Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Раҫҫей пуштин Чӑваш Енри филиалӗпе пӗрле «Напиши письмо родителям» (чӑв. Аҫӑр-аннӗр патне ҫыру ҫырӑр) ятпа социаллӑ акци ирттерет.
Акци ҫемье этем пурӑҫӗнче хаклине аса илтерес, ҫак шухӑша обществӑра сарӑс тӗллевлӗ. Мероприятине ҫемье кунӗ умӗн пуҫарнӑ. Ун вӑхӑтӗнче пирӗнтен кашниех атте-аннемӗрсем, асатте-асаннемӗрсем, кукаҫи-кукамайӑмӑрсем, ҫывӑх ҫыннӑмӑрсем патне ҫыру вӗҫтерме пултаратпӑр. Алӑпӑ ҫырса.
Акци утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таран тӑсӑлӗ. Ҫырусене районсенчи вулавӑшсене пырса памалла. Калас тенӗ ӑшӑ сӑмахлӑ йӗркесене вулавӑшсенче те шӑрҫалама май туса парӗҫ. Наци вулавӑшӗнче ҫыру ҫырма ятарлӑ сӗтел те хатӗрленӗ. Унта хут, ручка тата конверт хунӑ. Конвертсене вулавӑш ӗҫченӗсем пушта уйрӑмӗсене кайса парӗҫ. Ҫыру яма укҫа тӳлеттермӗҫ.
Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейре иртекен «СТОП ВИЧ/СПИД» акцие хутшӑннӑ. Республикӑри спорт обществисем те ҫак акцие хастар хутшӑннӑ. Ҫынсем ятарлӑ хештегпа халӑх тетелне сӑнӳкерчӗксем кӑларса хунӑ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче СПИДран вилнӗ ҫынсене асӑнса пӗтем тӗнчери куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Унран пирӗн спортсменсем те айккинче юлман.
Республикӑри спорт шкулӗсенче эрне тӑршшӗпех ҫавра сӗтелсем, калаҫусем, ытти мероприяти иртнӗ. Спортсменсем халӑх тетелӗсенче #стопвичспид хештегпа паллӑ туса сӑнӳкерчӗксем кӑларса хунӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри флешмоба кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли акци хештегне пичетелесе кӑлармалла та унпа сӑн ӳкерӗнмелле, ӑна халӑх тетелне кӑларса хумалла.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ВИЧ тата СПИД чирӗсем ернисене палӑртмалли акци иртӗ. Ӗнер ун пеккине Шупашкарти медицина колледжӗнче йӗркеленӗ.
СПИДпа тата инфекци чирӗсен профилактикипе тата ҫав чирсемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр тата «Волонтер-медиксем» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗ пуҫарнипе ирттернӗ акци вӑхӑтӗнче студентсене чир ҫинчен каласа кӑтартнӑ, буклетсем валеҫнӗ, ВИЧпа СПИДа тӗрӗслеме анализ илнӗ.
Ун йышши тепӗр акци ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институтӗнче иртмелле. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче йӗркелӗҫ. Унта пухӑннисене чир епле ернине ӑнлантарса панипе пӗрлех сывлӑха тӗрӗслемешкӗн анализ илӗҫ. Ку процедурӑшӑн пӗр пус та тӳлемелле мар.
Ҫу уйӑхӗн 15-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре СПИДран вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа декада ирттерӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта ВИЧ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме май пур. Республикӑри СПИДпа кӗрешмелли тата профилактика центрӗнче вара 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен сывлӑха тӗрӗслеме май пур. Ку – тӳлевсӗр, кирлӗ пулсан ят-шыва та кӑтартмаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти медицина колледжӗнче «Стоп ВИЧ\СПИД» акци ирттерӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вара 11 сехетре Лакрей вӑрманӗнче анонимлӑ майпа анкетировани витӗр тухма пулать, ыйтусем пама та май пулӗ.
Ака у йӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне республикӑра 2362 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ шутланать. Вӗсенчен 64-шӗ вилнӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки кӗнекесене ачасене вуласа панӑ. Пӗтӗм тӗнчери вулав акцине Шупашкар та хутшӑннӑ.
Ку акцие Самар облаҫӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗ пуҫарнӑ. «Ачасене вӑрҫӑ пирки вуласа паратпӑр» акци тӗнче шайне куҫнӑ. Ӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш хут иртнӗ.
Шупашкарта ку акцие сакӑр вулавӑш хутшӑннӑ. Ачасене вӑрҫӑ литературипе паллаштарма Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, ЧР Общество палати сӗннӗ.
Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра Анатолий Митяевӑн «Мешок овсянки», Сергей Алексеевӑн «Ни шагу назад» калавӗсене вуласа кӑтартнӑ. Вӗсене Зинаида Паршагина тата Никита Бурашников вуланӑ.
Ытти вулавӑшра ачасене Лев Кассилӗн, Валерий Воскобойниковӑн, Юрий Яковлевӑн хайлавӗсемпе паллаштарнӑ.
Раҫҫейре «Георги хӑйӑвӗ» акци пынине, ӑна Шупашкар урамӗсенче те валеҫнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗп хулара пурӑнакан ҫынсене тата хӑнасене кӑвакарчӑн та панӑ.
Паллах, чӗрӗ кайӑк тыттарман. Шупашкарти 164-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем вӗсене хӑйсем хатӗрленӗ. Тӑнӑҫлӑха, ырӑлӑха кӑтартакан кайӑксене ачасем урамра валеҫнӗ.
Ачасем аслисене тӑнӑҫлӑха упрамаллине аса илтерсе акцие тухнӑ. Хутран касса кӑларнӑ кӑвакарчӑнсене вӗсем иртен-ҫӳрене парнеленӗ. Пӗчӗкскерсем троллейбуса кӗрсе пассажирсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ, хӑйсен парнине тыттарнӑ.
Акцие ача пахчинчи ултӑ ушкӑнри ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 200 яхӑн кӑвакарчӑн валеҫнӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Георги хӑйӑвне ҫыхса ҫӳремелли йӗркене ҫирӗплетнӗ. Кун пирки «Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри общество юхӑмӗ пӗлтерет.
Малашне Раҫҫей ҫыннисен Георги хӑйӑвне пиншак ҫине ҫеҫ ҫыхма юрать. Темиҫе ҫул каялла вара хӑйӑва сумка, машина антенни ҫине ҫыхма ирӗк панӑ. Халӗ, ҫӗнӗ регламентпа килӗшӳллӗн, ҫакна тума юрамасть. Ҫавӑн пекех хӑйӑва пуҫ ҫине тата пилӗкрен аяларах ҫыхма ирӗк ҫук.
Аса илтерер: «Георги хӑйӑвӗ» акци Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен, иртет. Ҫак тапхӑрта хӑюсене тӳлевсӗрех валеҫеҫҫӗ.
Шупашкарта «Республика символӗсем – халӑх символӗсем» флешмоб иртнӗ. Ӑна патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Паян Анне палӑкӗ умӗнче халӑх йышлӑн пухӑннӑ. Унта килнисем Чӑваш Республикин гимнӗ янӑранӑ хушӑра хӗрлӗ хут тытса Патшалӑх гербӗнчи элемента – «Пурнӑҫ йывӑҫне» - сӑнарланӑ.
Акцие кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑннӑ. Унта шкул ачисем, студентсем, культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем, вӗренӳ, спорт тытӑмӗнче тӑрӑшакансем тата иртен-ҫӳрен пынӑ. Пӗтӗмпе 1000 ытла ҫын пухӑннӑ.
Акци пуҫланас умӗн палӑк умӗнчи лапамра концерт иртнӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем хатшӑннӑ.
Ҫывхарса килекен ҫу уйӑхӗнчи уявсем тӗлӗнче Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑспа тата самолетпа ҫула тӳлевсӗр тухайӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑс ҫинчи ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма кӑмӑл тунисем хальлӗхе — виҫҫӗн. Ватӑсемпе пӗрле пӗр ҫын пӗрле тӳлевсӗр каяйрать. Чӑваш Енри шур сухалсем Мускава тата Питӗре кайма кӑмӑл тунӑ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 10-мӗшӗ таран пырать.
Шупашкартан Питӗре самолетсем вӗҫтерекен «РусЛайн» авиакомпани те Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене самолетпа тӳлевсӗр вӗҫме чармасть. Вӗсемпе пӗрле ҫула тухнисене ҫур хакпа илсе кайӗҫ. Самолетри ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-800-5555-800 тӳлевсӗр номерпе талӑкӗпех шӑнкӑравлама юрать.
Ҫу уйӑхӗ пуҫланиччен вӑхӑт нумаях та иртмерӗ. Уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнчех Георгий хӑйӑвӗсене валеҫме пуҫлӗҫ. Вӗсене ҫынсене урамра ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен парӗҫ.
Раҫҫейри чылай хулара ку акци пуҫланнӑ ӗнтӗ. Пирӗн республикӑра вара Георгий хӑйӑвӗсен ҫу уйӑхӗн 1–9-мӗшӗсенче валеҫӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑюсене волонтерсенчен хулари тӗп урамсенче — Модӑсен ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, Республика тӳремӗнче, Хӗрлӗ тӳремре — илме май пулӗ. Хӑюсене халӑх нумай пухӑнакан вырӑнта та валеҫӗҫ.
Ку акцие Чӑваш Енре ҫулленех ирттереҫҫӗ. Ӑна Ҫӗнтерӳ кунне халалласа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 72 ҫул ҫитет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |