Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2015» конкурс ирттерет. Кӑҫалхи тӗп тема — «Паха тӗрӗ» фабрикӑн пӗрремӗш ӳнерҫин, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Е.И.Ефремовӑн тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин М.В.Симаковӑн пултарулӑхӗсем.
Конкурса ӗҫсене тӑватӑ номинаципе йышӑнаҫҫӗ: алӗҫ пултарулӑхӗ, ӳнер, сочиненисем тата сӑвӑсем. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗччен музейра кашни кун, шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне, 9–17 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Адрес — Кӳкеҫ поселокӗ, Шкул урамӗ, 1-мӗш ҫурт.
Конкурса ӗҫсем килме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ӑна Шупашкарти 60-мӗш шкул ачисем ярса панӑ. Сӑмах май, кунашкал конкурс 6-мӗш хут иртет.
ОРВИ чирӗ сарӑлнӑ май чылай ҫын аптӑраса ӳкнӗ. Республикӑра чирлисен йышӗ тӑрук ӳснине палӑртаҫҫӗ. Шкулсенчи, училищӗсенчи, техникумсенчи, аслӑ шкулсенчи чылай ачасем чире пула вӗренме ҫӳреймеҫҫӗ.
Ҫавна май темиҫе шкулта уроксем те иртмеҫҫӗ. Халӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски (Ӗсмел) шкулӗ карантинра. Унта 353 ача ҫӳрет. Шупашкарти 56-мӗш шкулти 3-мӗш «Л» класри ачасем те уроксенче лармаҫҫӗ — карантинра.
Паянтан Шупашкарти 53-мӗш шкула та карантина хупнӑ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчи хӑш-пӗр классене те чире пула вӑхӑтлӑха хупнӑ-мӗн.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки эрнере республикӑра 7563 ҫын гриппа тата ОРВИпе чирлине палӑртнӑ. Ытларах пайӗ — 14 ҫула ҫитмен ачасем. Унчченхи эрнепе танлаштарсан, чирлисен йышӗ 56 процент ӳснӗ.
Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Раҫҫейӗн ҫӗнӗ карттине хатӗрленӗ. Вӑл — литература картти.
Карттӑра ҫӗршыври чи нумай кӗнеке вулакан регионсене палӑртнӑ. Танлашӑма (рейтинга) кӗнеке вулакан ҫынсен йышне кура мар хатӗрленӗ. Регионта вулавӑшсен, издательствӑсен, кӗнеке лавккисен, кӗнеке мероприятийӗсен хисепне шута илнӗ.
Кӗнеке нумай вулакан регионсен йышне Мускав, Псков, Ленинград, Вологда, Ярославль облаҫӗсем, Чӑваш Ен кӗнӗ. Юлакан тӑрӑхсем — Ҫӗпӗр тата Ҫурҫӗр Кавказ.
Шупашкарта кӗнеке акцийӗсене нумай ирттереҫҫӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе малашне те юласшӑн мар.
Сӑмах май, паянхи куна пирӗн республикӑра патшалӑхӑн 3 вулавӑшӗ, муниципалитетсен 535 вулавӑшӗ шутланать.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускавра Раҫҫейӗн Правительство премийӗсене валеҫнӗ. Валеҫнӗ тени тӗрӗсех мар-ха. Пурне те лекмест ун пекки. Пурӗ те вунӑ предприяти унӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Пысӑк шайри премие илнисем хушшинче пачах расна отрасльте тӑрӑшакансем лекнӗ. Кунта строительство кампанийӗсем те пур, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем те, нефтьпе хими промышленноҫне кӗрекенни те. Сывлӑх сыхлавӗ те кунта лекнӗ. Асӑннӑ отрасль пирки каларӑмӑр пулсан, премие Федерацин Шупашкарта вырнаҫнӑ травматологи центрӗ (ӑна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев тӗп тухтӑр пулса ертсе пырать) тивӗҫнине палӑртма уйрӑмах кӑмӑллӑ.
Преми хуҫисене укҫан хавхалантармаҫҫӗ-ха. Анчах Шупашкар тухтӑрӗсем уншӑн пӑшӑрханмаҫҫӗ. Чи пахи — хисеп туни. Преми илнине ӗнентерекен паллӑна центр хӑйӗн учрежденине рекламӑланӑ чух пилӗк ҫул хушши усӑ курма пултарать.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов патне йышӑнӑва «Шупашкар» пассажир пуйӑсӗсен пӗрлешӗвӗн пункчӗн ӗҫченӗсен ушкӑнпа янӑ ҫырӑвӗ ҫитнӗ.
«Федерацин пассажир компанийӗ» акционерсен обществи Раҫҫейри хӑш-пӗр хулара вакун участокӗсене хупма йышӑннӑ. Ҫав списока Шупашкарти предприяти те лекнӗ. Халӗ Шупашкар пӗрлешӗвӗн: «Шупашкар–Мускав», «Мускав–Екатеринбург», «Мускав–Нижневартовск», «Шупашкар–Питӗр», «Шупашкар–Новороссийск», «Шупашкар-Адлер» — мӗнпур пуйӑсене урӑх пӗрлешӳсене парса укҫана перекетлеме йышӑннӑ. Ҫавна май проводниксемпе техника специалисчӗсем, пурӗ 600 ҫын, ӗҫсӗр юлӗ.
Кӑткӑс лару-тӑру пирки пуйӑссене йӗркелекен Шупашкарти пункт ертӳҫи Николай Иванов каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, 1971 ҫултанпах пӗрлешӳ йӗркеллӗ ӗҫлесе пынӑ.
Юрий Попов спикер кун пек лару-тӑрура айккинче тӑрса юлмалла маррине палӑртнӑ. Вӑл «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществин президенчӗ Владимир Якунин патне тухма шантарнӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Шупашкара Венгрири ял хуҫалӑх министрӗ Шандор Фазекаш господин ӗҫпе килӗ. Вӑл кунта ҫыхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явас тӗллевпе ҫитӗ.
Венгри министрне ял хуҫалӑх предприятийӗсен элчисем ертсе ҫӳрӗҫ. Бизнес тӗлпулусем йӗркелеме палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енпе Венгри ял хуҫалӑх тӗлӗшпе ҫыхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явӗҫ. Шандор Фазекаш ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа та тӗл пулӗ.
Венгри пирӗн республикӑпа тахҫанах килӗштерсе ӗҫлет. Юлашки вӑхӑтра — уйрӑмах. Пӗлтӗр кӑна Венгрипе суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 40 процент ӳснӗ, ку 977,4 пин долларпа танлашнӑ.
Республика ертӳлӗхӗ ют ҫӗршывсемпе ҫухӑну йӗркелессине, аталантарассине экономика политикинче тӗп вырӑнсенчен пӗри пулнине палӑртать.
Сайтра Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫыннисен шӑпи пирки сахал мар пӗлтернӗччӗ. Ҫурт ишӗлсен унти ҫынсене Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗн авариллӗ общежитине куҫарни пирки те, йӑтӑнма пуҫланӑ ҫурта тӗп-йӗрӗпех ишсе антарса ҫӗннине хӑпартасси ҫинчен те…
Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗн авариллӗ общежитине куҫнисен унта 2016 ҫулччен пурӑнма тивет. Вӗсене ҫав ҫул ҫеҫ пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерӗҫ.
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Алексей Ладыков ҫав общежитире пурӑнакансен ҫурта тытса тӑнӑшӑн, юсав ирттернӗшӗн укҫа тӳлемелли пирки хушу алӑ пуснӑ.
Документра икӗ адрес: Граждан урамӗнчи 54-мӗш ҫуртри 2-мӗш тата 3-мӗш корпуссем. Унта пурӑнакансен уйӑхсерен 1 тӑваткал метршӑн 15 тенкӗ те 20 пус тӳлемелле: ҫурта тытса тӑнӑшӑн — 12 тенкӗ те 40 пус, юсавшӑн — 2 тенкӗ те 80 пус.
Тӗнчипе тенӗ пекех кризис хуҫаланать, Раҫҫейре апат-ҫимӗҫ хакӗ тӑрук ӳсрӗ… Ҫакна пула чылайӑшне йывӑр килет. Кризис ача пахчисене те пырса тивет пулмалла.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа экономика канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ача пахчисенчи апатлану 10-15 процент ӳсессине пӗлтернӗ.
Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, хальхи хаксене пула ача пахчинчи апатлану 30 процент хӑпарнӑ. Шупашкарта ҫимӗҫсемпе тивӗҫтерекенсемпе та канашлу иртнӗ-мӗн. Унта ача пахчисенчи рациона грамм тӗлӗшӗнчен касма, ҫакна витаминсенче сыхласа хӑварма йышӑннӑ. Михаил Игнатьев ача апатланӑвӗн калориллӗхне сыхласа хӑварма хушнӑ.
Ҫакна апат пахалӑхне чакармасӑр епле тума пулать? КПРФ фракцийӗн Чӑвашри уйрӑмӗн ертӳҫишӗн ку — ӑнланманлӑх. Вӑл ҫак ыйту тӗлӗшпе Алексей Ладыков ашшӗ-амӑшӗпе канашласса шанать.
Нумаях пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин федерацин субъекчӗсен, регионсенчи саккун кӑларакан органсен ертӳҫисемпе, пысӑк хуласен мэрӗсемпе тӗлпулнӑ. Унта «Хальхи вӑхӑтри экономика тата политика кун йӗркине, регионсенчи лайӑх практикӑсене» пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енрен унта Михаил Игнатьев Элтепер, Патшалӑх Канашӑн ертӳҫи Юрий Попов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ.
Раҫҫей Президенчӗ тӗп вырӑнта — ҫынсем тесе каланӑ. Влаҫ ҫыннисен шӑпах пирӑншӑн, ҫынсемшӑн, ӑҫлемелле. Вӑл халӑхпа час-час тӗлпулмаллине те асӑнса хаварнӑ. Унтан Путин йывӑрлӑха парӑнмасӑр пӗр шухӑшлӑн ӗҫлекенсене пулӑшас тӑллевлине палӑртнӑ.
Ҫак уйӑхра пирӗн республикӑна «Раҫҫей чукун ҫулӗ» акционерсен обществи йӗркеленӗ урапа ҫинчи экспозици пирӗн пата килсе ҫитӗ. Чи малтанах, нарӑсӑн 8–9-мӗшӗсенче, унпа ҫӗмӗрлесем паллашма пултарӗҫ. Тепӗр кунне вӑл Канаша ҫитсе чарӑнӗ. Нарӑсӑн 11–13-мӗшӗсенче республика тӗп хулинче пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем урапа ҫинчи экспозицие хаклайӗҫ.
Экспозици кунӗсенчен пӗрисенче, нарӑсӑн 11–12-мӗшӗсенче, сӑмах май каласан, «Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ» предприятин регионти конфренцийӗ ӗҫлемелле.
Куҫса ҫӳрекен экспозици вӑхӑтӗнче Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи партнерсем чукун ҫул отрасльне аталантармалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсене кӑтартӗҫ. Куҫса ҫӳрекен комплекс 8 курав вакунӗнчен тӑрать. Вӗсенчен кашниех — пӗр-пӗр проекта е компание халалланӑскер.
Куҫса ҫӳрекен экспозицие виҫӗ ҫул каялла йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра комплекс 221 пине яхӑн километр ҫӗннӗ, Раҫҫейри 16 чукун ҫул хулинче пулнӑ, Казахстанпа Белоруҫе те ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |