӑратӗ.
Ҫак акцие ирттерсе поэмӑна вуланине видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларма май килнӗ. Унпа килӗшӳллӗн республикӑри вулавӑшсенче пин-пин мероприяти ирттернӗ: литература уявӗсем, театрализациленӗ постановкӑсем, телекӗперсем, вулакансемпе ӳкерекенсен конкурсӗсем, куравсем, флешмобсем…
«Нарпие» вулатпӑр акци Чӑваш Ен ҫыннисене кӑна мар, тӗнчери халӑхсене те кӑсӑклантарнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗнеке чи нумай вулакан регион» конкурс ҫӗнтерӳҫисене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче палӑртӗҫ.
«Чӑвашавтодор» акционерсен уҫӑ обществин акцийӗсене сутма палӑртнӑ. Аукциона компанин мӗнпур акцийӗнчен 75 процентӗнчен 1 акци сахалтарах сутлӑха кӑларнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, «Чӑвашавтодорӑн» хуҫи пулса тӑрас тесен 189 пин те 474 акцие илмелле.
Акционерсен ку обществине 14 филиал кӗрет. Ҫав шутра — Канашри, Шупашкар районӗнчи тата Ҫӗмӗрлери территорипе производство управленийӗсем, сакӑр ҫул-йӗрпе юсав управленийӗ, проектпа смета бюровӗ, пурлӑхпа техникӑпа тивӗҫтерекен управлени. Компани харпӑрлӑхӗнче — пӗтӗмпе 820,77 пин тӑваткал метр калӑпӑш йышӑнакан 48 ҫӗр лаптӑкӗ, 200 ытла ҫуртпа сооружени.
Хаклӑ хута ҫурлан 21-мӗшӗнче сутма палӑртнӑ. Кун пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Чӑвашавтодор» предприятин пысӑк пайне акци урлӑ илес текенӗн 18 миллиона яхӑн сататкӑ парса хумалла. Аукцион 1 миллион тенкӗрен пуҫланать. Аукциона хутшӑнас текенсен ҫырӑвӗсене ҫурлан 3-мӗшӗнче юалшки кун йышӑнаҫҫӗ.
Украинӑри политика лару-тӑрӑвӗ пирки Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипех калаҫаҫҫӗ. Унта ахаль ҫынсем те вилни нумайӑшне хумхантарать. Ку условисенче ачасем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.
Йывӑр лару-тӑрӑва кура Раҫҫейри чылай регионта Донбасс валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухаҫҫӗ. Шупашкарсем те айккинче юлман. Хулара гуманитари пулӑшӑвне пухмалли 26 пункт уҫӑлнӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Лилия Панычева мӑнукӗпе палаткӑна курса пынӑ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вӑл пысӑках мар хутаҫ йӑтса таврӑннӑ. Утиял, тетте илсе пынӑ вӑл. Унӑн тӑванӗсем Мариупольте пурӑнаҫҫӗ-мӗн.
Гуманитари пулӑшӑвӗ пухмалли палаткӑсем ӗҫлеме тытӑнсан пирвайхи кунсенчех унта 100 ытла ҫын пынӑ.
Волонтерсене апат-ҫимӗҫ, гигиена хатӗрӗсем, шкул хатӗрӗсем пама юрать. Акцие хутшӑннӑ кашни ҫынна «эпӗ Донбаса пулӑшрӑм» кӑкӑр палли параҫҫӗ.
Палаткӑсем ирхи 10 сехетрен ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑн 22-мӗшӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ умӗнче «Донор кунӗ» акци иртнӗ. Ӑна «МузАртерия» донор юхӑмӗ йӗркеленӗ.
Республикӑри юн илекен станцин трансфузиологӗ Алевтина Царева каланӑ тӑрӑх, ҫав кун 120 ытла ҫын юн пама пултарнӑ. Ытларахӑшӗ — шупашкарсем. Пӗтӗмпе 50 литр юн пухнӑ. Акцие концертсӑрах ирттернӗ.
ЧР Сывлӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 150 ытла ҫын юн пама килнӗ, анчах тухтӑрсем сывлӑхне кура пурне те йышӑнман. Акцие пӗрремӗш хут юн паракан ҫамрӑксем те, «Хисеплӗ донор» ята илнисем те хутшӑннӑ.
«МузаАртерия» донор юхӑмӗн ҫулне 20 хула кӗрет. Мускавран пуҫласа Владивосток таранах ҫӳрет вӑл. Шупашкар унӑн маршрутӗнчи виҫҫӗмӗш хула пулнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре кӑҫал ҫур ҫулта 9 пин ытла ҫын юн пан.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче ыркӑмӑллӑх акцийӗ малалла пырать. Вӑл «Кӗнеке — ял ачисене» ятлӑ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗ Литература ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие ял вулавӑшӗсенчи фондсене пуянлатас, халӑха, уйрӑмах ачасене, кӗнеке вулама илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Акцие 1-мӗш клиника пульницин чылай ӗҫченӗ хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть ҫамрӑк вулакансем валли пӗр пациентка нумай кӗнеке йӑтса килнӗ. Вӗсем ҫӗнех мар, анчах усӑ курма юрӑхлӑ.
Пульница ӗҫченӗсем аслӑрах вулакансем валли илемлӗ литература нумай пухнӑ. Вӗсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка вулавӑшне илсе кайӗҫ.
Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Вӑл раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-56-11.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |