Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара

Капюсавшӑн укҫа пухма тытӑнсан нумайӑшӗ ӑна тӳлесшӗн пулмарӗ. Чӑннипе, ӑна хӑшӗ-пӗри халӗ те тӳлемен-ха. Халӑх кун тӗлӗшпе митинг та ирттерчӗ. Анчах кунпа кӑна саккуна улӑштарайӑн-и вара?

Кӑҫал Шупашкарта чылай ҫуртра юсав ирттересшӗн. Хула администрацийӗнче кун пекки Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн пачах пулманнине пӗлтереҫҫӗ.

Аса илтерер: республикӑра капюсавшӑн укҫа пухмалли программа пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗнӗ. Раштавра кашни тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 20 пус илнӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче вара 30 пус хӑпартнӑ. Пӗтӗмпе Шупашкарта икӗ уйӑхра 37 миллион тенкӗ пухнӑ. Ку — ҫурри ҫеҫ.

Пухнӑ укҫапа кӑҫал хӑш ҫуртсенчен юсав ирттерме палӑртнине Капюсав фончӗн сайтӗнче пӑхма пулать. Кӑҫал 500 ҫурта списока кӗртнӗ. Вӗсен тӑррисене, инженери коммуникацийӗсене улӑштарӗҫ. Списока ытларах Иван Франко, Константин Иванов, Карл Маркс, Шкул урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи ҫуртсем кӗнӗ. 80-шӗнче утӑ уйӑхӗччен юсав туса пӗтермелле. Вӗсем валли укҫа та пухнӑ.

Юсав тумашкӑн ҫынсенчен пухнӑ укҫасӑр пуҫне республика, хула, федераци хыснисенчи те тӑкакланӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарти 3997-мӗш пушар чаҫӗ ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫур ӗмӗр хушшинче нумай салтакпа офицер орденпа медале тивӗҫнӗ. Вӗсен хушшинче вилнӗ хыҫҫӑн чысланисем те пур иккен. Темиҫе ҫул каялла ҫав чаҫ пӗтӗмпех контракт тытӑмӗ ҫине куҫнӑ. Чаҫӗн паянхи тӗп тӗллевӗ — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта общество йӗркине тытса тӑрасси. Ҫар ҫыннисем Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхне те ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама тухса кайни пулать-мӗн.

Юбилей ячӗпе ҫар ҫыннисем пысӑк концерт хатӗрлеҫҫӗ иккен. Музыкантсем халӗ хӗрсем репетици ирттереҫҫӗ. Йышра Атӑлҫи регионти командованийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Мускаври тата Хусанти солистсем пулӗҫ.

— Шупашкара Мясоедов хушматлӑ полковник килмелле, — тесе пӗлтернӗ тележурналистсене оркестр пуҫлӑхӗ — 3997-мӗш ҫар чаҫӗн ҫар дирижерӗ Иван Малов. Асӑннӑ полковник тӗрлӗ музыка инструменчӗпе, ҫав шутра саксофонтан пуҫласа шӑхлич таранах, калать-мӗн. Концерт ыран Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче иртмелле.

 

Раҫҫейре Boeing-737 самолет
Boeing-737 самолет

«Победа» авиакомпани пӗр хуларан тепӗр хулана самолетпа 999 тенкӗпе ҫитерессине пӗлтернӗ. Пӗтӗм билет пӗр хак тӑмӗ-ха, анчах чи йӳннине 999 тенкӗпе туянма май пур иккен.

Хӑй уҫакан ҫӗнӗ 22 направленипе авиакомпани ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан тинӗс хӗрне илсе кайӗ. Сочи тата Анапа хулисене билетсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех сутма тытӑннӑ иккен.

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен Сочи хулине тӳрӗ рейс Архангельск, Белгород, Волгоград, Воронеж, Екатеринбург, Магнитогорск, Махачкала, Нижневартовск, Омск, Пермь, Дон ҫинчи Ростовран, Ӗпхӳрен уҫӑлӗ. Пысӑк мар Шупашкар хули ку списока лекмен. Анчах та пирӗн республикӑна ҫывӑх хуласенчен вӗҫме пулать. Кунта Киров, Хусан тата Чӗмпӗр хулисене асӑнмалла.

Тинӗс хӗрне Boeing-737 самолет хутлӗ.

 

Хулара Питӗрте вырнаҫтарнӑ палӑк
Питӗрте вырнаҫтарнӑ палӑк

Питӗрте Раҫҫей ҫарпа тинӗс флочӗн пӗрремӗш пысӑк карапне халалласа палӑк лартнӑ. «Полтава» палӑка Шупашкарти савутра хатӗрленӗ-мӗн.

Ӑна Питӗрти «Воскресени ҫыранӗ» ятлӑ вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Палӑка Шупашкарти «Электросила» савутра хатӗрленӗ, ҫак ӗҫе предприятири 200 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Александр Козвонин.

Александр Козвонин каланӑ тӑрӑх, палӑка ҫичӗ уйӑх хатӗрленӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк пайсене нумай тумалла пулнӑ. Тупӑна хатӗрлемешкӗн кӑна пӗр эрнене яхӑн кирлӗ пулнӑ.

Палӑк 8 метр ҫӳллӗш, 2 метр сарлакӑш пулнӑ. «Полтава» 1964 килограмм таять. Карапа мӗншӗн шӑпах Шупашкарта хатӗрленӗ-ха? Палӑк скульпторӗсенчен пӗри, Олег Ксенофонтов, пирӗн ентеш-мӗн.

Предприяти ӗҫченӗсемшӗн палӑка хатӗрлемешкӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Предприяти, тепӗр тесен, ку профильпе ӗҫлемест.

Палӑка Питӗре фурӑпа илсе кайнӑ. Ӑна унта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вырнаҫтарнӑ. Карапа вырӑс ҫарӗсем Полтава ҫапӑҫӑвӗнче ҫӗнтернӗрен ҫапла ят панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76309
 

Политика

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Крым ҫурутравпа Севастополь хули Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе ӗнер ҫулталӑк ҫитрӗ. Ҫакна Раҫҫейри чылай хулара палӑртрӗҫ. Шупашкар та ыттисенчен юлман. Республика лапамӗнче ҫав ятпа митинг-концерт иртнӗ.

Чӑваш Енӗн Общество палати официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтерни ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, митинг-концерта 7 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ пулать. Ку йышра ветеран, патриотизм, ҫамрӑксен тата профсоюз организацийӗсен пайташӗсене, вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, техникумсемпе училищесенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсене асӑннӑ. Чӑваш Енӗн Общество палатин пайташӗсем те унта хутшӑннӑ.

Концерта пурте пӗлекен тата нумайӑшӗ юратакан Августа Уляндина, Вячеслав Христофоров юрӑҫсем хутшӑннӑ. Ушкӑнсем те пулнӑ: «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ, «Асамат» эстрада ансамблӗ, «Фаворит» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗ.

 

Культура

Чӑваш Республикинчи Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра «Чӑваш ҫыравҫисем — куҫ курманнисем валли» проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн ача-пӑча писателӗпе, фантастпа Дмитрий Суслинпа тӗлпулу иртнӗ.

Дмитрий Суслин хӑйӗн пултарулӑхне ача-пӑчана халаллать. Ҫамрӑк вулавҫӑсем, Шупашкарти тӳрленмелли интернат шкул вӗренекенӗсем, ҫыравҫа кӑсӑклансах итленӗ. Вӑл хӑйӗн пирки, кӗнекисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сӑнарсем пирки каланӑ чухне ачасен куҫӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫнӗ.

Компьютер аталанать пулин те Дмитрий Суслин ачасене кӗнекесемпе интереслентерме пултарать. Вӑл ачасен ыйтӑвӗсене те хаваспах хуравланӑ.

Ҫыравҫӑ уйрӑмах «Юрӑпи» этнографи юмахӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла та тухнӑ, йӑх тымарӗсен йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартать. Ачасем хайлав сыпӑкне тимлесех итленӗ.

Тӗлпулура ачасем авторӑн хӑтлавӗпе те паллашнӑ. Пӗчӗкскерсем вулавӑша парнеленӗ аудиокӗнекесемшӗн те тем пекех савӑннӑ.

 

Республикӑра

Пушӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче Кӗнеке уявӗ пуҫланнӑ. Унта 300 ытла тус, кӗнеке вулама юратаканскерсем, килнӗ. Вӗсен йышӗнче шкул ачисем, вӗрентекенсем, хастар вулакансем, Шупашкарта пурӑнакансем пулнӑ.

Хӑнасене мультфильмри сӑнарсем кӗтсе илнӗ. Шӑпӑрлансем вӗсемпе вылянӑ, сӑн ӳкерӗннӗ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Унтах куравсем йӗркеленӗ. Унтан ачасене Ача-пӑча кӗнекин эрнелӗхӗ пуҫланнӑ май Евгений Бондарев саламланӑ.

Кӗнеке патша майри тата Оле Лукой ачасене кӗнеке историйӗпе паллаштарнӑ. Уявра «Ҫулталӑкри супервулакан» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Кӑҫал унта Николай Фадеев, Софья Прокопьева, Дарья Андреева, Елизавета Тихонова тата ыттисем мала тухнӑ.

Ача-пӑча кӗнекин эрнелӗхӗ каникул вӗҫлениччен тӑсӑлӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем шӑпӑрлансене кӑсӑклӑ кӗнекесем вулама сӗнӗҫ, мероприятисем ирттерӗҫ. Вулавӑшсем ачасене хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн пуҫиле ӗҫсене пӑхса тухакан коллегийӗ Республикӑри клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗн Гульсина Мусалимован аппеляци ҫӑхавне тивӗҫтернӗ. Ун тӗлӗшпе маларах кӑларнӑ приговора пӑрахӑҫланӑ пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма янӑ.

Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн тӳрисем айӑпланакана суд вӑхӑтӗнче хӳтӗленме май пулман тесе йышӑннӑ иккен. Мусалимова, сӑмахран, почерк экспертизи тума ыйтнӑ. Анчах унчченхи суд ҫав ыйтӑва тивӗҫтермен-мӗн.

Мусалимова тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратурӑн халӗ ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивӗ.

Мусалимована сӗтев илнӗ тесе пӗлтӗрхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулин Калинин район сучӗ 8 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама тата 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.

 

Экономика

«Электроприбор» акционерсен уҫӑ обществин акционерӗсем савутӑн ертӳҫисен тыткаларӑшӗпе кӑмӑлсӑр иккен. Хӑйсен пӑшӑрханӑвне палӑртакан ҫырӑва вӗсем республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев патнех ҫитернӗ.

Шупашкар савучӗн акционерӗсен ҫырӑвӗнче 2014 ҫулта предприятин резерв фондӗнчен 100 миллиона яхӑн тенкӗ «кӑларса» илнине пӗлтернӗ. Унӑн пысӑк пайне ертӳҫӗсене преми пама уйӑрнӑ иккен.

Сахал мар «кӗмӗле» «2014 ҫулхи 11 уйӑхра предприятин ӑнӑҫӑвне пысӑк тӳпе хывнисене» уйӑрса панӑ-мӗн. 11 топ-менеджерпа вӗсен ҫывӑхӗнчи пуҫлӑхсене 37 миллион тенкӗ премии панӑ пулать. 500 рабочие 10 хут сахалтарах лекнӗ, пурӗ 3 миллион тенкӗ. 3 миллиона 500 ҫын ҫине пайласан кашнине 6-шар пин тенкӗ тивӗҫнӗ тесе шухӑшламалла. Ку цифрӑна «Электроприбор» АУОн акционерӗ тата унччен топ-менеджерта ӗҫленӗ Елена Романова пӗлтернӗ.

Элтепер патне янӑ ҫырура хаклӑ хутсен пӗчӗк партийӗсене вӗсен хуҫисенчен савут укҫипе туяннине те систернӗ. Ун пек акционерсем 2 пине яхӑн ҫын иккен. Яваплисем васкавлӑ йышӑну тумасан савут панкрута тухас хӑрушлӑх пур тесе пӑшӑрханнӑ ҫыру авторӗсем.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/business/view/64471
 

Культура

Чӑваш наци музейӗнче тӑм савӑт-сапа куравӗ уҫӑлнӑ. Унта неолит тапхӑрӗнченӖ пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртен, тытӑнса паянччен ӑсталанӑ япаласене курма пулать.

Щынсем авал пурӑннӑ вырӑнсенче археологсем тӑм сават-сапа катӑккине вӗҫӗмех тупнине пӗлтереҫҫӗ аваллӑх управҫинче тӑрӑшакансем. Археологи палӑкӗн кун-ҫулне палӑртма тӑмран хатӗрленӗ япаласем хӑш чухне пулӑшаҫҫӗ те иккен.

Аваллӑха тӗпченкенсем тӑмпа усӑ курма ҫынсем пирӗн эрӑчченхи 5-3-мӗш ӗмӗрсенче хӑнӑхнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Музейри «Тӑм савӑт-сапа лаҫҫи» курава тӑратнӑ Шупашкарта тупнӑ тӑм япаласем те кӑсӑклӑ.

Экспонатсем хушшинче хальхи вӑхӑтри ӑстасен ӗҫӗсем те пур.

Курава хатӗрлеме Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи япаласене кӑна мар, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗнне те усӑ курнӑ.

Сӑнсем (6)

 

Страницӑсем: 1 ... 853, 854, 855, 856, 857, 858, 859, 860, 861, 862, [863], 864, 865, 866, 867, 868, 869, 870, 871, 872, 873, ... 1040
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 10

1923
102
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тихонов Вячеслав Архипович, хӑрушлӑхсӑр министрӗ пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1985
40
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1994
31
Куславккара Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей уҫӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ