Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗсем паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.06.2016 19:39 | 1547 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫамрӑксен кунӗ умӗн, ӑна ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ, Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗсене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушӑва ҫӗртмен 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Кӑҫал ӑслӑлӑх, техника тата производство енӗпе «Ҫӗнӗ техника хатӗрлекен Пӗтӗм тӗнчери инжиниринг компанийӗн» инженер-конструкторне Алексей Репина преми пама йышӑннӑ. Вӗрентӳ, воспитани, ҫамрӑксен политикин енӗпе «Чӑваш Ен студенчӗсем» ассоциацийӗн пайташӗсене Роман Васильева, Никита Веселова, Алина Лазаревӑна, Ксения Порфирьевӑна чысланӑ. Литература, культура тата ӳнер енӗпе ЧР Наци вулавӑшӗн сектор заведующийне Дарья Рябцевӑна преми панӑ.

Журналистика енӗпе «Чӑваш Ен» ПТРКн редакторне Надежда Давыдовӑна чыслама йышӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗ енӗпе «Президент пепкелӗх центрӗн» анестезиолог-реаниматологне Анастасия Беловӑна, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультечӗн студенчӗсене Валентина Виноградвӑна тата Дмитрий Виноградова чысланӑ.

Тавралӑха сыхлас ӗҫ енӗпе «ЭКА» общество организацийӗн пайташне Александра Лобочковӑна чысланӑ. Хӑйсен ирӗкӗпе пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл енӗпе И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студенчӗсене Татьяна Шиповӑна, Анна Карпеевӑна, Шупашкарти 37-мӗш шкулӑн преподаватель-йӗркелӳҫине Александр Степанова преми пама йышӑннӑ.

#Шупашкар, #ҫамрӑксем, #премисем, #ЧППУ, #ЧПУ, #наци вулавӑшӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем