Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ сессийӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ саккун проектне пӑхса тухса йышӑннипе пӗрлех республикӑн Шалти ӗҫсен министрӗн - Сергей Неяскинӑн - докладне те итленӗ. Хастартарах та чӗрӗрех депутатсем доклад итленипех ҫырлахман, министра ыйту ҫине ыйту панӑ.
Сергей Семенов парламентари, сӑмахран, пакунлисем хушшинче саккуна пӑсакансем пирки сӑмах хускатнӑ. Министр ун пек пӗр ҫынна тытса чарнине пӗлтернӗ. Пакунли вӑйӑ усламне хӳтӗлесе пурӑннӑ иккен. Министр тепӗр наркодилерсем эрнере 100-150 пин тенкӗ услам курнине те пытарман. Вӑл ашшӗ-амӑшне ачисемпе тимлӗрех пулма, наркотик сутакансене ҫирӗп явап тыттарнине аса илтерме чӗнсе каланӑ.
Александр Андреев депутат преступление хӳтӗленӗ фактсемпе кӑсӑкланнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарман тӗслӗхсем сахал.
Константин Степанов полицин участокри уполномоченнӑйне хурласа калаҫнӑ. Тата вӑл полицин штатра тӑман ӗҫченӗ пулса вырнаҫма депутата суйланассинчен те йывӑртараххине палӑртнӑ.
Тин ҫуралнӑ ачина вӗлернӗ ҫынна тупас тесе йӗрке хуралҫисем пысӑк ӗҫ тунӑ. Аса илтерер: пӗлтӗр ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канашра целлофан хутаҫа чикнӗ ача виллине тупнӑччӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пепке вӑхӑтрах ҫуралнӑ. Следовательсем ача амӑшне тупас тесе чылай ҫынран ыйтса пӗлнӗ, Канаш тата Канаш районӗнче пурӑнакан 100 хӗрарӑма тӗрӗсленӗ. Вӗсене судпа генетика экспертизи витӗр кӑларнӑ.
ЧР ШӖМӗн ДНК-лабораторийӗнче тунӑ экспертиза ҫакнашкал тискер ӗҫе тунӑ хӗрарӑма тупма пулӑшнӑ. Ачан генотипӗ Канаш хулинче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмпа пӗр килнӗ.
Ҫакскер хӑй преступлени тунине йышӑннӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Куншӑн ӑна 5 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма пултараҫҫӗ.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм (тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсенчен пӗринче вӑл 47-ре пулнине пӗлтернӗ, анчах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫулне ҫырман) диплом укҫалла ҫыртарма хӑтланса «кӗмӗлсӗр» юлнӑ.
Тӗпчев ӗҫне ҫырса пулӑшакана студентка тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Унта, чӑн та, тем сутса илекен те, тем сӗнекен те пур. Хӗрарӑм куҫ хывнӑ пӗлтерӳ авторӗ хӑйӗн ӗҫне 9 пинпе хакланӑ. Анчах малтан ҫур хакне тӳлемелле. Ҫапларах ыйтнӑ пӗлтерӳ авторӗ.
Диплом кирлӗ студентка турткалашса тӑман — укҫана кӑларса хунӑ. Тӗрӗсрех каласан, куҫарса панӑ. Диплом ҫырма хатӗр ҫын ҫавӑн хыҫҫӑн ҫухалнӑ.
Улталаннине ӑнланса илнӗ студентка пакунлисем патне пулӑшу ыйтма вӗҫтернӗ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑй йышӑнакан пуканпа сывпуллашма пултарать. Ку хыпара «Чебоксары 24» портал Константин Ишутов блогер пӗлтерни тӑрӑх ӗнер каҫхине ҫырнӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службипе ҫыхӑнса ку хыпара уҫӑмлатма май килменнине те асӑннӑ унта.
«Минус генерал. Министр МВД по Чувашии Сергей Неяскин освобождается от занимаемой должности» (чӑв. Генерал чакать. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ӗҫрен каять), — ҫырнӑ иккен Ишутов соцсетьсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче. Унта вӑл хыпарланине ӗненсен Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министерствине ертсе пынӑ генерала урӑх регионта ӗҫлеме сӗннӗ пулать.
Аса илтерер, полицин генерал-майорне, Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ Сергей Неяскина пирӗн республикӑри ШӖМе ертсе пыма 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче шаннӑччӗ.
Шупашкарта «Тӑван патруль» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн патшалӑх автоинспекторӗсем водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет параҫҫӗ. Ку акци икӗ эрнене тӑсӑлӗ.
ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, акцин пӗрремӗш кунхине инспекторсем Шупашкарти Энгельс урамӗнче пулнӑ. Вӗсем вырӑна пӗрремӗш ҫитнӗ водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет парнеленӗ.
Палӑртмалла: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем пулӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫул ҫинче инкек пулсан, тавралӑх тӗттӗмленсен ял ҫывӑхӗнче мар чарӑнсан водительсен ятарлӑ жилет тӑхӑнмалла. Унашкал тума Шупашкарти водительсем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен илме пултарӗҫ. Вӗсене акци вӑхӑтӗнче салатӗҫ.
Ҫак пӑтӑрмах нумаях пулмасть пулса иртнӗ. Шупашкар арҫынни банксенчен пӗринче 300 доллар кредит илнӗ. Хӑй тимсӗрлӗхне пула укҫана унтах ҫухатса хӑварнӑ. Урайӗнче пӗр чӗрке выртнине ҫывӑхра тӑракан ҫамрӑк мар хӗрарӑм асӑрханӑ. Ҫухатакан этем хыҫҫӑн тухнӑ-ха вӑл. Анчах кӑштахран каялла ҫаврӑнса кӗнӗ те чӗркене илсе чикнӗ.
Ют укҫана тупакана кӗҫех пакунлисем шырама пуҫланӑ. Ҫавна Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗн тӑванӗсем илтеҫҫӗ.
300 доллар тупнӑ хӗрарӑм кӗҫех полицейскисем патне вӗҫтерет. Ахаль мар. Укҫа йӑтсах пырса кӗрет. Хӗрарӑм пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӗркере мӗн пулнине те вӑл малтанласа ӑнланман имӗш. Кайран ӗн тумаллине пӗлмен. Ют укҫана хӑй кӑмӑлӗпе тавӑрса панӑ хӗрарӑма пакунлисем явап тытармассине пӗлтереҫҫӗ.
Красноармейски районӗнче вырӑнти влаҫ тытӑмӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм суд сакки ҫине ларӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм инсульт пулнӑ ватӑ ҫынна улталанӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулта хайхискер тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм патне килсе ҫӳренӗ. Вӑл ҫакӑнпа усӑ курас тенӗ, ватӑ ҫыннӑн пурлӑхне хӑйӗн ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа тӳре-шара унӑн ҫуртне тата икӗ ҫӗр лаптӑкне хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кун пирки 2015 ҫулта ҫеҫ пӗлнӗ. Вӑл чӳрече улӑштарма шухӑш тытсан тӗрӗслӗх тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ун чухне ҫуртра нимӗнле юсав ӗҫӗ те ирттерме ирӗк ҫуккине ӑнланнӑ.
Тивӗҫлӗ канурискер йӗрке хуралӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна пурлӑхне тавӑрса панӑ. Администраци ӗҫченӗ вара судра явап тытнӑ. Ӑна виҫӗ ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ.
Паян Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен машини инкеке лекнӗ. Авари ирхи 6 сехет те 20 минут тӗлӗнче «Шупашкар— Сӑр» ҫул ҫинче пулнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗ тытса пыракан «Лада Приора» ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче инспекторсем иккӗн пулнӑ. Вӗсем, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, патруле тухнӑ.
Хирӗҫ ҫул ҫинче машина «ГАЗель-2705» автомобильпе ҫапӑннӑ. Водительсене тата «ГАЗельте» ларса пынӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑн пирки министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Улталаса 3 миллион тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ чӑваш арҫыннине Ростов облаҫӗнче тытса чарнӑ. Патӑрьел районӗнче пурӑнаканскер унта йӗрке хуралҫисенчен пытанас тӗллевпе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче полици уйрӑмне харӑсах темиҫе ҫын пынӑ. Вӗсем пурте 36 ҫулти арҫын хӑй усламҫӑ пулнине пӗлтернине, хайхискер бизнесне аталантарма укҫа кивҫен илнине каланӑ. 3 миллион тенкӗ ытларах пухӑнсан вара телефон номерне улӑштарнӑ та тарса ҫухалнӑ — арҫынна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн. Ҫак сӑлтавсене шута илсе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна федераци шыравне тӑратнӑ.
Палӑртса хӑварар, Патӑрьел районӗн арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, нумаях пулмасть ӑна конвойпа Чӑваш Ене илсе килнӗ.
Паян Чӑваш Енре рейс автобусӗ инкеке лекнӗ. «Мускав—Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекенскер М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ тӗлӗнче, умра пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ, унта вӑл ҫул хӗрринчи канава анса кайнӑ. Инкек ирхи 9 сехет те 30 минутсенче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, автобус умӗнчи ҫӑмӑл машина хӑвӑртлӑха кӗтмен ҫӗртен чакарнӑ. Ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра умри ҫул япӑх курӑнать те, автобус машинӑпа ҫапӑннӑ. Кювета чӑмнӑ хыҫҫӑн автобус хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ.
Малтанласа пӗлтернине ӗненсен, автобусрисем аманса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Рейс автобусӗн хуҫи инкек хыҫҫӑн вырӑна урӑх автобус янӑ, пассажирсем ун ҫине куҫса ларнӑ та Мускавалла ҫул тытнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |